проектная работа по Федору Павлову
презентация к уроку по теме

Серебрякова Надежда Валериановна

Федор Павлович Павлов - классик чувашской музыки и литературы, чувашский композитор и драматург, фольклорист, известный деятель культуры и просвещения. В сентябре 2012 года исполнилось 120 лет со дня рождения великого чувашского таланта. В честь выдающегося деятеля и в целях сохранения национальных традиций провели юбилейный вечер памяти «Федору Павлову - 120»

Скачать:


Предварительный просмотр:

Проектная работа.

Жизнь и творчество Федора Павлова

Чăваш ен аталанăвĕн тапхăрĕнче пултаруллă çынсем сахал мар пулнă. Вĕсенчен пĕри – Федор Павлович Павлов. Вăл чăвашсен профессилле музыкине аталантарса яраканĕ. Федор Павлов çуралнăранпа 120 çул пулчĕ. Çак юбилей тĕлне Палтай шкулĕ çумĕнчи «Шанчăк» фольклор ушкăнне çÿрекенсем «Федор Павлов – тĕрлĕ енлĕ талант» пултарулăх проекчĕ йĕркелерĕç.

Проект ĕçĕн тĕллевĕсем:

- ачасене тĕпчев-шырав ĕçĕпе интереслентересси;

- чăваш халăхĕ ĕмĕрсем хушшинче пухнă пурлăхпа, ăс-хакăл культурипе паллаштарасси;

- чăваш халăхĕн авалтан пынă йăли-йĕркине, сăвви-юррине, вăйă-ташăллă уявĕсене упраса хăварасси;

- халăхăмăрăн чи илемлĕ, чи паха йăли-йĕркисемпе усă курма вĕрентесси;

- тăван халăха хисеплеме, юратма вĕрентесси, унăн чысне таса тытса пыма ăс парасси.

Проект ĕçĕн задачисем:

- Федор Павлов илемлетнĕ халăх юррисене ăша хывасси;

- композитор пултарулăхне халалласа буклетсем хатĕрлесси;

- презентаци йĕркелесси;

- «Чăваш енри музыка аталанăвĕ» информаци пухасси;

- Федор Павлов хывнă сăвă-юрă тăрăх видеоролик ăсталасси;

- сцена çине тухса хăйсен ăсталăхне кăтартасси;

- Федор Павлов 120 çул тултарнине халалланă конкурссене хутшăнасси.

Проект ĕçĕн тухăçлăхĕ:

- Федор Павлов пултарулăхĕн Чăваш ен историйĕнче пĕлтерĕшĕпе вырăнне палăртасси;

- Чăваш Республика историйĕ унăн пултаруллă çыннисемсĕр çырăнайманнине ачасем патне çитересси.

Проект ĕçĕн актуаллăхĕ:

История человеческого труда и творчества гораздо интереснее и значительнее истории человека, - человек умирает, не прожив и сотни лет, а дело его живет века. Максим Горький.

Проект ĕçĕн тĕп шухăшĕ: Тăван халăхăмăран ылтăн çÿпçине ăша хывмалла.

Проекта пурнăçлама усă курнă мелсемпе меслетсем:

- асăннă темăпа литература тишкерни;

- интернет рессурссенче информаци, иллюстраци  шырани;

- паллă çынсемпе тĕл пулса калаçни;

- презентаци йĕркелени;

- ыйту-хурав, тĕпчев-шырав.

Проекта хутшăнакансем:

- Палтай шкулĕ çумĕнчи «Шанчăк» фольклор ушкăнне çÿрекенсем;

- Серебрякова Надежда Валериановна, «Шанчăк» фольклор ушкăн ертÿçи, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ.

Проект ĕçне пурнăçа кĕртмелли вырăн:

- 429064, Чăваш Республикинчи Етĕрне районĕнчи Палтайри пĕтĕмĕшле пĕлъÿ паракан вăтам шкул;

- чăваш чĕлхипе литература кабинечĕ;

- шкулти акт залĕ.

Проекта пурнăçа кĕртмелли тапхăрсем:

Проект ĕçне пурнăçа кĕртмелли тапхăрсем

Проект ĕçĕн содержанийĕ

1. Хатĕрленÿ тапхăрĕ

Ачасем çак ĕçсене тăваççĕ:

- вĕренекенсем проект ĕçĕн темипе, планĕпе, йĕркипе паллашаççĕ;

- Федор Павлов юрри-сăввине, пьесисене вулаççĕ;

пурнăç тапхăрĕпе çыхăннă самантсем çинчен материал пухаççĕ;

Результат:

- проект темипе, планĕпе, йĕркипе паллашрĕç;

- Федор Павлов хайлавĕсемпе паллашрĕç.

11. Тĕп ĕç тапхăрĕ

Ачасем çак ĕçсене тăваççĕ:

1. Кашни ача хăйне валли уйрăм ĕç суйласа илчĕ;

2. Сăвви-юррине вĕренме тытăнчĕç;

3. «Судра» камит сыпăкне рольсем тăрăх пайласа илчĕç;

4. Уяв сценарине çырма пуçларĕç;

5. Буклет хатĕрлеме тытăнчĕç;

6. Презентаци;

7. «Вĕлле хурчĕ» сăвви тăрăх видеоклип ăсталама пуçăнчĕç;

8. Пьеса çырас ăсталăха туптарĕç.

Результат:

1. «Федор Павлов – тĕрлĕ енлĕ талант» уяв каçĕн сценарине хатĕрлерĕç;

2. «Чĕвĕл ту» вăйă юррине выляса юрлама, «Вăрман витĕр тухрăмăр», «Шупашкар туйи» юрăсене юрлама вĕренчĕç;

3. «Судра» камит сыпакне выляма вĕренчĕç;

4. Буклет хатĕрлерĕç;

5. Презентаци йĕркелерĕç;

6. «Вĕлле хурчĕ» сăвви тăрăх видеоклип ăсталарĕç

7. Сăввисене пăхмасăр вĕренчĕç.

8. Пьеса çырса пăхрĕç.

111. Пĕтĕмлетÿ тапхăрĕ

Ачасем сак ĕçсене турĕç:

- «Федор Павлов – тĕрлĕ енлĕ талант» уяв каçĕ ирттерчĕç;

- Хатĕр материалсемпе район тата республика шайĕнче ирттерекен конкурссене хутшăнчĕç.

Проект ĕçĕн пулмалли результачĕ:

- буклет;

- презентаци;

- видеоролик;

- пьеса.

Теори бази:

- Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш литератури вĕрентессин патшалăх виçи (стандарчĕ)// В.Н. Пушкин. – Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, 2000.

- Чăваш литературине шкулта вĕрентессин хăш-пĕр ыйтăвĕсем// Н.Г. Иванова. – Шупашкар, 2003.

- Чăваш литератури. Хрестомати. Вăтам шкулăн 10-мĕш класс валли / В.Г. Родионов, Э.И. Родионова пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2010.

- Чăваш литератури. Вĕренÿ кĕнеки. Вăтам шкулăн 10-мĕш класе валли / В.Г. Родионов. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2010.

Проект ĕçне пурнăçа кĕртесси:

Проект ĕçне пурнăçланă май ачасем хăйсем тĕллĕн тата ушкăнпа ĕçлемеллине, кашни хăй ĕçĕшĕн яваплă пулнине туйччăр.

Проектпа ĕçлесе ачасен тавра курăмĕ аталанать, кашни хăй мĕн пултарнине суйласа илсе ĕçлеме пултарать. Чăвашран тухнă пултаруллă çынсем  

Чăваш ен аталанăвĕн  историйĕнче паллă вырăн йышăннине туйтарать, ачасене маттур та пултаруллă пулма вĕрентет. Чăвашлăх туйамне вăйлатать. Ачасен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн кăтартма май парать.

Кĕтнĕ çимĕçĕ:

- Федор Павлов пурнăçĕпе пултарулăхне вĕрентнĕ чухне усă курмалли ĕçне технологисемпе материалсем: презентаци, буклет, видеоролик;

-  Уяв сценарийĕн тулли конспекчĕ.

Çыхăну тытмалли информаци: 429064, Чăваш Республикинчи Етĕрне районĕнчи Палтайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул. Серебрякова Н.В.

Проект ĕçĕпе усă курасси:

- Федор Павлов пурнăçĕпе пултарулăхне вĕрентнĕ чух презентаци, буклет, видеоролик материалĕсемпе урокра усă курма пулать;

- «Федор Павлов – тĕрлĕ енлĕ талант» уяв сценарийĕпе халăх умне тухса хамăр пултарулăха кăтартма пулать;

- ачасем хатĕрленĕ материалсене «Федор Павлова - 120» пултарулах конкурсĕсене тăрататпăр;

- хатĕр материалпа ытти учительсене паллаштаратăп;

- шкул, район, республика сайчĕ.

Проект ĕçĕн смети:

DVD-RV диск, папка- скорошиватель, пичет краски, хут.

Хушса пани:

1№ хушса пани. «Федор Павлов – тĕрлĕ енлĕ талант» презентаци.

2№ хушса пани. Федор Павлова халалланă литмонтаж.

3№ хушса пани. «Пирĕн урам анаталла» юрă, «Сăранайпа Палнай» симфони кĕввисем.

4№ хушса пани. «Вĕлле хурчĕ» сăвă тăрă йĕркеленĕ видеоролик

5№ хушса пани. «Федор Павлов» буклет

Федор Павлов 120 çул тултарнине халалланă уяв сценарийĕн  тулли конспекчĕ

Теми: «Федор Павлов – тĕрлĕ енлĕ талант»

Тĕсĕ: литературăпа музыка композициллĕ уяв

Сапăрлăх (воспитани) тĕллевĕ:

Илемлĕх (эстетика) тĕллевĕ:

Уявра усă курма кирлĕ хатĕрсем: Федор Павлов портречĕ, чăвашлăх паллиллĕ  япаласем, компьютер, мультимеди проекторĕ, экран, Федор Павлован «Пирĕн урам анаталла» юрă кĕвви, «Сăрнайпа палнай» симфони кĕвви, чăвашсен музыка инструменчĕсем, Федор Павлова халалланă стенд.

Усă курмалли меслетсемпе мелсем: вĕрентекен сăмахĕ, сăвă вулавĕ, словарь ĕçĕ, юрă-кĕвĕ итлени, рольсемпе выляни, слайдпа ĕçлени.

Словарь ĕçĕ:

Чăвашсен музыка инстуменчĕсем: Параппан –барабан,  палнай - многоствольная флейта, шăпăр – волынка, хуткупăс – гармонь, тăмра – домра,

кĕсле – гусли, шăхлич – свирель, сĕрме купăс – скрипка, тăм шăхличĕ - свистулька

Уяв юхăмĕ:

Зала чăваш тĕриллĕ ал шăллисемпе илемлетнĕ. Сцена варринче Федор Павловăн пысăк портречĕ. Залра композитора халалланă стенд.

Уяв каçне шкул ачисем ертсе пыраççĕ, хамăр тăрăхри Валерий Муравьев тавра пĕлÿçĕ те пур.

Уяв каçне «Шанчăк» фольклор ушкăнне çÿрекен ачасем уçаççĕ. Федор Павлов илемлетнĕ «Чĕвĕл ту» вăйă юррипе карталанса юрласа тухаççĕ.

Чĕвĕл ту, чĕвĕл ту

Чĕвĕл туя каяр-и?

Эс те чипер, эп те чипер

Тимĕр туя каяр-и?

Чипер ача, кил кунта,

Усал ача, кай кунтан.

Калта пулса касса тух,

Çĕлен пулса шуса тух.

1-мĕш ертсе пыракан. Ырă кун пултăр пурне те.

2-мĕш ертсе пыракан. Ырă кун пултăр.

1-мĕш ертсе пыракан. Сирĕн умра Федор Павлов илемлетнĕ «Чĕвĕл ту» вайă юрри янăрарĕ.

2-мĕш ертсе пыракан. Паянхи уяв программине эпир сак тĕлĕнмелле ăста, нумай енлĕ талантлă сынна халаллăпăр.

1-мĕш ертсе пыракан. Федор Павлович Павлов чăваш юрри-кĕввине çÿллĕ шая çĕклекенсенчен пĕри. Паян пуç тайса чечек çыххи хума унăн вил тăприйĕ те, палăкĕ те çук.

2-мĕш ертсе пыракан. 1931-мĕш çулта Федор Павлович йывăр чиртен сипленме инçетри Сочи хулине тухса кайнă та юратнă çĕр-шыва урăх таврăнайман. Ăна пытарнă масар тĕлĕнче халĕ шоссе çулĕ иртет.

1-мĕш ертсе пыракан. Паянхи уяв каçне Федор Павлович Павлов 120 çул тултарнине халаллатпăр. Çак уяв унăн вил тăприйĕ çине чечек кăшăлĕ хуни вырăнне пултăрччĕ.

Федор Павлова халалланă литмонтаж «Пирĕн урам анаталла»

кĕвĕ  çеммипе  янăрать.

1-мĕш ертсе пыракан. Федор Павлович Павлов 1892 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел ялĕнче, вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă.

                                                                               1№ слайд

2-мĕш ертсе пыракан. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче çунат сарнă çамрăк тăван халăх культуришĕн пĕтĕм чун-чĕрипе хыпса çуннă. Халăх пултарулăхĕн ахах-мерченне пĕрчĕн-пĕрчĕн пухса пархатарла ĕç тунă

1-мĕш ертсе пыракан. Федор Павлович Павлов нумай енлĕ талант.  

2№ слайд

2-мĕш ертсе пыракан. Вăл композитор та,

1-мĕш ертсе пыракан. Музыкант та,

2-мĕш ертсе пыракан. Дирижер та,

1-мĕш ертсе пыракан. Юрăç та,

2-мĕш ертсе пыракан. Поэт та, писатель те,

1-мĕш ертсе пыракан.  Драматург та, публицист та,

2-мĕш ертсе пыракан. Педагог та, юрист та.

1-мĕш ертсе пыракан.  Литература анинче паллă йĕр хăварнă Федор Павлов.

Чи малтанхи сăвввисене 1910-мĕш çулсенче çырнă, анчах та Федор Павлович хăй çырнă сăввисене «альбом сăввисем» тесе хакланă. Сăвă тетрадьне çунтарса ярасшăн та пулнă.     

                                                                 3№ слайд

1-мĕш ертсе пыракан. Унăн ал çырăвĕнче чăвашла тата вырăсла çырнă сăвăсем сыхланса юлнă.

2-мĕш ертсе пыракан. Итлесе пăхар-ха «Савнă хĕр, хитре хĕр!» сăввине. Вулаканĕ Сергей Петров.

Сергей Петров «Савнă хĕр, хитре хĕр!» сăвва вулать.

1-мĕш ертсе пыракан. Вырăсла çырнă «Друзьям» сăввине  Аня Петрова вулать.

«Друзьям» сăввине  Анна Петрова вулать.

2-мĕш ертсе пыракан. Чăвашла çырнă «Вĕлле хурчĕ» сăвви тăрăх Федор Павлов кĕвĕ те хывнă. Ку сăвă-юрăра вăл халăх кĕввин поэтикине тĕпе хунă.

1-мĕш ертсе пыракан. «Вĕлле хурчĕ ылтăн хурт» сăвă тăрăх Настя Егорова видеоклип ÿкернĕ. Тархасшăн, пурте экран çине пăхар.

«Вĕлле хурчĕ ылтăн хурт» видеоклип

2-мĕш ертсе пыракан. Çапла вара, Федор Павлович сăввисем паян кунта халăх асĕнче упранаççĕ, унăн сăвви-юррисене юратсах юрлаççĕ.

1-мĕш ертсе пыракан. Пирĕн шкулта вĕренекен ачасем те сăвă çырма ăста. Акă нумаях пулмасть Владик Петров «Асамат кĕперĕ» сăвă вулакансен конкурсĕнче 3-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Халĕ ăна сăмах.

Владик Петров хăй сăввине вулать.

2-мĕш ертсе пыракан. Федор Павлович Павлов – чăвашсен профессилле музыкине пуçарса яраканĕсенчен пĕри.  Композитор пултарулăхĕ халăх пурнăçĕпе, унăн юрă-кĕвĕ пуянлăхĕпе тачă çыхăнса тăрать. Чăвашсен ĕлĕкхи юррисем – унăн хайлавĕсен никĕсĕ. Композитор халăх юррисене 300 яхăн çырса илнĕ, илемлетнĕ. Вăл хăй те юрăсем хывнă. Вĕсенчен паллăраххисем çаксем: «Линкка-линкка», «Йĕс таканлă», «Çырма хĕрне ансассăн», «Шупашкар туйи», «Тÿнкки-тÿнкки» тата ыттисем те.                                    

4№ слайд

1-мĕш ертсе пыракан. «Вăрман витĕр тухрăмăр» юрă, Федор Павлов илемлетнĕ.

Юрлаканĕ «Шанчăк» фольклор ушкăнĕ. Илемлĕх ертÿçи – Надежда Серебрякова, аккомпониаторĕ - Иван Любимов.

«Вăрман витĕр тухрăмăр» юрă  янăрать.

2-мĕш ертсе пыракан. «Шупашкар туйи»

«Шупашкар туйи» юрă

1-мĕш ертсе пыракан. Федор Павлов шухăшĕпе чăваш музыкин шайĕ Европăри ытти музыка искусствисенчен пĕрре те кая мар.

2-мĕш ертсе пыракан. Композитор ачасене музыкăна юратма  вĕрентнĕ, хора тата оркестра ертсе пынă, сĕрме купăс каланă, чăваш музыкин историйĕпе теорине тĕпченĕ, критик та, юрăç та пулнă.                                  

 5№ слайд

1-мĕш ертсе пыракан. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ чухнех Константин Ивановпа иккĕшĕ «Нарспи» поэма тăрăх опера çырасшăн пулаççĕ, анчах тĕрлĕ  сăлтава пула шухăш пурнăçланаймасть. Композитор чăваш оперăпа симфони музыкине йĕркелес ĕмĕтпе пурăнать. 1928-мĕш çулта «Сăрнайпа палнай» ятлă пысăк симфонилле хайлав çуралать. Вăл чăваш музыка искусствинче наци симфонийĕсенчен пĕрремĕшĕ шутланать.

                                  «Сăрнайпа палнай» симфони янăрать                                  6№ слайд

Вĕрентекен. Кĕвĕ янăранă хушăра пĕчĕк вăйă выляса илер-ха.

                      «Чăвашсен музыка инструменчĕсем» вăйă                               7-9№ слайдсем

   

                                                                                                                                 10№ слайд

1-мĕш ертсе пыракан. Федор Павлович 1916-мĕш çулсенче Палтайри шкулта та ĕçлет. Вăл ялти çамрăксемпе хор йĕркелет, вĕсене юрлама вĕрентет. Çав вăхăтрах «Ялта» драма та çырма пуçлать. Кун çинчен пире тĕплĕнрех Валерий Муравьев тавра пĕлÿçĕ, халăх академикĕ каласа кăтартĕ. Халĕ ăна самах.

Валерий Муравьев калаçать

2-мĕш ертсе пыракан.  Федор Павлов драматургире  «Судра» комедипе тата «Ялта» драмăпа палăрса юлнă. «Ялта» драма паян та театр сцени çинчен анмасть, ăна халăх хапăл тусах йышăнать. «Судра» камит – чи лайăх комедисенчен пĕри.    

                                                                                                                           11№ слайд

1-мĕш ертсе пыракан. 1918-мĕш çулта çырнă «Судра» комедире Октябрь революцийĕ умĕнхи чăваш ялĕнчи чухăнсен пурнăçне, йăли-йĕркисене, кăмăл уйрăмлăхĕсене сăнласа панă. Комедири ĕçсем 1917-мĕш çулта, Февральти  революци хыççăнхи вăхăтра пулса иртеççĕ. Халĕ «Судра» камитри пĕр сыпака пăхма сĕнетпĕр.

«Судра» камит сыпăкне выляни

2-мĕш ертсе пыракан.  Ухтеркке – Сергей Петров, миравай – Аня Анисова, Сăпани – Наташа Петрова, 1-мĕш заседатель – Наташа Иванова, 2-мĕш заседатель – Катя Горбатова, секретарь – Ирина Петрова.

Вĕрентекен. Пирĕн уяв каçĕ вĕçленсе пырать. Федор Павлов ĕçĕ ĕмĕрех вилĕмсĕр. Кăçал Палтай шкулĕнче вĕренекенсем унăн ячĕпе «Федор Павлов» проект ĕçĕ йĕркелерĕç, тĕрлĕ конкурссене хутшăнса çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕç.

1-мĕш ертсе пыракан.  Иртсе пырĕç кунсем, иртсе пырĕç çулсем,

Йышлă пулĕç пирте чапа тухнă çынсем,

Анчах халăх, çĕр-шыв манас çук ĕмĕрне,

Манас çук ĕмĕрне Хветĕр Павлов ятне.

2-мĕш ертсе пыракан.  Чĕререх янăраççĕ юрри-кĕввисем,

Çурхи çут хĕвелле шăранса тухнисем:

«Йĕс таканлă», «Олту», «Вĕлле хурчĕ», «Сĕрен»…

Тĕлĕнен «Сăрнайпа палная» итлесен!        

12№ слайд

1-мĕш ертсе пыракан. Уяв ячĕпе тăванлăх юрри янăрать. «Пирĕн тăван нумай мар»

«Пирĕн тăван нумай мар» тăванлăх юрри

Вĕрентекен. Çакăнпа хамăрăн уява вĕçлетпĕр, тепре тĕл пуличчен.

 


Предварительный просмотр:


Подписи к слайдам:


Предварительный просмотр:


Подписи к слайдам:

Слайд 1

6

Слайд 2

7

Слайд 3

8

Слайд 4

9


Предварительный просмотр:


Подписи к слайдам:


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Проектная работа на тему: « Проектная деятельность обучающихся во внеурочное время в рамках внедрения ФГОС»

Актуальность проектной деятельности сегодня осознается всеми. ФГОС нового поколения требует использования в образовательном процессе технологий деятельностного типа, методов  проектно-исследовате...

Методическая разработка "Проектная деятельность учащихся. Конкурс проектных работ"

Данная методическая разработка содержит положение о конкурсе проектных работ с описанием цели, структуры и критерии оценки проектов; практические приложения .Приложение1  содержит примерные темы ...

Проектная работа «Развитие творческого потенциала детей с ОВЗ посредством проектной деятельности кружка «Раз крупинка, два крупинка»».

Данный проект предназначен для детей старшего школьного возраста, педагогов дополнительного образования, воспитателей и творческих людей, которые любят творить и создавать шедевры своими руками....

Из опыта работы старшего вожатого Павловой Надежды Сергеевны.

В нашей педагогической деятельности очень часто (ни кого не волнует: хочешь - не хочешь) приходится  презентовать свою работу, делиться опытом. Я, например, на районном мероприятии "Педагоги...

Проектная работа "Воспитание добра через сказку у детей с ОВЗ путем вовлечения в проектную деятельность"

Сказка!!! Как много значит это слово человеку, помнящему свое детство. Сразу перед любым читателем встают памятные образы любимых  сказочных героев. Если это золотая рыбка - то она щедро награжда...

Проектная работа по геометрии. Реальная математика Проектно-расчетное бюро по ремонту помещений

Работа представляет собой шаблон проекта групповой работы школьников, где учащиеся применяют знания геометрии на практических задачах и повторяют учебный материал для подготовки к экзаменам....