Иван Яковлевич Яковлев калавĕсене пĕлетĕр-и?
план-конспект урока

Иван Яковлевич Яковлев калавĕсене пĕлетĕр-и?

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл yakovlev_kalavesene_peleter-i.docx33.56 КБ

Предварительный просмотр:

Федотова Светлана Николаевна,

Леонтьева Лариса Николаевна,
Шупашкар хулин 24-мĕш вăтам шкулĕн
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕсем

Иван Яковлевич Яковлев калавĕсене пĕлетĕр-и?

          Сапăрлăх тĕллевĕсем: Ачасене ушкăнри ĕçре хăйсен пултарулăхне кăтартма вĕрентесси, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеме хăнăхтарасси, тимлĕ пулма, туслăха хаклама, чыса упрама, ĕçе юратма вĕрентесси.

          Пĕлÿ тĕллевĕсем: И.Я.Яковлев пултарулăхĕпе паллаштарасси, маларах вуланă калавĕсене аса илесси, учителĕн пуплевне итлесе ăнланма хăнăхтарасси, тĕрев сăмахĕсем, ыйтусем çине таянса презентацири ÿкерчĕк тăрăх çыхăнуллă калав тума хăнăхтарасси.

          Аталантару тĕллевĕсем: ачасен пуплев культурине тата шухăшлавне аталантарасси, ытти предметсем пекех чăваш чĕлхи ачана тĕрлĕ енлĕн аталанма, çитĕнÿсем тума пулăшнине ăнланма хăнăхтарасси.

        Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, презентаци, мультимедиапроектор, сюжетлă ÿкерчĕксем, слайдсем.

Мероприяти юхăмĕ.

  1. Кӑсӑклантарса яни.
  1. Класа йĕркелени.
  2. Сывлăх сунни.
  3.  Фонозарядка.
  1. Мероприяти планĕпе кĕскен паллаштарни

– Чӑваш ҫĕрĕ хӑйĕн хисеплĕ, мухтавлӑ ывӑлĕ-хĕрĕсемпе пуян. Н.И.Ашмарин, Ҫеҫпĕл Мишши, К.В.Иванов, А.Г.Николаев, Г.Н.Волков… Ҫак ятсене эпĕ ахальтен асӑнмарӑм. Вĕсем – чӑваш халӑхĕн мухтавĕ, чапĕ..... 

«Ученăй-педагог, çĕнĕ чăваш çырулăхне, чăваш ачисем валли учительсем хатĕрлекен шкула йĕркелекенĕ. Ăна чăваш хресченĕсем «çутта кăларакан», «ăс паракан», «пирĕн ырă çыннăмăр» тесе чĕннĕ.

– Кам ҫинчен- ши ҫак сӑмахсем?

– Тĕрĕс. И.Я.Яковлев ҫинчен.

 Чӑн та, пирĕн аслӑ вĕрентекенĕмĕр хӑйĕн ĕмĕрне тӑршшĕпех ҫынсене ырӑ тӑвас, ҫутта кӑларас тĕллевпе ҫыхӑнтарнӑ. Паян эпир сирĕнпе И.Я.Яковлев пултарулăхĕ çинчен калаçăпар, вĕреннине пĕтĕмлетĕпĕр,  калавĕсене аса илĕпĕр. Эсир мĕнле астуса юлнине тĕрĕслеме ăмăрту урок ирттерĕпĕр. Сирĕн паян хăвăр мĕнле калаçма пултарнине, вулама пĕлнине, ушкăнпа ĕçленине кăтартмалла. Мероприяти вĕçĕнче сирĕнпе пĕтĕмлетÿ тăвăпăр.

  1. Ăмăрту.

̶  Класа эпир икĕ ушкăна уйăртăмăр. Халĕ хамăр ăмăртăва пуçлăпăр.

1.Ушкăнсемпе паллашни.

̶  Чи малтан ушкăнсемпе паллашăпăр. Сирĕн ушкăн ятне, девизне, эмблемине хатĕрлемелле пулнă. Ĕçĕрпе паллаштарма  халĕ сире сăмах паратрăр.

2. Тест ирттерни.

̶  Ăмăртăва малалла тăснă май эпир сирĕнпе И.Я.Яковлев биографине те аса илĕпĕр. Сирĕн ыйтусене хуравламалла пулать. Ĕç валли партăсем çинче карточкăсем пур. Сирĕн виçĕ хуравран пĕрне суйласа илмелле те кирлĕ карточкăна кăтартмалла.

1.И.Я. Яковлев  хăçан çуралнă? (1. 1930,2.1848, 3.1870)

2. И. Я. Яковлев çуралнă ял (Кăнна Кушки) халĕ хăш республика çĕрĕ çинче вырнаçнă? (1. Пушкăртстан; 2. Тутарстан; 3. Чăваш Республики)

3. Шкула кайиччен пĕчĕк Ванюк кам пулса ĕçленĕ?( 1. чашăк-тирĕк çăвакан; 2. атă-пушмак çĕлекен;3. кĕтÿ пăхакан.)

4. Яковлев чи малтан илнĕ професси.( 1. учитель; 2. çыравçă; 3. çĕр виçевçи.)

5. Яковлев университетра хăш хулара вĕреннĕ? (1. Хусанта; 2. Чĕмпĕрте; 3.Чулхулара)

3. Кластер тăвасси.

̶  Халĕ виççĕмĕш ĕç. Сирĕн пушă çавракасем ăшне И.Я.Яковлев çинчен, вăл кам пулнине çырса тухмалла. И.Яковлев çинчен кластер тумалла.

4. «Калав ятне пĕл» вăйă.

– Маттур, ачасем. Эсир И.Я.Яковлев çинчен нумай пĕлетĕр. Анчах унăн калавĕсене пĕлетĕр-и? Хамăр ăмăртăва малалла тăсатпăр.

(Учитель экран çинче И.Я. Яковлев калавĕсемпе хатĕрленĕ сюжетлă ÿкерчĕксене кăтартать , ачасен ÿкерчĕк тăрăх калав ятне калаççĕ.)

– Кунта Яковлев калавĕсемпе хатĕрленĕ сюжетлă ÿкерчĕксем. Хăш ушкăн маларах калав ятне калать.

1. Ϋкерчĕкри чĕр чунсенчен хăшĕ нумая хапсăннă пирки нимĕнсĕрех тăрса юлать? Вăл мĕнле калавран? (Йытă тата унăн мĕлки)

2. Хăш чĕр чунсенчен иçĕм çырли çиме ĕмĕтленнĕ? (Тилĕ тус)

3. Ку сăмахсем мĕнле калавран̶  ши? «Çулла вăрманта вăл чĕпĕ кăларать, ялтан çăмарта вăрласа кайса чĕпписене тăрантарать…» (Чакак)

4. Çак чĕр чунсенчен хăшĕ пырне пула пуçне çинĕ? (Шăши)

5. «Эх, пархатарсăрсем, мĕн таран çылăх пулĕ ĕнтĕ сире куншăн?» Çак сăмахсем хăш калавран-ши? (Çерçи)

6. Хăш чĕр чун айăпĕпе ачан çамки çинче мăкăль тухнă? (Хураçка)

7.Мĕнле калавра пĕр çын хăй айĕнчи лашине виçĕ кун шыранă, тет. (Лаша шырани)

5. Аудировани.

̶ Маттур, ачасем. Халĕ пурте ĕçлетпĕр. Сирĕн калава тимлĕ итлемелле, ăнманмалла. Ку калава эпир пĕлетпĕр, çавăнпа та кайран тест çыратпăр. («Чакак» калав.)

̶ Халĕ сирĕн «тĕрĕс», «тĕрĕс мар» паллăсем лартмалла.

а) Чакак çулла ялта пурăнать, юр çусан хулана пырать. (-)

ă) Çуркунне вăрманта вăл чĕпĕ кăларать (-)

б) Ялтан çăмарта вăрласа чĕпписене тăрантарать. (+)

в) Хĕлле, сивĕ пулсан, йывăрлăх çине ларать те: «Чак-чакак, чак-чакак», - тесе чакаклатать. (+)

6. Клоуз тест.

Халĕ эпир сирĕнпе клоуз-тестпа ĕçлетпĕр. Сире карточкăсем валеçсе паратăп . Предложенисене тĕрĕс вĕçлемелле, точкăсем вырăнне кирлĕ цыфрăсене лартмалла.

1. Лаши çине сиксе утланчĕ тет те савăннипе чуптара пачĕ тет. (1. килне, 2. пасара, 3. хулана)

2. Манăн…кĕлет пĕрени çумне шан! тутарса хăварчĕ. (1. ҫурӑма, 1. пуçа, 3. урана)

3. Çын аллинчи… пысăккăн курăнать, тесе ахаль каламан çав ваттисем. (1.пашалу, 2. кукăль.3. ҫӑкӑр)

4. Çапла çав, ачам: ĕçлесе çисен çăкăр та тутлă, тăрансан … та йÿçĕ, - терĕ тет ашшĕ.(1.сахӑр, 2. канфет, 3. пыл)

5. Алăкран тухса кайсассăн .. тĕслĕ ăс кĕрет. (1. аллă, 2.ҫирĕм, 3. ҫĕр)

6.…. выляса-кулса ирттертĕн пулсан хĕлле ташласа пăхха эппин, - тесе каларĕç тет.

(1.ҫуркунне, 2.кĕркунне, 3.ҫулла)

9. Ваттисен сăмахĕсем.

̶  И.Я.Яковлев хăй калавĕсенче ваттисен сăмахĕсемпе нумай усă курнă. Халĕ сирĕн ковертри ваттисен сăмахĕсен вуласа вĕсем хăш калавран пулнине тата мĕне пĕлтернине ăнлантармалла.

а) Çын аллинчи кукăль пысăккăн курăнать. (Йăлăнтармăш)

ă) Ĕçлесе çисен çăкăр та тутлă, тăрансан пыл та йÿçĕ. (Кулачă)

б) Шывăн турачĕ çук. (Çуркунне)

в) Çапа пĕлмен пушă хăйне çаврăнса тивнĕ. (Михала)

10. Урока пĕтĕмлетни

– Чăн та И.Я Яковлев калавĕсем пире çут çанталăка сăнама, тимлĕ пулма, ырă кăмăллă пулма, ултавçă пулмалла маррине, хыт кукар пулмалла маррине вĕрентеççĕ. Иван Яковлевич Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă. Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл . «Чĕлхе чечекленесси пĕтĕмпех сиртен килет»,– ак мĕнле пархатарлă шухăшĕ вĕрентекенĕмĕрĕн.

Çавăнпа пирĕн ăмăрту- урок вĕçленсе пырать. Малалла жюри членĕсене сăмах паратпăр. Юлашкинчен, сире сăмах. Класра камсем чи хастар пулнине палăртатпăр.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Технологическая карта открытого урока по историина тему «Россия при Иване Грозном» (образовательная технология «Адаптационная система обучения»)

Меняется общество, в котором мы живем, меняются приоритеты. На первое место выступают задачи по формированию личности, способной к дальнейшему самообразованию. Изучение литературы и передо...

Технологическая карта открытого урока по историина на тему «Россия при Иване Грозном» (образовательная технология «Адаптационная система обучения»)

Меняется общество, в котором мы живем, меняются приоритеты. На первое место выступают задачи по формированию личности, способной к дальнейшему самообразованию. Изучение литературы и передо...

Технологическая карта открытого урока по истории на тему «Россия при Иване Грозном» (образовательная технология «Адаптационная система обучения»)

Меняется общество, в котором мы живем, меняются приоритеты. На первое место выступают задачи по формированию личности, способной к дальнейшему самообразованию. Изучение литературы и передо...

Технологическая карта открытого урока по истории на тему «Россия при Иване Грозном» (образовательная технология «Адаптационная система обучения»)

Меняется общество, в котором мы живем, меняются приоритеты. На первое место выступают задачи по формированию личности, способной к дальнейшему самообразованию. Изучение литературы и передо...

Классный час: «Подари тепло души своей», посвященный 90-летию со дня рождения российского композитора Владимира Яковлевича Шаинского

Класснй час для студентов: «Подари тепло души своей», посвященный 90-летию со дня рождения российского композитора  Владимира Яковлевича Шаинского....

Волков Дмитрий Павлович, Крикун Виктор Яковлевич, Строительные машины и средства малой механизации. Учебник

Волков Дмитрий Павлович, Крикун Виктор Яковлевич, Строительные машины и средства малой механизации. Учебник необходим для учебной работы студентам...