План урока - 8 класс по чувашскому языку
план-конспект урока (8 класс) по теме

Иванова Роза Михайловна

Здесь дается план урока и презентация по чувашскому языку на тему "Ãслã сãмахсем" (Умные слова) для 8 класса русскоязычной школы.

Скачать:


Предварительный просмотр:

8-мĕш класра «Ăслă сăмахсем» темăпа ирттернĕ урок планĕ

Урок теми: «Ăслă сăмахсем».

Урок тĕллевĕсем:

  1. Текст тăрăх çыхăнуллă каласа парас хăнăхăва аталантарасси;
  2. Чăвашла предложенисене грамматика тĕлĕшĕнчен тĕрĕс йĕркелес хăнăхăва çивĕчлетесси;
  3. Сывлăха упрама, сиенлĕ йăласенчен, табак туртма вĕренессинчен  сыхланма хăнăхтарасси.

Урок юхăмĕ:

  1. Киле панă ĕçе тĕрĕслесси. («Левентей мучи» текстăн содержанийĕ пулнă)
  2. Учитель сăмахĕ. Мĕнле çын пулнă-ши Левентей мучи? Пенсие тухнă пулсан та вăл хуралçăра ĕçлет. (Сывлăхлă).
  3. Çĕнĕ тема. Тетрадьсем çине число, тема çыратпăр.  Текста ăнланма пире словарь ĕçĕ пулăшĕ. (1 слайд)

1)Словарь ĕçĕ (2 слайд)

Табак туртакан – курильщик      купса - купец

Хăват – чудо, сила                        хайхи çын – тот самый

Ĕлĕк-авал – в старину                  хавша - ослабеть

Кÿр – приносит

2) «Ăслă сăмахсем»  текста вуласси

3) Текста вырăсла куçарасси.

4) Текст планне тăвасси

План.

1.Купсасем хăйсен таварне мухтани.

2.Итлесе тăракан çыннăн сăмахĕ.

3.Мĕнрен килеççĕ çавăн пек хăватсем?

5) Планпа усă курса текст содержанине каласси.

                            Пĕлме интереслĕ

Пĕлетĕр-и-ха, табак пирĕн пата ăçтан килнине?

Табак çĕр-шывĕ Америка теççĕ.  Ǎна туртас йăлана индеецсен майя йăхĕнче пуçарса янă. Европăна табака Америкăна уçакан Христофор Колумб матросĕсем илсе килнĕ. Чи малтан вăл Англире сарăлнă. Ун хыççăн Голландие лекнĕ. Шăпах Голландире  I Петĕр патша табак туртма вĕреннĕ.  Вăл ку йăлана Российăна илсе килнĕ, ятарлă мерăсемпе Россия халăхне туртма вĕрентнĕ. Вăл хăй питĕ хастар туртавçă пулнă.

  1. Вĕреннине çирĕплетесси.
  1. Паянхи куна илес пулсан çынсем сигарета питĕ кăмăллаççĕ. Çĕр çинчи ар çынсенчен çурри ытла, хĕр арăмсенчен тăваттăмĕш пайĕ сигаретпа туслă. (Раççейре ар çынсен 75%, хĕр арăмсен 21% пирус туртаççĕ).  Вĕсем хăйсен сывлăхĕ çинчен пачах та шутламаççĕ, уççăнах урамра сигарет туртса тăма именмеççĕ. Сигарет кÿрекен чир-чĕртен çулсерен 700 пин çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать.

(3 слайд) Пирус  тĕтĕмĕ уйрăмах ачасемшĕн сиенлĕ.

  Халĕ итлесе пăхар-ха сигарет мĕнле сиен кÿнине.

Чĕре  Эп чĕре.

         Мана япăх, тÿсме йывăр,

         Ĕçлеме вăй - халăм çук.

         Эп вилетĕп, эп пĕтетĕп

         Вĕçленет иккен кун – çул.

         Кислород та çитми пулчĕ,

         Никотин пăвать ялан,

         Юн тымаррисем çунаççĕ,

         Кĕлленеççĕ кунран – кун .

         Çăлăр, пулăшăр тархасшăн:

         Пурăнас килет – çке ман.

Пуç: Эпĕ пуç.

         Пĕтерет ку сигарет:

         Пурăнма пĕр шанчăк çук.

         Амăш панă укçана пĕтерет сигаретпа.

         Туянасчĕ пахча – çимĕç –

         Вăл пуян витаминпа

         Ĕнер панă урока –

         Вĕренмен – ха паян та.

         Манăн ăс чаксах пырать,

         Тимлĕх кунран – кун хавшать.

         Пуçăмра çĕн шухăш çук –

         Пурнăç тĕксĕм апăрша.

         Айăпли – çак сигарет:

         Вăл пире асап кÿрет.

Ϋпке: Эп ÿпке.

          Пĕтетĕп, пĕтетĕп                           Хытă ÿслĕк аптратать,

          Кĕçех тĕп пулатăп,                        Пыра çурса кăларать.

          Çынсемех татаççĕ                          Йăлăнатпăр, пурнăç парăр

          Хăйсен кун – çулне.                      Çăлăр çак сигаретран.  

          Пире тĕтĕмпе минретеççĕ             Ун чури пулса çитет -

          Çунтараççĕ хăйсен ăш – чикне.    Сывлăхпа çÿрес килет.

          Сывлăш пÿлĕнсе ларать,            (4 - 5 слайд)

2) Предложенири сăмахсен вырăнĕ – йĕркине тĕрĕс лартасси. (6слайд)

  1. Туртни сиен табак сывлăха кÿрет.
  2. Вăйĕ çÿреме çын çукран пуçлать туяпа.
  3. Тесен пулмалла сывлăхлă спортпа пулас туслă.
  4. Туртакан каяймасть ÿсĕрет çĕрĕпех табак те çывăрса.
  5. Çын чир – чĕре  сиен тĕрлĕ табак ярать организмне кÿрет.

(7слайд) Предложенисене тĕрĕслĕр

  1. Пĕтĕмлетÿ.

Сывлăх – çут – çанталăк панă пысăк пуянлăх. Ăна эпир ваттисем каланă çак сăмахсенчен те куратпăр: (8 слайд)

- Сывлăх пĕтсен укçа парса илеймĕн.

-Сывлăх пулсан пуринчен пуян

-Сывлăхран хакли çук.

           Çак ваттисен сăмахĕсенчен те эпир сывлăх – пирĕн пуянлăх пулнине пĕлетпĕр. Анчах эпир ăна нумай чухне хаклама пĕлместпĕр. Çын сывă чухне сывлăх пуррине сисмест. Сывлăх хавшама пуçласан тин вăл пурнăçра чи кирли, чи хакли пулнине ăнланса илет. Чир – чĕртен сывалма чылай чухне йывăр: укçа – тенкĕ, вăхăт, вăй – хал кирлĕ Çавăнпа сывлăха кашнийĕнех вăл пур чухне упрама тăрăшмалла.

          Çынсен сывлăхĕ ачалăх çулĕсенче çирĕпрех пулнине эпир пурте пĕлетпĕр. Апла пулсан, пирĕн сирĕнпе мĕн пĕчĕкрен сывлăха упрама, ăна куллен çирĕплетсе пыма хăнăхмалла. (9слайд)

Кластер тăвасси.                Табак туртни.

  1. Килти ĕç парасси. Текст содержанине каласа пама  

хатĕрленесси.

  1. Вĕренекенсен пĕлĕвне хакласси.

 


Предварительный просмотр:


Подписи к слайдам:

Слайд 1

Урок теми: « Ă сл ă с ă махсем » Урок т ĕ ллев ĕ сем: Текст т ă р ă х ç ых ă нулл ă каласа парас х ă н ă х ă ва аталантарасси ; Ч ă вашла предложенисене грамматика т ĕ л ĕ ш ĕ нчен т ĕ р ĕ с й ĕ ркелес х ă н ă х ă ва ç ив ĕ члетесси ; Сывл ă ха упрама , сиенл ĕ й ă ласенчен , табак туртма в ĕ ренессинчен сыхланма х ă н ă хтарасси .

Слайд 2

Табак туртакан - курильщик Х ă ват - чудо, сила Ĕл ĕ к-авал - в старину К ÿ р - приносит Купса - купец Хайхи ç ын - тот самый Хавша – ослабеть Словарь ĕçĕ

Слайд 3

Пирус т ĕ т ĕ м ĕ уйр ă мах ачасемш ĕ н сиенл ĕ

Слайд 4

Табак туртман ç ынн ă н Табак туртакан ç ынн ă н ÿпки (легкие некурящего) ÿ пки (легкие курящего )

Слайд 6

Туртни , сиен,табак , сывлăха , кÿрет . Вăйĕ , çÿреме , çын , çукран , пуçлать , туяпа . Тесен, пулмалла , сывлăхлă , спортпа , пулас , туслă . Туртакан , каяймасть , ÿсĕрет , çĕрĕпех , табак, те, çывăрса . Çын , чир – чĕре , сиен, тĕрлĕ , табак, ярать , организмне , кÿрет . Предложенири с ă махсене т ĕ р ĕ с й ĕ ркепе вырна ç тар ă р

Слайд 7

Табак туртни сывлăха сиен кÿрет . Вăйĕ çукран çын туяпа çÿреме пуçлать . Тесен пулмалла сывлăхлă спортпа пулас туслă . Табак туртакан çĕрĕпех ÿсĕрет те çывăрса каяймасть . Табак ç ын организмне тĕрлĕ чир – чĕре ярать , сиен кÿрет . Предложенисене т ĕ р ĕ сл ĕ р

Слайд 8

Сывлăх пĕтсен укçа парса илеймĕн . Сывлăх пулсан пуринчен пуян . Сывлăхран хакли çук . Ваттисен с ă мах ĕ сем


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

8 класс. Урок чувашского языка по теме " Чаваш варманесем"

8 класс. Урок чувашского языка по теме " Чаваш варманесем"...

8 класс. Урок чувашского языка по теме " Хуласем"

8 класс. Урок чувашского языка по теме " Хуласем"...

Материалы для участия во Всероссийском конкурсе мастер-класса учителей родного языка и литературы «Туган тел» учителя родного языка и литературы МБОУ «Чувашско-Бурнаевская СОШ» Алькеевского муниципального района Республики Татарстан

Материалы для участия  во Всероссийском конкурсе мастер-класса учителей родного языка и литературы «Туган тел» учителя родного языка и литературы МБОУ «Чувашско-Бурнаевская СОШ» Алькеевского...

ктп по ФГОС 5 класс по чувашскому языку

ктп 5 класс по учебному пособию...

Послание Главы Чувашии Государственному Совету Чувашской Республики (на чувашском языке)

26 января в Чувашском государственном театре оперы и балета состоялось оглашение ежегодного Послания Главы республики....

Рабочая программа для 5-11 классов по чувашскому языку

Рабочая программа создана для преподавания чувашскому языку и литературе в национальной школе...

Методическое пособие учебного курса родной (чувашский ) язык «Исследователи чувашского языка"

Чăваш чĕлхи – чăваш халăхĕн наци чĕлхи. Вăл кулленхи калаçу чĕлхи çеç мар – радиопа телевидени, чăвашла хаçатсемпе журналсен, чăваш театрĕсен т. ыт. чĕлхи те. В.И.Ленин чĕлхе çинчен çапла ...