сочинение на тему "Мĕн¬-ши вǎл тǎван çĕр-шыв?"
| Вложение | Размер |
|---|---|
| 234.48 КБ |
«Патǎрьел районĕнчи Алманчǎри вǎтам шкул»
муниципаллǎ бюджетлǎ вĕрентÿ учрежденийĕ
Ĕçе Алманчǎри вǎтам шкулта
11-мĕш класра вĕренекен
Леонтьева Екатерина хатĕрленĕ
Ертÿçи: чǎваш чĕлхипе
литературине вĕрентекен
Генералова Галина Петровна
Алманчǎ – 2012
Мĕн -ши вǎл тǎван çĕр-шыв?
Аякра-ши, çывǎх-ши?
Аякра та, çывǎх та,
Каласа парам тǎхта.
(Хусанкай П.П.)
Мĕн вăл тăван çĕр-шыв, тăван кĕтес? Атте-анне, тăвансем, кÿршĕсем, ял-йыш. Вăл-тăван кил, эс çуралнă ял. Вăл-пÿрт умĕнчи пысăк йăмра, пахчари йăрансем, садри улмуççисемпе чечексем. Инçе мар ларакан лавкка, пĕве, ферма. Вăл-ял çумĕнчи уйсем, вăрмансем, çырмасем, çăл куçсем. Хамăрăн лăпкă халăхăн çепĕç чĕлхи-калаçăвĕ, сăвви-юрри, вăйи-кулли, йăли-йĕрки.
Ырă чунлă кашни çыншăнах тăван кĕтес хаклă. Мĕншĕн тесен вăл пире çуратса тĕнчене кăларнă, лăпкаса ачашланă, çын тунă. Йывăрлăхсемпе чăрмавсене çĕнтерме, çут тĕнчепе этемлĕхе юратма хăнăхтарнă.
Çуралнă кĕтесе урăхла пĕчĕк тăван çĕр-шыв теме пулать. Вара çыннăн икĕ Тăван çĕр-шыв пулать: пĕчĕкки тата пысăкки. Пĕрремĕшĕ- кун курса ÿснĕ ен пулсан, тепри вара - Раççей. Вĕсем пĕр-пĕринпе уйрăлми çыхăннă.
Нумай çамрăк тăван чĕлхепе йăла-йăркене пĕлмест, пĕлесшĕн те мар. Хăшĕ-пĕри чăвашла çырма та, вулама та веренесшмн мар. Хăйсене çуратнă ашшĕ-амăшне атте, анне текен сахал. Пурте папа, мама теççĕ. Чăваш халăхĕн паха енĕсене - ĕçченлĕхне, сăпайлăхне, тасалăхне çухатса пыракансем те пур.
Тăван çĕр-шыв чечеклентĕр тесен халăхан паха йăла-йĕркисене упраса хăвармалла, вĕсене сармалла. Çавăнпа та мĕн ачаран кружоксемпе секцисене, семинарсене çÿремелле, хамăр тапхăрти историне çырмалла, тĕпчемелле, аса илÿсем пухмалла, ĕçлемелле. Тăван çĕр-шывăн чăн-чăн патриочĕсем пулса çитĕнмелле. Кирек ăçта кайсан та атте-анне çĕрне, чĕлхине, йăлине, юррине манмалла мар. Тăван кĕтесе килсех тăмалла, ăна манмалла мар. Тăван кĕтесе малалла чечекленме, çĕнĕ хунавсем ĕрчетме пулăшмалла. Тăван çĕр шыва ,атте-аннене юратмалла.
Тавралăх ялан тирпейлĕ тата хитре пулнине курас килет. Шел те, вăл яланах ун пек мар: ял йĕри-тавра çырмасем пысăкланса пыраççĕ, вăрмансене касса пĕтереççĕ.
Тăван кетесе илемлетесси хамăртан, пурте пĕрле тăрашнинчен килет. Пирĕн çурт хыçĕнчех çулсерен çурхи шыв çĕре çурса хăварать. Вăл ан сарăлтар тесе халăх нумай йывăз лартнă. Эпир те кашни çуркуннех çак ĕçе хутшăнатпăр. Унсăр пуçне йывăз вăррисем тăкăнса хăйсем шăтаççĕ. Пĕр пилĕк-ултă çул каялла унта хурăн сахалччĕ. Халĕ вара çамрăк хунавсем вăрман пек лараççĕ. Çуркунне вĕсем çулçă кăларсан картиш хыçĕ илемленсех каять. Хăш-пĕр шкулсенче ятарласа лесничество йĕркелене. Унта çÿрекен ачасем усăсăр сарăлса выртакан çĕрсем çинче чăрăшсемпе хырсем лартса устереççĕ. Çав хушăрах сиенлĕ ĕçсем тăвакансем те тĕл пулаççĕ. Вĕсем ним шеллемесĕр йывăз тураттисене хуçаççĕ, чечек-курăка татса, таптаса пĕтереççĕ. Ачасене мĕн пĕчĕкрен ун пек тăвасран асăрхаттармалла, çут çанталăка, тăван çĕр-шыва, тăван кĕтесе юратма вĕрентмелле.
Манǎн пĕчĕк Тăван çĕр шывăм, Красномайски ялĕ. Вăл пысăках мар, лайăх вырăнта вырнаçнă.Ял варринче пĕчĕк çеç кÿлĕ пур. Ял çумĕпе вăрман. Ман тăван ялăм уйрăмах çуллахи вăхăтра илемлĕ. Йĕри-тавра сип-симĕс, пăхса илен те, кăмăл çĕкленет. Епле илемлĕ пирĕн тавралăх. Каçхине хĕвел илемлĕн хĕрелсе анать.Тавралăх шăпланать. Ирхине вара ĕçчен чăваш халăх ĕçе тытăнать. Тÿпере тăри юрлать, хĕвел хĕртсе пăхать, утă шăрши таврана сарăлнă. Ĕçлет ман юратнă ял-йыш. Малаллах талпăнать, нимĕнле йывăрлăха та парăнасшăн мар-ха. Чун савăнать ывăнми ĕçлекен халăх çине пăхса.
Ытарайми манн çĕр-шывăм,
Ăна саватăп эп чунтан-вартан.
Кунта эп ÿснĕ те çĕкленнĕ сыввăн,
Телейĕме те тупнă çакăнта.(Н.Кушм.)
Çак йĕркесене мана валли çырнă пекех туйăнать. Тăван атте-анне килĕнчен тухса кайсан, ăшри пĕтĕм туйăм çапах та килеллех туртать. Хуть ăçта кайсан та, тăван кил аса килетех. Яланах пурăн эсĕ ман пĕчĕк Тăван çĕр-шывăм. Хальхи пурнăçпа пит капмар çĕкленсе кайма çук пулсен та пурăн эсĕ. Ан сÿн çеç. Эсĕ пире яланах кирлĕ.

Ручей и камень

Лесная сказка о том, как согреться холодной осенью

Без сердца что поймём?

Чья проталина?

Лавовая лампа