Внеклассные мероприятия

Никитина Наталия Петровна

Внеклассные мероприятия , проводимые в классе

Скачать:


Предварительный просмотр:

Савăнăçлисемпе тавçăруллисен конкурсĕ

7 класра вĕренекен ачасем валли хатĕрленĕ уяв сценарийĕ

Тĕллевĕсем:

-  ачасен тавракурăмне ÿстересси, аталантарасси;

- тăван халăхăн историпе культурине тарăнрах вĕрентесси;

- ачасене чăваш халăхĕн йăли-йĕркисене хисеплеме вĕрентесси.

Ушкăнсем пĕр-пĕринпе паллаштараççĕ, саламлаççĕ, ăнăçусем сунаççĕ.

1 тур

«Малалла-малалла» вăйă

Ыйтусем çине хуравламалла. Хуравне пĕлмесен «малалла-малалла» темелле.

Вăхăчĕ 1 минут.

1 ушкăн

  1. Чăваш Республикин тĕп хули. ( Шупашкар)
  2. Виççĕмĕш космонавт. ( А.Г.Николаев)
  3. Ачана çывăрттармалли юрă. ( Сăпка юрри)
  4. Чăвашсен пĕрремĕш композиторĕ. (Ф.П.Павлов)
  5. Кăшарни хăçан пулать? (Кăрлачăн 19-мĕшĕнче)
  6. Укăлча. (Ял хĕрри)
  7. Сÿс хÿреллĕ хурçă йытă. (Йĕппе çип)
  8. Мĕн вăл фольклор? (Халăх сăмахлăхĕ)
  9. Н.Сверчков кам? (Художник)
  10. Çиччĕ виç те пĕрре кас. (Ваттисен сăмахĕ)
  11. Кăçат сăмах мĕнле сăмахран пулнă? (Кĕççе атă)
  12. Чăвашран тухнă пĕрремĕш архитектор. (П.Е.Егоров)
  13. Тÿпе юрăçи мĕн ятлă? (Тăри)
  14. Аваллăх килне мĕнле калаççĕ? (Музей)
  15. Çĕр-шыв символĕсем (Герб, ялав, гимн)
  16. Хĕллехи уйăхсем. (Раштав, кăрлач, нарăс)
  17. Шыв тапса выртакан вырăн. (Çăл куç)
  18. Карçинкка тумалли хатĕр. (Хулă)
  19. Чăваш хĕрупраçăн пуçне тăхăнмалли. (Тухья)
  20. Качча каякан туй вăхăтĕнче мĕн айĕнче ларнă. (Пĕркенчĕк)

2 ушкăн

1. Чăвашсен кĕпе çĕлемелли пусма мĕн ятлă? (Пир)

2. Чăвашсен паллă педагогĕ, чăваш культурин патриархĕ. Кам вăл? (И.Я.Яковлев)

3. Чăваш çĕр-шывĕн ялавĕн тĕсĕ. (Сарăпа хĕрлĕ)

4. Андриан Григорьевич Николаевăн тăван ялĕ. (Шуршăл)

5. Чăвашсем хĕллехи вăхăтра мĕн тăхăнса çÿренĕ? (Сăхман, тăлăп)

6. Шупашкар хулине миçемĕш çулта пĕрремĕш хут хут çинче асăннă? (1469)

7. Чăваш çĕрĕнче çуралса ÿснĕ Хĕрлĕ командир, граждан вăрçин паттăрĕ. (В.И.Чапаев)

8. Чăваш Республикин гимн авторĕсем (И.С.Тукташ, Г.С.Лебедев)

9. Ака пĕтсен ирттерекен уяв мĕн ятлă? (Акатуй)

10. Хĕллене ăсатса çуркуннене кĕтсе илмелли уяв. (Çăварни)

11. Чăваш Республикин президенчĕ кам? (М.В.Игнатьев)

12. Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн тĕп хули. (Пăлхар)

13. Чăваш чĕлхин 17 томлă словарьне пухса хатĕрленĕ тюрколог. (Н.И.Ашмарин)

14. Качча кайнă хĕр арăмсен пуçне мĕн тăхăннă? (Хушпу)

15. Чăваш Республикинче пурĕ миçе хула? (9)

16. Чăваш тĕррисенче тĕл пулакан тĕссем. (Шурă, хура, хĕрлĕ, симĕс, кăвак, сарă)

17. Пĕр пăтра миçе килограмм? (16 кг)

18. Чăвашсем çĕнĕ çула хăçан кĕтсе илнĕ? (Çуркунне)

19. Пирĕн несĕлсем мĕнле календарьпе усă курнă? (Уйăх-хĕвел)

20. Чăвашсен пĕрремĕш Олимп чемпионĕ кам? (А.Игнатьев)

2 тур

«Эп – сана, эс – мана».

Кашни ушкăн ыйтусем хатĕрленĕ, пĕр-пĕрне ыйтусем параççĕ.

2-шер ыйту.

3 тур

«Асамлă сăмахсем». Умлă-хыçлă каласа пыраççĕ. Кашни асамлă сăмахшăн пĕр очко.

Тĕслĕхсем.

- Сывлăх сунатăп.

- Чипер-и?

- Ырă кун пултăр.

……..

4 тур

«Тимлĕ пулăр». Эпĕ сăмахсем вуласа тухатăп, эсир тимлĕ пулăр.

1 ушкăн

  1. Сăхман, параппан, тÿт, кĕсле, уйран, шăхлич, шăпăр, нăй

 музыка инструменчĕсен ячĕсене каласа тухăр.

  1. Тухья, шÿлкеме, пушăт, пиçиххи, ама, яркăч, пÿремеч, тевет

чăвашсен капăрлăх хатĕрĕсене калăр.

2 ушкăн

1.   Салма, икерчĕ, серте, кукăль, тенкĕ, шăрттан, тултармăш, шÿрпе

чăваш апат-çимĕç ячĕсене каласа тухăр.

  1.  Сенĕк, чăрăш, хунар, шăрçа, кукăр-макăр, алтăр, чĕнтĕр, мăйрака

чăваш тĕррин çĕввисен ячĕсене каласа тухăр.

5 тур

Ÿкеретпĕр. Кашни ушкăна пĕр текст панă. Çав текстăн ятне пĕлмелле, текст тăрăх ÿкерчĕк тумалла.

1-мĕш текст.

«Уявăн юлашки кунĕнче пурте лашисене, çунисене капăрлатнă, катаччи чупнă. Капăр тумланнă хĕрсем çунасем çине ларса ял тăрăх юрласа çÿренĕ. Ял тавра хĕвеле май çаврăнмалла пулнă.»

2-мĕш текст

«Пÿрте малтан хĕр ачана кĕртме тăрăшнă, ун пек тусан выльăх-чĕрлĕх вăкăрсемпе такасем мар, тына-пăру, путек-сурăх ытларах тăвать тесе шутланă. Малтан кĕнĕ хĕр ачана минтер çине лартнă, вăл хăйне питĕ шăппăн тытма тăрăшнă.»

Ачасем ÿкернĕ вăхăтра куракансемпе выляса илетпĕр.

Мăшăрсене тупмалла.

1. сурăх – така

2. ĕне – вăкăр

3. кĕсре – ăйăр

4. чăхă – автан

5. хĕр арăм – ар çын

Ăру тăсаканне тупмалла

1. сурăх – путек

2. ĕне – пăру

3. чăхă – чĕпĕ

4. сысна – çури

5. лаша – тиха

6. çын - ача

6 тур

Сăвă калатпăр. Икĕ ушкăна та пĕр пек сăвă паратпăр. Пилĕк минут хушшинче ăна ушкăнпа пăхмасăр вĕренмелле те каласа памалла.

Çĕр-шывсем нумай тĕнчен

Пĕринчен тепри илемлĕ,

Эпĕр – Улăп йăхĕнчен,

Чи ирĕклине иленнĕ.

Халăхсем нумай тĕнчен,

Пĕринчен тепри тĕреклĕ,

Эпĕр – Улăп йăхĕнчен,

Сапăр та сатур чĕреллĕ.

Пăхмасăр вĕреннĕ вăхăтра драмкружок членĕсем «Вĕçкĕн Ваççа» кулăшла сăвва выляса параççĕ.

Юлашкинчен жюри пĕтĕмлетÿ тăвать. Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр, парнесем паратпăр.

Уява Патăрьел районĕнчи Алманчăри вăтам шкулта тăван ен культурине вĕрентекен Никитина Наталия Петровна хатĕрленĕ.