исследование чувашского фольклора "Халăх сăмахлăхĕнче сăнланнă историлĕх"
| Вложение | Размер |
|---|---|
| 93.5 КБ |
Чǎваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрǎксен политикин министерстви
Чǎваш Республикин вěрентÿ институчĕ
Республикǎри наци культурисен «Туслǎх хĕлхемĕ» фестиваль
«Чǎвашлǎх тĕнчи» номинаци
«Халăх сăмахлăхĕнче сăнланнă историлĕх»
Ĕçе Патǎрьел районĕнчи
Алманчǎри вǎтам шкулта
7-мĕш класра вĕренекен
Генералова Анна хатĕрленĕ
Ертÿçи: чăваш чĕлхипе литературă вĕрентекенĕ.
Генералова Галина Петровна.
Патǎрьел – 2012
Содержани 1.Ваттисен сăмахĕсемпе тупмалли юмахсем.
2.Истори юррисем. 3.Вĕрÿ-суру чĕлхи. 4.Пĕтĕмлетÿ.
Ум сăмах
Халăх сăмахлăхĕнчи аваллăх сăнланни. Ваттисен сăмахĕсем, тупмалли юмахсем, юрăсем, вĕрÿ-суру чĕлхи, туй сăмахĕсем, йăла-йĕркере пуринче те чăваш халăх пурнăçĕ,унăн историйĕ палăрать.
Авалхи сăмахлăх шутне тĕнче, тĕнче тытăмĕпе, йăла-йĕркепе çыхăннă хайлавсене, пилсемпе сăван-сăрмансене, çавăн пекех такмаксем, вĕрÿ-суру тĕсĕсене кĕртеççĕ.
Хайлав-халап сăмахлăхĕ этемĕн чи авалхи шухăшлавне, вăл çут çанталăка, тавралăха, тĕнчене мĕнле курнине, ăнланнине кăтартса парать. Халапсен тĕсĕсем нумай. Чĕр чунсем, турăсем, этем, çĕр, пĕлĕт, шыв пулса кайни çинчен каланисем, çăлтăрсемпе тĕнче уçлăхĕ çинчен каласа хăварнисем.
Чăваш халăх сăмахлăхĕ Хусан халăхĕнчи пусмăра хирĕç Степан Разинпа Емельян Пугачёв пăлхавĕсем майлă хывнă хайлавсемпе пуян. Халăхсен сăмах вĕççĕн упранса якалнă авалхи тĕслĕхсем шутне асамлă ăрăмлă чÿк кĕллисене, туй саламаликне, йăла-йĕрке сăмахлăхне те кĕртеççĕ.
Чǎваш сǎмахлǎхне икĕ ушкǎна уйǎрма пулать. Пĕри вǎл -- халǎх сǎмахлăхĕ(çырусǎр текст,е тепĕр май ǎна «фольклор» та тетпĕр),тепри – çыруллǎ сǎмахлǎх. Çыруллǎ сǎмахлǎха «илемлĕ литература», «чǎваш литератури» тенисем тахçанах çирĕпленнĕ ĕнтĕ.Вĕсен пĕлтерĕшĕ пирки эпир чылай чухне шутламастпǎр та.Анчах та паянхи илемлĕ литература «вǎрманĕ»тÿрех ÿссе ларман- çке. Малтан çыруллǎ сǎмахлǎхǎн вăрри шǎтнǎ,вǎй илсе ÿснĕ,тымарланнǎ.хунав ярса чǎн - чǎн илемлĕ те капмар вǎрман пулса тǎнǎ.
Хамăн тĕпчев ĕçĕнче эпĕ чăваш халăх сăмахлăхĕнче истории мĕнлерех сăнланнине кăтартса парасшăн.Чи малтанах ваттисен сăмахĕсемпе тупмалли сăмахсене пăхса тухрăм.
Ваттисен сăмахĕсемпе тупмалли сăмахсем.
Асăннă вак жанрсене ХIХ ěмěртех пухма тытăннă.Ваттисен сăмахěсемпе сăнавсем чи малтан 1853 çулта .«Чувашские разговоры и сказки,составленные Спиридоном Михайловым, переводчиком чувашского языка» кěнекере пичетленнě. Унта автор çак икě жанр тěслěхěсене пěр-пěринчен уйăрмасăр кěртнě.Н.С Золотницкий «Заметки для ознакомления с чувашским наречием» кěнекинче(1871) ваттисен сăмахěсемпе каларăшсене уйрăм илсе панă, «Корневой чувашско-русский словарь» кěнекере(1875) вěсемпе сăмахсене ăнлантарма усă курнă. 1872-1914 çулсенче чăвашла букварьсенче çак вак жанр тěслěхесене уйрăмах нумай пичетленě.
Ваттисен самахĕсем,хайсем палăртакан ěç -пуçа е пулăма этем пурнăçра сахал мар тÿссе курнă май,пурнăç чăнлăхĕ пулса тăнă. Ваттисен сăмахě,хайне кăна уйрăм илсен,пěр-пěр япала е çын çинчен мар,пěтěмешле шухăша çеç палăртать. Вăл чěрě калаçура тин конкретлă япалана е çынна сăнарлать.
Ваттисен сăмахěсемпе кăларашсем авалах пулса кайнă. Вěсенчен халăх историйе, ěçě-хěлě, пурнăç йăла-йěрки сăнарланса юлнă. Ваттисен сăмахěсемпе каларăшсенчен хăшě хăçан пулса кайнине вěсен содержанийě тăрăх пěлме май пур. Еç çинчен калакан ваттисен сăмахсем çынсем çěр ěçěпе пурăнма тытăнсанах çуралнă, выльăх-чěрлěх çинчен калаканнисем тата маларах тымарланнă. Ваттисем сăмахěсенче общество пурнăçěнчи социалла танмарлах та аван сăнланса юлнă. Унта улпутпа хресчен, пуянпа чухăн яланхи хирěçуре. «Пуян çыннăн çăкаре йÿçĕ», «Пуян çын юрринче чухăн çын юрлаймě», «Улпут ěçне ěçлесе пěтереймен» тенисенче халăх улпутпа пуяна сивлени курăнать. Патша самани çинчен калакан тěслěхсене социаллă курайманлăх витернě. «Суд çинчи-такана çинчи шыв»,-тенě ěлěк, патша саккунěсем пуянсене майлă пулнине палăртса.
Ваттисен сăмахěсем хăйсен тытăмěпе, формипе-вěçленнě предложенисем: «Çулаххи кун çулталăк тăрантарать,тещщě». Час-часах вěсем янравлă римфăллă пулаççě: «Куç умěнче-тус, кут хыщěнче-юс»
Тупмалли юмахсем хăйсен ансатлăхне кура ваттисен сăмахěсемпе каларăшсене çывăх. Вěсене итлекенěн ăстăнне, тавщăрулăхне пěлме ятарласа усă куращщě. Тупмалли юмахсенче халăх фантазийе, унтан таврари япаласемпе тěрлěрен пуламан тěп паллисене урăх япаласемпе тěрлěрен пулăмăн тěп паллисене урăх япаласемпе пулăмсен паллисем урлă сăнарланса пынă.
Вырăссен тупмалли юмахсěне пухса кăларас, тěпчес енěпе чылай вăй хунă Д.Н Садовников ку жанра щапла ăнлантарать: «Тупмалли юмах вăл-çын тавçăрулăхне сăнаса пěлес,çавăн пекех тата ăна çав япалан илемлěхěпе поэзилле пуянлăхне куç умне кăларса тăратас тěллевпе пěр-пěр япалана е пулăма илемлě, ытарлă майпа ÿкерсе(каласа)пани,-тет .
Тупмалли юмах чăваш хушшинче тěрлěрен ятпа çÿрет. Тури чăвашсем ăна «сутмалли(тупмалли)юмах», анат енчисем «кěске юмах» теççě. Вěсене мěн пухса пыма пущланăранпах пичетре те тěрлěрен терминпа палăртнă. И.Н Юркин хăйěн тупмалли юмахсен кěнекине «Юмахсем»ят пана, Н.И Ашмарин, М.Я Сироткин- «тупмалли юмах», И.С Тукташ, Н.Р Романов, В.Я Канюков «сутмалли юмах» теççě. «Сутмалли юмах» термин сутмалла вылянă вăйăран тухса кайнă.
Г.Т Тимофеев «Тахаръялта» тупмалли юмаха пилěк тěслě те калать: «юмах», «тупмалли юмах», «кěске халап», «сутмалли халап», «тупмалли халап». Кашнинченех вěсенче «юмах»е «халап» сăмах пур. Çакă вăл чылай тěрěк чěлхинче çапла.
Тупмалли юмахсене çын ăнкарулăхне пěлме усă курни юмах-халапра аван сăнланса юлнă. Çер щинче мěн вăйла, мěн çемçе, мěн тутлă,мěн мăнтăр,мěн чи хăвăрт чупать тенě ыйтусен тупсăмне тавçăрни юмахсенче Ухмах Ивана, хресчен ачине патша-улпут, пуп-пуян умěнче ăсла кăларнă.
Авалхи ěненÿ,вěрттăнлăх чěлхи каярахпа пурнăçран тухса пынă, тупмалли юмахсем хăйсен малтанхи функцине çухатнă, вěсен тупсăмне туптарни вăйă вырăнне тăрса юлнă.
Тупмалли юмахсене чăвашсем ытларах улахра,выртмара,арманта,чăпта щапнă çěрте тата ытти ěçре ыйхă пусасран каланă.Улахсенче шÿтлесе «сутмалла» вылянă.Вěсене çавăн пекех каçсерен,ашшě-амăше ěçрен пушă вăхатра е ал ěç тунă чухне ачи-пăчине тавçăрулăха вěрнтес тěллевпе каланă.Çапла майпа ватăрах çынсем çамрăксене пěлÿ панă,харпăр хăй таврашěнчи япалан илемлěхне курма вěрентсе пынă.
Çапла вара,ваттисен сăмахěсемпе каларăшсем,сăнавсемпе паллăсем тата тупмалли юмахсем-чăваш халăхěн нихçан иксěлми ăслăлăх тěслěхěсем,хÿхěм хайлавěсем.Вěсем ěлěк-авалах пулнă,хале те аталанаççě. Халăх ăстăнěн, фантазийěн пуян çăлкуçě вěсене упрама, çěнěрен те çěнě тупмалли юмахсем хывма хăват парать.
Чǎваш сǎмахлǎхне икĕ ушкǎна уйǎрма пулать. Пĕри вǎл -- халǎх сǎмахлǎхĕ (çырусǎр текст, е тепĕр май ǎна «фольклор» та тетпĕр), тепри – çыруллǎ сǎмахлǎх. Çыруллǎ сǎмахлǎха «илемлĕ литература», «чǎваш литератури» тенисем тахçанах çирĕпленнĕ ĕнтĕ. Вĕсен пĕлтерĕшĕ пирки эпир чылай чухне шутламастпǎр та. Анчах та паянхи илемлĕ литература «вǎрманĕ»тÿрех ÿссе ларман- çке. Малтан çыруллǎ сǎмахлǎхǎн вари шǎтнǎ, вǎй илсе ÿснĕ, тымарланнǎ. хунав ярса чǎн - чǎн илемлĕ те капмар вǎрман пулса тǎнǎ.
Илемлĕ литература халǎх сǎмахлǎхĕнчен сĕткен илсе аталанни паян никамшǎн та тĕлĕнмелли пулĕм мар, мĕншĕн тесен кивĕ тата çĕнĕ çырулǎхчен чǎваш халǎхĕн сǎмах ǎстисем (юрǎçисем, юмахçисем) хǎйсем мĕн пĕлнине, сǎнанин, курнине, шухǎш –туйǎмĕсемпе ĕмĕт тĕллевĕсене сǎмах вĕççен пысǎк ǎсталǎхпа сǎнласа пама пултарнǎ. Вǎхǎт иртнĕçемĕн сǎвви-юрри якалнǎ,юмах-халапĕ пуянланнǎ. Çапла вара,сǎмахлǎх речĕсем (жанрсем)йĕркеленнĕ, сǎнар тата сǎнлǎх, мелĕсем çуралса çирĕпленнĕ. Атǎлçи Пǎлхар тапхǎрĕнче чǎвашсен мǎн аслашшĕсен илемлĕх пулталтарулǎхĕ малтанхи традицисене пǎхǎнса çĕнĕ пусǎма çĕкленет.VIII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчен пуçласа халǎ сǎмахлǎхĕпе илемлĕ литература шайĕ татах та ÿсет. ĕр—сǎмах. Сǎмахĕ вара темĕн тĕрли те пур. Пуян чǎваш чĕлхи.
Халǎх сǎмахлǎхĕ(фольклор) тесен тÿрех сǎмах вĕççĕн çÿрекен юмах-халапсен кǎсǎклǎ сюжечĕ, сǎвǎ-юрǎсен сǎнарлǎ шухǎшлавĕ, кĕвви-çемми, ваттисен сǎмахĕсен ытарлǎ вĕр-нтçлĕхĕ аса килет. Халǎх сǎмахлǎхĕнче халǎхǎмǎрǎн авалхи историйĕ, унǎн тĕнчекурǎмĕпе шухǎш-кǎмǎлĕ, ǎсĕ-тǎнĕ, пĕлĕвĕ ÿкерĕннĕ. Халǎхĕ вара нумай сийлǎ, нумай ушкǎнлǎ.
Ушкǎнсен çулне кура сǎмахлǎхĕ те тĕрлĕ хавхаллǎ. Ача-пǎча акǎ ытларах пуплешÿллĕ, шÿтлĕ сǎмахлǎха килĕштерет пулсан çамрǎксем чунра вǎраннǎ илемлĕ те çутǎ туйǎмсене палǎртаççĕ. Пурнǎç тути- масине астивнĕ ватǎсем халǎх пурнǎçĕнче пулса иртнĕ пулǎмсене сǎнлама тǎрǎшаççĕ. Кирек мĕнле хайлава илсен те мǎн асаттесемпе асаннесен кулленхи савǎнǎçĕ, ĕмĕчĕпе тĕллевĕ куç умне тухать. Вǎйǎ-куллине пула, кĕрекине кура яланах кирлĕ кĕвĕ-çемĕ янǎрать, сǎнарлǎ сǎмахĕ шǎранать.
Чǎнласах та пуян вǎл халǎх сǎмахлǎхĕ. Çав пуянлǎхра юрǎ уйрǎмах пысǎк вырǎн йышǎнать. Юрǎ темипе шухǎшне кура ǎна темиçе ушкǎна уйǎрма пулать.
«Вǎйǎ-улах»юррисенче вара хĕрсемпе каччǎсен ирĕклĕ шухǎш-ĕмĕчĕсем мала тухаççĕ. «Хǎна» (кĕреке) юррисенче тǎвансене хисеплесси, юратасси, ĕмĕре пĕрле пурǎнса ирттересси тĕп шухǎш пулса тǎрать.
Истори юррисем
Чăваш халăхĕн авалхи кун-çулне, унăн ĕç-хĕлĕпе шухăш-кăмăлне пĕлме пире нумай чухне юрă пулăшать. Мĕншĕн тесен юрăра тăван халăхăмăрăн хуйхипе савăнăçĕ те, юратăвĕпе курайманлăхĕ те, шухăшĕпе савăнăçĕ те, юратăвĕпе курайманлăхĕ те, шухăшĕпе ĕмĕчĕ те сăнарлă ÿкерĕнсе юлнă.
Ăçта, хăçан, мĕнле тĕллевпе юрланине кура халăх юрри-сăввине тĕрлĕ ушкăнсене уйăрма пулать. Тĕслĕхрен, ĕç юррисем, йăла-йĕрке юррисем, хăна юррисем, истории юррисем.
Раçăн патша килнĕ тет.
Тани шывĕ хĕрринчен
Вĕçсĕр Атăл хĕррине
Раçăн патша килнĕ тет,
Пирĕн пек юрлă çынсене
Ĕçсе çиме парать тет.
Разина патша вырǎнне хурса чǎваш халǎхĕ ун çинчен юрǎ хывать.Çак юрǎ содержанийĕнчен эпир халǎх мĕн тÿссе пурǎннине мĕн ĕмĕтленнине куратпăр.
Хура халăх куççулĕсем ай шывсем мар…
Шур Атăл юхса ай пĕтес çук.
Атьăр юрлар, атьсем, ай юрлар-ха
Сакайĕнчи савнă ай юррине.
Пире улпут çĕнес çук.
Хупăрларĕç виçĕ хут,
Çапăçрăмăр виçĕ кун.
Çĕмĕртçмçр терĕç пуль,
Пĕтертĕмĕр терçĕ пуль.
Çак юрăсене вуласанах куç умнее халăхăн йывăр пурнăçĕ, асапĕ , чуралăхĕ,тÿсĕмлĕхĕ тухса тăрать. Асапра пурăнать пулсан та вăл лайăха шанать, ăслă та пултаруллă çын хăйсен пурнăçне çăмăллатасса кĕтет.
Чăваш халăх сăмахлăхĕ истории юррисемпе пуян. Пин çул каялла пулнисене юрра хывнă чăваш. Пÿлер, Сăвар, Пăлхар хулисене хÿтĕлени çинчен хывнă юрăсем те истории юррисен шутнех кĕреççĕ.Çакǎнтах пÿлер çинчен калакан ваттисен сǎмахне аса илме те юрат. «Пÿлере çити телей илме каймаççĕ»-тенĕ чăваш. Кунта Пÿлер хули чǎвашсемшĕн аякра тата темле ǎнланмалла мар хǎрушлǎхпа çыхǎннǎ пек.
Юрăсен сăнарлă шухăшĕ тата кĕвĕлĕхĕ уйрăм сăмахсемпе йĕркесене темиçе хут каланипе сыпăнса пырать. Тĕслĕхрен, «Хура халăх куççулĕсем ай шывсем мар…» кашни çаврăмăн пĕрремĕш йĕркинчех каланать. «Раçăн патша килнĕ тет» юрăра вара юмахри «тет» формăна тĕпе хунă.
Истори юррисенче ытарлă вăйлату мелĕпе усă курни те тĕл пулать. Акă «Пире улпут çĕнес çук» юрăра ирĕклĕхшĕн кĕрешекен хресченсем хăйсене улпут салтакăсем «пăши ури пур чухне» хăйсене тытаймасса çирĕплетеççĕ.
Атăл Çи патшалăх аталаннă тапхăрта паянхи Чăваш Республикин çĕрĕ çинче те пĕтĕм тĕнче пĕлекен хуласем пулнă. Пирĕн мăн асттесем Батый хан ертсе килнĕ монгол-тутарсен эшкерĕсемпе питĕ вирлĕ çапăçнă. Çав тапхăрта пĕтĕм халăх хушшинче сарăлнă «Кĕмĕл кĕпер» юррăн историйĕ асра юлнă:
Ăсатса яр, савни, ăсатса яр,
Кĕмĕл кĕпер урлă каçарса яр.
Кĕмĕл кĕпер урлă каçарса яр,
Кĕмĕл çĕрĕ витĕр пăхса юл…
Çак йĕркесен авторĕ – пирĕн авалхи чаплă юрăçă Кул Али. Атăл çи Пăлхар патшалăхĕн иккĕмĕш тĕп хулине Пÿлере Çарăмсан шывĕ çурмалла пайланă. Патша пурăнакан пайне Аслă, теприне Кĕçĕн хула тенĕ. Çарăмсан шывĕ урлă виçĕ кĕпер хывнă. Варринче, чăнласах та кĕмĕл тăмхасемпе илемлетнине, Кĕмĕл кĕпер тенĕ. Пăлхар-чăвашсен çарĕсем Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме тухса кайнă чухне ун урлă каçнă. Вĕсемпе пĕрле пĕтĕм халăх кĕпер патне çитиччен пынă та тискер те юнлă вăрçа каякансене кĕмĕл çĕрĕ витĕр пăхса ăсатнă. Çапла тусан кĕмĕлĕн сиплевлĕ вăйĕ çĕр-шыва сыхлама каякансене ырă-сыввăн таврăнма пулăшасса ĕненнĕ вĕсем.
Ун чухне Батый çарĕсем Пÿлер хулине пур енчен те хупăрласа илнĕ. Икĕ уйăха яхăн пирĕн мăн асаттесем монгол-тутарсене хирĕç паттăррăн кĕрешнĕ. Пĕтĕм хулана çĕмĕрсе кĕме пултараймассине пĕлсе тăшмансем Кĕçĕннине тапăнма шутланă. Ылтăнпик патша хăйĕн юлашки çарне Кĕçĕн хулана ярать. Ăна патшан аслă хĕрĕ Ылтăнчеч тата унăн упăшки Бачман çар-пуçĕ питĕ талантлă ертсе пынă. Çавăн чухне паттăрсене ăсатма Кул Али ятарласа «Кĕмĕл кĕпер» ятлă юрă çырнă. Çар вара Аслă хуларан Кĕçĕннине Кĕмĕл кĕпер урлă çак юрăпа каçса кайнă. Пĕтĕм Пÿлер халăхĕ пăлхар-чăваш паттăрĕсене хальхинче те Кĕмĕл кĕпер патне çитиччен ăсатнă:
Ăсатса яр, савни, ăсатса яр,
Кĕмĕл кĕпер урлă каçарса яр…
Çапла,ман шутпа,истори юррисене вуласа пĕлмелли нумай,пире кăсăклантаракан ыйтусем татах та тупăнма пултараççĕ.
Хăна юррисенче вара тăван-хурăнташпа ял-йышăн сапăр кăмăлне, çĕр çинчи пурнăç сипетлĕхне мухтаççĕ. Кĕрекене пуçтарăннă хăна-вĕрле ваттисене, ашшĕ-амăшне, кил хуçипе тăванĕсене пур ырлăхшăн тав тăвать, ĕлĕкхи ырă йăласене малалла тăсма кирлине палăртать. Илемлĕ юрă-çемĕ чыслă, килĕштерсе пурăнма чăнет. Хăна юррисем шухăш тĕлĕшĕнчен пуян, сăнарлă. Чǎваш халǎхĕ ĕмĕрех тǎванĕсемпе кÿрши –аршипе килĕштерсе пурǎнма тǎрǎшнǎ.
Авалхи сăмахлăх шутне тĕнпе, тĕнче тытăмĕпе, йăла-йăркепе çыхăннă хайлавсене, халапсене, пилсемпе сăвап- сăрмансене, çавăн пекех калмак-такмак, вĕрÿ-суру тĕсĕсене кĕртеççĕ.
Хайлав-халап сăмахлăхĕ этемĕн чи авалхи шухăшлавне, вăл çут çанталăка, тавралăха, тĕнчене мĕнле курнине, ăнланнине тата ăнлантарнине кăтартса тăрать.
Хаймак тĕсĕсем нумай. Чĕр чунсем, турăсем, этем, çĕр, пĕлĕт, шыв пулса кайни çинчен каланисем, çăлтăрсемпе тĕнче уçлăхĕ, пурнăçпа вилĕм, ку тата леш тĕнчесем çинчен ăнлантарнисем, вут, ырлăх, тыр-пул тупакан паттăрсем тата ытти çинчен те чăваш неселĕсем хăйсен ăнкарăвĕсене хайласа каласа хăварнă. Вĕсенче ыти халăхсеннипе пĕр евĕрлисем те, хамăр чĕлхере кăна тĕл пулаканнисем те самай. Хаймак-халапсем авалхи эрăран килекен шухăшлава палăртаççĕ. Кайранхи саманасем те пуян сăмахлăх хăварнă. Атăлçи Пăлхар вăхăтĕнче çырнă палăксене халĕ те тупса вулаççĕ. Вĕсем чул юпасем çинче сыхланса юлнă. Кĕнекелесе çырнисене тăшман пушарĕ çисе пĕтернĕ.
Вĕрÿ-суру чĕлхи.
Вĕрÿ-суру чĕлхине виçĕ ушкăна уйăраççĕ: чир-чĕртен сыватаканни, хуçалăх ĕçне тытса пыма пулăшаканни, йăла-йĕркене пурнăçлама пиллекенни. Ман асанне те çак вĕрÿ-суру чĕлхине кǎштах çеç пĕлетчĕ. Кам та пулин йĕркелесе çÿреме тытǎнсан хурǎн кǎмпине тивертсе тĕтĕм кǎларса,тĕрлĕ сǎмах каласа йĕрекен ачана лаплаинтаратчĕ.Халĕ пирĕн вĕттисем пур.Вĕсене амăшĕсем асаннен йĕркипех макăрма чараççĕ.Çапла вара тахçанхи авалхи йĕрке,чĕлхе малалла та сыхланса юлать-ха.
Йăла-йĕрке чĕлхисенчен ку таранчченех шÿтлĕ-путишле пĕлтерĕшпе «пуç çавăрмалли», «чун сивĕтмелли», «ыйхă вĕçтермелли» тата ытти ырă-усал хутшăнусене йĕркелемелли чĕлхесем тĕл пулаççĕ. Хуçалăхпа çыхăннисем те çĕнĕ пĕлтерĕшпе упранаççĕ: тырă вырма тухсан, çурт никĕсĕ янă чухне тата ытти паллă самантсенче халĕ те ырă сăмах калаççĕ.
Çыннăн сывлăхне упрас тĕллевпе калакан вĕрÿ-суру йывăç-курăк е им-юм сипĕпе халĕ те усă куратпăр.
Пĕтĕмлетÿ.
Мĕншĕн илĕртет-ха çынсене авалхи сăмахлăх? Мĕншĕн вăл çухалмасть, ĕмĕрсем хушши упранса, якалса пырать? Халăх сăмахлăхĕнчи пиçĕ сăнарлăх, таса чĕлхе, ырă шухăш ача-пăчана та, ватă çынна та килĕшет. Этем чунĕн савăнăçне, хурлăхне, иккĕлевне, хастарлăхне палăртать вăл. Кирек мĕнле лару-тăрури туйăм-çуйăма тивĕçтерме юрăхлă жанрсем пур унăн.
Юрăсем кăна мĕн тĕрлĕ! Ташламалли такмак, макăрмалли хÿхлев, вырханмалли романс, хастарланмалли марш, мухтамалли гимн, тиркемелли шÿт, ăмăртмалли айтăш, тăрăхламалли шапаç, тунсăхламалли элеги… Йăла-йĕрке уявĕнче, ĕçре, улахра, вăйăра, туйра, шкулта, походра, салтакра, тĕрмере тата ытти çĕрте юрланă юрăсем пинĕ-пинĕпе!
Паттăрлăх халапĕсем ытти халăхсеннипе пĕр йĕрлĕ. Улăп, Мамăш çинчен каланисем тĕрĕк халăхĕсен хайлавĕсенчен пĕртте кая мар. Ку ĕнтĕ Мамăш Улăппа Пурçăн сăлу ăмăртăвĕ пулĕ теççĕ. Ăна матриархат вăхăчĕпе çыхăнтараççĕ. Ку халапсем, аплп пулсан, Атăл çине çурçĕр Кавказран куçса килнĕ.
Пĕрле пурăнакан халăхсен халапĕсем пĕр майлă. Чăваш халапĕсем авалхисем иккенĕ нихăш тĕпчевçе те иккĕлентермест. Мамăш улăппа Пурçăн сăлу çинчен хывнă халап Атăлçи Пăлхар хăватне мухтать. Вăл пушкăртсен «Алтăрпа Çухра» халапне çывăх.
Çухра çул çинче Пÿлер хули çинчен каласа паракан ватă çынна тĕл пулать. Мĕн калать-ха ватă? Шурă патша хулана тустарни çинчен калать. Вырăссем Пÿлер хулине туртса илни – чăн пулнă ĕç.
Пирĕн çамрăксен, ÿссе пыракан ăрун аваллăха манмалла мар, ăна тĕпчемелле, кăсăкланмалла, тĕрлĕ ĕçсем çырма тăрăшмалла. Аваллăх вăл пирĕн пуянлăх, унта пирĕн ăс-тăн, истори, ÿсĕмлĕх.
Литература
1.Чăваш халăх сăмахлăхĕ. Вак жанрсем. – Ш.-1984ç.
2.Тăван литература. Вĕрентÿ кĕнеки 7класс. – Ш.-2010ç.
3.Тăван литература. Вĕрентÿ кĕнеки 8 класс. –Ш.-2003ç.

Осенние листья

«Течет река Волга»

10 зимних мастер-классов для детей по рисованию

Как нарисовать осеннее дерево акварелью

Скворечня