Статья в "Суваре"
| Вложение | Размер |
|---|---|
| 15.27 КБ | |
| 14.29 КБ | |
| 13.01 КБ | |
| 14.81 КБ |
Эпир чăвашлăха хÿтĕлеме, упрама, аталантарма пĕлетпĕр-и-ха? Камран килет вăл? Чăваш хĕрарăмĕнчен-и? Чăваш пуçлăхĕнчен-и? Чăваш хĕр упраçĕпе яш-кĕрĕмĕнчен-и? Паллах, кашни чăвашранах килет. Санран та, манран та. Чăвашлăх вăл – эпир хамăр чăваш пулнине уççăн, мухтанса, хавхаланса пĕлтерни, хамăра хамăр хисеплени, наци мăнаçлăхне туйса тăни, тăван халăхăмăра юратни, унăн ырă йăли-йĕркине аталантарни, халăх сăвви-кĕввипе ташшине кăмăллани, илемĕпе ÿнере упрани, хăйĕн йăх-несĕлне, ашшĕ-амăшне сума суни, ачи-пăчине чăваш пулса ÿстерни…
Ачасем аслисен витĕмĕпе ÿсеççĕ. Аслисен шухăш-кăмăлĕ кĕçĕннисене ÿкет. Енчен те эпир чăвашсем пулсан пирĕн хамăрăн тăван чĕлхепе пур çĕрте те – урамра та, килте те, шкулта та чăн чăвашла таса та илемлĕ калаçмалла. Тĕлĕнетĕп хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕнчен: хăйсем чăн чăваш пулсан та ачисене шкула кайиччен вырăсла калаçтараççĕ. Мĕн, шкул пĕтерсен вырăсла калаçма пĕлеймесрен хăраççĕ-и? Акă тĕслĕхрен пирĕн çемйере пурте чăвашла калаçаççĕ, çав вăхатрах вырăс чĕлхине те, акăлчан чĕлхине хисеплеççĕ. Вырăс чĕлхи вун хут ятуллă пулсан та тăван сăмах чĕремшĕн çывăхрах. Мĕншĕн тесен эп чăваш ачи. Манăн асанне нумай çул шкулта чаваш чĕлхине вĕрентнĕ, анне те тăван чĕлхепе литературăна вĕрентет. Ку паллах, пысăк витĕм кÿрет. Анне мероприятисене, уроксене, класс тулашĕнчи ĕçсене хатĕрленнĕ чухне мĕнле кана япалапа, мĕнле кăна сăмахпа май çук манăн паллашма. Нумай пулмасть анне мана мероприяти хатерленĕ май çакăн пек сăмахсене ноутбукпа пичетлеме хушрĕ: йĕвен, хăмăт, йĕнерчĕк, пĕкĕ,хăмăт пăявĕ, урхалăх, тилхепе. Мĕнле самахсем – ха кусем? Пĕртте илтмен – çке. Аннерен нимле те хурав кĕтсе илеймерĕм. Вырсарни кун кукамай патне кайрăмăр та çак сăмахсен пĕлтерĕшне уçса пачĕ кăна мар, япалисене те кăтартрĕ, тытса та пăхрăм: пурте лаша кÿлмелли хатĕр иккен. Хам куçпа курман пулсан маларах аса илнĕ сăмахсем ют чĕлхе сăмахĕсем тенĕ пулăттăм, анчах çук, чăваш сăмахĕсемех вĕсем…
Апла пулсан, ĕмĕрлĕхе упрар тăван чĕлхемĕре. Унран çепĕçреххи, илемлĕреххи, пуянраххи, янăравлăраххи урăх ниçта та тупаймăн.
Пухтелĕнчи пĕтĕмшле пĕлÿ паракан тĕп шкул
Торгашов Вадим, 6 класс
Сочинени
Тăван чĕлхе-эс манăн чĕрере
Пирĕн тăван чĕлхе сĕм авалхи чĕлхесенчен пĕри шутланать. Чĕлхе хăйне тунă халăхпа пĕрле çеç вилет, çавăнпа халăха тăван чĕлхене манма хушни çав халăха вилме хушнипе пĕрех. Тăван чĕлхе пулăшнипе, эпир кивелнĕ ăнланусене улăштарса çĕнетме, аталантарма пултаратпăр, анчах тăван чĕлхе пулăшмасăр çав ăнланусене пăсма çеç пулать.
Чĕлхе-шухăшăн чи пархатарлă та витĕмлĕ вăйĕ.Чĕлхе пире кашни ĕçре пулăшать, юрăра савăнтарать, куççуль кăларттарать, ахăлтатса кулма та вĕрентет. Ман шухăшпа чĕлхе вăл – чи пултаруллă хăват. Тăван чĕлхепе тĕрĕс калаçасси, тĕрĕс çырасси вăл- çыннăн культура шăйĕ. Тăван чĕлхене юратмалла, упрамалла. Ăна аяккинелле ывăтса хăвармалла мар. Тăван чĕлхе пуянлахĕшĕн, тасалахĕшĕн шеллемесĕр кĕрĕшĕр, унăн пуласлăхĕшĕн тăрăшăр.
Эй, эсир, çамрăксем! Ăмарт куçлă, сунатлă, çеçпĕл чĕннĕ чăваш ачисем! Вăхăт çитрĕ: чăвашчĕлхи тимĕр татрĕ. Туптăр, хăйрăр, ăна малалла ыранхи çĕн ăста тĕнчене янраттарĕ. Çамрăксем! Вăл пиртен тухмалла. Чăваш чĕлхи пулалăхĕ- пирĕнре!
Пухтелĕнчи пĕтĕмшле пĕлÿ паракан тĕп шкул
Угаров Александр, 8 класс
Кашни халăхăн хăйĕн тăван чĕлхи. Манăн, ман аттепе аннен, асаттепе асаннен тăван чĕлхи вара – чăваш чĕлхи. Тăван чĕлхе такамшăн та ырă çав! Такамшăн та паха. Тăван чĕлхепе пĕр –ик кун калаçмасан та, темскер çитмен пек, ăш канман пек туйăнать. Ара, палах ĕнтĕ, тăван чĕлхепе эпир хамăрăн куллен иртсе пыракан пурнăç çинчен те, чун-чĕрери чи вăрттăн та вăйлă туйăмсем çинчен те, çав тери уçăмлăн, пурне те ăнланмалла каласа пама пултаратпăр. Тăван чĕлхе вăл- чĕре таппи май шăранса тухакан вăй. Вăл çыннăн чи тарăн туйăмĕсене туять, уçса парать.
Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Эсĕ янăравлă та пархатарлă. Эсĕ çурхи çут хĕвеллĕ кун йăлтăртатса тăракан çăл шывĕ пек шăнкăртатса юхатăн. Санпа эпир чĕвĕл чĕкеç чĕпписем пек пуплетпĕр. Чăваш чĕлхи пĕтсен – чăваш халăхĕ те пулмĕ. Вĕренер,тăрăшар! Хытă юратар тăван чĕлхене. Тата янăравлăрах, тата çунатлăрах пултăр вăл! Вара пирĕн пурнăç та хĕвеллĕ те илемлĕ, савăк та тăнăç пулĕ!
Пухтелĕнчи пĕтĕмшле пĕлÿ паракан тĕп шкул
Торгашов Артем, 8 класс
Сочинени
Тăван чĕлхе- эс манăн чĕрере
Ĕмĕрсем иртсе пыраççĕ
Йĕрĕнсе пăхса илетпĕр.
Ун йышни каçрашкана.
Ĕмĕрсем иртсе пыраççĕ
Ÿстерсе вăй-хал мулне.
Кĕне кеçĕм шыраççĕ.
Чăвашсен кунне çулне.
П.Хусанкай
Чĕлхе сĕм авалах этем обществи пуçланнипе пĕр вăхăтрах пулса кайнă.Чĕлхе çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма хăйсен шухăшне ăнлантарма кирлĕ.Этем пурнăçĕ атланнă май чĕлхи те аталаннă.Чĕлхе пулман пулсан çынсем пĕр-пĕринпе хутшăнма та пултарайман.
«Чĕлхе-çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма питĕ кирлĕ хатĕр»-тенĕ ĕнтĕ ахаль мар.Чĕлхе этемĕн ăс-тăнĕ пекех сĕм авалах пуçланса кайнă.Чĕлхе-çав халăхăн ăс-хакăл пуянлăхĕ, унăн тулаш витĕмĕ çеç.
Чăваш чĕлхи-çепĕç, янăравлă, илемлĕ чĕлхе.Ун пирки чăваш поэчĕсем нумай сăвă-юрă çырнă.Тăван чĕлхене нимĕнпе те танлаштарас çук.Тăван чĕлхене манса каймалла мар, калаçма та вăл чĕлхепе вăтанмалла мар.
Пухтелĕнчи пĕтĕмшле пĕлÿ паракан тĕп шкул
Осипова Раиса, 8 класс

Рисуем тыкву

Зимняя ночь. Как нарисовать зимний пейзаж гуашью

Почему люди кричат, когда ссорятся?

Тупое - острое

Крутильный маятник своими руками