Чудное время года -Осень!

Антонова Татьяна Яковлевна

 Тĕлĕнтермĕш вãл –кĕркунне.

Кĕркунне –манãн юратнă  ҁулталăк вãхăчĕ. Саралнă,хĕрелнĕ ҁулҁăсем туратсем ҁинчен вăраххăн вĕлтĕртетсе анаҁҁĕ. Ура айĕнче ÿкнĕ ҁулҁăсем  утнă ҁемĕн чăштăртатса сас параҁҁĕ. Паланпа улмуҁҁи ҁулҁисем те саралма тытăннă. Пилеш ҁырлисем вара ывăҁпа татса ҁиес пек куҁа илĕртеҁҁĕ. Пÿрт умĕнчи пĕчĕк садра ÿсекен чечексем те илемĕпе илĕртме пăрахман –ха. Пĕр сăмахпа: «Кĕркунне вăхăчĕ»…

"Непоседы" группари ачасем кĕр уявне савăнăҁлăн кĕтсе илчĕҁ. Уява Катемпи хăйĕн ташшипе, вăйă-куллипе илем кÿчĕ. Ҫавăн пекех Кĕр пике ачасене тупмалли сăмахсемпе илĕртрĕ, ачасене пĕр карҁинкке кĕр парнипе –панулмипе  сăйларĕ. Кĕр пикене чăрмантарма уява «Пылчăк» ҁитрĕ, анчах та ырлăх усаллăха ҁĕнтерет иккен.

Ачасем хĕрлĕ, сарă вĕрене ҁулҁисемпе илемле ташă ташларĕҁ. Хĕрачасен ушкăнĕ вара  «Тăрнасем» ташăпа хĕл инҁех маррине аса илтерчАчасем кĕр илемĕ ҁинчен юрланă  юрăсем ян янрарĕҁ                                                                                                                                                             .

Питĕ пысăк тав тăвас килет ашшĕ-амăшне «Кĕр тĕлĕнтермĕшĕ» конкурса хутшăннăшăн, вĕсен ылттăн аллисемпе ăсталанă ал ĕҁĕсем пурне те кăмăла кайрес.

Ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле  тачă ҁыхăнса ĕҁлени шкула ҁитмен ачасене воспитани парас тĕллеве ҁирĕплетме, малалла пысăк утăм тума май парать.