Стихван Шавлин «Вĕçкĕн Ваççа» хайлавĕн теми, тĕп шухăшĕ, ĕçсен йĕрки
план-конспект урока (6 класс) по теме

Захарова Марина Анатольевна

Урок чувашской литературы в 6 классе в соответствии с требованиями ФГОС.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл urok_rodnoy_literatury_v_6_klasse_v_sootvetstvii_s_fgos.docx28.26 КБ

Предварительный просмотр:

Стихван Шавлин «Вĕçкĕн Ваççа» хайлавĕн теми, тĕп шухăшĕ, ĕçсен йĕрки

(Урок чувашской литературы в 6 классе)

 Захарова Марина Анатольевна,

учитель родного языка и литературы

первой квалификационной категории

МБОУ «Новоильмовская СОШ»

Черемшанского муниципального района

Республики Татарстан

Урок тĕсĕ. Хутăш урок.

Урок тĕллевĕсем: Хайлав жанрне палăртасси, темине, тĕп шухăшне, сюжет йĕрне тупасси, сăнарсене характеристика парасси; ачасене пĕлÿ шырас ĕçе тĕллевлĕн план тăрăх туса пама хăнăхтарасси, çак ыйтусене ытти ачасемпе сÿтсе явма, татса пама хавхалантарасси.

Вĕренекенсен результачĕсем:

Харкамлăх результачĕсем (личностные УДД):

1.Тăван халăха, çывăх çынна, атте-анне чĕлхине хисеплеме вĕренни.

2.Хайлавра çырса кăтартнă пулăмсенче, пурнăçри тĕслĕхсенче вĕренÿ тĕллевĕпе вĕренÿ результачĕ хушшинчи çыхăнăва курма пултарни.

3.Пурнăçра лайăххипе япăххине, ыррипе усаллине чухлама пĕлни, мораль нормин пĕлтерĕшне (ырăпа усал кĕрешĕвĕнче ырри çавах çĕнтернине) вĕренÿре тата социаллă пурнăçра илнĕ опыта танлаштарса хаклама пултарни.

Предметăн пайрамлă результачĕсем (предметные): хайлав темине, тĕп шухăшне, сюжет йĕрне уçса пама пултарни.

Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем (метапредметные):

Йĕркелÿ ВУД (регулятивные УУД): ума лартнă тĕллеве пурнăçлама тухăçлă мелсем суйласа илни; вулавăн тĕрлĕ мелĕсемпе усă курни, текстпа ĕçлеме, ăнлавсене хак пама, пĕтĕмлетÿсем тума пĕлни.

 Хутшăну ВУД (коммуникативные УУД): мăшăррăн, пĕчĕк ушкăнпа, пĕрле ĕçлеме – хăйсем хушшинче рольсемпе ĕçсене уйăрма, пĕрлĕхлĕ ĕçĕн харкам пайне пурнăçлама хăнăхни.

Информаци ВУД (познавательные УУД): тĕрлĕ информаци çăл куçĕпе усă курма пултарни (кĕнеке, хаçат-журнал, Интернет).

Курăмлăх хатĕрĕсем: Интерактивлă доска, проектор.

Урок юхăмĕ

  1. Класа йĕркелесси, ачасене урок темипе кăсăклантарасси.

- Нумай пулмасть икĕ ачан калаçăвне илтме тÿр килчĕ:

      «- Паян килте учебника забыл, хăвăн кĕнекÿне пар-ха на минуту.

        - Конечно, без вопросов, акă.»

- Сире çак калаçу килĕшрĕ-и? Мĕншĕн килĕшмерĕ? Эсир çакăн пек калаçмастăр-и? Тăван чĕлхерен вăтанакан е хутăш калаçакан каçрашкана анне чĕлхине хисеплеме мĕнле майпа вĕрентме пулать-ши?  

Çак çивĕч ыйту хуравне Стихван Шавлин хайлавĕнче шыраса пăхар-ха.

  1. Стихван Шавлин «Вĕçкĕн Ваççа» хайлавĕ тăрăх инсценировка лартасси. (Ачасем килте хатĕрленĕ.)

- Сире хайлав килĕшрĕ-и? Мĕншĕн?

-Ăнланман сăмахсем тĕл пулчĕç-и?

  1. Урок темипе тĕллевĕсене палăртасси

- Ачасем, сирĕн шутăрпа, паянхи урокра эпир мĕн ятлă темăпа ĕçлĕпĕр-ши? - Çак хайлав çинчен тата мĕн  пĕлес килет сирĕн? (Автор çинчен, хайлавăн жанрне, темине, тĕп шухăшне.)

 - Хамăр тĕллĕн çак ыйтусем çине хуравлайăпăр-ши? (Тăрăшса пăхăпăр, компьютерпа  кĕнеке пире пулăшĕç.)

  1. Хайлава тишкермелли плана йĕркелесси. ( Ачасем хăйсем тĕллĕн ушкăнпа ĕçлесе йеркелеççĕ.)

1.Автор

2.Хайлав ячĕ

3.Тема

4 Жанр

5.Сюжет(ĕçсен йĕрки)

6.Словарь ĕçĕ

7.Тĕп шухăш

8.Сăнарсем

9.Илемлĕх мелĕсем

  1. План тăрăх кашни хăй тĕллĕн ĕçлесси. (Ачасем плана виçĕ юпаллă таблицăн варринчи пайне çырса хураççĕ. Пĕрремĕш юпине «Малтанхи шухăшсем», виççĕмĕшне «Кайранхи шухăшсем» тесе ят памалла. Халĕ ачасем пĕрремĕш юпара ĕçлеççĕ. Маларах вĕреннĕ пĕлÿсемпе усă курса план тăрăх хайлава тишкереççĕ. Таблицăн виççĕмĕш юпине вĕрентекенпе пĕрле хайлава пĕтĕмĕшле тишкерÿ тунă хыççăн тултараççĕ, малтанхи шухăшĕсене е улăштараççĕ, е анлăлатаççĕ.)

Тĕслĕх: 1. Малтанхи шухăшсем     План         Кайранхи шухăшсем

                     Стихван Шавли            Автор                        +

                      Ят-тĕп шухăш            Хайлав ячĕ          ят-тема

                       Сăвă                             Жанр     сюжетлă шÿтлĕ сăвă, юптару                                                                                    

                                                             

  1. План тăрăх  пĕрле ĕçлесси.

«Шавли сасси ялан шавлатăр» ятлă презентаци пăхасси. (Ачасем хатĕрленĕ.)

- Автор çинчен мĕн пĕлтĕр? (Стихван Шавли (Степан Иванович Шумаков) – Чăваш халах поэчĕ, сатирик, прозаик, куçаруçă, пирĕн ентеш. Самар тăрăхĕнчи Шунтал районĕнче вырнаçнă Чулçырма ялĕнче çуралнă. Шунтал районĕ пирĕнпе кÿршĕллĕ.)

Хайлав ячĕ пирки.

-Ят-тема е ят-тĕп шухăш? (Дискусси ирттересси: ачасем кăна калаçаççĕ, кашни хăйĕн шухăшне çирĕплетсе парать. Çакăн пек ĕç вăхăтĕнче ачасене предложенисене «ман шутпа» е «тесе шутлатăп» самах майлашĕвĕсемпе усă курса йĕркелеме хăнахтармалла.)

Хайлав теми.

- Хайлав теми мĕнле ыйту çине хурав памалла? Мĕнле мелпе çирĕплетсе паратăр?( Мĕн е кам çинчен çырнă?  Ваççапа Наççа çинчен. Япала ячĕсене çырса илетпĕр. «Ваççа» сăмах 13 хутчен тĕл пулать, «Наçса» - 7, «çул хĕрри» - 2 , «чĕлхе» - 2, кĕрепле - 2.)

- Апла пулсан, мĕнле пĕтĕмлетÿ тăватпăр?

-Ытти тăтăш тĕл пулакан сăмахсем темăна уçса пама пулăшаççĕ. Ĕç ăçта пулса иртет? Мĕнпе çыхăннă? (Ĕç çул хĕрринче пулса иртет, чĕлхепе, кĕреплепе çыхăннă.)

- Ваççа чăнах вĕçкĕн-и? Текстри паллă ячĕсемпе ĕçлесе Ваççа мĕнле çын пулнине палăртатпăр.

Интерактивлă доска çинче Ваççан портретне карикатура мелĕпе ÿкересси.

-Ваççана сăнланă вырăна тупса вулăр. Автор Ваççана мĕнпе танлаштарать. Ваççан портретне ÿкерсе пăхар.(Пĕр ушкăн доска çинче, теприсем хут çинче ÿкереççĕ)

Сюжет.

-Глаголсем пур-и? Мĕне кăтартаççĕ? (Хайлавра пулса иртекен ĕçсен йĕркине  кăтартаççĕ.)

-Ĕçсен йĕркине глаголсемпе çырса кăтартăр.

  • Ĕç пуçланни: пурнать, шутлать, пăрать, кетет, килсе кур, вĕçтерет, тухрĕ кĕтме, пуçтарма, илсе, анчĕ, тĕлĕнсе тăрать, туртать;
  • Ĕç   аталанни: каçса, чĕнет,ковори, тавăрса хурать, хуçса, ятлать, сапыл, тунмасть, парче, çатлаттарчĕ,
  • Хĕрÿ вăхăт: пăрчĕ, çатлаттарчĕ, йĕрет, хăтлантăн, пăрахрăн
  • Ĕç вĕçленни: тупрĕç, ĕнереççĕ, манмасть

- Хайлав çакăнпа вĕçленчĕ-и?

- Вĕçленмерĕ. Вĕрентсе калани пур.

- Çакăн пек вĕçленни мĕнле хайлавсенче тĕл пулать?

Жанр. Юптару(унăн паллисем: кулăш, питлев, вĕçĕнче шахвăртса тата вĕрентсе калани пур)

-Çак юптару маларах вĕреннисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать? (Сăнарсем – çынсем, эпир маларах вуланă юптарусенче сăнарсем чĕр чунсемччĕ.)

-  «Вĕçкĕн Ваççа» хайлава сюжетлă шÿтлĕ сăвă тесен те йăнăш пулмасть.

Словарь ĕçĕ.

Тĕп шухăш.

-Юптару мĕнле çынсене питлет? Пирĕн хушăра «вĕçкĕн Ваççасем» çук-и?

- Анне чĕлхине юптару мĕнле хисеплеме вĕрентет? (Питлесе, йĕплесе.)

-Тĕп шухăша палăртакан йĕркесене вуласа парăр.

 «Тăван чĕлхе пуласлăхĕ, ачасем, сирĕнте!» темăпа калаçу ирттересси.

                 «Анне чунĕ евĕр çемçе чĕлхене,

              Ан манăр, чаваш ачисем, ĕмерне!

                                             Виталий Шемекеев.                              

           Илемлĕх мелĕсене палăртасси.

           - Илемлĕ литература пире мĕнпе тыткăна илет? Çыравçăсем вулакансене

           хайлавпа кăсăклантарас тесе  мĕнле мелсемпе усă кураççĕ?

           (Илемлĕх мелĕсемпе.)

           - Малалла та ушкăнсенче ĕçлĕпĕр. Ĕçĕн йĕрки:

  • Панă хут листин варрине кашни ушкăнри «пĕрремĕш» ача «Илемлĕх    мелĕсем» тесе çырса хумалла;
  • Кашни ача çак темăпа çыхăннă терминсене çырса хумалла (2 минут хушшинче);
  • Ушкăнсем вырăнсемпе улшăнмалла, хутсене хăвармалла;
  • Юптарура усă курнă илемлĕх мелĕсене çавăрса палăртмалла, хайлавран илсе тĕслĕхсем çырса хумалла(3 минут хушшинче).
  • Тунă ĕçе хÿтĕлемелле.  

Эпитет: вĕçкĕн, эсремет

Танлаштару: чăн ана çинчи мĕлке; çăварти пирус – турта

Сăпатлантару: хурăн кĕрепле аври çатлаттарчĕ çамкинчен

Метафора: çавăнпа пăрать мăйне, тупрĕç хайхисем чĕлхе, ĕнереççĕ хĕлĕхе, тух эс тĕттĕмрен çутта, ятна яран

(диалог, чĕнÿ, ваттисен сăмахĕ тата ыт. те)  

  1. «Малтанхи шухăшсене» тĕрĕслесси, йăнăшсемпе ĕçлесси.
  2. Пĕтĕмлетÿ

- Синквейн йĕркелĕр. Пĕрремĕш ушкăн Ваççа, иккĕмеш ушкăн Наççа сăнарĕсем тăрăх ĕçлет.

  1. Япала ячĕ                              Ваççа.
  2. Икĕ паллă ячĕ                       Вĕçкĕн, çăмăлттай.
  3. Виçĕ глагол                            Мухтанать, манать, тарăхать.
  4. Предложени                          Тăван чĕлхерен ан вăтан.
  5. Синоним (метафора)            Каппайчăк.

           1.Наççа.

            2.Сăпайлă, ĕçчен.

            3.Кетет, тĕлĕнет, ятлать.

            4.Ваççана ăса кертет.

            5.Чăваш хĕрĕ.

           

           - Хайлавăн темине мĕнле пуплев пайри сăмахсем тупма пулăшрĕç?

           - Ĕçсен йĕркине мĕнле сăмахсем кăтартса параççĕ?

           - Урокра мĕн çĕннине пĕлтĕр? Кашни хăйен ĕçне 10 баллă шкалапа хакласа

           пăхăр. Урока мĕнле кăмăлпа вĕçлетĕр?

  1. Киле ĕç.

Сăвва пăхмасăр вĕренмелле. Кĕнекере панă план тăрăх Ваççа характеристикине çырмалла.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Стихван Шавли

Стихван Шавлин пурнăçĕпе пултарулăхне çутатса паракан презентаци....

Л.Сачковăн "Чĕкеçĕм,чĕкеç..." хайлавĕнчи Ырăпа Усал.

8 класра чăваш литературипе проект мелĕпе ирттермели урок конспекчĕ...

Ева Лисинăн "Çăкăр чĕлли" хайлавĕ тăрăх ирттермелли урокăн анлă конспекчĕ

Конспекта анлĕн çырса кăтартнă. Урока ирттерме усă курма пулать....

С.Шавлин сăвви "Вĕçкĕн Ваççа"- 6 класс тăван литература урокĕ

Презентация к уроку чувашской литературы....

Стихван Шавли. "Вĕçкĕн Ваççă" сăвă.

Урок по чувашской литературе в 6 классе. С использованием компьютерной технологии. ...

План-конспект урока по чувашской литературе Л.Сачковăн "Ăмсану" калавĕ, хайлавăн теми.

Урок тĕсĕ: килте вуланă хайлава пĕтĕмлетсе тĕрĕслемелли урок....

Рабочая карта к уроку по теме "Г.Орловăн "Çерçи" хайлавĕ"

Рабочая карта к уроку по чувашской литературе в 5 классе...