методическая копилка

Васильева Наталия Николаевна

конспекты уроков

дидактические материалы

сценарии внеклассных мероприятий

презенетации к урокам

ссылки на полезные образовательные ресурсы

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл chavash_terrin_tesesem_1.docx37.13 КБ

Предварительный просмотр:

Чǎваш тěррин тěсěсем

(2 –мěш класра ирттернě ӳнер урок тěслěхě)

Урок тěллевěсем :

  1. чǎваш тěррин тěсěсемпе паллаштарасси,ӳкерчěкре тěрěс усǎ курма хǎнǎхтарасси;
  2. тěпчев хǎнǎхǎвěсене аталантарасси, шухǎша ирěккěн уçса пама вěрентесси;
  3. чǎваш тěррин илемне курма, юратма вěрентесси.

Урока кирлě  хатěрсем: «Авалхи куккук» чǎваш кěвви, «Илемлě, илемлě» юрǎ кěвви, урок темине çырнǎ плакат, тěрлě тěсрен каснǎ стрелкǎсем, тěрлě тěслě çаврашкасем, чǎваш тěррине ӳкернě хут  (кашни ача валли), шкул краеведении музей.нчи экспонатсем.

Урок йěрки

Учитель ěçě

Ачасен ěçě

Класа урока хатěрлени

- Сывǎ- и, ачасем? Кěвě итлесе пǎхар-ха.

 (  «Авалхи куккук» чǎваш кěвви янǎрать.)

-Сире  çак кěвě мěнле çěршыва аса илтерчě?

(Петěр Хусанкайǎн «Йыхрав» сǎввине учитель вулать)

  -Çак çěре эсир пěлетěр–и?
 Ватǎ та вǎл, ěмěр çамрǎк та.
 Уявра уяв ку çěршывра,
 Ěçěпе – хускатě вǎл тǎва!

- Ачасем, эсир чǎваш çěршывě  çинчен тата мěн пěлетěр?

Итлеççě.

- Чǎваш çěршывне аса илтерчě.

Хуравсем параççě.

Урок темине уçса пама пулǎшакан диалог

-Халě çак илемлě  ӳкерчěксем хушшинче Чǎваш çěршывěпе  çыхǎннǎ  ӳкерчěк тупǎр-ха.

-Мěн ку?

-Эсир чǎваш тěррине халиччен ǎçта курнǎ?

-Сирěн умǎрта  -  хут çине ӳкернě чǎваш тěрри.  Мěнле чǎваш тумтирне аса илтерет вǎл?

-Ǎна ǎçта çыхаççě?

-Масмака мěншěн çыхнǎ-ши?

Ӳкерчěксем хушшинче чǎваш тěррине тупаççě.

- Ку чǎваш тěрри.

Хуравсем параççě.

- Масмака аса илтерет.

Хуравлаççě.

«Йǎнǎш» патне илсе пыракан практика ěçě

-Эсир çак тěрре тěрлеме мěнле тěссемпе усǎ курнǎ пулǎттǎр? Доска умне тухса кирлě тěслě çаврашкасем çыпǎçтарǎр.

-Мěнле пěтěмлетӳ тума пулать?

Кашни ача хурав парать: доска çине кирлě  тěслě çаврашкасем çыпǎçтарать.

- Эпир тěрлě тěссемпе усǎ куртǎмǎр.

Çěнě тема патне илсе пыракан практика ěçě

-Халě эпир мǎшǎрпа  ěçлěпěр. Эпě сире масмаксем валеçсе паратǎп, сирěн вара тěрěре мěнле тěссемпе усǎ курнине сǎнамалла та çав тěссене 2-мěш юпана вырнаçтармалла.

Мǎшǎрпа ěçлеççě.

Ǎнланма хистени

-Эсир мěн асǎрхарǎр?

- Эсир малтан мěнле шутланǎ?

-Халě вара мěнле шутлатǎр?          

-Мěншěн çавǎн пек йǎнǎш пулчě?

-Паян пирěн урокра мěнле тема пулě-ши?

Учитель урок темине çырнǎ плаката доска çине çакса хурать.

- Иккěмěш юпара 6 тěс кǎна: шурǎ,  хура,  хěрлě,  сарǎ, кǎвак, симěс тěссем,  пěрремěш юпара вара - питě нумай.

-Чǎваш тěрринче кирек мěнле тěспе те усǎ курма юрать тесе шутланǎ.

-Чǎваш тěрринче пур  тěспе те усǎ курмаççě иккен.

-Мěншěн тесен эпир чǎваш тěррин тěсěсене пěлмен.)

- Чǎваш тěррин тěсěсем.

Гипотезǎна кǎларма

пулǎшакан материал

-Эсир мěнле шутлатǎр: пирěн тěпчев çителěклě пулчě-ши?

-Кам ку шухǎшпа килěшмест?

-Çителěклě тесе шутлатǎп.

-Ман шутпа пирěн татах та тěпчес пулать.

Тěрěслев планне йěркелени

-Апла пулсан пирěн шурǎ,  хура,  хěрлě,  сарǎ,  кǎвак, симěс тěссем чǎваш тěррин тěп тěсěсем пулнине тěрěслемелле.  Мěнле тěрěслеме пулать-ши?

-Хǎш мелě чи ансат ?

-Хǎш мелě кǎткǎсрах?

-Хǎш мелě кǎсǎклǎрах ?

 -_Апла пулсан музея кайса тěпчесси интереслěрех. Çапла тǎвǎпǎр та.

_-Библиотекǎна кайса кирлě литература ыйтса пǎхма пулать.

 -Аслисенчен ыйтмалла.

-Музея кайса  ытти чǎваш тумтирěсене сǎнамалла.

Хуравлаççě.

- Музея кайса тěпчесси  кǎсǎклǎрах.

Кану саманчě

-Айтǎр, тǎрǎр,  харǎс утǎр

Пěлӳ сукмакǎн çулěпе.

Тимлě пулса, асǎрханса,

Мǎн çул урлǎ каçǎпǎр.

Сулахаялла, сылтǎмалла

Питě лайǎх пǎхǎпǎр.

Тěрлě хусканусем тǎваççě.

Гипотезǎна тěрěслени

-Акǎ эпир краеведени музейěн чǎваш тěррисен залне кěтěмěр те. Ушкǎнпа ěçлěпěр. Пирěн умра мěнле задача тǎрать?

-Хǎвǎрǎн сǎнлав çинчен каласа парǎр.

-Чǎваш тумěсен тěррисене сǎнаса пǎхса пирěн гипотезǎна çирěплетмелле е хирěçлемелле.

Ачасем ушкǎнсем çине пайланса чǎвашсен тěрлě тумěсен тěррисене cǎнаççě.

- Кашни ушкǎн хǎйěн сǎнлавě çинчен каласа парать.

Пěтěмлетӳ туни

-Эпир кашни ушкǎнǎн сǎнлавěпе тата пěтěмлетěвěпе паллашрǎмǎр.Мěнле пěтěмлетӳ тǎватпǎр?

 -Хǎвǎр каланине  схемǎра  кǎтартса парǎр.

- Шурǎ,  хура,  хěрлě,  сарǎ,  кǎвак, симěс тěссем- чǎваш тěррин тěп тěсěсем.

Схемǎра кǎтартса параççě.

Вěреннине çирěплетни

-Халě вара кирлě тěссемпе усǎ курса  хут çинчи тěрре сǎрлǎр.

«Илемлě,  илемлě» юрǎ кěвви янǎрать.

-Пěр-пěрин ěçěсене тěрěслěр.

Чǎваш  тěррине сǎрлаççě, пěр-пěрин ěçне

тěрěслеççě.

Харпǎр хǎй ěçне хаклани

_Ěçе тěрěс пурнǎçларǎмǎр-и?  Катя каласа парать.

-Санǎн мěнле ěç пурнǎçлама тиврě?

-Эсě ěçе пурнǎçлайрǎн-и?

 -Веçех тěрěс турǎн-и?

-Хǎв тěллěн е юлташсем пулǎшнипе пурнǎçларǎн?

-Маттур, Катя. Ачасем, сире Катьǎн ěçě килěшрě-и?

-Эпир пурте пěр-пěрин ěçне курма хавас. Çавǎнпа та тěрěсен выставкине уçма сěнетěп.

-Кама пирěн выставка килěшрě, тǎвǎллǎн алǎ çупатпǎр.

Хěр ача хурав парать.

Масмаксен выставкине йěркелеççě.

Пěтěмлетӳ туни

-Ачасем, эсир паян урокра мěнле çěнě пěлӳ илтěр?

 -Хǎвǎр пěлěве ǎçта усǎ курма пултаратǎр?

-Кǎçалхи çул – культура çулě. Эсир чǎваш культурине аталантарас ěçре пěрремěш утǎм турǎр та. Ǎнǎçу сунатǎп эпě сире.

-Ан ӳркен, ǎслǎ пул,  юлташ.

Пěлӳ сукмакě анлǎ.

Ӳкер, çыр, вула, шыра, туп.

Аталан, ан лар.

- Сывǎ пулǎр, ачасем.  Урок пěтрě.

Ачасем хуравлаççě.

Усǎ курнǎ литература:

1. Раскраска для детей младшего возраста. Народные промыслы. Дизайн обложки Е. Кочетков. – ООО «Хатбер-пресс»: г. Москва: 2006.

2. П.Хусанкай. Çырнисен пуххи.- Шупашкар: Чǎваш кěнеке издательстви, 1970.

3.Чǎвашла калаçма вěренетпěр. Ответлǎ редактор – филологи наукисен кандидачě М.И.Скворцов доцент. - Шупашкар: Чǎваш кěнеке издательстви, 1991.

4. Интернет-ресурссем.