Открытый урок по чувашскому языку в 4 классе по теме "Кушаксем-ачаш черчунсем"

Смирнова Маргарита Анатольевна

4 меш класра «Кушаксем-ачаш чер чунсем» темăна вĕрентесси.
Предмет: Чăваш чĕлхи (вырăс чĕлхеллĕ шкул)
Вĕренӳ кĕнеки: Абрамова Г.В. Чăваш чĕлхи: Учебник чувашского языка для 4 класса русской школы.- Чебоксары: Чувашское книжное изд-во, 2009.
1. Модуль (блок)теми: Килти чĕрчунсем.
2. Урок теми: Кушаксем-ачаш чĕрчунсем.
3. Хутăш урок.
4. Сăпарлăх тĕллевĕ (ФГОС харкамăн пĕлӳ илмелли тĕллевсем): Чăваш Республикинче пурăнакан чĕр чунсем çинчен тата тарăнрах пĕлес туйăма аталантарасси. Тăван ене юратас, унăн пурлăхне упрас, илемне упрас тата унпа киленес туйăма малалла аталантарасси, вйлатасси.

5. Пĕлÿ тĕллевĕ (ФГОС предметăн ятарлă илмелли тĕллевсем): Чăваш Республикинчи чĕр чунсем çинчен вĕренине аса илнĕ май темăпа çыхăннă лексикăна, грамматика хăнăхăвĕсене çирĕплетесси; сăмахсенчен предложени йĕркелес ĕçе малалла аталантарасси.
6. Аталантару тĕллевĕ(ФГОС предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем): ачасен ăс-тăнне, шухăшлавне кăмăл-туйăм туртăмне аталантарасси, пĕтĕмлетӳ тумв вĕрентесси.
7.Лексика материалĕ: çăматă, çăмламас.
8.Грамматика материалĕ:
9.Технологисем: 1) сывлăха сыхлас технологи;
2) информаципе комуникаци технологийĕ;
3) ушкăнпа ĕçлени;
4) синквейн туни;
10. Кирлĕ хатĕрсем: кĕнеке, компьютер, мультимедиа проектор, экран, слайдсем, «Карточки с заданиями»
11. Урок мелĕпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ: кăтартуллă вулав: ачасен илемлĕ вулавĕ, словарь ĕçĕ, ыйту-хурав: пĕчченшерĕн калани, хорпа калани, рольсемпе вулани, слайдсемпе усă курни, сăмах майлашăвĕсем, предложенисем йĕркелени.