Мастер класс "Анне -пурри телей".
план-конспект на тему

Петрова Валентина Николаевна

Проектная деятельность.

Скачать:


Предварительный просмотр:

Мастер класс.

Тема: «Проект тума вĕрентесси»

Тĕллевĕсем:

  1. Çĕнĕ технологипе усă курса проект тума вĕрентесси.
  2. Ушкăнпа е харпăр хăй тĕллĕн, творчествăлла ĕçлеме хăнăхтарасси.
  3. Анне ăшшине туйма, вĕсене хисеплеме, пулăшма, юратма вĕрентесси.

Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, презентаци, плакат –«Анне пурри - телей», пазл евĕр касса кăларнă пайсем (ун хыçĕнче хĕрарăм санарĕ),  кластер валли тунă хатĕрсем, карточкăсем,фламастерсем, магнитсем, скотч.

                                Мастер класс йерки

  1. Сывлăх сунни

-Сывлăх сунатăп.

  1. Проект патне илсе пыни.

Слайд çине тимлĕ пăхăр? Сăнăр. Шутлăр. Мĕн куратăр? (проект)

–Мĕн проекчĕ куртăр?  Тата мĕн-мĕн проекчĕ пулать? Проект мĕн тума кирлĕ?

Чăваш литератури урокĕсенче проект тума пулать иккен. Апла пулсан паян проект тума веренĕпĕр.

  1. Мĕн вăл проект.

1)Проект технологипе ĕçлемелли мелсем.

«…пректирование – вдохновенный прыжок в будущее» -тенĕ Петер Букер.

Америка тата Япони çĕр-шывĕсенче çак технологи питĕ анлă сарăлнă. Латин чĕлхинчен куçарсан «хăй тĕллĕн çул тупни» тени пулать. Проект технологин тĕп тĕллевĕ вăл – пĕлĕве ÿстермелли ăсталăха аталантарасси.

Проект- харпăр хăйĕн е ушкăнăн ĕçĕ. Çак ĕçĕ пурнăçланă май  харпăр хăй е ушкăн хăй тĕллĕн ĕçлет, тĕллевсем лартать, тĕрлĕ плансем тăвать, материал шырать т.ыт.те.

2) Проект технологи тапхăрĕсем

1.Хатĕрленÿ . Темăпа тĕллевсем палăртни .

2.План туни.

3. Тĕпчев.

4.Ĕçе хутĕлеме тăратни.

5. Результат. Пĕтĕмлетÿ.

3)Проект туни

а) Тема палăртасси.

(Анне çинчен юрă итлесси)

-Юрă итлерĕр. Мĕнле шутлатăр паянхи проект теми мĕнле пулать-ши?

Анне çинчен. Тĕрĕс.Мĕншĕн?

Кăçал Чăваш республикинче «Атте-анне çулĕ»? Пирен республикăра мĕнле çул?(Экологи çулĕ).

Проект теми «Анне пурри- телей»

ă) Тĕллевĕсене палăртар.

Аннесем синчен калаçасси;

Аннесене хисеплеме,  юратма вĕренесси;

Анне чун-чĕрипе ăш-пиллĕ, ыра камăллине палăртасси;

Анне пурри телей иккенне палăртасси.

б) План туни.(Ушкăнпа пĕрремĕш  пазл çине)

1.Анне çинчен ваттисен самахĕсене пухасси.

2.Хайлавсенчи анне сăнарне тупасси.

3.Анне çинчен сăвă çырасси.

4. Анне темăпа кластер тăвасси.

5.Анне сăнарне палăртасси.

в)Тĕпчев.

Ушкăнсене пазл пайĕсем çине ĕçсем парасси.

1-ушкăн. Ваттисен сăмахĕсем анне çинчен пухать.

2-мĕш ушкăн. Хайлавсенчи анне сăнарне тупать

3-мĕш ушкăн. Анне çинчен сăвă çырать.

4-мĕш ушкăн кластер тăвать.

г)Хÿтĕлени. Доска умне тухса ушкăнран пĕри хÿтĕлени.

5-мĕш ĕçе пурне те пурнăçлаттарасси. Аннĕрсем çинчен, вĕсен пурри телей тенипе çыхантарса пĕчĕк текст çырăр. (Ĕ анне сăнарне  ÿкерсе туни, е  анне  фотоÿкерчĕкĕсене çыпăçтарни).

 

д) Результат. Пĕтемлетÿ.

Проекта уйрамшаррăн турăмар. Халĕ çак ĕçсене  пĕр çĕре пуçтармалла. Кашни ушкăнран пĕрер çын тухса пазла пуçтарăр. (Скочпа пайсене  çыпăçтарасси).

Тепĕр енне çавăрăр. Мĕн куратăр? Анне сăнарĕ.(Анне çинчен юрă шăранать).

Анне пурри телей темăна пĕтемлетни.   (Пурне те пысăк  тав! )

   

Анне çинчен ваттисен сăмахĕсем:

АННЕ - КИЛ ĂШШИ.

АННЕСĔР ПУРНĂÇ ÇУК

АННЕ ХĔВЕЛТЕН ТЕ ХАКЛĂ

АННЕ ĂШШИ ПУРНЕ ТЕ ÇИТЕТ

АННЕРЕН ÇЫВĂХ ТĂВАН ÇУК

АННЕ КĂМĂЛĔ ÇЕМÇЕ КĂМĂЛ

АТТЕ ÇУККИ ÇУР ТĂЛĂХ, АННЕ ÇУККИ ХĂР ТĂЛĂХ

Чăваш литературинче анне сăнарĕ

 Мария Ухсай «Ирхи сывлăм»

Ева Лисина «Çăкăр чĕлли»

Иван Егоров «Ывăл»

Елизовета Осипова «Хăвăртрах çитĕнесчĕ»

Ю.Скворцов «Ултăк»

Василий Петров «Çăлăнăç»

А.Артемьев «Салампи»

Кластер

Анне –ырă, тараватлă, чипер. ăшпиллĕ, хитре, чунлă, хастар  


Предварительный просмотр:


Подписи к слайдам:

Слайд 1

МАСТЕР КЛАСС Пурнăçлаканĕ: Петрова Валентина Николаевна Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен.

Слайд 2

Ÿкерчĕке сăнăр.

Слайд 3

ПРОЕКТ «…проектирование – вдохновенный прыжок в будущее» Питер Букер

Слайд 4

Проект – «хăй тĕллĕн çул тупни» е «малалла пени» (Латин чĕлхинчен куçарсан).

Слайд 5

ПРОЕКТ- харпăр хăйĕн е ушкăнăн ĕçĕ. Çак ĕçĕ пурнăçланă май харпăр хăй е ушкăн хăй тĕллĕн ĕçлет, тĕллевсем лартать, тĕрлĕ плансем тăвать, материал шырать т.ыт.те.

Слайд 6

Проект технологи тапхăрĕсем 1 .Хатĕрленÿ . Темăпа тĕллевсем палăртни. 2.План туни. 3. Тĕпчев. 4.Ĕçе хутĕлеме тăратни. 5. Результат. Пĕтĕмлетÿ .

Слайд 7

Аннĕрсене хисеплĕр. Сума сăвăр! Пěтěмлетÿ


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Мастер - класс «Татар теле һәм әдәбиятын укытуда проектлар методы»

 Укытучы елы-2012  конкурсына үткәрелгән мастер-класс...

Мастер-класс" Каждый человек-строитель своего тела"

Мастер-класс с мультимедийной презентацией...

Мастер класс "В здоровом теле здоровый дух"

План конспект занятия по туризму...

Туган телебез- татар теле. (мастер-класс)

Туган телебез- татар теле.(мастер-класс)...

Туган телебез- татар теле. (мастер-класс)

Туган телебез- татар теле.(мастер-класс) презентация....

Мастер-класс. Татар теле дәресләрендә электрон перфокарталарны куллану

Мастер-класс. Татар теле дәресләрендә электрон перфокарталарны куллану...

9 классан дешархошна к1оштан нохчийн литературин олимпиадин тесташ.

9 классан дешархошна к1оштан   нохчийн литературин олимпиадин тесташ.       ...