Методическая разработка: «Кил хуçалăхра çын ĕçне çăмăллатмалли япаласем» 27.11.2019г.
методическая разработка по окружающему миру (старшая, подготовительная группа)

Васильева Марина Владимировна

        «Кил хуçалăхра çын ĕçне çăмăллатмалли япаласем»

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл zanyatiya_2019.docx26.46 КБ

Предварительный просмотр:

        Тема:         «Кил хуçалăхра çын ĕçне çăмăллатмалли япаласем»

Задачăсем:

1. Ăс-тăн задачисем:

  • Ачасене çын ăсталанă килти тата садикри япаласене сăнама хăнăхтарасси.
  • Çак япаласем çынсене мĕншĕн тата мĕн тума кирлине ăнлантарасси.
  • Кил хуçалăхра çын ĕçне çăмăллатмалли япаласемпе паллаштарасси.

2. Аталантару задачисем:

  • Ачасен ăс-тăнне, шухăшлавне, интересне аталантарасси.
  • Ачасене танлаштарма, сăнама, сăнлама хăнăхтарасси.
  • Калаçу чĕлхине çĕнĕ сăмахсемпе пуянлатасси, пуплеве аталантарасси.

3. Воспитани задачисем:

  • Кил хуçалăхра усă курмалли япаласемпе асăрханса усă курма хăнăхтарасси.
  • Çак япаласенчен усси пултăр тесен, тимлĕрех пулса ĕçлемелли пирки аса илтересси.

Занятине кирлĕ япаласем:

 Компьютер,  утюг,  лампа,  пылесос,  мясорубка (аш арманĕ),

 фен,  миксер,  часы (сехет),  телефон,  электробритва,

 телевизор,  пылесос, овощерезка (пахча-çимĕç вакламалли),  тефаль, термос,  термочайник,  Дивиди тата ытти те.

Методсемпе приемсем:

  1. Сăмахпа каласа пани (диспут евĕрлĕ калаçу).
  2. Япаласене сăнани тата сăнлани (япаласене тытса пăхса каласа пани).

Кирлĕ япаласем:

  1. Укерчĕк (предметлă, сюжетлă).
  2. Презентаци (компьютер).(3-5 мин)

        

Заняти йĕрки:

  1. Занятие йĕркелесси.

Восп.: - Ачасем, йĕри-тавра пăхăр-ха, мĕнле япаласене куратăр?

Пирĕн ушкăнра (группăра) мĕн-мĕн пур?

Ача: - Пирĕн ушкăнра (группăра) шкаф, сĕтел, пукан, доска, чечек лартмалли витресем, чечексем, мечĕксем, теттесем, пуканесем, кашăксем, хачăсем,

Восп.: - Тĕрĕс. Эсир каланă япаласем хăш ушкăна кĕреççĕ-ши: çут

çанталăк ушкăнне е çынсем ăсталанă япаласен ушкăнне?

Ача: -  Çынсем ăсталанă япаласен ушкăнне кĕреççĕ.

Восп.: - Тĕрĕс. Çак япаласене мĕн тума шутласа кăларнă-ши?

Мĕншĕн пире сĕтел, пукан, вырăн, шкаф, телевизор… кирлĕ?

Ача: - Çак япаласем пире апат çиме, ларма, выртма, телевизор пăхма,

япаласем çума, чей вĕретме кирлĕ.

Восп.: - Тĕрĕс. Кашни япала çынна мĕн те пулин тума кирлĕ. Çавăн

пекех çак япаласем çын ĕçне ĕçлеме çăмăллатаççĕ.

  1. Темăна уçса парасси.

 Восп.: - Акă курăр-ха кунта мĕнсем -ши?

Ача: - Ку утюг, фен, пылесос, сехет, телефон, тефаль, термос, электробритва, термочайник …

Восп.: - Утюг, фен, пылесос, сехет, телефон, тефаль, термос, электробритва, термочайник çынна мĕн - мĕн тума кирлĕ-ши?

Ача: - Утюг япаласене якатма, фен çÿçе хăвăрт типĕтме, пылесос çÿппе пуçтарма, сехет миçе çитнине калама, телефон аякри çынпа калаçма, тефальпа термочайник чей вĕретме, электробритва сухал хырма термос чее чылай вăхăт вĕри тытма тата ытти те.  

Восп.: - Тĕрĕс. Çак япаласем пурте çын ĕçне кил хуçалăхра ĕçлеме çăмăлатаççĕ. Çавăн пекех тата вăйлă, хăватлă, ăслă япаласем пур. Çак япаласемпе эпир презентаципе усă курса паллашăпăр. Пурте пукансем çине вырнаçса ларăпăр. Эпĕ сире тупмалли юмахсем калăп, эсир тупсăмне тупсан япалийĕ компьютер çинче курăнĕ. Тимлĕ пулăр.

Восп.: -   Пирĕн тĕпелте çулталăкĕпех

                 Хĕл Мучи шкафра пурăнать.

                 Мĕн-ши ку?

Ача: - Холодильник (сивĕтмĕш).

Восп.: - Тĕрĕс-ши, тĕрĕслер-ха. (Тĕрĕслетпĕр). Тĕрĕс иккен. Ачасем, холодильник çынсене мĕнле майпа пулăшать-ши?

Ача: - Холодильник çынсене уйрăмах çулла кирлĕ. Апат-çимĕç пӑсӑласран.

Восп.: - Маттур. Тепĕр тупмалли юмаха итлӗр-ха.

Тÿркĕтеслĕ ешчĕк

Çăкăр пĕçерет. Мĕн-ши ку?

Ача: -  Электропечка (токпа ĕçлекен кăмака).

Восп.: - (Тĕрĕслетпĕр). Тĕрĕс иккен. Мĕнле майпа çынна пулăшать –ши çак кăмака?

Ача: -  (Ачасем калаймаççĕ).

Восп.: - Çăкăр пĕçермелли чустана ятарлă савăт çине хуратăн та алăкне хупатăн, унтан ятарлă кнопка çине пусатăн, темиçе минутран çăкăр пиçет. Çав хушăра ытти ĕçе тума пулать.

- Тепĕр тупмалли юмах итлӗр-ха.

Восп.: - Алла шывпа йĕпетмесĕрех

              Таса мар чашка-тирĕк

              Тап-таса тухать

               асамлă ешчĕкрен. Мĕн-ши ку?

Ача: - (Каллех ачасем нимĕн те калаймаççĕ).

Восп.: - Ку япалана посудомоечная машина (чашка-тирĕк çăвакан машина) теççĕ. Апат çинĕ хыççăн таса мар чашка-тирĕке çав машинăна тĕрĕс вырнаçтарса хураççĕ те алăкне хупаççĕ, унтан ятарлă вырăна чашка-тирĕк çумалли им-çам яраççĕ, кайран кнопка пусаççĕ те тепĕр темиçе минутран тап-таса  чашка-тирĕк тухать.

Ача: - Чашка-тирĕке чÿхет-и?

Восп.: - Чÿхет те, типĕтет те. Вăт мĕнле ăслă машина.

- Халĕ тепĕр тупмалли юмахăн тупсăмне тупар-ха.

- Юла пек хăвăрт çаврăнать                Çав çăра чустаран

  Савăтри çăнăхпа шыва çăрать.          Икерчĕ пĕçерме пулать.

Восп.: - Ачасем, мĕн-ши ку?

Ача: - Миксер.

Восп.: - Тĕрĕслер-ха. Тĕрĕс. Маттур. Миксер чăнах та юла пек хăвăрт çаврăнать те çăра масса тăвать. Унпа усă курса йогурт та, мороженӑй та тума пулать. Çын ĕçне çăмăлатакан япаласем хальхи вăхăтра питĕ нумай. Пурне те каласа çитерме çук.

Восп.: - Халĕ кăштах канса илер-ха. (Физминутка). Айтăр-ха манпа Светлана Николаевна пÿлĕмне. Кунта шурă тÿр кĕтеслĕ ешчĕк евĕрлĕ япала ларать. Мĕн-ши ку, кам пĕлет? Сирĕн килте кун пек япала

пур-и?

Ача: - Пирĕн пур. Ку япала çумалли машина (стиральная машина).

Унта таса мар япаласене яраççĕ те çăваççĕ.

 Восп.: - Маттур. Тĕрĕс. Ку чăнах та япаласем çумалли машина. Халĕ эпир сирĕнпе çак машина япаласене мĕнле майпа çунине хамăр курăпăр. Малтан таса мар япаласене барабан ăшне хурăпăр. Мана пулăшăр-ха, кайран алăкне хупатпăр та ятарлă ешчĕке сода яратпăр. Настя, содине ятарлă савăтпа илсе кил-ха. Содине çакăнта яр. Унтан эпĕ розеткăна машин проводне чикетĕп, Кайран шыв кранне уçатăп. Халĕ вара кнопка пусмалли çеç юлчĕ. Арсений, çак кнопкăна пус-ха. Эпĕ вара миçе минут çумалли программа çине çавăратăп. Акă машина çума та пуçларĕ. Малтан шывне ăшăтать, унтан содипе япаласене çăвать, кайран чÿхет те пăрать. Япаласем хатĕр те. Енчен те çак ăслă машина пулман пулсан япаласене алăпа çумаллачĕ. Айтăр-ха япаласене алăпа çунă пек тăвар. Унтан чÿхетпĕр, кайран пăтăратпăр. Ачасем, япаласене алăпа çума çăмăлрах е çумалли машинăпа лайăхрах?

Ача: - Япаласене çумалли машинăпа çума çăмăлрах.

Восп.: - Тĕрĕс. Халĕ хамăр ушкăна каяр-ха. Доска çинче сюжетлă ÿкерчĕк пур. Унта çынсем ĕçлеççĕ, анчах вĕсене ĕçлеме питĕ йывӑр, Пирĕн вĕсен ĕçне çăмăллатас тесе кил хуçалăхра усă курмалли япаласене кирлĕ вырăна çыпăçтармалла. Тимлĕ пулăр.

Восп.: –  Кашни çын мĕн туни çинчен каласа пама тăрăшăпăр. Анне мĕн тăвать?

Ача: -  Анне апат пĕçерме хатĕрленет. Ӑна апат пĕçерме газ плити кирлĕ.

Восп.: –  Маттур. Аппа мĕн тума хатĕрленет?

Ача: -  Аппа япаласем çума хатĕрленет. Аппана таса мар япаласене çума япаласем çумалли машина кирлĕ.

Восп.: –  Тĕрĕс. Асанне мĕн тăвасшăн?

Ача: -  Асанне çунă япаласене якатасшăн. Ӑна утюг кирлĕ.

Восп.: –  Маттур. Ачасем, атте мĕн тума хатĕрленет?

Ача: -  Атте чей вĕретесшĕн. Ӑна чей вĕретме тефаль кирлĕ.

Восп.: –  Тĕрĕс. Асатте тата мĕн тума хатĕрленет-ши?

Ача: -  Асатте урай шăлма хатĕрленет. Ӑна урайĕнчи çӳппе пуçтарма пылесос кирлĕ.

Восп.: –  Тĕрĕс. Ачасем, пăхăр-ха, пичче мĕн тăвасшăн?

Ача: -  Пичче пулăпа сыр йăтнă. Вăл вĕсене холодильника (сивĕтмĕше) хурасшăн. Ӑна холодильник (сивĕтмĕш) кирлĕ.

Восп.: –  Маттур. Тĕрĕс. Анчах та çак япаласемпе питĕ асăрханса ĕçлемелле.

Ача: - Асăрханмасан аманма пулать.

  1. Пĕтĕмлетӳ тăвасси.

Восп.: – Тĕрĕс. Кил хуçалăхра çын ĕçне çăмăллатмалли япаласемпе тĕрĕс усă курмасан вĕсем пире сиенлеме пултараççĕ. Мĕнле майпа-ши? Ун çнчен тĕплĕнрех презентаци пăхса пĕлĕпĕр.  

Восп.: –  Пурте пукан çине вырнаçса ларăпăр. Ачасем, пăхăр-ха, газ плиттине сӳнтермесĕр хăварсан мĕн пулать?

Ача: -  Газ сирпĕнме пултарать.

Восп.: – Тĕрĕс. Çавăн пекех газ çулăмне сӳнтермесĕр унти кастрюле е çатмана тытма юрамасть, пиçсе кайма пулать. Ачасем, ку çынни мĕн тăвасшăн-ши?

Ача: - Лампочка тытасшăн. Çутатакан лампочка тытма юрамасть.

Восп.: –  Тĕрĕс. Çутатакан лампочка пĕçертет, ăна сӳнтерсен те сивĕнмесĕр тытма юрамасть, алла пĕçертсе яма пулать. Пăхăр-ха, ачасем, холодильникран (сивĕтмĕшрен) шыв мĕншĕн юхса тухнă-ши?

Ача: -  Холодильник алăкне уçă хăварнă, çавăнпа унти шывĕ юхса тухнă.

Восп.: –  Маттур. Тĕрĕс. Холодильник алăкне нихăçан та уçă хăвармалла мар, унсăрăн унти апат-çимĕç йӳçме пултарать. Кунта тата мĕн пулнă-ши?

Ача: -  Япала çумалли машина çĕмрĕлнĕ.

Восп.: - Тĕрĕс. Япала çумалли машинăна хура япаласене янă чухне тимĕр-тăмăрсене ярасран асăрхамалла. Машинăна тимĕр-тăмăр лексен машин çĕмрĕлет.

Восп.: -  Çапла вара ачасем, кил хуçалăхра çын ĕçне çăмăллатмалли япаласем нумайланса пыраççĕ. Çав япаласемпе асăрхануллă та тимлĕ пулмалла, аслисемсĕр усă курма юрамасть. Паянхи темăна эсир ăнланнă. Тавтапуç.

 


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Методическая разработка. Стенд – приветствие «Капельки» своими руками. Пояснительная записка Методическая разработка. Стенд – приветствие «Капельки» своими руками. Пояснительная записка

Методическая разработка.Стенд – приветствие «Капельки» своими руками.Пояснительная запискаСтенд оформлен как приветствие группы (визитная карточка группы) под названием «Капельки». Изображение с...

Методическая разработка Дидактическая игра « Накорми колобка» Методическая разработка Дидактическая игра « Накорми колобка» Методическая разработка Дидактическая игра « Накорми колобка»

Разработала:Саламатина Ирина Борисовна воспитатель ГБДОУ № 48 Кировского района горохом или фасолью). Санкт ПетербургаОписание игры:Цель: развитие мелкой моторики , тактильной чувствительнос...

Методическая разработка ( для старшего дошкольного возраста) по теме: Методическая разработка диагностики вокальных способностей.

В данной разработке представлен материал, помогающий прослеживать развитиевокальных способностей: таблица-диагностика + критерии....

Методическая разработка "Методическая разработка игр и упражнений направленных на познавательно-творческое развитие дошкольников посредством развивающих игр В.В.Воскобовича"

Развитие интеллектуально – творческих  способностей детей дошкольного возраста – одна из актуальных проблем современности. Дошкольники с развитым интеллектом быстрее запоминают матери...

Методическая разработка. НОД по нетрадиционному рисованию в подготовительной группе «Летние превращения»Методическая разработка. НОД по нетрадиционному рисованию в подготовительной группе «Летние превращения»

Дети с самого раннего возраста пытаются отразить свои впечатления об окружающем мире в своём изобразительном творчестве. Моя работа заключается в использовании нетрадиционных техник в рисовании. Рисов...