Урок внеклассного чтения "Ылханлă вăрçă çулĕсем."
методическая разработка на тему

Новикова Альбина Артуровна

Урок повторения изученного материала с элементом проектной работы. 

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon otkrytyy_urok_chteniya4_klass.doc60.5 КБ

Предварительный просмотр:

Класс тулашĕнчи вулав урокĕ

Историн тимĕр хăмисем çине

Хушаматна штыкпа çырса хăвартăн.

Мухтав Раççейĕн паттăр салтакне!

Европăна эс вилĕмрен хăтартăн.

(С.Шавли «Вилĕме вилĕмпе çĕнтерсе…»)

Урок тĕсĕ: Аса илÿ, пĕтĕмлетÿ, тĕрĕслев урокĕ. 

Тема: Ылханлă вăрçă çулĕсем.

Тĕллевсем:

 Сăпарлăх тĕллевĕ: Вăрçă çинчен тата тарăнрах пĕлес туйăма аталантарасси. Тăван ене юратас, унăн пурлăхне упрас, илемне упрас тата унпа киленес туйăма малалла аталантарасси, вăйлатасси.

          Пĕлÿ тĕллевĕ:. Малтанхи уроксенче вĕреннĕ материала аса илсе пĕтĕмлетесси, çирĕплетесси. Вăрçă çинчен вуланă произведенисен содержанине кĕскен калаттарса ачасен пĕлĕвне тĕрĕслесси.

Аталантару тĕллевĕ: ачасен тавракурăмне ÿстересси, хăйсен шухăшне пĕтемлетсе калама вĕрентесси: пултаруллăхне аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси, вулавпа куçару: çыру хăнăхăвĕсене аталантарасси.

 Ачасене урокра ушкăнра ĕçлеме хăнăхтарасси.

Урок мелĕпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ: кăтартуллă вулав: ачасен илемлĕ вулавĕ,   ыйту-хурав: пĕчченшерĕн калани, пĕрле калани, слайдсемпе усă курни, проектлă ĕç хÿтĕлени.

    Кирлĕ  хатĕрсем:  кĕнеке, компьютер, мультимедиа проектор, экран, слайдсем, проект ĕçĕ «Аслă вăрçă 1941-1945çç. манăн çемьере».

Асра хăвармалли сăмахсем: вăрçă,

Кăтарту хатĕрĕсем: ушкăнсем валли хатĕрленĕ ĕçсем . Презентаци.

Урок йĕрки:

1. Класа урока хатĕрлесси. Сывлăх сунасси.

      - Сывлăх сунатăп,ачасем. Паян пирĕн патра ырă хăнасем. Атьăр-ха, вĕсене сывлăх сунар.

      - Сывлăх сунатпăр, хăнасем.

      - Шăппăн ларăр.

2. Урок йĕркипе паллаштарни.

     - Ачасем, иртнĕ уроксенче  эпир сирĕнпе  Вăрçă кĕрленĕ темăпа сăвăсемпе тата калавсемпе паллашрăмăр. Паян вара урокра туяннă пĕлÿсене, пĕтĕмлетсе тата тарăнлатса хăварăмăр.

    Вăрçă…Пур-ши çĕр çинче çакăнтан хăрушăрах сăмах? Вăрçă вăл –куççуль, юн, вилĕм, çĕршер çын нуши-терчĕ, хуйхи-суйхи, татăлнă ĕмĕчĕ. Миршĕн, тăнăçлăхшăн кĕрешекенсем нумай пулин те, çак хура инкек унта та кунта сиксе тухать. 70 çул каярах вăрçăн хаяр вучĕ пирĕн çĕршывра та алхаснă. Фашистла Германи эшкерĕсем Совет Союзĕ çине тапăнса кĕнĕ. Вĕсене хирĕç пуур халăх ывăлĕ-хĕрĕ те пĕр йыш пек çĕкленнĕ, Тăван çĕршыва ирĕке кăларассишĕн хăюллăн çапăçнă.

  Кăнна Кушки ялĕнчен фронта 301 çын кайнă, вĕснчен- 144 çын таврăннă, 157 çын таврăнман. Тылра юлнă хĕрарăмсем, ватă-вĕтĕ хăйсене шеллемесĕр, пĕтĕм вăйран фронта пулăшнă.  Пирĕн ял варринче вĕсене асăнса лартнă палăк пур, ветерансем – чи хисеплĕ çынсем. Çапла пулмаллата! Пирĕн ирĕклĕхшĕн, телейлĕ пурнăçшăн Аслă Çĕнтерĕве туптанă çынсен ырă сăнарĕсене яланах чĕрере упрасчĕ.

Июнĕн  22-мĕшĕ

Сасартăк тревога янрарĕ ирпе.

Сасартăк, пĕр харăс тăрса,

Эпир вĕтлĕх витĕр, сăрт урлă, хирпе

Васкарăмăр аслă вăрçа.

Эпир-малтисемччĕ; çĕнме çĕкленсе

Кĕрейрĕмĕр çулăм ăшне.

Ахлатрĕ тавралăх, шартах чĕтренсе,

Тем шăхăрчĕ хăшĕ-хăшне!

Вăл вут пек снаряд-мĕн шартлатрĕ çумра,

Сÿ килчĕ, сÿ кайрĕ хĕрÿ…

Пĕрех, çирĕп шанчăк çуралчĕ чунра,

Ун ячĕ –асту – Çĕнтерÿ. А Алга

3. Килти ĕçе тĕрĕслени.

     - Халĕ вара килти ĕсе тĕрĕслĕпĕр. Кам аса илтерет, килте мĕнле ĕс  тумалла пулнă? Вĕреннĕ темăри кăмăла кайнă сăвăсене каласа парар-ха.

(Структура Конэрс- детям предложить выбрать понравившийся текст, выучить, объяснить: почему именно это стихотворение он выбрал)

Кирилл:  Сăн ÿкерчĕк

…Июнĕн ытарма çук ирĕ.

Кĕрлет Тăвайĕнче пасар.

Сасартăк радиопа çитрĕ

Никам кĕтмен усал хыпар.

   Çав хыпарпа шăп пулчĕ халăх,

Киле саланчĕ васкаса.

Çав кун, туссемĕр, асăнмалăх

Ÿкертĕмĕр пĕрле тăрса.

    Каçпа ял-йыш вăрçа ăсатрĕ

Аттесене укăлчаран.

Нумайăшĕ пуçне çухатрĕ,

Таврăнаймарĕ вăрçăран.

    Каярахпа  çĕршыв шăпишĕн

Эпир те çунтăмăр вутра,

Тăван чĕлхен тăван юрришĕн

Ним хĕрхенмесĕр хамăра. Н. Сандров.

Толя:   Амăш пилĕ.

Хапха умне тухса тăрса

Амăш ăсатнă ывăлне,

Анчах  йĕрсе те макăрса

Йывăрлатман салтак чунне.

    Юлашки хут ыталаса

Каланă вăл хуллен ăна:

-Пĕлетеп йывăр пуласса,

Нумай асап кĕтет сана.

    Ялан вăй кĕтĕр чĕрÿне,

Сав аннÿне те çĕршыва.

Шанатăп эпĕ, ĕненеп:

Киле эс таврăнăн сывах…

  Хăрушă пулнă вăрçăра,

Çапах пуçне усман салтак.

Ялан хĕрÿ çапăçура,

Ялан вутра, ялан малта.

  Вăл илтнĕ хурçă йĕнине,

Вăл хуçнă вилĕм çавине.

Çапах пĕр пуля та унне

Юхтарайман вĕри юнне.

  -Шинелĕ унăн хурçă, тен?-

Шут тунă салтаксем тавра…

Ăна сыхланă вилĕмрен

Амăш халалĕ вăрçăра!        Н.Евстафьев.

 Элеонора: Эпир  çĕнтертĕмĕр.

Тăватă çул кĕрлерĕ вăрçă шавĕ

Вутра çунан  Европа çийĕпе.

Тăван çĕршыв салтакĕсен мухтавĕ

Çĕкленчĕ çав вутри çĕнтерÿпе.

Тантăшăмсем, эпир нумай çÿренĕ

Мăнаçлă Атăлтан Карпат таран.

Пире тăван пекех кĕтетчĕ Вена

Эпир тĕрĕслĕхе юратнăран.

Варшава витĕр, Одер шывĕ урлă

Эпир çул  хывнă Çĕнтерÿ патне.

Походсенче юрланă пирĕн юрă

Асилтеретчĕ Атăл хăватне.

…Ют çĕрсенче те сиреньсем ÿсетчĕç,

Анчах та теменшĕн чĕре чĕнместчĕ

Ларса канма вĕсен ют сулхăнне.

Çут шухăшсем Российăнах вĕçетчĕç,

Тăван хуласене, йăмраллă ялсене.

     А.Клементьев.

Данил:

Палăк умĕнче.

Ял варринче шап-шурă палăк…

Çын чарăнать унта çитсен.

Карта… Чечек… Пĕр пĕчĕк алăк.

Чун пăлханать шала кĕрсен.

  Мĕн чухлĕ ят унта вулатпăр,

Йăлтах эпир пĕлен ятсем.

Вĕсем камне аван чухлатпăр:

Асаттесем те аттесем.

    Тахçан вĕсем пура пуранă,

Ÿстернĕ ешĕл йывăçсем,

Тыр-пул пухса уйра тарланă

Çын тулăх пурăнтăр тесе.

  Кайран…тăшмансене аркатнă

Хăрушă пушара кĕрсе,

Пире валли телей упранă-

Чакмасăр , çапăçса, тÿнсе.

  Ял варринче шап-шурă палăк.

Кунта килеççĕ ачасем.

Вĕсем хавас,ĕçчен, вăй-халлă,

Вĕсем акаççĕ чечексем.

  Вĕсем кунта тупа тăваççĕ

Тăван çĕре ялан савма,

Мĕн ĕмĕре тĕллев тытаççĕ

Хăюллă та ĕçчен пулма.      Вениамин Тимаков.

Кирилл : Салтак паян та салтаках

        Юрлать яш сумлă ветеран

Ан тухтăр тетпĕр çĕн пушар

Ан сăхтăр чĕрене тăхлан

       Утать вилни те юнаша

Ун ячĕ çухалмасть нихçан

Ан тухтăр тетпĕр çĕн пушар

Ан сăхтăр чĕрене тăхлан

  1. Вăрçă çинчен вуланă произведенисем.

(структура : Стё зе класс- написать на листке как можно больше рассказов и стихов о войне.) Кĕнеке выставкипе ĕçлени.

-Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вут-çулăмĕ витĕр утса тухнă çыравçăсем. Хăшĕсем?

Н.Евстафьев   Амăш пилĕ.

А.Ĕçхĕл   Ĕç çинче.

А.Клементьев   Эпир çĕнтертĕмĕр.

Николай  Сандров  Сăн ÿкерчĕк

О.Савандеева   Учитель парни.

Леонид  Яковлевич Агаков     Пăрахут анаталла каять

Федот Никитич Орлов Хăюлăх  ĕçĕ ăнтарать

В.Тимаков  Палăк умĕнче.

В. Петров   Салтак сăн ÿкерчĕкĕ

-Тата кама пĕлетĕр?(Ачасем хăйсем вуланă кĕнеке çинчен кĕскен каласа пани).

-Вăрçă сикерĕ çинчен ваттисем мĕн каланă?

Ваттисем çапла каланă

Пурте пĕр пулсан – çĕнеймĕ тăшман

Пуçна çухатсан та чысна ан çухат.

Çапăçура пулмасăр пурнăç хакне чухлаймăн

Фашиста кун парсан ху чунсăр юлан

Пилсĕре пил çук, фашиста кун çук.

Тимлĕхе тĕрĕслени.

1.Автор кама çапла сăнать: «хура  çÿçлĕскер», «пичĕ-куçĕ  хăмăр чие çырли тĕслĕ», «кĕске йĕмпе», «урисем çарран çÿренĕрен пылчăкпа та, хĕвелпе те хуралса ларнă»?

А) Георгие;      в) Аркаша         

Б) Аркаш аслашшĕне;       г) Тарханов художника

2. «Тăрăхларах питлĕ»,   «йĕтĕн çÿçлĕ» «тути нихçан та çăтă хупăнмасть»  -çакă камăн портречĕ?

А) Аркашăн;         б) Георгин;   

 в) вăрçăра   вилнĕ   салтакăн  

  г) салтак амăшĕн;

3.Ачасем чи малтан тĕл  пулнă художник салтак  портретне  ÿкерме  мĕншĕн килĕшмест?

А)вăхăт пулманнипе;

Б) укçа тÿлеменшĕн;

В) сăн ÿкерчĕкĕ япăх пулнă пирки;

Г)ачасене шанманнипе.

4.Фотографи япăх упранса юлнă пирки салтак сăн-питне тĕрĕс ÿкерме Тарханова кам пулăшать?

А)Аркаш асламăшĕ;   б) ачасен аслашшĕ;

в) Аркаш аслашшĕ;  г) ачасем хăйсем.

5. Салтак амăшĕ художник тунă портрета курсан

А)ывăлне  палласа  илеймест;

Б) хÿхлеме пуçлать;

В) нимĕн те каламасть;

Г) картинăна каялла тавăрса парать.

5. Кану саманчĕ.

6. Проектлă ĕç хÿтĕлени. «Аслă вăрçă 1941-1945çç. манăн çемьере».

7. Урока пĕтĕмлетесси:

- Эпир урокра мĕн турăмăр?

-Сана урокра мĕн килĕшрĕ?

- Çынсен вăрçă ан путăр тесе мĕн тумалла?

VI. Сывпуллашасси.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Урок внеклассного чтения по теме "Письма с фронта и на фронт" Урок-мастерская "Историческая и духовная ценность фронтовых писем"

Основой данного урока литературы является краеведческий материал, имеющий неоспоримую воспитательную ценность...

Интегрированный урок по литературе и географии «Берегите природу» (урок внеклассного чтения по произведениям М. Пришвина и В. Бианки)

Цели урока: 1. Познакомить учащихся с творчеством Михаила Пришвина и Валентина Бианки. 2. Рассмотреть особенности природы средней полосы России по временам года.Задачи урока: 1. Учить детей получат...

Методическая разработка урока внеклассного чтения в 6 классе "Книга учит, как на миру жить. Нравственные уроки в повести А.П.Гайдара "Тимур и его команда"(урок-проект с мультимедийным приложением)

Данный урок открывает серию уроков внеклассного чтения в рамках проекта "Книга учит, как на миру жить. Нравственные уроки в произведениях отечественных и зарубежных писателей". Уроки направлены на обо...

Конспект урока. Разработка урока внеклассного чтения. Урок — путешествие «По шолоховским местам».

Цели: углубить представления о личности писателя, о жизненных истоках его произведений; дать понять, как в своем творчестве он достиг таких высоких вершин; на примере жизни и творчества М. Шолохова во...

Технологическая карта урока по литературе в 5 классе. Урок внеклассного чтения: А.А. Фет, Ф.И. Тютчев, С.А. Есенин о родной природе. Урок-концерт.

Технологическая карта урока по литервтуре в 5 классе. Урок внеклассного чтения: "А.А. Фет, Ф.И. Тютчев, С.А. Есенин о родной природе. Урок-концерт"...

Технологическая карта урока внеклассного чтения по литературе, выполненного в технологии развития критического мышления через чтение и письмо (РКМЧП) ( класс-комплект 8-9). Тема урока: Нравственные уроки Г.Х. Андерсена (по сказке «Чайник»).

Технологическая карта урока внеклассного чтения по литературе, выполненного в технологииразвития критического мышления через чтение и письмо (РКМЧП)( класс-комплект 8-9)Цель урока: Знакомство учащихся...