Урок-игра по теме: "Варман"
план-конспект урока

Урок- игра по теме: "Варман" в 4 классе

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл varman_temapa_vaya_-urok_gotovyy.docx38.54 КБ

Предварительный просмотр:

Федотова Светлана Николаевна,

 Шупашкар хулин «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ

 паракан 24-мĕш вăтам шкул»

 чăваш чĕлхи вĕрентекен

 

Урок теми: «Вăрман» темăпа 4-мĕш класра ирттерекен вăйă-урок.

Тĕллевсем: 1) палăртнă темăпа вĕреннĕ материала аса илсе çирĕплетесси;

2) тĕрлĕ хăнăхтарусем урлă илнĕ пĕлĕве ăша хывасси;

3) тăван тавралăха юратма, унăн  илемне курма, ăна упрама вĕрентесси.

Урока кирлĕ хатĕрсем: «Вăрман», «Йывăçсем» çинчен презентации, картăчкăсем;

Вăйă юхăмĕ.

1-мĕш конкурс.

Ертсе пыраканĕ: Ырă кун пултăр! Паянхи уявра эпир «Вăрман» темăпа конкурс ирттеретпĕр. Вăрман ‒ пирĕн пуянлăх. Вăрман чĕр чунсене, кайăк-кĕшĕке те тăрантарать. Кайăксем хурт- кăпшанкă çиеççĕ, йывăçсене сыхлаççĕ. Йывăçсем вĕсем валли çимĕç тăваççĕ. Чăваш вăрманĕсенче мĕнле йывăçсем ÿснине аса илетпĕр. Сирĕн йывăç ячĕсене тупса вырăсла куçармалла. 

ç

к

ĕ

ю

п

ă

е

к

а

с

ă

х

а

м

и

а

р

е

в

к

к

у

п

а

л

а

н

н

р

ш

а

р

в

н

е

х

у

е

к

р

ч

ă

р

ă

ш

ы

ч

а

п

ă

в

н

а

в

ĕ

р

е

н

е

ĕ

н

е

и

ă

с

а

р

н

к

ÿ

л

а

п

с

ç

ĕ

м

ĕ

р

т

2-мĕш конкурс

Ертсе пыраканĕ: Йывăçсем сывлăша тасатаççĕ. Кайăксемпе чĕр чунсем валли хÿтлĕх. Çуллахи шăрăхра çынсем йывăç сулхăнĕнче канаççĕ, вăрманта уçăлса çÿреççĕ. Сирĕн çак сăмахсене шухăшĕ тăрăх çыхăнтармалла.

Йĕкел                                       кăрăç

Мăйăр                                      юман

   Çырла                                      вăрман

   Кăмпа                                      шĕшкĕ

   Йывăç                                      пилеш

3-мĕш конкурс.

Ертсе пыраканĕ: Вăрман çынсене хăйĕн илемĕпе савăнтарать, таса сывлашĕпе кăмăла çĕклет, сывлăха çирĕплетет. Мĕн чухлĕ кăмпа, çырла, эмел курăкĕ парнелет пире вăрман!Сире валли клоуз- тест хатĕрленĕ. Сирĕн пурнăçламалла.

1.Хыр ______________йывăç.

2.Чăрăш ялан__________

3.Çăка çынна ___________.

4.Юман 400-500 çул_________.

5. Кĕркунне пилеш çулçи_________.

6.Çĕмĕрт сивĕрен ____________.

Суйласа илмелли вариантсем

(1)хăрамасть, хăрать.

(2) Симĕс, сарă, хĕрлĕ, хăмăр.

(3) Сарă, симĕс, хăмар.

(4) пурăнать, пурăнмасть.

(5) тăрантарать, тăрантармасть.

(6) лăсăллă,çулçăллă

4-мĕш конкурс.

Ертсе пыраканĕ: Юман çирĕп, çÿллĕ те мăнаçлă йывăç. Вăл нумай çул хушши ÿсет, пин çул таран пурăнать. Юманран мĕн-мĕн тăваççĕ? ыйтуллă «Хĕвел» кластер туса доска умĕнче çырса хумалла.

Ертсе пыраканĕ: Халĕ кăшт канса илĕпĕр. «Вăрман» темăпа çыхăннă сăмахсене калатăп. Çырла ячĕсене илтсен сирĕн алăсене çÿлелле çĕклемелле, йывăç ячĕсене илтсен – алă çупмалла.( Сăмахсен тĕслĕхĕ: юман, хăмла çырли, пилеш, шăнкăрч, хура çырла , ула такка, шăпчăк, хурăн çырли, чăрăш, çĕр çырли, ăвăс, çерçи, палан, хурлăхан, хурăн.)

5-мĕш конкурс.

Ертсе пыраканĕ: Вăрман çынсене хăйĕн илемĕпе савăнтарать, таса сывлашĕпе кăмăла çĕклет, нумай усă парать.Сирĕн умăнта ăвăс йывăçĕ. Сирĕн тĕрĕс хуравсене суйласа илмелле.

Компьютер

Тумтир

Матрёшкăсем

Маçсем

Кастрюльсем

Хут

Спичка паркет

Портфель

Диск

6-мĕш конкурс.

Ертсе пыраканĕ: Халĕ вăрман çинчен каланине пĕтĕмлететпĕр. Çак схемăпа усă курса синквейн çыратпăр.

Яп.ячĕ (1)

Паллă ячĕ (2)

Глагол (3)

Предложени

Тĕп шухăш

Ертсе пыраканĕ: Вăрман – пирĕн пурлăх, пирĕн ырлăх. Пирĕн ăна упрамалла, сыхламалла. Вăрманта мĕнле тытмалли çинчен манса каймалла мар.

Чĕр чунсене хăратмалла мар

Вăрманта кăшкăрса калаçмалла мар

Хĕлле кайăксем валли сырăшсем туса çакмалла

Кайăк йăвисене тустармалла мар

Йăвари кайăк çăмартисене тытмалла мар.

Вăрманти хитре чечексенчен çыхă тума юрать.

Вăрманта кăвайт чĕртме юрамасть

Йывăç тураттисене хуçмалла мар

Кăткă йăвисене ватмалла мар

Урока пĕтĕмлетни, ачасен ĕçне хаклани.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

урок-игра

"Своя игра"...

Урок-игра по теме: «Гидросфера» "Путешествие по морям и океанам"

Цель: формирование географического кругозора, развития мышления у учащихся, усвоение  знаний по объектам гидросферы,. закрепление навыков работы с картами  и атласами. Ребята, делятся на ко...

Методическая разработка урока игры- зачета по Валеологии

Интересная форма проведения зачета. Настольная игра с игоровым полем, фишками и интересными вопросами в презентации. Ребята зарабатывают правильными ответами баллы не только команде, но и повышают сво...

Методическая разработка урок-игра по материаловеденю

Данная  методическая  разработка применима для  учащихся   НПО , которые  изучают материаловедение с элементами металлообработки.  Методика  проведение игры построен...

Обобщающий урок игра по предмету "Слесарное дело". Урок проводится в форме игрового опроса.

Урок игра проводится как обобщающий урок по курсу "Слесарное дело". Участники самостоятельно выбирают тему вопроса и его стоимость....

Урок – игра. Подвижные игры на внимание и быстроту. Встречные эстафеты на лыжах.

Технологическая карта урока по физической культуре в 4Д классе МОУ «СОШ №1» города Валуйки Белгородской области...

Методическая разработка открытого урока Урок-игра «Три к одному»

Любая стройка, в наши дни, это дело для целого коллектива строителей, где каждый человек имеет свою специализацию и выполняет определенную работу. Что бы построить дом, нужны люди разных профессий, ко...