Чăваш чĕлхи.

Васильева Светлана Германовна

Чăваш чĕлхи

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл chavash_chelhi_dokument_microsoft_office_word.docx12.15 КБ

Предварительный просмотр:

Чăваш чĕлхи

Чăваш чĕлхи… Мĕн вăл чăвашшăн?

Тăванăм, эсĕ шутласам,

Тăван чĕлхемĕр çухалсассăн,

Чăваш кам пулĕ, каласам?

Чăваш чĕлхи вăл - ман ачалăх,

Янравлă юрă-кĕвĕсем,

Вăл манăн çамрăклăх, асамлăх,

Атте-аннен халалĕсем.

Чăваш чĕлхи, эсĕ пуянлăх!

Сана упранă ĕлĕкрен,

Сана юратнă тăван халăх,

Тăван чĕлхемĕр пулнирен.

Чĕлхемĕр пур, пур(ă)нать, пулать те,

Вăл халăхшăн чĕрĕ ялан:

Унпа калаçнă, калаçать те

Атте, анне, пур тус-тăван!

Ан манăр чĕлхене нихçан та,

Чи хаклă мул пекех упрар.

Саманасем тек улшăнсан та,

Унпах малашлăха утар!

Эй, авлхи несĕл сассийĕ,

Янра яш-кĕрĕм сассинче!

Чăваш сасси – тăван сассийĕ,

Санпа илемлĕрех тĕнче!

С. Васильева - Тельмова

2018 ç., ака уйăхĕн 2-мĕшĕ