• Главная
  • Блог
  • Пользователи
  • Форум
  • Литературное творчество
  • Музыкальное творчество
  • Научно-техническое творчество
  • Художественно-прикладное творчество

Лаша туме

Опубликовано Васькова Татьяна Петровна вкл 22.10.2015 - 20:38
Автор: 
Алексеев Алексей

школьная научно-практическая конференция

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon lasha_payesem.doc1.1 МБ
Microsoft Office document icon ut_tume.doc34.5 КБ
Предварительный просмотр:
Чтобы пользоваться предварительным просмотром создайте себе аккаунт (учетную запись) Google и войдите в него: https://accounts.google.com

Предварительный просмотр:

Ут тумĕ.

Лаша мĕнне эпир халĕ пурте пĕлетпĕр. Ут тесен вара кăштах шухăша каятпăр. Мĕн-ха вăл «ут». Ĕлĕкхи çынсем лаша тесе калас вырăнне ут тенĕ.

Хамăн тĕпчев ĕçне эпĕ çапла ят патăм: «Ут тумĕ». Сăлтавĕ акă мĕнре. Пĕррехинче литература вулавĕнче  эпир «тĕнĕл» сăмахпа тĕл пултăмăр. Татьяна Петровна пирĕнтен çак сăмах мĕне пĕлтерни çинчен ыйтрĕ. Класра вĕренекенсенчен пĕри те çав сăмахăн пĕлтерĕшне пĕлеймерĕмĕр. Вăл вара пире тĕплĕн ăнлантарса пачĕ.

  Чăнах та, вăхăт иртет, пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, хăйне хăй вăраххăн улшăнать.  Ĕлĕк усă курнă япаласем, ĕç хатĕрĕсем кивелсе пыраççĕ. Ĕлĕкхи чи начар хресченĕн те ик-виç лаша пулнă. Хальхи вăхăтра вара тем пек  пуян пурăнакан çынсен те лаша таврашĕ çук. Ялĕпе те пĕр е икĕ лаша çеç тĕл пулма пулать. Ун вырăнне эпир мотоблокпа, тракторпа туллин усă куратпăр.

   Эпĕ хам ума çакăн пек тĕллев лартрăм: асаттерен лаша хатĕрĕсем çинчен тĕплĕн ыйтса пĕлсе ачасене хамăн тĕпчевпе паллаштарасси. Кăçал тата лаша çулĕ пулнă май çак тĕпчев ĕçĕ питех те вырăнлă пулĕ тесе шутлатăп.  Хамăн тĕллеве пурнăçлама эпĕ çак ĕçсене турăм:

  1. Асаттерен лаша кÿлмелли хатĕрсем çинчен ыйтса çырса илтĕм.
  2. Кĕнеке-журналсенчен вуласа пĕлтĕм.
  3. Çавăн пекех Интернетпа туллин усă куртăм.
  4. Н.Е.Наумов çырнă «Халăх çÿпçинчен» ятлă кĕнекепе усă куртăм.

Ут тумĕ шутне çаксем кĕреççĕ:

  1. Арккан- кĕтÿре лашана тытмалли вĕрен. Лашасем тыттарман чухне çак аркканпа усă курнă.
  2. Йĕвен. Вырăсла ячĕ – узда, уздечка. Йĕвене лаша пуçĕ çине тăхăнтараççĕ. Ĕрĕхсе чупакан лашана çăварне çăварлăх тăхăнтарса сăнчăрлаççĕ.Тепĕр майлă çăварлăхлаççĕ.
  3. Йĕнер. Вырăсла ячĕ – седло. Лаша çине утланса ларакан çын йĕнер çине ларнă.
  4. Йĕнерчĕк. Вырăсла ячĕ – седёлка. Йĕнерчĕке хырăм айпе çавăрса илсе çыхса лартаççĕ. Лаша тăвайккинчен аннă чухне хытă чупса ан кайтăр тесе çыхаççĕ.
  5. Кутлăх. Вырăсла ячĕ – шлея. Кутлăх лав тăвайккинчен аннă вăхăтра чарса пыма пулăшать.
  6. Лаша витти, подсидка, накидка- лаша çине витмелли кĕççе е сăхман. Вăрăм çула кайсан лаша тарлать. Шăнса ан пăсăлтăр тесе лашана витсе тăратнă.
  7. Пĕкĕ. Вырăсла – дуга. Авăнса хутланакан çурма ункă. Ăна хурамаран, пилешрен, вĕренерен, юманран аваççĕ. Чу тласа, картласа хатĕрленĕ    йывăçа вĕрекен шывра е ятарласа хутнă кăмакара аваççĕ. Ăшă вырăна хурса типĕтеççĕ. Ĕлĕк туйра е уявсенче пĕкĕ çине шăнкăрав çакнă. Халĕ те çăварнинче пĕкĕ çине шăнкăрав çакаççĕ. 
  8. Сÿсмен, хăмăт. Хăмăта лаша пуçĕ çине аялти енне çÿлелле çавăрса тăхăнтартаççĕ. Лашана кÿлес тесен чи малтан хăмăт тăхăнтартаççĕ.
  9. Тăлă, вырăсла путы – лашан малти урисене çыхмалли пăяв. Лаша хыт ан кайтăр тесе лашана тăлласа янă.
  10. Тилхепе, вожжи – вăрăм кантра, турткăç. Тилхепене йĕвенрен çыхаççĕ. Тилхепене турта-турта лашине хăвалаççĕ. Тилхепепе лав çинчен лашана тытса параççĕ.
  11. Турта , оглобли – лаша кÿлсе, çунана туртса пымалли икĕ йывăç турткăç. Туртасене пилешрен, хурăнтан, хурамаран тăваççĕ. Туртана çуна çумне пăявпа çавăрса çыхаççĕ.
  12. Чĕлпĕр, повод, поводок- йĕвен çумне çыхнă пăяв.
  13. Такан, подкова. Такана лаша чĕрни çине çапаççĕ е болтпа пăрса лартаççĕ. Лашасене Францире VIII- IX ĕмĕрсенче таканлама пуçланă. Каярах пирĕн пата та çитнĕ.
  14. Çăварлăх, удила. Çăварлăха тутăхман тимĕртен тăваççĕ. Ĕрĕхекен лашана çăварлăх параççĕ. Çăварлăхланă лаша лавçа итлет.

Çак тĕпчев ĕçĕ пуриншĕн те усăллă пуласса эпĕ шанатăп. Ĕлĕкхи япаласене пирĕн манса каяс марччĕ. Çитес ăрусене валли те упраса хăварасчĕ.  


Поделиться:

Сладость для сердца

Новогодняя задача на смекалку. Что подарил Дед Мороз?

Одеяльце

В.А. Сухомлинский. Для чего говорят «спасибо»?

Ребята и утята