• Главная
  • Блог
  • Пользователи
  • Форум
  • Литературное творчество
  • Музыкальное творчество
  • Научно-техническое творчество
  • Художественно-прикладное творчество

Тӑван ҫӗр-шыва мухтаса

Опубликовано Кириллова Эльвира Николаевна вкл 08.09.2025 - 14:32
Кириллова Эльвира Николаевна
Автор: 
Максимова Карина Анатольевна

Пӗррехинче Турӑ хӑйӗн ачисене ҫӗр валеҫсе пама шут тытнӑ. Пурне те вырнаҫтарса, вӑл тӳрӗ ҫынсен ӗҫӗсенчен канма кайма тӑнӑччӗ ҫеҫ, сасартӑк ӑна хирӗҫ ҫӳллӗ те сарлака хул пуҫҫиллӗ, илемлӗ, анчах питӗ ывӑнса ҫитнӗ ҫамрӑк каччӑ тухса тӑнӑ. Аллине сӑнчӑрласа лартнӑ, ури суранланса пӗтнӗ, ҫӗтӗлсе кайнӑ кӗпи хул пуҫҫийӗсем ҫинче аран-аран тытӑнса тӑнӑ.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл vospevaya_rodnuyu_zemlyu.docx24.52 КБ

Предварительный просмотр:

Районный конкурс сочинений

«Тӑван ҫӗр-шыва мухтаса/ «Воспевая родную землю…»

Тема сочинения

Тӑван ҫӗр-шыва мухтаса

Жанр сочинения

Эссе

Город/район

Янтиковский муниципальный округ

УЧАСТНИК

Фамилия, имя, отчество

Максимова Карина Анатольевна

Класс

10

Полное название общеобразовательной организации

Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Новобуяновская СОШ»

Руководитель: Кириллова Эльвира Николаевна, учитель чувашского языка и литературы

Тӑван ҫӗр-шыва мухтаса

Эссе

Пӗррехинче Турӑ хӑйӗн ачисене ҫӗр валеҫсе пама шут тытнӑ. Пурне те вырнаҫтарса, вӑл тӳрӗ ҫынсен ӗҫӗсенчен канма кайма тӑнӑччӗ ҫеҫ, сасартӑк ӑна хирӗҫ ҫӳллӗ те сарлака хул пуҫҫиллӗ, илемлӗ, анчах питӗ ывӑнса ҫитнӗ ҫамрӑк каччӑ тухса тӑнӑ. Аллине сӑнчӑрласа лартнӑ, ури суранланса пӗтнӗ, ҫӗтӗлсе кайнӑ кӗпи хул пуҫҫийӗсем ҫинче аран-аран тытӑнса тӑнӑ.

- Кам эсӗ? – ыйтнӑ ҫӳлти Турӑ?

-Эпӗ тыткӑнри ҫын, - тенӗ ҫамрӑк, - курайман тыткӑнран тӗлӗнмелле майпа хӑтӑлса тухрӑм, тӑван ҫӗр-шыв пулнӑ пулсан эпӗ пуҫ тайӑттӑм, анчах...

- Мӗн тӑвас-ха? - Турӑ пӑшӑрханма пуҫланӑ,- сан хуйхӑва мӗнпе пулӑшам-ши? Эпӗ пӗтӗм ҫӗре валеҫсе патӑм-ҫке, нимӗн те юлмарӗ.

Тыткӑнри ҫын йывӑррӑн сывласа илнӗ хыҫҫӑн тухса кайма хатӗрленнӗ, анчах Турӑ ӑна чарнӑ:

- Чим-ха, манӑн ҫӗрӗн кӗтесӗ пур, хам валли упрарӑм, хамӑн ҫӗре сана та, санӑн халӑхна та паратӑп. Ил, упра ӑна, хакла, тӑшмансенчен сыхла, ӑна пӗтӗм чӗрепе юрат, чунна хыв, хӑвна ху шеллемесӗр ӗҫле, вӑл сана ҫӗр хут ытларах тавӑрса парӗ, мӗншӗн тесен вӑл – Турӑ ҫӗрӗ.

Ҫапла лекрӗ мана тата пирӗн пулас ӑрусене пиллӗхлӗ Ҫӗр.

Ăҫтан пуҫланать-ха, эппин, кашни ҫыншӑн Тӑван ҫӗр-шыв? Паллах, хӑв ҫуралнӑ ялтан, хӑв юратнӑ тӑван кӗтесрен, атте-аннерен, тӑван халӑхран.  «Тӑван ҫӗр-шывран хакли ҫук», - теҫҫӗ халӑхра.

Эпӗ Тӑвай тӑрӑхӗнчи Пуянкасси ялӗнче кун çути курнăскер, ҫак пиллӗхлӗ те тулӑхлӑ ҫӗр ҫинче пурӑнатӑп. Тӑвай тӑрӑхне ҫут ҫанталӑк хитре вырӑнсенчен кўрентермен. Эльен халӑха илемӗпе, уҫӑ сывлӑшӗпе, сиплӗ шывӗпе хӑй патне илӗртет. Тӑван ҫӗр-шыв вӑл – инҫете-инҫете кайсан та тӑван ҫӗр-шывшӑн тунсӑхлани, ӑна пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче чи лайӑх вырӑн тесе шутлани. Ҫуралнӑ кӗтесе урӑхла пӗчӗк тӑван ҫӗр-шыв теме пулать. Вара ҫыннӑн икӗ Тӑван ҫӗр-шыв пулать: пӗчӗкки тата пысӑкки. Пӗрремӗшӗ – кун курса ўснӗ ен пулсан, тепри  вара – Раҫҫей.

Тӑван тӑрӑха ырлама пултаратпӑр. Ҫӗр-шыв пурнӑҫне вӑй-хӑват вӑл хушать. Нумай халӑхпа эпир туслӑ пулнӑ – пулатпӑр та. Кашни ӗлӗкрен пӗр-пӗрне пулӑшать. Уйра ӗҫлӗ  халӑх ӗҫлет,  выльӑх-чӗрлӗх усрать. Лартать ҫӗнӗ пўрт, ачасем ўстерет. Сарать  асфальт, «сенкер ҫулӑм» ҫутать. Шывпа вӑрманпа та пуян пирӗн ен.

Пурӑнсам, манӑн ен, ӗмӗртен  ӗмӗре,

                             Ҫут хӗвел айӗнче ҫӗнӗлсе чечеклен.

Сивӗ-и, йывӑр-и – ҫирӗп таптӑр чӗре,

 Тивӗҫ эс мухтава, савнӑ ен, Тӑвай ен, -

тенӗ Г. Соловьев «Ял ӗҫченӗ» хаҫатра ӗҫленӗскер, хӑйӗн «Тӑвай ен» сӑввинче.

 Айлӑмра вырнаҫнӑскер, кӑҫал Тӑвай ен, 90 ҫултултарать. Мӗн чухлӗ хисеплӗ те мухтавлӑ ҫыннисемпе пуян эсӗ,Тăвай енӗм! Пуян пирӗн Тӑвай ен çӗрӗ. Эпир Тăвайран тухнӑ ӑсчахсемпе, ҫыравҫӑсемпе, сӑрӑҫсемпе, артистсемпе, спортсменсемпе, учительсемпе, тухтӑрсемпе тата ытти маттур ентешсемпе чун-чӗререн мухтанатпӑр, вӗсен ӗçӗсене асра тытатпӑр.  Хӑш-пӗр паллӑ çынсене аса илер-ха. Акă Вера Кузьминична Кузьмина вара РСФСР тата СССР халӑх артистки. Чӑваш академи драма театрӗн сцени çинче 55 çул ытла роль калӑпланӑ. Енӗш Нăрваш ялӗнче çуралнă талантлă артисткăна, Вера Кузьминана, Мускав таранах пӗлнӗ.

Тăвайӗнчи Культура çурчӗ умӗнче Тăван çӗр-шывăн Аслă вăрçин паттăрӗсене халалласа çӗнӗ палăк лартнă. Тăвайри тавра пӗлў халăх музейӗнче «Тăвай ялӗ çывăхӗнчи Тăван çӗр-шывăн Аслă вăрçин çулӗсенчи хўтӗлев сооруженийӗ» диорама упранать. Ӑна Павел Меркурьев художник 1985 çулта ўкернӗ. Унта вăл хӗрарăмсем, çул çитмен çамрăксем, ватăсем хўтӗлев чиккисене тунă çӗрте мӗнле ӗçленине сăнланă.  Ҫавăн пекех Тăвай ялӗнче  хўтӗлев чиккисене тума хутшăннă çынсене халалласа «Тыл ӗçченӗсене» стела вырнаçтарнă.

Ҫӗр çинчи кашни çыннăн çуралнă çӗрӗ-шывӗ, тăван савнă ялӗ, ашшӗ-амăш килӗ пур. Ҫавсем пуррипе çын телейлӗ те. Кирек ăçта пулсан та, хамăра сӗткен парса ўстернӗ, вăй-халлă тунă, мăшăр çунат хушса вӗçтерсе кăларса янă тараватлă çӗре манар мар.

Юрататӑп эпӗ сана, тӑван ҫӗр-шывӑм. Ҫакӑн пек илемлӗ вырӑнта пурӑннӑшӑн мухтанатӑп! Шӑпах пирӗн, ҫамрӑксен, тӑван ен пуянлӑхне упрамалла, унӑн йӑли-йӗркине малалла тӑсмалла. Ҫак ҫӗр ҫинче ялан тӑнӑҫлӑх хуҫалантӑр, вӑрҫӑ-харҫӑ, хуйхӑ-суйхӑ ан пултӑр! Пиллӗхлӗ те тухӑҫлӑ ҫӗрӗн пысӑк та ҫутӑ пуласлӑхӗ ялан пултӑр! Тăван ҫӗр-шыва мухтаса малалла аталанма, çулсерен тӗрекленме, чечекленме, çирӗпленме сунатӑп!

Шухăшӑма Вӑрӑм Палюк  ҫырнӑ ҫаврӑмпа вӗçлесшӗн:

Мӗнле ыр сунмӑн - ха сана

                                         Тӑван çӗр-шывӑм.

 Пире телей те савӑнӑç кўрен

                                                          пулсан.

                                           Эпир – пӗр туслӑ çемьери

                                      пин-пин хӗр ывӑл –

       Сан ят-сумна ӗçпе çӗклетпӗр-çке

                                                            ялан.


Поделиться:

Любимое яичко

Заколдованная буква

Убунту: я существую, потому что мы существуем

Карандаши в пакете

Юрий Алексеевич Гагарин