Методическая копилка

Конспекты уроков по чувашскому языку и литературе, презентации к урокам

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon istori_yurrisem_chuv.doc87 КБ
Microsoft Office document icon yuratram_ep_hirsem_sire.doc295 КБ

Предварительный просмотр:

Чăваш литератури предмечĕ.

7-мĕш класс.

Чăваш ачисем валли хатĕрленĕ урок.

Урок теми: «Истори юррисенчи чăваш халăх пурнăçĕ сăнланни (Чăваш истории юррисенчи темăпа сюжет)»

Сапăрлав тĕллевĕ: чăваш халăх сăмахлăхне, йăли-йĕркине юратма хăнăхтарасси, тăван халăх пурнăçĕнче юрăсем мĕнле вырăн йышăннине асăрхаттарасси, юрăра халăх чунĕ палăрнине туйтарасси.

Пĕлÿ тĕллевĕ: истории юррисем урлă вĕренекенсене чăваш халăх пурнăсĕпе паллаштарасси, текстри информаципе курăмлăх хатĕрĕсене шайлаштарма вĕрентесси.

Аталантару тĕллевĕ: чăвашсемпе вырăссен истори юррисене танлаштарса тишкерме вĕрентесси, ачасен шухăшлавне, ăс-тăнне, кăмăл-туйăм туртăмне аталантарсси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: калав, ăнлантару, диалог, ăнлантарса, тишкерсе вулани,  лартнă ыйтусем çине хурав шырани, ыйту-хурав, учитель сăмахĕ, илемлĕ вулав, синквейн, кластер, эссе.

Пуплеве аталантарасси: куçару, хуравсем, каласа пани, дискуссии, анлă хурав, пĕлтерÿ хатĕлесе тухса калаçни.

Урок тĕсĕ: çул çÿрев урокĕ.

Курăмлăх хатĕрĕсемпе ИКТ: мультимедиллĕ презентаци, чаваш халăх историйĕпе çыхăннă картăсем, Пугачёв, Разин, Мамук хан портречĕсем, компьютер, проектор.

Словарь ĕçĕ: харам – бесполезный, кермен – дворец, хăрхăм – рабыня, Тани шывĕ – Дон юхан шывĕ, юрлă – бедный, тар – порох, сăнă – копьё.

Урок эпиграфĕ:

В целях привлечения внимания общества к российской истории и  

                 роли России в мировом историческом процессе провести в 2012

                 году в Российской Федерации Год российской истории.

                            Указ Президента РФ №49 от 09 января 2012г.

Д.А.Медведев, Президент РФ

В них [песнях] разгулье удалое и сердечная тоска

А. С. Пушкин

Урок юхăмĕ

  1. Килти ĕç тĕрĕслени.

1. Мĕн вăл юрă?

2. Ытларах мĕнле юрăсене радиопа, телевиденипе итлеме пулать?

3. Мĕнле юрăсене эсир пĕлетĕр?

4. Сире халăх юррисем мĕн параççĕ?

  1. 1. - 1812-мĕш çула, Бородино ялĕ патĕнче пулнă çапăçăва, Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçипе Д.А.Медведева мĕн пĕрлештерсе тăрать? 

           -  Историре чăн пулнă ĕçсем тата çынсем пирки эпир ăçтан пĕлме пултаратпăр?

2. Паянхи урок теми – «Истори юррисенчи чăваш халăх пурнăçĕ сăнланни (Чăваш истори юррисенчи темăпа сюжет)». Урокра эпир истори кустăрмине каялла çавăрăпăр, мăн асаттесем пурăннă вăхăтсене çитсе курăпăр, вĕсен хуйхипе савăнăçне, юратăвĕпе курайманлăхне, шухăшĕпе ĕмĕтне пĕлĕпĕр.

- Мĕнле юрăсене истори юррисем теме пултаратпăр?

- Çав юрăсенчен эпир мĕн пĕлетпĕр?

- Асăннă юрăсене пĕлни пире мĕн тума кирлĕ?

Экран çинче «Чăвашсенпе вырăссен истори юррисем пулса кайни» слайд

 

«Мамук ханăн пуçне вăрăнтăр» юрра ăнлантаруллă вуласси, ыйтусене хуравласси.

– Пĕрремĕш чарăну – XV ĕмĕр, Хусан ханлăхĕ. Унăн ханĕ – Мамук.

1-мĕш вĕренекен: Хусан ханлăхĕ – Атăл çинчи феодалла патшалăх. Вăл Ылтăн Урта саланса кайнă хыççăн 1438-мĕш çулта йĕркелленнĕ. Тĕп хули – Хусан. Чăвашсем Хусан ханлăхĕн территорийĕнче пурăннă.

2-мĕш вĕренекен: Мамук (1497 çулта вилнĕ) — Çĕпĕр ханĕ, Хусан ханĕ. Хусан кнеçĕсемпе нухайсем пулăшнипе 1496-мĕш çулта Хусан ханлăхĕн тронне çĕнсе илнĕ. Мамук хан патшалăх тытăмне пусмăр тата террор мелĕпе çирĕплетнĕ. Çав тери хаяр хан пулнă. Ар кнеçĕсене хирĕç вăрçăпа кайсан Хусанта пурăнакансем хулан хапхисене питĕрсе ăна каялла кĕртмеççĕ. Темиçе эрнерен Мамук хан Çĕпĕр ханлăхне таврăнма çула тухать. 1497-мĕш çулта çул çинчех вилсе каять.

Текстпа ĕçлени:

- Юрра вуланă хыççăн мĕнле кăмăл-туйăм çуралчĕ?

- Вăл вăхăтри пурнăç мĕнле пулнă-ши?

- Хĕр мĕн çинчен ĕмĕтленет?

- Мĕн пулса иртнĕ-ши хĕрпе?

Словарь ĕçĕ: харам – бесполезный; кермен – дворец; хăрхăм – рабыня

2 енлĕ дневник çырасси

Хайлаври цитата

Эпĕ çапла шутлатăп

«Пуçăм та харама пулчĕ-çке»

Хĕрĕн Мамук хан патĕнче пурнăç çук. Тăванĕсенчен уйрăлнишĕн кулянать.

«Сарă хĕртен хăрхăм пуличчен

Хăрăк турат пулса ÿкес-мĕн…»

Хĕр хăрхăм мар, вăл ирĕклĕ çын. Мамук хана нихăçан та парăнмасть

«Çавра çилĕ килтĕр, çаврантăр,

Мамук ханăн пуçне вăрăнтăр.

Уяр аçа çаптăр, çунтартăр

Мамук ханăн усал çыннине»

Хĕр вĕрÿ-суру чĕлхипе усă курса ăна тĕп тăвасшăн.

Сывлăха çирĕплетекен технологи (куç валли хатĕрленĕ упражненисем): вĕренекенсем куçĕсене 1-2 минут хушши хăвăрт уçса хупаççĕ, ун хыççăн куçсене хупаççĕ те шĕвĕр пÿрнепе асăрханса массаж тăваççĕ.

«Раçăн патша килнĕ тет» юрă

  1. Юрра илемлĕ вуласси,
  2. Кластер йĕркелесси, синквен çырасси.

- Ачасем, XVII ĕмĕр. Степан Разин ертсе пыракан хресчен вăрçи вăхăчĕ.

3-мĕш вĕрентекен: Степан Тимофеевич Разин – 1670-1671 çулхи хресчен вăрçин ертÿçи, казак. Чăвашсем хресченсем пулнă. Вĕсем çĕр ĕсленĕ, хырçă-куланай нумай тÿленĕ. Хресченсене пĕрмаях хĕсĕрленĕ, пусмăрланă, çавăнпа чăвашсем Степан Разин пăлхавне хутшăннă. Степан Разин халăха хăй майлă çавăрма илĕртÿллĕ çырусем çырнă.

   Вĕрентекен:

- «Раçăн патша килнĕ тет» юрра итленĕ чух эсир мĕн çинчен шухăша кайрăр, мĕн туйрăр?

- Тин çеç вуланă юрăра эпиграфри Пушкин каланă сăмахсене куратăр-и?

Кластер

Синквейн

1. Степан Разин

2. Ырă, тÿрĕ кăмăллă

3. Чĕнет, илĕртет, ертсе пырать

4. Ырă, тÿрĕ кăмăллă Раçăн патша килсе ĕçсе çиме парать, хуçасене тинĕсе яма чĕнет.

5. Çăлакан.

«Хура халăх куççулĕсем ай шывсем мар» юрра ăнлантаруллă вуласси, таблицăллă кластер тăвасси, синквейн çырасси.

- Пирĕн умра XVIII ĕмĕр. 1773-1775-мĕш çулсенчи Емельян Пугачев ертсе пынă хресчен вăрçи.

4-мĕш вĕренекен: Емельян Иванович Пугачёв, казак. Чăвашсем ăна Пăкачах тенĕ.  1773—1775 çулсенчи Хресчен вăрçин ертÿçи.  Хăйне чĕрĕ юлнă III Петĕр император  тенĕ. Хутла пĕлмен. Пугачев çарĕсем чăвашсен çĕрĕсем урлă иртсе пынă чух хресченсем пăлхава хастар хутшăннă.

    Вĕрентекен:

- Мĕнле кăмăл-туйăм юрра витĕрсе тăрать?

- Пугачев чăваш халахне менле ырлăх  пани çинчен каланă?

- Мĕншĕн юрăри кашни çаври пĕр пек пуçланать?

Таблицăллă кластер

Япала ячĕ

Палла ячĕ

Глагол

Халăх, куççуль, шыв, Атăл, юрă, халăх, куççуль, шыв, Турă, куççуль, Турă, патша, кун, халăх, куççуль, шыв, Пăкачах, Пăкачах, ырлăх, Хусан, хуçа, халăх, куççуль, шыв, Хусан, хула, пичке, тар, Хусан, халăх, куççуль, шыв, Хусан, хула, хурлăх, Пăкачах, Хусан, хуçа, халăх, куççуль, шыв, Пăкачах, ырлăх, юрă, халăх, куççуль, шыв, Атăл, юрă, ям


Халăх, куççуль, шыв – 7

Пăкачах - 4

Хура, шурă, хура, ырă, ырă, хура, хура, хура, хытă, хура, хура, шур












Хура – 7 хут

Юхса, пĕтес, юрла, юрла, савнă, курчĕ, пачĕ, курмалла, килчĕ, пачĕ, хăтарчĕ, чавтарчĕ, ларттарче, çунтарчĕ, çитрĕ, тăрăшрĕ, хăтарма, пачĕ, юрлар, савнă, юхса, пĕтес юрлар, юрлар, савнă







Юрла – 5 хут

Синквейн

1. Халăх

2. Хура, ырă

3. юрлать, савăнать,  шанать

4. Ырă хура халăх Пăкачах килнишĕн юрлать, савăнать, шанать.

5.Куççуль

Синквейнри сăмахсемпе эссе çырасси

Çĕр ĕçĕпе пурăнакан халăхсене хура халăх тенĕ. Вĕсен шутĕнче ырă чăвашсене те. Чăвашсем Пăкачах килнишĕн савăннă, ăна халалласа юрăсем хывса юрланă. Пăкачах халăха ирĕке кăларассине ĕненнĕ, шаннă. Анчах чăвашăн ĕмĕчĕ пурнăçа кĕреймен. Пăкачаха тытнă хыççăн халăхăн пурнăçĕ куççульпе тулнă.

  1. Степан Разин тата Емельян Пугачев çинчен юрланă вырăссен истори юррисемпе паллашасси.

Вырăссен истории юррисене илемлĕ вуласси.

Поход Разина на Волгу


Гой ты, батюшка славный Тихий Дон,

 Ты, кормилец наш Дон Иванович!

 Про тебя лежит слава добрая,

 Слава добрая, речь хорошая.

 Как бывало, Дон, ты быстер бежишь,

 Колыхаешься волной светлою,

 Подмываешь ты круты бережки,

 Высыпаешь там косы мелкия,

 А теперь ты, наш родной батюшка,

 Помутился весь сверху до низу,

 Струей быстрою уж не хвалишься,

 Волной светлою не ласкаешь взор.

 Аль надумали твои детушки

 Погонять свои струги легкие?

 Засиделись ли соколы твои

 И расправили крылья быстрыя?

 Не отняли ли у них волюшки,

 Не задали ли чести рыцарской?

 — Да, отняли всю мою волюшку,

 И поругана честь казацкая!

 Я созвал своих соколов лихих

 И послал разить злых насильников,

 Добывать себе славу громкую,

 А мне почестей, волю прежнюю.


Вниз по матушке по Волге,

 По широкому раздолью

 Подымалася погода,

 Погодушка верховая.

 Ничего в волнах не видно,

 Только лодочка чернеет....

 На ней паруса белеют

 На гребцах шапки краснеют,


Кушаки на них алеют.

 На корме сидит хозяин,

 Степан Разин разудалый.

 Наш хозяин во наряде,

 В алом бархатном кафтане.


Вниз по Волге реке,

 Волге-матушке,

 Струг казачий летит

 Разукрашеный.

 А на том-то стружке

 На снаряженом

 Удалых гребцов

 Сорок два сидит.

 Как один то из них,

 Добрый молодец,

 Призадумался, закручинился

 И на грудь опустил

 Буйну голову.

 «Эх вы, братцы мои,

 Вы, товарищи,

 Сослужите вы мне

 Службу верную:

 Киньте, бросьте меня

 В Волгу-матушку,

 Угасите мою

 Грусть, печаль, тоску.

 Не могу я смотреть,

 Как по отчинам

 Стонет пахарь-мужик

 Обездоленный;

 Как бояре, князья

 Безнаказанно

Над вдовой, сиротой

Потешаются.

И как Тихий наш Дон,

Дон Иванович,

Богатырь удалой,

Склонит голову

Пред насильем бояр,

Своих недругов,

Потеряет на век

Свою волюшку.

Ах убейте меня,

Рассеките грудь,

Выньте сердце мое

Вы казацкое

И заройте его

На холме крутом:

Пусть там стонет века,

Всем поведает,

Как любило оно

Волю вольную,

Как боролось оно,

Как терзалося

 За казачьи права,

 За народныя»

Пугачев в темнице


Ты звезда ли моя, звездочка,

Высоко ты, звездочка, восходила:

Выше леса выше темного,

Выше садика зеленого.

Становилась та звездочка

Над воротами решетчатыми.

Как во темнице, во тюремнице

Сидел добрый молодец,

Добрый молодец Емельян Пугачев.

Он по темнице похаживает,

Кандалами побрякивает:

«Кандалы мои, кандалики,

Кандалы мои тяжелые!

По ком вы, кандалики, доставалися?

Доставались мне кандалики,

Доставались мне тяжелые

Не по тятеньке, не по маменьке -

За походы удалые, за житье свободное!»

- Юрăсем камсем çинчен? Вĕсем мĕнле çынсем?

- Халăх вĕсене юратать-и? Хăш сăмахсенче палăрать?

- Вырăс юррисене чăваш юррисемпе танлаштарса мĕн калама пултаратăр?

Вĕреннине петĕмлетни.

  1. Истори юррисем

Чăвашсен

Вырăссен

Историре чăн пулнă пулăмсем е çынсем çинчен калаççĕ

+

Сюжетлă

+

Хавха тĕлĕшĕнчен синкерлĕ

+

Историзмсемпе архаизмсем пур

+

2.  Ачасен пĕлĕвне хакласси.

Киле ĕç (суйласа илмелле).

  1. «Нас не повергнет барин» тата «Пугачев в темнице»  юрăсене тишкерĕр.
  2. Диктофон çине чăваш халăх юррине çырса килĕр те класра пĕрле вĕренекенсене итлеттерĕр.
  3. Е чăваш, е вырăс истори юррине ÿкерĕр.

Халăхăн аваллăхĕ çинчен калакан юрăсем.

Конкретлă ĕç-пулăмпа

çынсем.

Ÿкерчĕклĕ

Куçăмлă

Чăвашсен

Истори юррисем VII-VIII ĕмĕрсенчен аталанма тытăннă

Вырăссен

Исторические песни возникли в период борьбы с татарским игом в XIII в.

Степан

Разин

авантюрист

ырă кăмăллă

тÿрĕ кăмăллă

ертÿçĕ

ăслă

хастар



Предварительный просмотр:

Чăваш литератури предмечĕ.

7-мĕш класс.

Чăваш ачисем валли хатĕрленĕ урок.

Урок теми: «ЮРАТРĂМ ЭП, ХИРСЕМ, СИРЕ…»

Сапăрлав тĕллевĕ: çут çанталăка, тăван çĕр-шыва юратма, ăна упрама тата хаклама вĕрентесси. Этем çут çанталăкăн пĕр пайĕ пулнине туйтарасси.

Пĕлÿ тĕллевĕ: Георгий Тал-Мăрсан «Хирте» сăвăри «çут çанталăк», «чун», «тăван тавралăх» ăнлавсене уçса парасси, вĕсен çыхăнăвне палăртасси, Инна Гоффăн «Русское поле» хайлавĕпе танлаштарса мĕн пĕрлештернине тупасси.

Аталантару тĕллевĕ: поэзи текстне тишкерме хăнăхтарасси, автор шухăшне уçса паракан сăмахсене тупса палăртасси, хайлавсене хак парасси, кашни хăйĕн шухăшне йĕркелесе ыттисем патне çитересси, тĕрлĕ авторсен хайлавĕсене танлаштарма хăнăхтарасси, вĕренекенĕн шухăшлавне, кăмăл-туйăм туртăмне аталантарасси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, шырав, илемлĕ вулав, кластер, синквейн, ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем, икĕ енлĕ дневник, текст, тишкерÿ, ыйту-хурав, танлаштаруллă тишкерÿ.

Пуплеве аталантарасси: вуланă текстпа усă курса палăртнă шухăша çирĕплетесси, илемлĕ вуласси, ăнлантаруллă вуласси, сăвăсене шайлаштарса тишкересси, эссе çырасси, пĕлтерÿсем тăвасси, тухса калаçасси.

Словарь ĕçĕ: хĕлхем – искра; улпут – барин, помещик; путене – перепелка, хурчăка (хурчка) – ястреб.

Курăмлăх хатĕрĕсем: «Эпиграф», «Чăваш тата вырăс ÿнерĕнчи хир сăнарĕ», «Поэтсен пултарулăхне танлаштарса тишкерни», «Хавлавсенче тăтăш тĕл пулакан мотивсем», компьютер, проектор, Ухсай Якăвĕн «Юратрăм эп, хирсем, сире» сăвви тăрăх хатĕрленĕ видоролик, картинăсен репродукцийĕсем.

Урок тĕсĕ: интеграци урокĕ.

Урок эпиграфĕ:  Çут çанталăк çути пурне те çитет (Ваттисен сăмахĕ)

                              Отчизна – это край, где пленница душа (Вольтер)

Урок юхăмĕ

  1. Килти ĕçе тĕрĕслени.
  1. Вырăс тата чăваш çыравçисенчен камсем çут çанталăк çинчен çырнă?
  2. Çут çанталăк илемне сăнлакан хăш хайлавсене асăнма пултаратăр?
  3. Çут çанталăка упрама хистекен ваттисен сăмахĕсене асанăр.
  4. Çут çанталăк çинчен хывнă чăваш тата вырăс юррисене аса илĕр.

II. 1. Учитель сăмахĕ.

- Паян эпир чăваш поэчĕн Героргий Тал-Мăрсан «Хирте» тата вырăс поэчĕн Инна Гоффăн «Русское поле» сăввисен темипе проблемине ăнлантарма тăрăшăпăр.

Мĕн тери илемлĕ пирĕн тавралăх: йывăç-курăк, улăх-çаран, çырма-çатра, шыв-шур, вăрман. Çакă чуна тыткăнлать, унпа киленес килет. Анчах, юлашки вăхăтра, эпир çут çанталăка хисеплеми пултăмăр: вăрмансене  тĕлли-паллисĕр касатпăр, шыв-шура наркăмăшлатпăр, кашни утăмра çÿп-çап пăрахса тавралăха тирпейсĕрлететпĕр.

- Çакăн пек пулăмшăн кам айăплă-ши?

-Эсир мĕн сĕннĕ пулăттăр?

2. Урок темине, тĕллевне палăртасси.

- Паянхи урокра эпир тăван тавралăх илемĕ пирки калаçăпăр, Георгий Тал-Мăрсан «Хирте» сăввине Инна Гоффăн «Русское поле» хайлавĕпе танлаштарса тишкерĕпĕр.

Урок эпиграфĕпе паллаштарасси.

- Урок эпиграфĕнчен эсир мĕн пĕлтĕр?(Калаçăва вырăс литературине верентекен хутшăнать. Вăл «пленница» сăмах çинче чарăнса тăрать).

«Чăваш тата вырăс ÿнерĕнчи тăван тавралăх илемĕ» презентаципе ĕçлесси.

1. Чăваш ÿнерĕ. Данилов Анатолий Васильевичăн «Чăваш уй-хирĕ», Романов Юрий Николаевичăн «Уй», А.Е. Вдовичевăн «Таллă пиçенлĕ пейзаж» картинисемпе паллашни.

2. Вырăс ÿнерĕ.  Шишкин Иван Ивановичăн «Рожь», Мясоедовăн «Дорога во ржи», Казимир Малевичăн «Урожай ржи» картинисемпе паллашни.

3. - Картинăсенче çут çанталăкăн хăш вăхăтне сăнланă?

- Картинăсенче мĕн сăнланнă?

- Художниксем ытларах мĕнле тĕссĕмпе усă курма тăрăшнă?

4.11-мĕш класра вĕренекен Краснова Наташăн Ухсай Яккăвĕн «Юратрăм эп, хирсем, сире» сăвви тăрăх хатĕрленĕ видеороликпе паллашни.

- Видеоролик сирте мĕнле туйăмсем çуратрĕ?

- Видеороликри кĕвĕ тата ÿкерчĕксен речĕ сăвă содержанийĕпе килĕшсе тăраççĕ-и?

-Видеоролик авторĕ пире мĕн каласшăн?

 

5. Вĕрентекен пĕтĕмлетĕвĕ.

Чăн та, хире сăнланă чух художниксем ытларах сарă е ăна çывăх тĕссĕмпе усă кураççĕ. Сарă тĕс – ăшă тĕс. Çавăнпа та  вĕсен картинисем пирте çепĕçлĕх, лăпкăлăх, канăçлăх çуратаççĕ. Çакнах эпир сăмах ăстисен хайлавĕсенче те куратпăр.

  1. Кластер тăвасси. 

– Ачасем, «Тăван тавралăх» ăнлавпа эсир мĕнле сăмахсем çыхăнтарнă пулăттăр?

6. Экран çине «Поэтсен пултарулăхне танлаштарса тишкерни» слайд тухать.



Георгий Тал-Мăрса

(1895-1921)

Чăваш сăвăçи, драматургĕ, тăлмачи, артисчĕ, режиссерĕ



Инна Гофф

(1928-1991)

Вырăс сăвăçи, çыравçи.

  1. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен ачасене Тал-Мăрсан кун-çулĕпе кĕскен паллаштарать.
  2. Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Инна Гофф кун-çулĕпе кĕскен паллаштарать.
  3. Вĕренекенсенчен пĕри «Русское поле» сăввăн историйĕне каласа парать.

V. Текстпа ĕçлесси.

1. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ:

Г.Тал-Мăрсан «Хирте» сăввипе паллаштарать, сасăпа илемлĕ вулаттарать, ыйтусене хуравлаттарать.

-  Сирте сăвă мĕнле туйăмсем çуратрĕ? Туйăмсене сăрăсемпе, кĕвĕсемпе ÿкерĕр.

- Куç умне мĕнле ÿкерчĕксем тухрĕç?

- Унта ытларах мĕнле тĕссем тĕл пулчĕç?

2.  Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ:

И.Гоффăн «Русское поле» сăввипе паллаштарать, сасăпа илемлĕ вулаттарать, ыйтусене хуравлаттарать.

- вĕренекенсем «Русское поле» видеоролик пăхаççĕ,

- ыйтусемпе ĕçлеççĕ.

3. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ:

      - Георгий Тал-Мăрсан сăввине юрра хывма пулать-и? Мĕншĕн? (Халăх юррине çывăх).

Словарь ĕçĕ тăвасси: экран çинчи сăмахсене вулаççĕ, куçараççĕ, пĕлтерĕшĕсене ăнлантараççĕ:

хĕлхем – искра;

улпут – барин, помещик;

путене – перепелка,

хурчăка (хурчка) – ястреб т.ыт.т.

VI. Ушканпа ĕçлесси.

Ачасене 4 ушкăна пайласси: 1-мĕш ушкăнăн «Хирте» сăвă тăрăх таблицăллă каластер тăвасси, кайран синквейн çырасси, синквейнри сăмахсемпе эссе хайласси; 2-мĕш ушкăнăн «Русское поле» сăвă тăрăх каластер тăвасси, кайран синквейн çырасси, синквейнри сăмахсемпе эссе хайласси; 3-мĕш ушкăнăн «Хирте» сăвă тăрăх ÿкерчĕк ÿкересси, 4-мĕш ушкăнăн «Русское поле» сăвă тăрăх ÿкерчĕк ÿкересси.

1-мĕш ушкăн

«Хирте» сăвă тăрăх таблицăллă кластер тăвасси.

Япала ячĕ

Паллă ячĕ

Глагол

Куç, вĕç, ыраш, тинĕс, канлĕх, хум, хум, пучах, çил, пĕлĕт, хĕвел, тинĕс, хĕлхем, ана, пуç, тымар, ăшĕ, путене, сасă, хурчăка, çĕр, сăрт, çул, тусан, çил, утти, çуран çын, кил, Турă, тав, тута, чĕре, çул, шăрăх, тар, эрех, черкке, чун, тăван, сăра, пуç, улпут-хуçа, хĕр, ĕмĕт, ĕç, ĕç, тĕрме, тĕнче, тĕрме, кил, эрех, чун, сăмах, улпут-хуçа, хир, хир, тырă, чун, тырă, вăрман, тинĕс, чун, кăмăл, тырă, пăр, Турă, чун


Чун – 5 хут

Тырă (ыраш, пучах) – 4 хут


Аслă, ылтăн, лăпкă, тулли, ăшă, çутă, ылтăн, вăрттăн, аслă, çăмăл, шăрăх, ырă, йÿçĕ, хуйхăллă, ăшă,  савăнăçлă, çутă, ылтăн, ăшă, ырă

Ăшă – 3 хут

Çутă – 2 хут

Ылтăн – 2 хут

Аслă – 2 хут

Виçейми, çитейми, хумханать, пĕлмест, хăвалать, вылятать, юратать, чуптăвать, тăкăнать, парать, сăнать, яранать, çÿрет, асту, хускатать, килет, курать, тăсать, пуçлать, васкать, васкать, таврăнать, савăнать, тăвать, кулать, сикет, вылянать, уткалать, пулмалла, калаçать, сисĕнмест, юхать, пĕлмест, хумханать, тапратать, сыватать, кăларать, мухтать, пулать, савать, юратать, чуптăвать, кĕртет, юратать, пулать, тухать, курать, савăнать, утать, килет, киленет, каламан, мухтаман, тухать, таврăнать, курать, савăнать, каять, хунать, ларать, хумханать, савăнать, тав тăвать, хăтарать, кĕлтăвать, пухать, курать, тархаслать


Савăнать – 4 хут

Юратать (савать) – 4 хут

Хумханать – 3 хут

Таврăнать – 2 хут

Чуптăвать – 2 хут

Синквейн

1.  Чун

2.  Ăшă, çутă

3. савăнать, юратать, хумханать

4. Ăшă, çутă чун савăнма та, юратма та хумханма та пултарать.

5. Пурнăç

Эссе

Ырă çыннăн чунĕ яланах ăшă, çутă. Ырă ĕç тусан чун савăнать, атте-анне юратать, тĕрĕсмарлăха курсан – хумханать. Ăшă, çутă чун савăнма та, юратма та хумханма та пултарать. Чун вăл – пĕтĕм пурнăç.

«Русское поле» сăвă тăрăх кластер тăвасси.

Синквейн.

  1. Поле.
  2. Русское, родное.
  3. Радует, волнует, обнадеживает.
  4. Русское поле сохранится в памяти навсегда.
  5. Отчизна.

Эссе.

Русское поле сохранится в душе каждого человека на долгие годы. Оно для каждого очень родное. Поле несравнимо ни с чем: ни с лесами, ни с морями. Оно всегда радует, волнует, обнадеживает. Поле является для меня частью Отчизны, а я в ней тонкий колосок.

II. Вĕреннине çирĕплетни.

1. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ:

- «Хирте» сăвă мĕн çинчен? (Этем чунĕ пирки).

- Мĕн вăл чун? (Ыраш, тинĕс, çил, хĕвел т. ыт. те)

- Чун мĕнле пулма пултарать? (Ăшă, ылтăн, лăпкă т.ыт. те).

- Чун мĕн тăвать? (Савăнать, хумханать, сăнать, чуптăвать).

- Тал-Мăрса сăввинчи  тĕп сăмах – «чун». Хир вăл – чун, хир вăл – тăван çĕр-шыв.  Чун тата тăван çĕр-шыв ăнлавсем пĕр пĕринпе çыхăннă-и?

2. Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ:

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ панă ыйтусенех парать.

Вывод: ключевыми словами в стихотворении И.Гофф, в отличие от стихотворения Тал-Мрзы являются слова «поле», «Отчизна», «колосок», т.е. человек (колосок) является частичкой родины. Это мы видим и на картинах художников: колосок - человек, колосок – часть поля, человек – часть Отчизны.

VIII. Урока пĕтĕмлетни.

  1. Икĕ сăвва танлаштарнă хыççăн эсир мĕн калама пултаратăр?

(Доска çине 3-мĕшпе 4-мĕш ушкансен ÿкерчĕкĕсене çакаççĕ, танлаштараççĕ).

Экран çинче «Хайлавсенче тăтăш тĕл пулакан мотивсем» слайд.

2. Ачасен пĕлĕвне хакласси.

IX. Киле ĕç пани (пĕрне суйласа илмелле).

  1. Г.Тал-Мăрсан «Хирте» сăвăн пĕррмĕш 3 çаврине пăхмасăр вĕренĕр.
  2. И. Гоффăн «Русское поле» сăввăн пĕрремĕш çаврине пăхмасăр веренĕр.
  3. Икĕ сăввинчен эпитетсене, танлаштарусене, метафорăсене тетрадь çине çырса илĕр е кластерти сăмахсемпе сăмах майлашăвĕсем çырăр.

Рефлекси.

- Паян эсир мана тĕлĕнтертĕр – эпĕ сирĕнпе çав тери кăмăллă. Çавăнпа та урок вĕçĕнче çакăн пек вăйă ирттересшĕн. Партăсем хушшинчен тухса çаврана тăма ыйтатăп. Паян (вĕренекенĕн ячĕ) аван ĕçлерĕ. Эпĕ ун ячĕпе алă çупатăп. Малалла эсир камшăн алă çупнине калăр, ман пек тăвăр.

сукмак

хĕвел

çырма

чечек

вăрман

тырă пусси

Тăван тавралăх

… Золотое шумящее поле налитых колосьев было последним мирным видением моего отрочества…                    Инна Гофф

Тал-Мăрса юлашки хут  XX ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенчи выçлăх тата вилес умĕнхи ыраш пуссине сăнланă.

боль

тоска

колос

дорога

Отчизна

счастье

Поле

Хир, вăрман, çул,  чун, тинĕс

«Хирте»

«Русское поле»