технологическая карта урока
план-конспект урока (7 класс) на тему

Торгашова Алена Николаевна

данная технологическая карта в соответтвии с ФГОС по чувашской литературе для 7 класса

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon 7_chavash_literat_tehnologi_karti.doc57.5 КБ

Предварительный просмотр:

Урокăн технологи картти

Урока ирттермелли вăхăт: 22.11.2016

Предмет, класс

Тăван литература, 7 класс

Урок теми

Иг. Ивановăн «Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă» хайлавĕн тĕп темипе идейи.

Урок тĕллевĕсем

Хайлав темине, тĕп шухăшне, сюжет йĕрне тупасси, сăнарсене характеристика парасси; ачасене пĕлÿ шырас ĕçе тĕллевлĕн проект туса пама хăнăхтарасси, çак ыйтусене ытти ачасемпе сÿтсе явма, татса пама хавхалантарасси.

Планируемые результаты освоения материала (УУД)

Пулмалли результатасем

Предметăн пайрăмлă результачĕсем

Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем

Харкамлăх результачĕсем

хайлав темине, тĕп шухăшне, сюжет йĕрне уçса пама пултарни.

Йĕркелÿ ВУД (регулятивные УУД): ума лартнă тĕллеве пурнăçлама тухăçлă мелсем суйласа илни; вулавăн тĕрлĕ мелĕсемпе усă курни, текстпа ĕçлеме, ăнлавсене хак пама, пĕтĕмлетÿсем тума пĕлни.

 Хутшăну ВУД (коммуникативные УУД): мăшăррăн, пĕчĕк ушкăнпа, пĕрле ĕçлеме – проект хÿтĕлеме, пĕрлĕхлĕ ĕçĕн харкам пайне пурнăçлама хăнăхни.

Информаци ВУД (познавательные УУД): тĕрлĕ информаци çăл куçĕпе усă курма пултарни (кĕнеке, хаçат-журнал, Интернет).

 1.Сывлăх пур япаларан та хаклăрах пулнине хисеплеме вĕренни.

2.Хайлавра çырса кăтартнă пулăмсенче, пурнăçри тĕслĕхсенче вĕренÿ тĕллевĕпе вĕренÿ результачĕ хушшинчи çыхăнăва курма пултарни.

3.Пурнăçра лайăххипе япăххине, ыррипе усаллине чухлама пĕлни, мораль нормин пĕлтерĕшне (ырăпа усал кĕрешĕвĕнче ырри çавах çĕнтернине) вĕренÿре тата социаллă пурнăçра илнĕ опыта танлаштарса хаклама пултарни.

 

Урокра кирлĕ ĕç хатĕрĕсем

Ноутбук, проектор, хаçат, çыравçăн сăнÿкерчĕкĕ.

Урок тытăмĕн характеристики

Урок тапхăрĕсем

Вăхăчĕ

Вĕрентекен ĕçĕ

Вĕренекенсен ĕçĕ

1.Йĕркелÿ тапхăрĕ

1 мин

Класа йĕркелени, сывлăх сунни

 Сывлăх сунни.Урокра кирлĕ хатĕрсене тĕрĕслесси.

2.Килти ĕçе тĕрĕслемелли тапхăр

8 мин

Ачасене проект хÿтĕлеме хатĕрлесси, йăнăшсене тĕрĕслесси, хавхалантарасси

« Иг.Иванов пурнăçĕпе пултарулăхĕ» проекта хÿтĕлеççĕ (ÿнерçĕ, тĕпчевçĕпе программист, журналист)

3. Урок темипе паллашни, тĕллевĕсене лартни

1 мин

Проектор çинчи  урокăн темипе палаштарать «Иг.Ивановăн «Мула çыншăн туман, çынна мулшăн тунă» тĕп темипе идейи.

Урок темипе задачисене палăртаççĕ.

4. Çĕнĕ материалпа ĕçлени

15 мин

  1. Учебникри хайлава черетĕн вулама хушать 94стр.
  2. Ачасене ыйтусем çине хуравлама хушать.

1.Черетпе вулаççĕ.

2.Словарь ĕçĕ тăваççĕ.

3.Калав содержанийĕпе ĕçлеççĕ.

5.Кану саманчĕ

1-2 мин

Чăваш юрри ярса парать.

Теттерен тĕрлĕ фигурăсем тăваççĕ.

6. Вĕреннĕ материала çирĕплетни

2мин

1. «Пуç мими штурмĕ»

Проблемăллă ыйтусем парать.

2.Фишбоун меслечĕпе ĕçлеме сĕнет.

1.        Проблемăллă ыйтусем çине хуравласа тĕп ыйтăвăн тупсăмне тупаççĕ.

2.Пулă шăммине ÿкереççĕ, тĕп ыйту çине хурав шыраççĕ.

2 мин

3. «Спорт» темăна хускатать.

Ыйтусем çине хуравлаççĕ.

2 мин

4.Синквейн меслечĕпе ĕçлеме сĕнет.

Синквейн тăваççĕ.

7.Киле ĕç пани.

2 мин

Киле ĕç çырма хушать

Ачасем дневник çине киле ĕç çырса хураççĕ.

8.Пĕтĕмлетÿ туни.

3 мин

Ачасене урок задачисене аса илме хушать, рефлекси ирттерет: ачасене хут листи çинче хăйсен аллине йĕрлесе ÿкерме хушать, ÿкерчĕк çинчи тĕссемпе килĕшÿллĕн сăрлама ыйтать.( ÿкерчĕк çинче: алă ÿкернĕ, пÿрнисене тĕрлĕ тĕспе сăрланă.) Пурте ура çине тăтăмăр, пĕр-пĕрне килĕшÿллĕ ĕçленĕшĕн тав турăмăр. Сывă пулăр!

 Алă ÿкереçсĕ, пÿрнисене тĕрлĕ тĕспе сăрлаççĕ. Симĕс- паянхи темăна ăнлантăм, сарă – пĕтĕмпех ăнланаймарăм, кăвак – паянхи урок килĕшрĕ, хĕрлĕ – нимĕн те ăнланмарăм, хура – урок килĕшмерĕ.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Технологическая карта урока по теме "Свободное время. Каникулы" (6 класс). Технологическая карта урока "Еда. Кафе"

В технологической карте урока представлена разработка урока по теме"Свободное время. Каникулы." и разработка урока по теме "Еда.Кафе" для 6 класса....

Методическая разработка "От технологической карты раздела к технологической карте урока"

Уровень образования: основное общее образованиеКласс: 5 классПредмет: биологияТип ресурса: технологические картыКраткое описание ресурса: технологические карты разделов по темам: "Введение в биологию"...

Технологическая карта "Технологическая карта урока биологии в 6 классе по теме «Передвижение веществ в растении»

Цели урока:   сформировать представление о передвижении веществ по растениюЗадачи урока:Предметные: на основе знаний о строении стебля, сформировать представление о процессе транспорта вещес...

Технологическая карта урока Урок № 32. «Культурная карта Российской Федерации» (практическое занятие)

Класс 5 Тема урока «Культурная карта Российской Федерации» Тип урока практическое занятие, урок-путешествие Средства обучения (УМК) Цель: Создать условия для формирования представлений о на...