• Главная
  • Блог
  • Пользователи
  • Форум
  • Литературное творчество
  • Музыкальное творчество
  • Научно-техническое творчество
  • Художественно-прикладное творчество

Проект ĕçĕ

Опубликовано Торгашова Алена Николаевна вкл 17.02.2021 - 15:05
Торгашова Алена Николаевна
Автор: 
Торгашова Эвелина

Проектная работа ученицы

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon antroponimika.doc91.5 КБ

Предварительный просмотр:

                                

      Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Богдашкинская основная                  общеобразовательная школа» Тетюшского муниципального района Республики Татарстан

Зональная

научно-практическая конференция школьников «Юркинские чтения», посвященная

 155-летию И.Н.Юркина

                                    Номинация «Краеведение»

                                   Пирĕн ялти хушма ятсем              

                                                                             Автор работы: Торгашова Эвелина Алексеевна

                                                                                                                                7 класс

                                                                 

                                                                                                 Руководитель: Торгашова Алена Николаевна

                                                                         

                                                                                                  учитель чувашского языка и                                                                  

                                                                                                 Тетюшского муниципального района РТ

                     

                                                                       с. Богдашкино

                                                                   

                                                           Тупмалли

 Ум сăмах                                                                                                                                     2

1§. Антропонимсен историйĕнчен.                                                                                          3                                            

2§. Пирěн ялти хушма ятсем.                                                                                                    5                                                    

  Хыç сăмах.                                                                                                                                 8                                                                                                                        

 Усă курнă литература.                                                                                                               9

 Хушăм материалĕ                                                                                                                         10  

 Хушма ятсене процент тăрăх уйăрни.                                                                            

 Анкета.                                                                                                                                       11

               

                                              Ум сăмах 

 Эпир кулленхи пурнăçра çын ячěсем пысăк вырăн йышăнни пирки шухăшласах каймастпăр. Çын ячěсене тěпчесе вěрентекен уйрăм наука та пур. Ăна  антропонимика теççě.

Çын ячěсене, хушамачěсене тата ашшě ячěсен пěлтерěшěсемпе пулăвě тěпчевçěсене яланах кăсăклантарнă.  Анчах та тăрăхласа панă хушма  ятсем çинчен çырнă ěçсем нумай мар.

Мана хушма ятсем  епле пулса тата хăçан пулса кайни интереслентерчě. Чи малтанах эпĕ Владимир Далĕн “Толковый словарь живого великорусского языка”  текен словарьне тинкертĕм, унта хушма ятсем çинчен çакăн пек ăнлантарнă: “Прозватьдать,кличку, добавочную к имени, прозвание или прозвище…Прозванья родом ведутся, а прозвище народ даёт”.

Хушма ят хушамат сăмахран пулса кайнă. «Хушамат» сăмах икĕ тымартан пулнă: хушăм+ат(ят). Вырăс чĕлхинче  ку сăмах авалрах «прозвище» пĕлтерĕшĕпе çÿренĕ, каярахпа кăна вăл хальхи пĕлтерĕшне «фамилия» туяннă.

Чăвашсем хушшинче ĕлĕк хушма ят вырăнне тăрăхласа, шÿтлесе чĕнекен ятсем питĕ анлă сарăлнă, хăш-пĕр ялсенче хушма ятсăр çын пулман та пулĕ.

Хушма ят пани мĕнпе çыхăннă?  Хуравсене тупас тесен, тěрлě кěнекесемпе паллашма тиврě. Акă, тěслěхрен: Л.П.Сергеев çырнă  « Чăваш сăмахě» кěнекепе, хăш-пěр истори докуменчěсемпе паллашни те вырăнлă пулчě.

Тарăхласа панă ятсене танлаштарса пăхсан, ирěксěрех халăх ăсě, ача-пăча çав тери çивěч пулнинчен тěлěнетěн. Петров, Сидоров, Иванов тенипе вěсем мěнлерех çын пулнине пěлеймěн, анчах та Мăнтăр Анни,  Грузин тесен вěсенчен пěри мăнтăр, теприн сăмси пысăк пулнинчен тавçăрса илетпěр.

Тĕпчев ĕçĕн субъекчĕ:  Теччĕ районĕнчи Пухтел  ялĕнчи çынсен хушма ячĕсем.

Тěпчев  ěçěнче эпĕ хам ума çакăн пек тěллев  лартрăм:  Пухтел ялĕнче пурăнакан çынсен хушма ячěсем  мěнле тата ăçтан пуçланса кайнине тěпчесе пěлесси, ушкăнсем çине уйăрасси.

Çав тĕллевпе  эпĕ тĕрлĕ ĕçсем тума палăртăм:

-ятсен историйĕпе паллашасси;

-Теччĕ районěнчи Пухтелĕнче пурăнакан çынсен хушма ячěсене çырса илесси;

-хушма ятсене паллăсем тăрăх ушкăнласси;

Тĕпчев меслечĕсем: шырав, танлаштару, тĕпчев.

Хушма ятсене арлăхне шута илсе те тишкертĕм. Арçынсен хушма ячěсем ыттисенчен нумайрах  пулни палăрчě.

Пухтелĕнчи  хушма  ятсем çинчен тĕпчесе пĕлни – çĕнĕ ĕç.  Хушма ятсем пани  халăхăн тавракурăмне, халăх сăмахлăхĕн вăйне палăртать.

                     Антропонимсен историйĕнчен

 Кашни çыннăн хăйĕн ячĕ, хушамачĕ, ашшĕ ячĕ пур. Ун пек сăмахсем пайăр ятсем шутланаççĕ. Пайăр ятсем хушшинче çын ячěсем пысăк вырăн йышăнаççě. Вěсене тěпчесе вěрентекен уйрăм наука та пур – антропонимика. Çын ячěсене, ашшě ячěсене, хушма ячěсене, псевдонимсене антропоним теççě.

Ача çуралсанах ашшě-амăшě хăйсене килěшекен, кăмăла каякан ят хурать. Ятсем тěрлисем пур: Петр, Михаил, Мария, Нина, Сергей, Татьяна т. ыт. те.  Пěр ятлă ятсем те сахал мар, вěсене чăвашла аташ ( выр. тезка) теççě. Пěр йышши ятсем питě анлă сарăлнă.

Ятсен историйě питě интереслě те кăткăс. Хăш - пěр ятсен пулăвě йывăрах мар. Вěсене тÿрех чухласа илме май пур. Тěслěхрен: Вера, Надежда, Любовь ятсене вырăс чěлхинчи пайăр мар ятсемпе çыхăнтарса ăнланма пулать. Анчах та  Петр, Нина, Мария, Ирина ятсен пулăвне, вěсен пěлтерěшне словарьте ăнлантарнине вуламасăр май çук.

Ятсен йěрки кашни халăхăн расна. Чăвашсем халě вырăссенчен илнě ят йěркипе усă кураççě. Вырăс чĕлхинче çирĕпленнĕ ют ятсем чăвашсем хушшинче 18 ĕмĕрте сарăла пçланă, ку вăл чăвашсене Христос тĕнне йышăнтарнипе çыхăннă. Ятсен çак йěркинче пěри çыннăн чăн ячě, тепри – ашшě ятне пěлтерекен сăмах, виççěмěшě хушамат пулать. Кун пек виç сăмахлă ят йěрки пěр вырăссен çеç аталанса кайнă, вăл йěрке нумай-нумай халăхсен çук. Хăшпěр халăхсен (Исланди çыннисен) хушаматсем çук, теприсен ( чехсемпе поляксен, болгарсен) ашшě ячěсемпе пачах усă курмаççě.

Çырулăх сарăлнине пула хушма ятсене вырăсла куçарса е вырăсла формăра çырса хушаматсем тунă. Ĕлĕкхи хушма ятсем: Кăсăя, Шăнкăрч, Кăтра, Мăнтăр. Хальхи хушаматсем: Синицын, Скворцов, Кудряшов, Толстов.

Çынна ашшĕ ячĕпе хальхи евĕр чĕнесси чăвашсен ĕлĕкрех пулман, вăл 19 ĕмĕр вĕçнелле çеç йăлана кĕре пуçланă. Унччен çынсене е хушма ятсемпе, е ашшĕ ячĕн чăвашла формисемпе чĕннĕ: Шепи Михала – хушма ят, Якку Санькки – çын ятне ашшĕ ячĕпе пĕрле каланă  чăвашла формăсем.

Халě усă куракан ятсем çирěплениччен чăвашсен авалхи ятсем – тěп чăваш ячěсем- пулнă. Ун пек ятсемпе хальхи вăхăтра питě сайра çеç усă кураççě, вěсем пурнăçран тухнă ěнтě. Авалхи ятсем илемлě литература произведенийěсенче тěл пулаççě: Нарспи, Илемпи, Сетнер, Айтар, Чакка, Анисса, Шерккей т. ыт. те.

Ашшě-амăшě хăйсен ачисем вăйлă, патвар, хăюллă, çирěп пулччăр, ÿссен пуян та çителěклě пурнăçпа пурăнччăр тесе ěмěтленнě. Шухăш пурнăçлантăр тесе  çуралнă ачасене Тěрек, Хăват, Пуян, Юман, Арăслан, Вăйпи ятсем панă.

Нарăс уйăхěнче çуралнă арçын ачана Нарăшка, хěр ачана Нарспи тенě. Эрнекун çуралнă ачасен ячě «эрне» сăмахран пуçланать: Эрнепи, Эрнеслу, Эрнÿç, Эрнук т. ыт. те.

Авалхи чăвашсен çěнě ятсем тăвас ăсталăхě питě пысăк пулнă. Пěр ятран çěнě ятсем тумалли аффикссем нумай. Арçын ячěсенче тěл пулакан аффикссем шутне – тай(-тей), -тер, -пай, -як, - лей, - тук,- тяк, -кай (-кей), -рай (-рей), -ней т.ыт. те кěреççě: Савантер, Саванюк, Савастей, Савтей т. ыт. те.

Хěр арăм ячěсене тумалли аффикссем шутне –пи, -куç, - еç, -аслу(-еслу),-ипе,-хве –ук(-ÿк) тата ытти те кěреççě: Шернепи, Шернеслу, Шернеç, Шернÿк, Шернук. Кунта илсе кăтартнă аффикссем сĕм авал пĕлтерĕшлĕ сăмахсемех пулнă, анчах та питĕ кĕскелсе, ят тумалли аффикссене  тухса кайнă, вĕсен  пĕлтерĕшĕ авалах çухалнă. Ятсенчи – пай  сыпăк – авалхи тěрěк чěлхинчи бай «пуян» сăмахран пулнăскер. Ун пек ятсем ытти тěрěк чěлхисенче те пур. Тěслěхрен: чав. Ахпай,  каз. Акылбай, алт. Адбай, тува Адыгбай.

Чăвашсен кивě ячěсем – чăваш чěлхин сăмах пуянлăхě. Вăл халăх пултарулăхне, çивěчлěхне, ăс-хакăлне питě лайăх кăтартса парать. В. К. Магницкий тěпчевçě арçын ячěсене пухса çырса илнě те « Чувашские языческие имена» ятлă кěнекере ( Хусан, 1905) пичетлесе кăларнă. Унта вăл 10556 арçын ячě çырса кăтартать.  Шухăшласа пăхăр-ха: арçын ячěсем кăна чăвашра 10 пин ытла!

Хěр арăм ячěсем те чăвашра йышлă пулнă, анчах та ăна хăй вăхăтěнче çырса илмен. Хěр арăм ячěсем Н. И. Ашмарин профессорăн 17 томлă « Чăваш сăмахěсен кěнекинче» нумай çырăннă, анчах та вěсем , тěплěн çырса илеймен пирки , арçын ячěсен шутне çитеймеççě.

                  Пирěн ялти хушма ятсем

   Кашни çыннăн  ят пур. Ку вăл пуриншěн те паллă. Ача çуралсан ăна ашшě-амăшě хăйсене килěшекен ят парать. Ачана мěнле ят хурасси тěрлě сăлтавран килет: унăн сăн-сăпатěнчен, ăс-тăнěпе кăмăлěнчен, хăçан, хăш кун, хăш çул çуралнинчен тата ытти те.

Мана ытларах тăрăхласа панă ятсем интереслентерчěç. Çавăнпа та эпě хамăр ялти хушма ятсем çинче чарăнса тăрас тетěп.

Тăрăхласа панă ятсене танлаштарса пăхсан ирěксěрех халăх ăсě çав тери çивěч пулнинчен тěлěнетěн.

Антропонимика енчен тишкерсен пирěн ялти хушма ятсене икě ушкăна уйăрма пулать:

1.      Йăх тăрăх пыраканнисем.

2.      Уйрăм çынпа çеç çыхăннисем.

Çемье-йăх хушма ячě пěр çынна çеç палăртмасть, вăл ăрури, çемьери çынсене пěтěмěшлěн пěрлештерсе тăрать. Çак ушкăна кěрекен хушма ятсене пирěн ялта ăру пуçараканěсене кура панă: Шепи  Михайла, Тутар Коли, Маринкка Коли, Унькка Толи, Маруççа Коля.

Йăх хушма ячěсем ăруран ăрăва куçса пынă, çавăнпа вěсен пысăк пайě сěм авалтанах юлнă. Тытăмě енчен çак ятсем питě çирěп. Йăх хушма ячěсене пěр вырăнта чылай вăхăт хушши  пурăнакансене çеç панă:

Шепи Ваççи  – Торгашов Василий ( манăн мăн асатте).

Кун йышши хушма ятсем камран е мěне пула пуçланса кайнине пěлекене тупма та çук, мěншěн тесен вěсем хальхи ăрури çынсенчен чылай аслăрах.

Пайăр хушма ятсемпе пěр-пěр çынна уйрăммăн палăртаççĕ. Акă, пирěн ялта бригадир хушма ят пур. Вăл колхозра чылай çул хушши бригадир пулса ěçленě ( халĕ вара ял поселенийĕн пуçлăхĕ( глава). Анчах ăна пурте бригадир теççĕ). Ку ятпа бригадир тăван-пěтенěсене палăртма та усă кураççě. Ятне калаççě те – сăмах кам çинчен пыни паллă та (бригадир арăмĕ, бригадир ывăлĕ)

Çемье-йăх тăрăх пыракан хушма ятсемпе танлаштарсан пайăр хушма ятсен хăй евěрлěхě пур: вěсен шалти тытăмěпе пěлтерěшě уçăмлă. Ку ушкăна кěрекен ятсем йăхран йăха куçса  пымаççě. Вěсем пěр-пěр çыннăн лайăх е япăх енěсене , ытларах чух çан-çурăмне, тыткаларăшне, пуплев манерине, пит-куçне сăнласа параççě – Тÿнтер Райкки (кăмăлĕпе турткалашуллă), Хураçка (хура сăнлă пулнăран), Пĕчĕк  (пĕчĕк кĕлеткишĕн), Палтăркки (сăмахсене уçăмлă каламаннине кура).

Кěтмен çěртен пулакан хушма ятсем те пур. Вěсемпе кěске вăхăтра çеç усă кураççě. Апла пулин те ку ятсен хисепě пысăк, Дембель – салтакран килейнĕ яш – кĕрĕмме калаççĕ, Адидас – çак фирма костюмне тăхăнса çÿренине кура. Çав хушма ятсем яланлăхах юласси е манăçа тухасси çыннинчен тата коллективран килет ěнтě.

   Ытларах хушма   ятсене çак паллăсем тăрăх ушкăнлама юрать:

      - пит-куçа пăхса ят панисем  (Кетчуп – çÿçĕ хĕрлĕ тĕслĕ, Монгол – куçĕ хĕсĕкрен, Грузин  - сăмси пысăкран, Нарспи – хитре сăнлă тата ыттисем)

      -  çан-çурăма шута илсе ят панисем( Пĕчĕк Володь– кĕлетки пĕчĕкрех, Пысăк Володь –кĕлетки пысăкран, Пончик – мăнтăррине кура, Сулахай – левша)

      -  ěç-хěле пăхса ят панисем( Почтальонка Машша (Горбунова Мария) – ĕлĕк почтальон пулса ĕçленерен, Прапорщик (Горшков Юрий) – милици прапорщикĕ, Бригадир( Краснов Николай), Караç Кули - Роткин Николай) – пулăç пулнăран

      -   тарăхса ят панисем ( Баклан – пÿтсĕр ĕçсем тунăран, Зек – тĕрмере ларнăскер, Амак – ыйту памассĕрен, мĕн амакĕ тесе кулнă,  Ясарри – хĕрсем çумне ытла та çулăхнăран)

      - хушамата, ята, ашшĕ ятне кура панисем ( Майор – Майоров, Ваççанкка – аслашшĕ ятне, Варлам –аслашшĕ ятне, Исай – Исаев, Матви Валерикĕ – ашшĕ ятне, Элекка Генкки – аслашшĕ, Тиххăн Санюк – ашшĕ ячĕ, Кантрашкка Машши – аслашшĕ ячĕ )

 

 

          

                                                Хыç сăмах

   Çапла вара, хушамата, ята, ашшĕ ятне кура, çын мěнлерех характерлă, еплерех сăн-питлě, ěç-хěлне пăхса, мěн çÿллěш пулнине кура панă хушма ятсем  чылай пирěн ялта. Общество улшăнса пынă май, хушма ятсем тытăм енчен те, пулса кайни енчен те улшăнсах пыраççě. Вěсен йышě чакмасть-ха. Ял культури ÿснě май, кÿрентерекен, çынран мăшкăллакан хушма ятсем сахалланни  палăрать.

   Хушма ятсене пула эпир ял историне, унăн аталанăвне, ял çыннисен тавракурăмне пěлме пултаратпăр.

    Хушма ятсем пирки çырса хăварни те кирлě ěçех тесе шухăшлатăп эпě.  Çавна пĕлес тесе хамăр шкулти ачасене анкета тăрăх та ĕçлеттерсе пăхрăм. «Хушма ят парассине пĕтерме май пур-ши? Кирлех-ши пĕтерме? Çынна хушма ят пани лайăх-и вăл е япăх-и? Хушма ята яланах çынран кулас тĕллевпе параççĕ-ши?»- тесе ыйтнăччĕ. 105 çынран 67-шĕ хушма ятсем кÿренмеллиех мар пулсан темех мар, кирлĕ тесе хурав пачĕç. 77-шĕ хушма ятпа чĕнни интереслĕ тата меллĕ, хамăрти çитменлĕхсене пĕтерме пулăшаççĕ терĕç. Çав вăхăтрах киревсĕртерех хушма ятсене каламалла маррине асăрхаттарсах тăмаллине те палăртрĕç ачасем.

    Çапла, чăннипех те кирлě. Мěншěн-ха?  Ку ыйту çине эпě çапларах хуравланă пулăттăмччě.

    Пурнăç шав малаллах пырать. Пěрисем йывăр тăпра айне кěрсе выртаççě, теприсем тин кун çути курса çěнě сывлăшпа сывлаççě. Çěнě çынпа çěнě ят килет. Киввисем манăçа тухса пыраççě. Вěсемпе пěрле хушма ятсем те манăçаççě. Пěр ят та, пěр хушма ят та ан çухалтăр, вěсене пирěн çитес ăрусем те пěлсе тăччăр тесе çыртăм та эпě çак ěçе. Ман тěпчев ěçě пěр çыншăн та пулин усăллă пулсан эпě хампа хам мухтанма пултаратăп.  Чăннипех те çынсемшěн усăллă ěç çырнă тесе пурин умěнче те калама пултаратăп.

   Паллах, ял аталанса ÿссех пырать. Хушма ятсен йышě те ÿсет. Çак тěпчев ěçěпе апла пулсан манăн малалла та ěçлемелле, çакăнпа çеç ман ěç чарăнса ан лартăр.

                                      Усă курнă литература

  1. Л.П.Сергеев. Чăваш сăмахĕ. Чăваш кĕнеке издательстви. Шупашкар – 1978.
  2. http://domansevichog.narod.ru/ind/centr4.htm
  3. http://festival.1september.ru/articles/538508/
  4. http://uchitel.21310s08.edusite.ru/p8aa1.html
  5. http://www.chuvash.org/e/d0a7c483d0b2d0b0d188d181d0b5d0bd20d18fd187c495d181d0b5d0bc

                                                                               1 – мĕш хушăм материалĕ

         

                                                               2 – мĕш хушăм материалĕ

Анкета

1. Мĕн вăл хушма ят?

2. Вĕсем ăçтан тупăнаççĕ?

3. Çынна хушма ят пани лайăх-и вăл е япăх-и?

4. Сирĕн класра хушма ят панă ачасем пур-и?

5. Хăвăр класри ачасен хушма ятне çырса тухăр?  Вĕсем епле майпа пулса кайнине ăнлантарăр?

6. Хушма ят парассине пĕтерме май пур-ши?  Кирлех-ши пĕтерме?

7. Хушма ята яланах çынран кулас тĕллевпе параççĕ-ши?


Поделиться:

Лесная сказка о том, как согреться холодной осенью

Самодельный телефон

Невидимое письмо

Андрей Усачев. Пятно (из книги "Умная собачка Соня")

Валентин Берестов. Аист и соловей