Сценарий праздника на чувашском языке «Пăлапуç-Пашьел шкулне –125 çул!» юбилей сценарийĕ

Тихонова Нина Валентиновна

Юрă «Шăнкăр-шăнкăр Пăла шывĕ…»

1 е.п.

Ырă кун пултăр, хисеплĕ  ĕçтешсем, вĕренекенсем, вĕрентекенсем, педагогика ветеранĕсем, çак шкултан вĕренсе тухса аттестат илнĕ, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă Пăлапуç-Пашьелĕн манăçми ачисем, тăван ял-йыш, хăнасем!

2.е.п.

Эпир сире шкулта курма питĕ хавас.Тавах сире йыхрава йышăнса уява килме кăмăл тунăшăн, паянхи савăнăçа пĕрле пайланăшăн.

1.е.п.

Пăлапуç-Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн 125 çулхи юбилейне халалланă савăнăçлă тĕлпулăва уçма ирĕк парсамăр.

2 е.п.

Салам, чунтан юратнă шкулăм,

Ăшшушăн тайма пуç сана.

Ачусене кĕтсе илетĕн

Манми тăван килпе пĕр тан.

1 е.п.

Пăрахут пекех илемлĕ,

Икĕ хутлă пирĕн щкул…

Ĕмĕр-ĕмĕр ас илмелĕх,

Ырă ĕçĕ темĕн чул.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon Сценарий. Юбилей школы.106.5 КБ
Реклама
Онлайн-тренажёры музыкального слуха
Музыкальная академия

Теория музыки и у Упражнения на развитие музыкального слуха для учащихся музыкальных школ и колледжей

Современно, удобно, эффективно

Посмотреть >


Предварительный просмотр:

«Пăлапуç-Пашьел шкулне –125 çул!»

юбилей сценарийĕ

Юрă «Шăнкăр-шăнкăр Пăла шывĕ…»

1 е.п.

Ырă кун пултăр, хисеплĕ  ĕçтешсем, вĕренекенсем, вĕрентекенсем, педагогика ветеранĕсем, çак шкултан вĕренсе тухса аттестат илнĕ, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă Пăлапуç-Пашьелĕн манăçми ачисем, тăван ял-йыш, хăнасем!

2.е.п.

Эпир сире шкулта курма питĕ хавас.Тавах сире йыхрава йышăнса уява килме кăмăл тунăшăн, паянхи савăнăçа пĕрле пайланăшăн.

1.е.п.

Пăлапуç-Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн 125 çулхи юбилейне халалланă савăнăçлă тĕлпулăва уçма ирĕк парсамăр.

2 е.п.

Салам, чунтан юратнă шкулăм,

Ăшшушăн тайма пуç сана.

Ачусене кĕтсе илетĕн

Манми тăван килпе пĕр тан.

1 е.п.

Пăрахут пекех илемлĕ,

Икĕ хутлă пирĕн щкул…

Ĕмĕр-ĕмĕр ас илмелĕх,

Ырă ĕçĕ темĕн чул.

Халĕ сăмах шкул ертÿçине   В.И.Козлована  паратпăр.

2.е.п.

125 çулхи юбилей ячĕпе саламлама пирĕн пата хисеплĕ хăнасем килсе çитрĕç.

  • Пăлапуç –Пашьел ял тăрăхĕн пуçлăхне Никитин  Владимир Клементьевича сăмах паратпăр;
  • Мешков Олег Вадимович -
  • Петров Михаил Владимирович –Патăрьел районен пуçлăхĕ
  • Глухов Николай Иванович – Патăрьел районĕн  администрацийĕн пуçлăхĕ
  • Емельянов Алексей Пантелеймонович
  • Пăлапуç-Пашьел Сретени чиркĕвĕн                   Иоанн Атте сăмах илет.

1.е.п.

 Шкул… Мĕнрен пуçланать-ха вăл?

Паллах, сентябрĕн 1-мĕшĕнчен, хитре тумлă шкул ачисенчен,пĕрремĕш

ыйтусемпе хуравсенчен, алран çавăтса класа ертсе кĕрекен çепĕç сасăллă ,

йăлтăр кулăллă пĕрремĕш вĕрентекентен.

(2.е.п.)Сăвă «Пĕрремĕш вĕрентекенĕме» .    С.П.Никитина вулать.

1.е.п.

Шкул вăл—пĕрремĕш шăнкăрав, юратнă уроксем, шавлă тăхтавсем, асран тухми походсем, пĕрремĕш юрату, экзаменсем, сывпуллашу каçĕ…

Сире паянхи уяв ячĕпе Кондратьева Кристина илемлĕ юрăпа саламлать.

2.е.п.

Мĕнлерех утăмсемпе утнă-ха юратнă шкулăмăр 125 çул хушши?

Кун çинчен кăштах пире шкулти историпе обществознани вĕрентекенĕ

 Кузьмичева Л.В. аса илтерĕ.  Çавăн пекех СИРЕ валли презентации куравĕ те йĕрекелнĕ.

Эсир унта хăвăршăн хаклă сăнсемпе тĕл пулатăрах тесе шутлатпăр.

1.е.п.

Пĕр паллă  ăсчах çапла каланă «Вĕрентекен! Хăв умăнта чĕркуçленсе пуç тайма ирĕк парсамччĕ!».

Паян пирĕн уявра чи хаклă та сумлă   хăнасем—педагогика ветеранĕсем.  

Çак шкулта ĕçлесе хисеплĕ канăва тухнă, паянхи кун та шкул пурнăçĕпе кăсăкланакан вĕрентекенсем камсем-ха вĕсем?

1.Тукмакова Екатерина Петровна

2.Соколов Рафаил Авксентьевич

3.Ястребов Николай Матвеевич

4. Сакмарова Клавдия Федоровна

5 Сапожников Григорий Васильевич 6.

7. Куртмина Елена Васильевна 8.

9. Киданова Александра Ильинична

10. Алендеева Тамара Александровна

11. Макарова Александра Илларионовна

12. Мешкова Вера Георгиевна

13.  Киданова Александра Александровн

14. Ванькова Ефросиния Алексеевна

15 Макарова Зинаида Петровна

16 Александрова Зинаида Владимировна

17 Смирнова Зинаида Федоровна

18. Ермолаева Раиса Константиновна

19.Петрова Раиса Николаевна

2 е.п.

Вĕрентекен! Яту сан чаплă,

Чун-хавалу пуян та аслă.

Ĕçÿ ,чăнах та, пархатарлă.

Вăл ĕмĕр пултăрччĕ --мухтавлă!

Шкулта нумай çул хушши ĕçлесе хисеплĕ канăва тухнă вĕрентекенсен пире каламалли сăмах пурах пуль тесе шутлатпăр.Вĕсен ячĕпе сăмах

___________________________________________илет.

1.е.п.

Тавтапуç, Вĕрентекенĕм,

Халиччен çĕр-çĕр çынна.

Эс çунат парса çĕкленĕ.

Пирĕнтен хисеп сана!

Тавах сире хăвăрăн пархатарлă та сумлă ĕçĕршĕн, паян та шкулпа тачă çыхăну тытнăшăн.

2 е. п.

Юмахри пек пирĕн ĕмĕр,

Сахал мар умра ĕçсем,

Вĕренсе ăс-хал пухасшăн

Пурăнма та ĕçлеме.

Тĕнчере эпир, туссемĕр,

Чи телейлĕ ачасем.—

Тесе ташă парнелеççĕ педагогика ветеранĕсене  3 класс ачисем .«По малину в сад пойдем». Ташша лартаканĕ – Тихонова И.В..

Шкулти пур ачан, ĕçченĕн пурнăçне курса-пĕлсе тăракан, савăнăçне –ыратăвне пĕрле  пайлакан, ырă канаш- сĕнÿ , вĕренÿпе хуçалăх ыйтăвĕсене татса паракан, пĕр вăхăтрах  темиçе профессие хăй урлă витĕр кăларакан  çын шкулта кам-ши?

2.е.п.

Паллах, шкул директорĕ. Пăлапуç-Пашьел шкулĕнче директор пулса ĕçленĕ çынсене  асăнса хăварма тивĕç эпир. Вĕсем:

Секретов Т.П.  --  1939-1942çç.

Яковлев Геннадий Иванович--1942 çç.

Сакмаров Матвей Алексеевич—1943-1945

Шестаков Алексей Иванович—1945-1955

Деменцов Яков Илларионович—1955-1967

Веров Емельян Владимирович –1967—1973

Сапожников Григорий Васильевич—1973—1975

Данилов Семен Ильич—1975-1977

Журавлев Валентин Самуилович—1977-1981

Александрова Зинаида Владимировна—1985-1988

Александров Петр Николаевич—1988-1989

Мешков Николай Осипович—1989—1994

Козлова Вера Ильинична (2007-2013,паянхи кунччен)—паянхи шкул ертÿçи.

2е.п.Вĕсен ячĕпе  «Начальная школа»  юрă  янăрать. (хор)

1е.п.

Миçе çĕр выпускник ,вĕрентекен Тăван çĕр-шыва хÿтĕленĕ, нумайăшĕ вĕсенчен Аслă Аттелĕх, Афганистан, Чечен  вăрçисенче пулнă. Паянхи кун та выпускниксенчен çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе Максимов Николай, Ларев Юрий,

пурнăçлаççĕ.

2 е.п. Çак шкулпа çыхăннă çынсен пурнăçĕ вăрçăра та, мирлĕ пурнăçра та тĕрлĕ

сăлтава пула татăлнă.

Вĕсен ячĕпе пĕр минут шăп тăма ыйтасшăн. (Шăплăх саманчĕ).Тавтапуç.

1 е.п.

Халăхра çапла калани пур: «Çĕр çине çĕнĕ кайăк суралсассăн,тÿпере тепĕр çăлтăр ялтăртатма пуçлать. Залра ларакан кашни çын ячĕпе те çунаççĕ çак çăлтăрcем,чаплăн çуталаççĕ вĕсем!»

Паян пирĕн пата инçе çула кĕскетсе çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен ĕнерхи шкул ачисем пуçтарăннă.

2 е.п.

Хĕвел йăл-йăл кулчĕ,
Пăхрĕ кантăкран.

Ванюка вăл курчĕ,

Саврĕ кăмăлтан.

Тăхăнчĕ, тумланчĕ

 Ванюк васкаса.

Шкулалла чуптпарчĕ

Савăнса,кулса…

Çак ÿкерчĕк залра ларакан кашни çынрах аса илÿ çуратрĕ пулĕ? Сирĕн каламалли сăмах пурах тесе шутлатпăр.

 1 е.п.Маларах сăмах аслăрах çултисене , 40-мĕш, 50-мĕш, 60-мĕш, 70-мĕш çулсенче вĕреннисене ,  парăпăр.Чи малтанах  шкулăн çĕнĕ çуртне хута ярас тесе нумай вăй хунă , унăн историне паянхи тата пулас ăру валли упраса хăварас ĕçре  тимленĕ , çак шкулта ăс пухнă  ялăн хисеплĕ  çыннине Николай Петрович Тельцова сăмах паратпăр.

Кашни шкулăнах хăйĕн мухтавлă ачисем пур.Кам вĕренÿре хастар пулнă, кам спортпа туслă, кам юрра-ташша ăста.

Халĕ сцена çине шкул медалисчĕсене чĕнетпĕр.Вĕсен ячĕсене асăнма ирĕк парсамăр.

Шкулти медалистсен списокĕ

№п/п

ФИО выпускника

Название медали

Год окончания школы

Куда поступили учиться

1

Мешкова Инна Вадимовна

Серебряная

1996

ЧГУ им.И.Н.Ульянова (медфак)

2

Ефимова Ольга Анатольевна

Серебряная

1997

Чувашская сельскохозяйственная Академия

3

Денисова Ольга Владимировна

Серебряная

1999

ЧГУ им.И.Н.Ульянова (медфак)

4

Малышев Петр Вячеславович

Серебряная

2000

ЧГУ им.И.Н.Ульянова (медфак)

5

Белова Вера Петровна

Серебряная

2003

ЧГУ им.И.Н.Ульянова (медфак)

6

Казакова Любовь Николаевна

Серебряная

2003

ЧГУ им.И.Н.Ульянова (медфак)

7

Егоров Василий Иванович

Серебряная

2004

ЧГУ им.И.Н.Ульянова (медфак)

8

Горбунова Надежда Петровна

Серебряная

2004

ЧГУ им.И.Н.Ульянова (медфак)

9

Малышева Алена Вячеславовна

Серебряная

2004

Чувашская сельскохозяйственная Академия

10

Шугурова Наталия Вячеславовна

Золотая

2005

ЧГУ им.И.Н.Ульянова (медфак)

11

Никитина Татьяна Валерьевна

Серебряная

2005

Университет Дружбы народов (Москва)

12

Козлова Елена Феликсовна

Серебряная

2005

ЧГПУ им.И.Я.Яковлева (филфак)

13

Шугурова Марина Вячеславовна

Золотая

2006

Университет Дружбы народов (Москва)

14

Тихонова Ольга Ивановна

Серебряная

2006

ЧГУ им.И.Н.Ульянова (медфак)

15

Козлов Алексий Петрович

Золотая

2009

ЧГУ им.И.Н.Ульянова (юридический фак.)

16

Никитина Ольга Владимировна

Серебряная

2009

Чебоксарский институт экономики и менеджмента (финансы и кредит)

17

Лисицына Надежда Анатольевна

Серебряная

2009

ЧГПУ им.И.Я.яковлева (исторический фак.)

18

Александров Алексей Петрович

Золотая

2011

ЧГУ им.И.Н.Ульянова (медфак)

19

Ванькова Анна Леонидовна

Серебряная

2011

ЧГУ им.И.Н.Ульянова (медфак)

20

Мешков Андрей Николаевич

Золотая

2011

ЧГУ им.И.Н.Ульянова (информ. системы)

21

Козлова Ирина Петровна

Серебряная

2012

ЧГУ им.И.Н.Ульянова (медфак)

22

Шакаманова Мария Владимировна

Серебряная

2012

ЧГУ им.И.Н.Ульянова(химико-фарм.)

Кăçалхи ылтăн медале вара Мазякова Лариса тивĕç пулчĕ.

1 е.п. Эпир çак ырă сунăмсен    çыххине (шарсем) медалистсене тÿпене вĕçтерме ирĕк паратпăр. Малтан Мешкова Инна медалистсен ячĕпе сăмах илет.

2 е.п.

Пире çĕр-шывăн çулĕсем васкатĕç,

Çитмешкĕн чĕнĕç çĕнĕ ĕмĕтсем.

Анчах нихçан та чĕререн тухаймĕç

Шкулта ăс пухнă вăхăтсем.

30 çул каялла вара çак шкулăн çĕнĕ çуртĕнчен мăшăр çунат сарса çĕр-шывăн  тĕрлĕ кĕтесĕсене    (миçе?)                  саланнă. Паян вĕсем те тăван шкула хапăл туса килнĕ пулĕ.

---Вĕсен ячĕпе шкулти Н.В.Тихонова ертсе пыракан  Гитаристсен кружокне çÿрекенсем  «Половинка» юрă шăрантарĕç.

1983-мĕш çулхи выпускниксен ячĕпе Алевтина   Михайлова-Тельцована сăмах паратпăр.

1.е.п.

Вăхăт пĕр шелcĕр хăвăрт иртет.

Ĕнерхи шăпăрлан-вĕренекенсем—паян хăйсем Вĕрентекенсем. Халĕ вĕсем тĕрлĕрен хуласемпе ялсенче тăрăшса ĕçлеççĕ. Пăлапуç-Пашьелĕнчи вăтам шкулта паян вара 13 выпускник вĕрентекен пулса ĕçлет. Вĕсем:

Мешков Н.О.

Прискина С.В.

Тихонова И.В,

Тихонов И.В.

ШугуроваЛ.С.

Матюшкина И.В.

Матюшкин С.И.

Тихонова Л.Г.

Шакаманов В.В.

Кузьмичева Л.В.

Майзурова Р.А.

Козлова Т.Н.

Козлова В.И.

2.е.п.

Чунна парса, вăйна хурса,

Çĕр-шывшăн пысăк ĕç тăватăн.

Ăс панăшăн ,çын тунăшăн ,

Тавах, учителĕм ,сана!

1 е.п. Çуллахи хĕвел пайăркисем таврана çупарлани, хитре-хитре  чечексен ырă шăршийĕ сарăлни, чăваш йăмрисем пуç тайса саламлани чăннипех те чуна тыткăнлать, чуна çăмăллăх кÿрет.

2 е.п.Сенкер тÿпере, таçта-таçта  пĕлĕт айĕнче тăри юрри илтĕннĕ чух,  ытти кайăксем юрра шăрантарнă чух çын чунĕ те çÿле вĕçет, савăнса юрлас килет.

Вĕрентекенсене вара Кашăкçăсен ансамблĕ саламлать.  Ертÿçи—Майзурова Р.А.

2е.п.

Шкул историйĕн страницисене малалла уçса пынă май çапла калас килет: шкул вăл–кадрсем хатĕрлекен вырăн.  Шкултах тем тĕрлĕ ăсталăха та хăнăхаççĕ ачасем.

1 е.п.

Вĕрентекенсем халĕ хăйсен вĕренекенĕсене сиплев учрежденийĕсенче,суту-илÿ ĕçĕнче, предприяти цехĕсенче,офиссенче, стройкăсенче тата ытти çĕрте тĕл пулаççĕ. «Эпир хамăр вĕрентнĕ ачасемпе савăнатпăр, мухтанатпăр», - теççĕ вĕсем.

2 е.п.

Тĕл пулмашкăн питĕ  ырă.

Туссемпе çапла ялан.

Асăнмалăх  савăк юрă

Парнелетпĕр кăмăлтан .

Уява пухăннисене халĕ вара  паянхи кун çак шкулта ĕçлекенсем саламлаççĕ.

Юрă «Учитель»

Н.Тихонова, И.Тихонова, С.Никитина юррисемпе йĕркеленĕ попурри янăрать.

2.е.п.10 класс таша

1 е.п.

Вăхăт шурĕ те шурĕ,

Хыçа юлчĕç çулсем.

Чунăма тунсăх пусрĕ,

Уйрăлатпăр, туссем.

2 е.п.

Çак шкула эпир утнă

11 çул вĕренме.

Çак шкултах-çке куç хывнă

Чи илемлĕ хĕре.

Сывă пул, тăван шкулăм,

Сывă пул та пилле.

Сывă пул, тăван шкулăм,

Ас илсем эс пире!

 1 е.п.Уява пухăннисене кăçал шкул пĕтерекенсем «Юлашки шăнкăрав» юрă парнелеççĕ. Сăвви С.Никитинан, кĕвви Н.Тихонован.

2 е.п. Сцена çинче -  Гитаристсен ушкăнĕ . ( Попурри)

1 е.п.Пире саламлама паян ялти «Пашьел» фольклор ансамблĕ те килсе çитнĕ.

2 е.п.

Телее кашни çын хăй майлă ăнланать, пĕри—сăнпа илемлĕ пулнипе телейлĕ, тепри—мул-пуянлăх пуррипе хăпартланать, хăшĕ—ашшĕ-амăшĕ пухнă тупрапа усă курма хавас.

1 е.п.

Тата теприсем нумай вĕренсе пĕтĕм халăхшăн усăллă ĕç тунипе хăйсене  чи  телейлисем  тесе шутлаççĕ. Ырă тăвакана ырлăхĕ  тепĕр хут тавранать теççĕ. Ытти чухне те, паянхи уява йĕркелесе ирттерме те питĕ ырă çынсем—спонсорсем—пысăк пулăшу пачĕç. Вĕсен ырă ячĕсем вара шкул историн страницисене  çырăнса юлĕç.

Вĕсене  «Çăлкуç» юрăпа гитаристсен ушкăнĕ саламлать.

2 е.п. Малалла самах каллех выпускниксене парасшăн. Тархасшăн, сассăра парсамăр  1980,1990,2000 çулхисем?

1 е.п.

Шкулăн 125 çулхи юбилейне халалланă савăнăçлă тĕлпулăвăн пĕрремĕш пайĕ вĕçленсе пырать.

2 е.п.

Юбилей уявĕ сирĕн асра нумайлăха тăрса юласса эпир шансах тăратпăр.

1 е.п.

Шкулти туслăх çулсем иртсен те ан сÿнтĕр,

Таса тÿпе, йăлтăрти  хĕвел сирĕн пурнăçа çутатсах тăччăр.

Халĕ вара пурте пĕрле   «Когда уйдем  со школьного двора …» юрра  аса илĕпĕр.

2.е.п.

Çавра сĕтел йĕри–тавра

Сире пĕрле  лартасчĕ.

Çавра сĕтел ,ай, хушшинче

Хавасланса  юрласчĕ.

Халĕ тепĕр хут шкул директорне  В.И.Козлована сăмах паратпăр.