• Главная
  • Блог
  • Пользователи
  • Форум
  • Литературное творчество
  • Музыкальное творчество
  • Научно-техническое творчество
  • Художественно-прикладное творчество

Сочинение о Коррупции

Опубликовано Шишкина Надежда Александровна вкл 18.10.2015 - 22:23
Шишкина Надежда Александровна
Автор: 
Одинцова Виктория

Настоящее время много пишут и говорят о Коррупции.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon sochinenie_o_korruptsii_odintsovoy.doc63.5 КБ

Предварительный просмотр:

Министерство образования и науки Республики Татарстан

Дрожжановский муниципальный район                                                              МБОУ «Стародрожжановская средняя общеобразовательная школа №1»

                                                                    Республиканский конкурс сочинений

«Скажем коррупции «Нет!»

«Того, кто хоть что-нибудь стоит, довольно трудно купить»

(Э.Севрус)

                                                                                      Выполнила:

                                                                                      ученица 10 б класса

                                                                                      Одинцова Виктория

                                                                                       Андреевна

                                                                                       ШишкинаН.А,

                                                                                       учитель чувашского языка  

                                                                                       и литературы  

       

Старое Дрожжаное  2015  год

ТР В.рен\пе наука Министерстви                                                                                                                                                Муниципаллё +.прел район.                          МБОУ «1№ Кив. +.прел.нчи тулли п.л\ паракан вётам шкул»

                                                      Республикёри конкурс сочинени  

                  «Коррупцие «+ук!» тесе калатпёр»                

                                                     

                               

  «Хёйне-хёй хаклакан =ынна сутса илме питех те канс.р»

                         Пурнё=лакан.% 10-м.ш б

                         класра в.ренекен

                         Одинцова Виктория Андреевна

                         Шишкина Н?А: чёваш ч.лхипе

                         литература в.рентекен.    

                           Кив. +.прел 2015 =ул?

 «Пуянлёх ёмсану çуратать», «Ёçта пуянлёх çук – унта çылёх та çук», - тет халёх сёмахлёхĕ.

Хёй пурлёх. патне çывёх тёракан çынна, ёна хёй валли туртса илме,  унпа хёйне кирлĕ пек усё курма, ёна хёйĕн пуянлёхĕ пек тыткалама чарёнса тёма питĕ кансĕр.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, хальхи вёхётра пирĕн обществёра контроль çукки,

чиновниксем хушшинчи коррупции тĕрлĕ енлĕ палёрать: взятка илни, пурлёха салатни, укçа ыйтни, ĕç выранĕпе усё курни, законсёр майпа пурлёха тустарни, бюджет укçи-тенкипе тĕллевсĕр усё курни, алла-алё çёвать мелпе усёланни тата ытти те. Çак кёлтёксем пурнёçён пĕтĕм енне, уйрёмах правёллё культура çине начар витĕм кÿреççĕ. Çакён пек палёрёмсем общество ёнёçсёрлёхĕн паллисенчен пĕри пулса тёраççĕ. Ку вёл, ман шутпа, питĕ харушё чир: обществёра наркомани, алкоголизм тымар яни.                                                                                                                           Россия президенчĕ коррупцие хирĕç кĕрешесси наци программи пулса тёмалла, тесе ахальтен каламарĕ ĕнтĕ. Мĕн-ха вёл коррупци?                           С.И.Ожегов словарĕнче: «Коррупци – взятка парса сутса илни, пысёк вырёнти çынсем, политика ĕçченĕсем сутённи» тесе каланё. Законпа килĕшÿллĕн патшалёх влаçĕн аппарачĕн ĕçченĕсем ахаль çынсенчен тав туса паракан укçа-тенкĕ илме пултараймаççĕ. Кун пек чухне çапларах ыйту килсе тухать: Влаç умĕнче кам тёма тивĕçлĕ-ха? Чиновниксен ĕçне кам тĕрĕслемелле, обществёна кам ертсе пымалла, халёхпа кам ĕçлемелле?

Ку вёл, ман шутпа: «Ыттисене пулёш» текен принциппа пурёнакан çын пулма тивĕçлĕ. Ку çыншён пĕрремĕш вырёнта закон, чыс, яваплёх, пархатарлёх, çынлёхлёх, хёш-пĕр чухне хёйĕн пурнёçне те пама хатĕрлĕх тёрать.

Влаç умĕнче тёракан, законсем кёларакан çын хёй законсене пёхёнма тивĕçлĕ. Енчен те çакён пек çынна «сутса илме» май пулсан? Кун пек çын валли влаç умĕнче вырён çук!

Влаçа ертсе пыракан çыннён пĕтĕм пахалёхĕсене шутлама пуçласан, çакён пек çын, ман шутпа, чи малтан никама та сутёнман, чыслё, сумлё, ыркёмёллё, ёслё, хёюллё, яваплё, тĕрĕслĕхе юратакан çын пулмалла…Ку тĕрĕс те ĕнтĕ. Çынсем ёна  хёйсен яваплё çынни пулма суйласа питĕ тĕрĕс турĕç, мĕншĕн тесен вёл питĕ пысёк полномочиллĕ, пур ыйтёва та татса пама пултаракан çын. Шел пулин те, пуянлёха юратакан чиновниксем взяткёсем илеççĕ. Вĕсене пёхса чиновниксем хушшинче взятка илеслĕх тĕлĕнмелле хёвёрт ÿсет, ĕç-хĕлĕн пĕтĕм сийĕсене тытса илет. Çак йĕркесĕрлĕх эрешмен карти, спрут, сакёр ураллё тинĕс чĕр чунĕ, евĕрлĕ.

Массёлла информаци ĕçченĕсемпе тĕл пулнё вёхётра Владимир Владимирович Путина «Патшалёх ертÿçи пулса ĕçленĕ вёхётра чи йывёрри мĕн пулчĕ» - текен ыйту пачĕç. Ку ыйту çине вёл, пĕр шутласа тёмасёрах «Коррупцие хирĕç кĕрешесси» текен явап пачĕ.

Ахальтен мар ĕнтĕ, хёйĕн сёмахĕсене çирĕплетсе, В.В.Путин «Коррупцие хирĕç тёрас енĕпе мерёсем çинчен» текен указ çине алё пусрĕ. Анчах, шел пулин те, йышённё мерёсем япёх ĕçлеççĕ-ха, анчах ĕçлеççĕ! Эпĕ президентпа килĕшетĕп: коррупцие хирĕç кĕрешме «çÿлтен» пуçёнмалла. Ку кĕрешĕве тётёшах тата пур çĕрте те илсе пымалла.

Кадрсене суйласа илесси – коррупцие хирĕç кĕрешнĕ çĕрте питĕ паха аспект. «Сутёнакан» чиновниксене, министрсене тупса палёртса, ĕç вырёнĕсенчен хёвёрт кёна кёларса ывётмалла. Массёлла информаци ĕçченĕсен çĕнĕлĕхĕсем хушшинче «Российён Шалти ĕçсен министерствин ертÿçи Владимир Колокольцев: «Шалти ĕçсен министерствинче взятка илеслĕх çулталёк хушшинче 26% чакрĕ» текен хыпар пулни питĕ савёнёçлё.

Кун пек хыпарсем коррупцие хирĕç кĕрешÿ илсе пынине пĕлтереççĕ. Тата эпĕ кашни чиновник киревсĕр пурнёç йёли йĕркисемсĕр пурёнакан, тĕслĕхлĕ, йĕркеллĕ, ыркёмёллё çемье пуçлёхĕ пулма тивĕçлĕ  тесе шутлатёп.

Влаç умĕнче биснесменсемпе  мул хуçисем мар, пысёк ёс-хакёллё çынсем тёмалла. Хёш.семшĕн «Чыс, намёс» сёмах – ахаль сёмах пĕлтерĕшлĕ мар.

Тата тепĕр аспект – ку вёл чиновниксемпе вĕсен çемйисен тупёшĕсем курёмлё пулни. Кунта та правительство ĕç илсе пырать. Массёллё информаци страницисенче: «Кашни чиновника çĕр, транспорт, куçёмсёрлёх хаклё хутсем, акцисем сутса илни пирки татёшах отчетсем пама тивĕçлĕ тёваççĕ» тесе каланине те вулатпёр. Хёрушсёрлёх тата коррупцие хирĕç кĕрешес енĕпе дума комитечĕ влаçра тёракан çынсен тёкалĕсене контрольте тытас енĕпе закон проектне тивĕçлĕ тÿрлетÿ кĕртрĕ. Закон проектне, патшалёх думине Дмитрий Медведев кĕртнĕччĕ.

Идеаллё общество кашни çынна пур енчен те аталантарма, пур енĕпе те пулёшса тёма тив.çлĕ. Пурте пĕтĕмĕшне мар, кашни çын  уйрёммён телейлĕ  пулмалли çĕр-шыв, патшалёх туса хурасси  - вёл пит.  йывёр, уйрёмах кёткёс ĕç. Ку ĕçре патшалёх влаçĕ те, çаплах общество членĕсем те хутшёнма тивĕçлĕ. Влаç умĕнче вара йĕркеллĕ чыслё та тÿрĕ кёмёллё çын тёма тивĕçлĕ. Пысёк саспаллисемлĕ çын пулмалла.  

Уншён капёрлёх – ытлашши япала, çывёх çыннисен çителĕклĕ те хаклё пурнёçĕ – норма. Çакён пек çыншён, ман шутпа, пурлёх-пуянлёх пухассишĕн тёрёшасси, карьерёшён, çулшён çунасси мар, хётлёлёх, пурнёçри çитĕнÿсем, сывлёх тата телей чи малти вырёнта пулмалла.  Закона пёхёнасси е ёна пёсасси   пиртен  кашни уйрём çынран, хамёртан  килет.

Юлашкинчен çапла калас килет: асёрхануллё пулёр, шульёксенчен асёрханёр, правилёсемпе законсене пёхёнса пурёнёр, никама та сутса ан илĕр, ан хапсёнёр, ĕç выранĕпе пуяс тĕллевпе усё ан курёр. «Çÿлте» коррупци курённи енĕпе тимсĕр ан пулёр, тĕрлĕрен «оборотеньсенчен» асёрханёр. Килĕшетĕр пулĕ: «Хёйне-хёй хаклакан çынна сутса илме питех те кансĕр».


Поделиться:

Почему Уран и Нептун разного цвета

Знакомимся с плотностью жидкостей

Мороз и заяц

Рисуем одуванчики гуашью (картина за 3 минуты)

Пятёрки