Юрă «Шăнкăр-шăнкăр Пăла шывĕ…»
1 е.п.
Ырă кун пултăр, хисеплĕ ĕçтешсем, вĕренекенсем, вĕрентекенсем, педагогика ветеранĕсем, çак шкултан вĕренсе тухса аттестат илнĕ, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă Пăлапуç-Пашьелĕн манăçми ачисем, тăван ял-йыш, хăнасем!
2.е.п.
Эпир сире шкулта курма питĕ хавас.Тавах сире йыхрава йышăнса уява килме кăмăл тунăшăн, паянхи савăнăçа пĕрле пайланăшăн.
1.е.п.
Пăлапуç-Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн 125 çулхи юбилейне халалланă савăнăçлă тĕлпулăва уçма ирĕк парсамăр.
2 е.п.
Салам, чунтан юратнă шкулăм,
Ăшшушăн тайма пуç сана.
Ачусене кĕтсе илетĕн
Манми тăван килпе пĕр тан.
1 е.п.
Пăрахут пекех илемлĕ,
Икĕ хутлă пирĕн щкул…
Ĕмĕр-ĕмĕр ас илмелĕх,
Ырă ĕçĕ темĕн чул.
| Вложение | Размер |
|---|---|
| 64 КБ |
«Пăлапуç-Пашьел шкулне –125 çул!»
юбилей сценарийĕ
Юрă «Шăнкăр-шăнкăр Пăла шывĕ…»
1 е.п.
Ырă кун пултăр, хисеплĕ ĕçтешсем, вĕренекенсем, вĕрентекенсем, педагогика ветеранĕсем, çак шкултан вĕренсе тухса аттестат илнĕ, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă Пăлапуç-Пашьелĕн манăçми ачисем, тăван ял-йыш, хăнасем!
2.е.п.
Эпир сире шкулта курма питĕ хавас.Тавах сире йыхрава йышăнса уява килме кăмăл тунăшăн, паянхи савăнăçа пĕрле пайланăшăн.
1.е.п.
Пăлапуç-Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн 125 çулхи юбилейне халалланă савăнăçлă тĕлпулăва уçма ирĕк парсамăр.
2 е.п.
Салам, чунтан юратнă шкулăм,
Ăшшушăн тайма пуç сана.
Ачусене кĕтсе илетĕн
Манми тăван килпе пĕр тан.
1 е.п.
Пăрахут пекех илемлĕ,
Икĕ хутлă пирĕн щкул…
Ĕмĕр-ĕмĕр ас илмелĕх,
Ырă ĕçĕ темĕн чул.
Халĕ сăмах шкул ертÿçине В.И.Козлована паратпăр.
2.е.п.
125 çулхи юбилей ячĕпе саламлама пирĕн пата хисеплĕ хăнасем килсе çитрĕç.
1.е.п.
Шкул… Мĕнрен пуçланать-ха вăл?
Паллах, сентябрĕн 1-мĕшĕнчен, хитре тумлă шкул ачисенчен,пĕрремĕш
ыйтусемпе хуравсенчен, алран çавăтса класа ертсе кĕрекен çепĕç сасăллă ,
йăлтăр кулăллă пĕрремĕш вĕрентекентен.
(2.е.п.)Сăвă «Пĕрремĕш вĕрентекенĕме» . С.П.Никитина вулать.
1.е.п.
Шкул вăл—пĕрремĕш шăнкăрав, юратнă уроксем, шавлă тăхтавсем, асран тухми походсем, пĕрремĕш юрату, экзаменсем, сывпуллашу каçĕ…
Сире паянхи уяв ячĕпе Кондратьева Кристина илемлĕ юрăпа саламлать.
2.е.п.
Мĕнлерех утăмсемпе утнă-ха юратнă шкулăмăр 125 çул хушши?
Кун çинчен кăштах пире шкулти историпе обществознани вĕрентекенĕ
Кузьмичева Л.В. аса илтерĕ. Çавăн пекех СИРЕ валли презентации куравĕ те йĕрекелнĕ.
Эсир унта хăвăршăн хаклă сăнсемпе тĕл пулатăрах тесе шутлатпăр.
1.е.п.
Пĕр паллă ăсчах çапла каланă «Вĕрентекен! Хăв умăнта чĕркуçленсе пуç тайма ирĕк парсамччĕ!».
Паян пирĕн уявра чи хаклă та сумлă хăнасем—педагогика ветеранĕсем.
Çак шкулта ĕçлесе хисеплĕ канăва тухнă, паянхи кун та шкул пурнăçĕпе кăсăкланакан вĕрентекенсем камсем-ха вĕсем
Вĕрентекен! Яту сан чаплă,
Чун-хавалу пуян та аслă.
Ĕçÿ ,чăнах та, пархатарлă.
Вăл ĕмĕр пултăрччĕ --мухтавлă!
Шкулта нумай çул хушши ĕçлесе хисеплĕ канăва тухнă вĕрентекенсен пире каламалли сăмах пурах пуль тесе шутлатпăр.Вĕсен ячĕпе сăмах
___________________________________________илет.
1.е.п.
Тавтапуç, Вĕрентекенĕм,
Халиччен çĕр-çĕр çынна.
Эс çунат парса çĕкленĕ.
Пирĕнтен хисеп сана!
Тавах сире хăвăрăн пархатарлă та сумлă ĕçĕршĕн, паян та шкулпа тачă çыхăну тытнăшăн.
2 е. п.
Юмахри пек пирĕн ĕмĕр,
Сахал мар умра ĕçсем,
Вĕренсе ăс-хал пухасшăн
Пурăнма та ĕçлеме.
Тĕнчере эпир, туссемĕр,
Чи телейлĕ ачасем.—
Тесе ташă парнелеççĕ педагогика ветеранĕсене 3 класс ачисем .«По малину в сад пойдем». Ташша лартаканĕ – Тихонова И.В..
Шкулти пур ачан, ĕçченĕн пурнăçне курса-пĕлсе тăракан, савăнăçне –ыратăвне пĕрле пайлакан, ырă канаш- сĕнÿ , вĕренÿпе хуçалăх ыйтăвĕсене татса паракан, пĕр вăхăтрах темиçе профессие хăй урлă витĕр кăларакан çын шкулта кам-ши?
2.е.п.
Паллах, шкул директорĕ. Пăлапуç-Пашьел шкулĕнче директор пулса ĕçленĕ çынсене асăнса хăварма тивĕç эпир. Вĕсем:
Козлова Вера Ильинична (2007-2013,паянхи кунччен)—паянхи шкул ертÿçи.
2е.п.Вĕсен ячĕпе «Начальная школа» юрă янăрать. (хор)
1е.п.
Миçе çĕр выпускник ,вĕрентекен Тăван çĕр-шыва хÿтĕленĕ, нумайăшĕ вĕсенчен Аслă Аттелĕх, Афганистан, Чечен вăрçисенче пулнă. Паянхи кун та выпускниксенчен çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе Максимов Николай, Ларев Юрий,
пурнăçлаççĕ.
2 е.п. Çак шкулпа çыхăннă çынсен пурнăçĕ вăрçăра та, мирлĕ пурнăçра та тĕрлĕ
сăлтава пула татăлнă.
Вĕсен ячĕпе пĕр минут шăп тăма ыйтасшăн. (Шăплăх саманчĕ).Тавтапуç.
1 е.п.
Халăхра çапла калани пур: «Çĕр çине çĕнĕ кайăк суралсассăн,тÿпере тепĕр çăлтăр ялтăртатма пуçлать. Залра
.Кам вĕренÿре хастар пулнă, кам спортпа туслă, кам юрра-ташша ăста.
Халĕ сцена çине шкул медалисчĕсене чĕнетпĕр.Вĕсен ячĕсене асăнма ирĕк парсамăр.
Шкулти медалистсен списокĕ
1 е.п. Эпир çак ырă сунăмсен çыххине (шарсем) медалистсене тÿпене вĕçтерме ирĕк паратпăр. Малтан Мешкова Инна медалистсен ячĕпе сăмах илет.
2 е.п.
Пире çĕр-шывăн çулĕсем васкатĕç,
Çитмешкĕн чĕнĕç çĕнĕ ĕмĕтсем.
Анчах нихçан та чĕререн тухаймĕç
Шкулта ăс пухнă вăхăтсем.
30 çул каялла вара çак шкулăн çĕнĕ çуртĕнчен мăшăр çунат сарса çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене (миçе?) саланнă. Паян вĕсем те тăван шкула хапăл туса килнĕ пулĕ.
Туссемпе çапла ялан.
Асăнмалăх савăк юрă
Парнелетпĕр кăмăлтан .
Уява пухăннисене халĕ вара паянхи кун çак шкулта ĕçлекенсем саламлаççĕ.
Юрă «Учитель»
Н.Тихонова, И.Тихонова, С.Никитина юррисемпе йĕркеленĕ попурри янăрать.
2.е.п.10 класс таша
1 е.п.
Вăхăт шурĕ те шурĕ,
Хыçа юлчĕç çулсем.
Чунăма тунсăх пусрĕ,
Уйрăлатпăр, туссем.
2 е.п.
Çак шкула эпир утнă
11 çул вĕренме.
Çак шкултах-çке куç хывнă
Чи илемлĕ хĕре.
Сывă пул, тăван шкулăм,
Сывă пул та пилле.
Сывă пул, тăван шкулăм,
Ас илсем эс пире!
1 е.п.Уява пухăннисене кăçал шкул пĕтерекенсем «Юлашки шăнкăрав» юрă парнелеççĕ. Сăвви С.Никитинан, кĕвви Н.Тихонован.
2 е.п. Сцена çинче - Гитаристсен ушкăнĕ . ( Попурри)
1 е.п.Пире саламлама паян ялти «Пашьел» фольклор ансамблĕ те килсе çитнĕ.
2 е.п.
Телее кашни çын хăй майлă ăнланать, пĕри—сăнпа илемлĕ пулнипе телейлĕ, тепри—мул-пуянлăх пуррипе хăпартланать, хăшĕ—ашшĕ-амăшĕ пухнă тупрапа усă курма хавас.
1 е.п.
Тата теприсем нумай вĕренсе пĕтĕм халăхшăн усăллă ĕç тунипе хăйсене чи телейлисем тесе шутлаççĕ. Ырă тăвакана ырлăхĕ тепĕр хут тавранать теççĕ. Ытти чухне те, паянхи уява йĕркелесе ирттерме те питĕ ырă çынсем—спонсорсем—пысăк пулăшу пачĕç. Вĕсен ырă ячĕсем вара шкул историн страницисене çырăнса юлĕç.
Вĕсене «Çăлкуç» юрăпа гитаристсен ушкăнĕ саламлать.
2 е.п. Малалла самах каллех выпускниксене парасшăн. Тархасшăн, сассăра парсамăр 1980,1990,2000 çулхисем?
1 е.п.
Шкулăн 125 çулхи юбилейне халалланă савăнăçлă тĕлпулăвăн пĕрремĕш пайĕ вĕçленсе пырать.
2 е.п.
Юбилей уявĕ сирĕн асра нумайлăха тăрса юласса эпир шансах тăратпăр.
1 е.п.
Шкулти туслăх çулсем иртсен те ан сÿнтĕр,
Таса тÿпе, йăлтăрти хĕвел сирĕн пурнăçа çутатсах тăччăр.
Халĕ вара пурте пĕрле «Когда уйдем со школьного двора …» юрра аса илĕпĕр.
2.е.п.
Çавра сĕтел йĕри–тавра
Сире пĕрле лартасчĕ.
Çавра сĕтел ,ай, хушшинче
Хавасланса юрласчĕ.
Халĕ тепĕр хут шкул директорне В.И.Козлована сăмах паратпăр.

Самый главный и трудный вопрос

Учимся ткать миленький коврик

Привередница

Подарок

В Китае испытали "автобус будущего"
Комментарии
Сценарий, юбилей школы. На чувашском языке.
Можно использовать во время классного часа.