рассказ о бабушке
| Вложение | Размер |
|---|---|
| 22 КБ |
Манăн асанне.
«Ват çын-тăват çын,»-тенĕ ватăсем .Чăнах та, вăл мĕн кăна тума пĕлмест пуль?Хамăн асаннене илем-ха.Ун çинчен шухăшлатăп та тĕ-лĕнетĕп:мĕн кăна тÿсмен-ши вăл хăйĕн кун-çулĕнче.
Екатерина Максимовна 81 çулта. Норваш-Шăхаль ялĕнче пурă- нать.Āна ялта та хисеплеççĕ.
Асанне ачалăхĕ çăмăл килмен. Вăрçă вăхăчĕ пулнă-çке. Ун чухне крахмал икерчи пĕçернине, мăян вăррине çинине куççульсĕр каласа та параймасть вăл.
Асанне ултă ача çуратса ÿстернĕ.Ĕмĕрĕпех колхозра вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă.
Нумай выльăх-чĕрлĕх усрать. «Мĕн тума асапланатăр вара?»-ый-татпăр унран хăш чухне. «Выльăх-чĕрлĕх пăхса йăпанатпăр. Эсир килсен-сирĕнпе,»-хуравлать вăл.
Асанне пире йывăр вăхăтра тĕрлĕ Канаш парса пулăшать,яланах апат-çимĕçпе тултарнă сĕтелпе кĕтсе илет,ĕçе юратма, лайăх çын пулма вĕрентет.Тавах сана, юратнă асанне. Эсĕ пурришĕн савăнат- пăр.

Фокус-покус! Раз, два,три!

Где спят снеговики?

Сказка про Серого Зайку

Девчата

Одеяльце