Никита Бичурин

Никита Бичурин - крупный ученый, основоположник русского китаеведения.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл zoya_ananeva_nikita_bichurin.docx15.58 КБ

Предварительный просмотр:

Зоя Ананьева

Никита Бичурин

Илемлě пит-куçлă, сăпайлă,

Хěрÿ, таса чунлă, правур,

Хăюллă, ыр кăмăллă, ăслă,

Ěçре тăрăшуллă, сатур.

Ку пирěн Никита Бичурин,

Данилов священник ачи.

Чăваш. Ăна илěртнě, чěннě

Чěлхе, философи тěнчи.

«Пит чаплă» тесе паллă тунă

Экзамен тытсан пěлÿне.

Истори ăшне тарăн путнă

Никита вěреннě чухне.

Ун чух чěтресе чăваш ялě

Тертленнě хура пÿртěнче.

Таптаннă чăвашăн кун-çулě

Çěр пусмăр ури айěнче.

Пултарнă тухма хăрамасăр

Эс пурнăçăн анлă хирне,

Сукмакě пулсассăн та ансăр,

Тăрсассăн та çÿллě хÿме.

Вара пуçěпех тыткăнланă

Пěлтерěшлě, сулăмлă ěç:

Китай çинчен кăсăклă çырнă

Тěп-тěрěс ентешěмěр çеç.

Тěпченě ученăй-тюрколог

Вăтам Азири халăхсен

Йăли-йěркине. Хура кăпăк

Пěрре те пулман вăл ěçсен.

Поэт, куçаруçă, çыравçă

Ахаль вакламан сăмаха.

Вăл Пушкиншăн пулнă ăславçă,

Ыр суннă поэт монаха.

Чысланă ăна Чернышевский,

Бестужев, Белинский, Крылов.

Раççей ăмăрткайăкě тенě,

Мěнле килěшÿллě хаклав!

Тар тăкнă Раççей наукишěн

Çěр-шывшăн хăруш вăхăтра.

Инкек каплансан айлăн-сийлěн

Ăсатнă сана ссылкăна.

Хěвеллě чěрÿ, пултарулăх

Йăлт пулнă çěр-шывшăн пěрех.

Эс акнă паха улшăнулăх

Малашлăх енне тек-текех.

Чěлхÿн чăн хăвачě, илемě,

Çунатлă ăсу ěмěрех

Юлать халăхра. Ун хěлхемě

Çут çăлтăр çути евěрех.

Тăратăп. Хисеплěн таятăп

Пуçа палăку умěнче.

Мăнаçлăх паратăн, туятăп.

Пěлет сана пěтěм тěнче!