Притяжательная форма существительных.
статья на тему
Новинка по изучении темы притяжательная форма существительных 6 классе.
Скачать:
| Вложение | Размер |
|---|---|
| 46.5 КБ |
Предварительный просмотр:
«Япала ячĕн камăнлăх формисем»(Притяжательная форма существительных).
Çĕнĕ темăна ăнлантарнă чух, ачасен ыйтăвĕсене хуравланă чух вĕрентекенĕн нумай калаçма тивет.Вĕрентекен калаçăвĕ чĕлхе урокĕсенче усă куракан меслетсенчен пĕри. Ку меслетпе урокăн пур тапхăрĕнче те усă кураççĕ. Калани ăнланмалла пултăр тесе тĕрлĕ хатĕрсемпе слайдсемпе усă курать.Унăн сăмахĕ шухăшĕпе тарăн та ÿçăмлă пулмалла.Ачасем вĕрентекен каласа пани тăрăх хатĕр пĕлу илеççĕ. Чĕлхе урокĕсенче сăмахсемпе ĕçлесси тивĕçлĕ вырăн йышăнмалла. Кашни урок ачасен чĕлхине пуянлаттăр,илем кÿтĕр. Ачасен шухăшлавĕ лайăх аталантăр тесен, вĕсене чĕлхери сăмахсемпе тĕрĕс усă курма вĕрентмелле.Сăмахсен пĕлтерĕшне тĕрĕс палăртса,вĕсемпе вырăнлă усă курсан тин ачасен чĕлхи пуян та витĕмлĕ, пуриншĕн те ăнланмалла пулать. 6-мĕш класра «Япала ячĕсен камăнлăх формисем» темăна вĕрентни Чăваш чĕлхинче япала камăннине икĕ мелпе кăтартма май пур: 1)япала ячĕ умнее камăннине пĕлтерекен сăмах (манăн-пирĕн ;санăн-сирĕн; унăн-вĕсен местоименисем )лартса пĕлетпĕр. Ку синтаксис мелĕ. 2)япала камăннине морфологи мелĕпе те, ятарлă аффикссемпе кăтартма пулать.Çак аффикссене камăнлăх аффиксĕсем теççĕ. Тĕслĕхшĕн çĕлĕк сăмаха илер: çĕлĕк манăннине çĕлĕкĕм, санăннине –çĕлĕкÿ, унăннине- çĕлĕкĕ формăсем пĕлтереççĕ. Ку тĕслĕхсенче камăнлăх аффиксĕсем -ĕм,-ÿ,-ĕ. Асăннă формăсем харăсах япалине те, хуçине (сăпатне) те кăтартаççĕ. Чĕлхе наукинче ун пек формăна камăнлăх форми теççĕ. Камăнлăх форми чăваш чĕлхинче тăватă тĕслĕ. Япала ячĕ мĕнле сасăпа пĕтнине кура камăнлăх аффиксĕ хушăннă чухне сăмахсенче тĕрлĕ улшăну пулать.1)Япали нумаййине пĕлтерекен -сем аффикс яланах сăмах вĕçне хушăнăть. 2)Хуçинумаййине пĕлтерекен – ăр аффикс 1-мĕшпе 2-мĕшсăпатсенче çеç пулать,3-мĕш сăпат ку аффикса йышăнмасть;3)Сăпатне кăтартакан аффикссем çаксем: 1с.-ăм(-ĕм) 2с. –у(-ÿ) 3с –ĕ(-и). Япала ячĕ хупă сасăпа пĕтет пулсан 3-мĕш сăпатра-ĕ, уçăсасăпа пĕтсен –и аффикс хушăнать;4)Т,ть,д,дь хупă сасăсемпе пĕтекен япала ячĕсенче 3-мĕш сăпатра ч сасăпа ылмашаççĕ: турат(турачĕ), тетрадь(тетрачĕ); 5) У(ÿ) сасăсемпе пĕтекен япала ячĕсем камăнлăх аффиксĕсене йышăннă чух çав сасăсем вырăнне пур сăпатра та ă, ĕ пулать, сăпат аффиксĕсем умнее в сасă кĕрсе ларать: çыру- çырăвăм, çырăву,çырăвĕ.6) И сасăпа пĕтекен япала ячĕсем камăнлăх аффиксĕсене йышăннă чух сăмах тĕпĕпе аффикс хушшине й кĕрсе ларать: шăши- шăшийĕм,шăшийÿ,шăшийĕ.7)Я, ья, е сас паллисемпе пĕтекен сăмахсене камăнлăх формин сăпат аффиксне йышăнсан çапла çырмалла: 1с.-ăм,-м: идейăм, статьям, çемьем; 2с.-ю,-йÿ: идею, статью, çемйÿ; 3с. –йи: идейи, статйи, çемйи. 8) ь паллăпа пĕтсен япала ячĕ (мăкăнь, кукăль )çумне –ĕм, -ÿ, -ĕ хушсан вĕсем умĕн çемçелĕх пали çырмалла мар: кукăл-ĕм, кукăл-ÿ, кукăл-ĕ. 9) Й хупă сасă вăрăммăн илтĕннине пур формăра та пĕрешкел – икĕ сас паллипе палăртмалла: вăйă- вăййăм, вăййу, вăййи, вăййа.10) Ялан янăравлă в,й,л, м, н, р хупă сасăсем кĕскен илтĕннĕ чухне пĕр сас паллипе, вăрăммăн илтĕннĕ чухне пĕр сас паллипе , вăрăммăн илтĕннĕ чухне икĕ сас паллипе палăртмалла. Танлаштарăр: сăвă- сăвви, вăйă- вăййи, кулă- кулли, вăрăм- вăрăмми. Ăру – тăванлăх сăмахĕсен 3- мĕш сăпат форми ытти сăмахсенчен кăшт урăхларах пулать. 1с.- аттем, аннем; 2с.- аçу, аннÿ; 3с.- ашшĕ, амăшĕ. Тăванлăха палăртакан сăмахсен 3-мĕш сăпачĕ – ăшĕ(-ĕшĕ) аффикспа пулать (хытă сăмахра –ăшĕ, çемçе сăмахра -ĕшĕ):кукка- куккăшĕ, пичче- пиччĕшĕ. Юлашки ĕ калаçура та, çырура та тухса ÿкме пултарать: амăшĕ- амăш, пиччĕшĕ- пиччĕш. 1-мĕш сăпат формин пĕлтерĕшĕ анлă: вăл япала камăннине кăтартнипе пĕрлех япалана е çынна питĕ хисепленине, сума сунине , йăпатса каланине те пĕлтерет. Ку туйăма вăйлăрах кăтартас тĕллевпе час-часах сăпат аффиксĕ –ăм(-ĕм, -м), - çăм(-çĕм) ачашлав аффиксне хушса калаççĕ . Ун пек сăмахсем предложенире ытларах обращени пулаççĕ. Танлаштарăр: атте- аттем, аттеçĕм, анне- аннем, аннеçĕм. Ачашлав аффиксне йышăннă самахсем предложении членĕ те пулаççĕ: Ай тур-турах, аннеçĕм пулăш!- Анчах çумра лармасть анне. Чăваш чĕлхе темисене тивĕçлĕ шайра тата тухăçлă вĕрентес тесен, чĕлхе урокĕсене вĕренÿ планĕнчи ытти предметсемпе çыхăнтарса вĕрентмелле. Ун пек тунин усси икĕ енлĕ: вăл чĕлхе урокĕсенче вĕрентмелли материала та ытти предметсен материалне те çирĕп ăнланма, пурнăçри тĕслĕхсемпеăнкарса илме пулăшăть. Урокăн содержанине кура вăл е ку улшăнусемпе (морфологи мелĕ) ĕçлеме май пур.Хăш улшăнусемпе пулнă сăмахсене темăн содержанине уçса парасси грамматика материалĕнчен ачасен пĕлÿ шайĕнчен килет. Çапла вара шкул ачисене туллии те тарăн пĕлÿллĕ тăвас тесен, чи малтанах вĕсене харпăр хăй тĕллĕн шухăшлама сăмахсене тĕрĕс çырма вĕрентмелле .
Статья Шишкиной Надежды Александровны
МБОУ «Стародрожжановская СОШ №1»
Дрожжановского муниципального района Р.Т.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Самостоятельная работа по русскому языку по теме "Имя существительное"
Самостоятельная работа по русскому языку по теме "Имя существительное" для 5 класса...
Последовательность работы по ознакомлению старших дошкольников с многозначными существительными (педагогический проект)
Одним из очень интересных аспектов лексической работы с детьми старшего дошкольного возраста является ознакомление с многозначностью слов родного языка, в частности - существительных. Данная ра...
английский язык личные и притяжательные местоимения
таблица с местоимениями....

Раздаточный материал по английскому языку на тему "Притяжательные местоимения" (4 класс)
Раздаточный материал может использоваться как задание на дом...
Контрольная работа по теме "Притяжательные прилагательные"
Материал представляет собой контрольную работу по теме "Притяжательные прилагательные " для учащихся 5 класса с различными видами заданий по теме....


