Спиридон МихайловичМихайлов
| Вложение | Размер |
|---|---|
| 40.5 КБ |
Спиридон Михайлович
Михайлов
Спиридон Михайлович Михайлов(Янтуш) – чăвашсен пĕрремĕш писатĕлĕ, историкĕ, тата этрографĕ. Вăл пирĕн ял администрацине кĕрекен Юнкăпуç ялĕнче 1821 çулхи ноябрĕн 28-мĕшĕнче çуралнă.
Унăн ачалăхĕ ытти чăваш ачисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. Хут вĕренес шухăшсем пулсан та, таврара алă çухрăмран çывăх шкул пулман. Ашшĕ ывăлне вулама тата çырма вĕрентме ĕмĕтленсе Çпирккана Чикме хулинчи хăй паллакан сутуçăна усрава парать. Унта вăл чиркÿ азбукине тата тĕн кĕнекине вулама хăнахать. Хăй çырса хаварнă тăрăх, унăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ – Михеев патĕнче пунакан Анна Кузьминична Дворникова. Вĕрентме пулнă купсан чăваш ачипе аппаланас килмен. Вăл ытларах хăйĕн усламĕшĕн хыпса çуннă. Чăваш ачин ытларах тарçă пулса ĕçлеме, çав вăхăтрах хăйне тĕллĕн вĕренме тивнĕ. Хула мещенĕсемпе купса тарçисем чăваш ачинчен тăтăшах мăшкăлласа кулнă.
1833-мĕш çулта пулас писатель купса çуртĕнчен пăрахса кайнă та вун тăваттăра чухнех С.Михайлов тĕрлĕ çыру ĕçне пуçăнать. Выçăлла – тутăлла пурăннине пăхмасăрах пултаруллă ача хăй тĕллĕнех хут ĕçне хăнăхса пынă. Вăл тĕрлĕ вулăс правленийĕсенче, земство полицийĕнче ĕçленĕ.
1842 çултан пуçласа мĕн виличченех С.М.Михайлов (Янтуш) Чикмери земство сучĕн куçаруçи пулнă. Пушă вăхăтра вăл суд архивĕнчи кивĕ журналсемпе хаçатсене пăхкаласа ларма юратнă. Вăл Пушкин, Гоголь, Лермантов, Державин, Жуковский, Крылов произведенийĕсене юратса вулана. Хăйĕн пултаруллăхне, пĕлĕвне ÿстерессишĕн талпăнать.
Спиридон Михайлович Михайлов чăвашсен пĕрремĕш писатĕлĕ вăл очерксемпе калавсем хайланине эпир пурте пĕлетпĕр. Вăл çырнă вăхăтра историпе этнографи очерксене çырас туртăм вăйлă пулнă. Унăн малтанхи очеркĕсенче романтика туртăмĕсем вăйлăрах палăраççĕ. Вĕсенче автор ĕмĕтленÿçĕ, хăвăрт тĕлĕнме пултаракан герой. Каярахри очерксенче çыравçăна социаллă ыйтусем канăç памаççĕ. Кунта вăл фактсене хак парать. Унăн произведенийĕсемпе паллашсан, çакăнта асăрхатăн; вĕсенче тăван халăха çутта кăларас ĕмĕт питĕ пысăк. С.М.Янтушăн чăвашла çырнă ĕçĕсенчен пире ултă инсценировкипе сценкисем паллă. Авторăн хăй вăхăтĕнчи тĕрĕсмарлăхсем çинчен уççǎн çырма май килмен пулин те, пирĕн ума вăл сăнарсене ĕнентерÿллĕ кăларса тăратать.
Спиридон Михайлович калав жанăрĕнче те ăнăçлă ĕçлени курăнать. Ахальтен мар ăна чăваш калавĕн жанрне пуçарса яракансенчен пĕри тесе шутлаççĕ. Унăн тǎватă калавĕ дневникĕнче упраса юлнă. Вĕсенче халăхран тухнă сăнарсем.
Хăйĕн пултарулăхне прозăра анчах мар, поэзире те тĕрĕслесе пăхнă. Унăн икĕ сăввине тупса палăртнă. Пĕрремĕш сăввине 1852 çулта çырнă. Вăл сăвва автор хăех «Пиçсе çитейменнисен» шутне кĕртет. Чăнах та, унта сăвă çеми татăлнине асăрхатпăр, «О ты, Юнга…» сăввинче хĕр йĕрри тесе ăнлантарать. Вăл пĕремĕшĕнчен ăнăçлăрах пулни курăнать.
С.М.Михайлов-Янтуш çыравçă анчах мар, ăста куçаруçă та. Хăйĕн чăвашла тексчĕсене вăл чĕлхе уйрăмлăхĕсене шута илсе вырăсла куçарнă.
Спиридон Михайлович - чăвашсенчен тухнă пĕрремĕш этнограф тата халăх сăмахлăхне пухаканĕ. Вăл тĕпчев ĕçĕпе чи ăнăçлă ĕçленĕ тапхăр 1850-1860 çулсем тесе пăхаççĕ тĕпчевçĕсем. Унăн пултарулăхĕнче чăвашсен тата çармăçсен кун çулĕпĕ халăхлăх паллисене (этнографине) тĕпчени пысăк вырăн йышăнать. Вĕсенчен паллăраххисем: «Предания чуваш», «Чувашские свадьбы», «О музыке чуавш», «Краткое этнографическое описание чуваш» т.ыт.те. унсăр пуçне вăл чăвашсен тупмалли юмахсене, сăвви –юррисене те пухнă.
Спиридон Михайлович - çутĕç ĕçченĕ. Таван ялĕнчи ватăсем аса илнĕ тăрăх, 40-мĕш çулсенче чăваш ачисем валли шкул уçма тăрăшса пăхнă. Тăван ашшĕ килĕнче. Юнкăпуçăнче, тăватă ачаран тăракан çемье шкулне йĕркелет. Вĕсен шутĕнче Микулай шăллĕ те пулнă. Ачасене вĕрентмелли пĕрремĕш вĕренÿ кĕнекиĕ – алăпа çырна чăваш букварĕ. Çавăн пекех ытти вак халăхсене вĕрентес шухăш та чунне канăç паман. Ун чăвашсене тата çармăç ачисене вĕрентме тĕп шкулсем уçас ĕмĕт пулнǎ: чăваш ачисем валли Ишакинче, çармăç ачисем валли Черемыш-Еласовора. Анчах унăн ĕçри должноçĕ пысăках пулманни тата ăна пулăшас тĕллевлисемех пулманни унăн ĕмĕтне пурнăçа кĕме май паман.
Спиридон Михайлович – чăвашсенчен тухнǎ пĕрремĕш ăсчах. 1853çулта унăн пултарулăхне кура Раççей географи обществин член-сотрудникне суйлаççĕ. 1856 çултан тĕнчипе паллă Хусанти губернски статистика комитечĕн член-сотрудникĕнче тăнă. Ун пултарулăхĕ çинчен тĕчне шайĕнче калаçнă.
Наукăлла-тĕпчев ĕçĕсене тата литературăри çитĕнÿсене пĕтĕмлетсе ăна 1858 çулта Раççей географи обществи кĕмĕл медаль илме тăратать. Архив докуменчĕсем вăл Раççей наука академийĕпе çыхăну тытнине те палăртать. Пысăк шайра тăракан тĕпчев ĕçĕсем тăратнишĕн ăна тав хучĕ панă.
Вăл вĕреннине çирĕплетекен нименле хутсем те упраман пулин те, Михайлов нумай енлĕ пултарулǎхĕ: чǎвашсен паллă историкĕ, статистикĕ, археологĕ, этнографĕ. А.И.Артемьев, вăл вăхăтра Хусан университетăнче вăй хураканскер, Янтушăн ĕçĕсене «Казанские губернские ведомости» хаçатра пичетленме пулăшать. Унăн çырас туртăмне малалла аталантаракансенчен тепри - малтан хусан университечĕн, каярахпа Петербург университечĕн професорĕ И.Н.Березин пулнă. Вăл1953 çулта С.Михайловон хǎш-пĕр ĕçĕсене пуçтарса хăйĕн вăйĕпе «Чувашские разговоры и сказки» кĕнеке кăларать.
Çав вăхăтра тĕпчев ĕçĕсем татах та чылай çыратчĕ пулĕ. Юлашки çулсенче унăн ĕçĕсем питĕ йывăррăн кун çути курнă. Ăна чухăнлăх сывлама памасăр пăвнине унăн çывăх юлташсем те пĕлнĕ. Хастар чунлă, халăх шăпи çинчен шутлакан, чăваша çутталла туртакан Спиридон Михайлович 1862 çулта вилет.
Спиридон Михайлович – чăвашсенчен тухнă пĕремĕш историк. Унăн ал айĕнчи кĕнекесенчен пери Н.М.Карамзинăн «История государства Российского» кĕнеке пулнă. Янтуш ытти халăхсен историйĕпе те кăсăкланать. Унăн истори темипе çырнă очерксемпе статьясем те сахалах мар. Ытларах 15-17-мĕш ĕмĕрсенчи чăваш, çармăç историсем çинче чарăнса тăрать, В.А.Сбоев чăвашсем пăртассенчен пулса кайнине сивлесе çырма та хăраса тăмасть. Историри пĕлĕвĕсене пĕтĕмлетсе çырнă «Воспоминания о Пугачовщине» инсценировка хăй вăхăчĕшĕн питĕ ăнăçлă пулса тухнă. Калас килнине цензура чăрмавĕнчен хăтăлма пытарса ăста калăпланă хайлав.
С.Михайлов ытларах вырăсла çырнă. Кунта икĕ сăлтав пулнă. Пĕри-писателĕн чăваш ячĕпе вырăс умне тухса чăваш та ытти халăхсем пекех хисепе тивĕççине кăтартасси, унăн пуласлăхĕ çине урăх куçпа пăхтарасшăн пулни. Чăваш çинчен вырăссем те илтчĕр тесен вырăсла çырма тивнĕ. Тепри – чăвашла çырнă япаласене пичетлесе кăларма çав вăхăтра питĕ йывăр пулни.
Фёдорова Нарспи, 9 класс, 2009ç.

Попробуем на вкус солёность моря?

На льдине

Заповеди детства и юности

Сказка "Дятел, заяц и медведь"

Паук