«Шăмалак ялĕн кун-ҫулĕ» тĕпчев ĕҫĕнче Львов Семен кĕскен ял мĕнле пуҫланса кайнине, унăн революцичченхи тата 20-мĕш ĕмĕрти аталанăвне пăхса тухнă. Ҫавăн пекех шкул историне, хуҫалăх аталанăвĕн хăш-пĕр тапхăрĕсене тишкернĕ.
Вложение | Размер |
---|---|
![]() | 27.32 КБ |
Елчĕк районĕн вĕренÿ тата çамрǎксен политикин пайĕ
Шăмалакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул
Тĕпчев ěҫě:
Шăмалак ялĕн кун-ҫулĕ
Ĕҫе пурнăҫлаканě:
9-мěш класра вěренекен Львов Семен
Ертÿҫи: чăваш чěлхипе литература учителě
Васильева Ираида Ивановна
Шăмалак, 2017 ҫул
Содержани
«Камсем эпир?
Мĕнле йăхран эпир?..»
В.Станъял
Кÿртĕм
«Тăван ҫĕрĕн тусанĕ те тăван, пылчăкĕ те пылак», - тенĕ Геннадий Никандрович Волков. Чăн та, хамăр ҫуралса ӱснĕ, ураланнă, вĕренсе ҫын пулнă ял яланах чуна ҫывăх, паха. Унран хакли, ырри тĕнчере урăх ҫук та пулĕ. Ваттисем: «Аваллăхсăр малашлăх ҫук», -теҫҫĕ. Ҫавăнпа та эпĕ хамăр ял историне тишкерсе пăхас терĕм.
Манăн ĕҫĕн тĕллевĕ: Шăмалак ялĕн аталанăвĕн ҫул-йĕрне тишкерсе тухасси.
Ҫак тĕллеве пурнăҫлас тесе эпĕ хамăн ума ҫакăн пек задачăсем лартрăм:
1.Шăмалак ялĕ ҫинчен ҫырнă тĕрлĕ литература материалĕсемпе паллашасси; 2.Шкул архивĕнче упранакан тĕрлĕрен документсемпе паллашасси; 3.Интернет-ресурссенче Шăмалак ялĕ ҫинчен мĕн пуррине тĕпчесе тупасси;
4.Ял историне лайăх ас тăвакан ҫынсемпе тĕл пулса калаҫасси.
Кашни ялăн хăйĕн историйĕ, аталану ҫул-йĕрĕ, хăйне уйрăм пурнăҫĕ. Ял историне тĕпчесси, хамăр хушăра пурăннă, ял хуҫалăхне, ҫынсен пурнăҫĕн шайне аталантарас ĕҫре тарăн йĕр хăварнă ҫынсене асра тытасси – пирĕн тивĕҫ тесе шутлатăп эпĕ. Вĕсен ĕҫĕ-хĕлĕ – хăй пĕр истори.
Манăн тăван ялăм – Шăмалак. Вăл ытти ялсем пекех хăйне евĕрлĕхĕпе, пултаруллă та талантлă ҫыннисемпе палăрса тăрать. Эпĕ хамăн ĕҫре кĕскен ял мĕнле пуҫланса кайнине, унăн революцичченхи тата 20-мĕш ĕмĕрти аталанăвне пăхса тухасшăн. Ҫавăн пекех шкул историне, хуҫалăх аталанăвĕн хăш-пĕр тапхăрĕсене тишкересшĕн.
Ял шăпи
Шăмалак – вырăсла Шемалаково. Ĕлĕк Пăва уесĕнчи Тăмпиел уесне кĕнĕ, 1918-1927 ҫулсенче –вулăс центрĕ, 1921 ҫулхи ноябрĕн 11-мĕшĕнче ăна Патăрьел уесне кĕртнĕ. 1927 ҫулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен Елчĕк районĕнче тăрать, хăйне уйрăм ял Совечĕ. 1960 ҫулхи февралĕн 20-мĕшĕнчен Лащ-Таяпа ял Советне кĕрет (халĕ ячĕ улшăннă ĕнтĕ – Лаш-Таяпа ял тăрăхĕ).
Шăмалак ят ăçтан тупăннине ватăсем те лайăх ăнлантарса параймарĕç. В.Г. Егоров ăсчах ҫапла ăнлантарать: Шăмалак Шейх +Амаллах, шейх «князь е ăру пуçлăхĕ», Амаллах- çын ячĕ.
Ăҫтан пуҫланса кайнă-ха пирĕн ял? Ҫакăн пирки Федор Сергеевич Денисовпа (1875-19691) Трифон Ильич Ильин (1878-1972) каласа пани кăсăклă. «Икĕ чăваш пуҫласа янă Шăмалак ялне. Куланай тӱлесе тарăхнă пирки хăйсен общинисенчен тарса килнĕскерсем. Вĕсем ҫак вырăна ҫитнĕ те, ют ҫынсен куҫĕнчен пытанса, ҫырман икĕ юппинчи уҫланкăна вырнаҫнă. Пĕрне, вăрăм пăшал тытнăран, Платун салтак тенĕ. Теприне ăратти-мĕнĕпе «Аслă картишсем» тесе чĕннĕ».
Ҫакăн пек калакансем те пур: Шăмалăк ялне пуçлакансем хальхи Куславкка районĕнчи Энтри пасар патĕнчи Шăмалăхран (вырăсла Шималахово) куçнă пулĕ теҫҫĕ. Шăмалак ялĕ ҫуралнă вăхăт 1700-мĕш ҫулсене пырса тивет пулас.
Пирĕн ял ĕлĕк-авалтанах вăрманпа пуян пулнă. Ваттисем аса илнĕ тăрăх, кунти сунарҫăсем упа-кашкăр, сăсар, ăтăр, хăнтăр, пакша, пăчăр, кайăк кăвакалĕ, ăсан, карăк тытнă.
Шăмалак ялĕ 40 киле ҫитсен (1840-мĕш ҫулсенче) ҫунса кайнă. Ҫунмасăр икĕ килĕ анчах юлнă: Ермаков Илья Иванович тата Чернов Василий Дмитриевичсем пурăннă вырăнти ҫуртсем.
Ку вăхăтра пирĕн ял чăвашĕсем Киремете ĕненнĕ. Итут ҫырминчен кăнтăр еннерех 3 хурăн – чӱк йывăҫҫисем ларнă. Шăмалак ҫыннисем ҫурт пуҫне пĕрер пашалу пĕҫерсе хурăнсем патне чӱк тума тухнă. Хальхи сад вырăнĕнче киремет юманĕсем ӱснĕ, ҫак юмансем патне ҫынсем тĕрлĕ инкек-синкекрен хăтăлас тесе пуҫ ҫапма ҫӱренĕ.
1900-мĕш ҫулсен тĕлне Шăмалак ялĕнче 100 хуҫалăх ытла пулнă. Ҫак урамсем пулнă: Аслă урам, Ту кас, Вăта кас, Чиркӱ касси, Турчăка касси.
Чиркӱ кассин шкул вырнаҫнă енче йăлтах акакан ҫĕр пулнă. Ял варринче удельнăй (мăкаҫей) кĕлечĕсем пулнă. Ҫак кĕлетсенче удельнăй ҫĕрĕ ҫинчен пуҫтарнă тырра усранă. Ҫуркунне ҫитсен вара вăрлăхсăр тăрса юлнă хресченсене кивҫен панă. Удельнăй кĕлечĕсенче тырра темиҫе ҫул упранă. Тырра сыхлама хуралҫă уйăрнă. Пирĕн ялта колхоз туса хурсан ҫак кĕлетсене колхоз кĕлечĕсем туса хунă.
Хальхи Вăрман кассине пуҫласа яраканĕ Федор Антонович Родионов пулнă. Родионов революциччен Хыркасси ялĕ енчи вăрман ҫумне хутора тухса ларнă пулнă. Ку хуторта унпа пĕрле Яманчурел ҫынни Немцев Петр пулнă. Хальхи Вăрман касси вырăнĕнче вара арендăна паракан ҫĕр пулнă. Ҫав ҫĕре хресченсем пĕр ҫулталăка 20 тенкĕ тӱлесе пĕр десятина ҫинче тырă акса туса илме пултарнă.
1924-мĕш ҫул тĕлне хальхи Яманчурел кассинче пурĕ те икĕ килĕ анчах пулнă: Егоров Кузьма Егоровичăн тата Матвеев Семенăн.
Туйра касси вара иккĕмĕш тĕнче вăрҫи пуҫланас умĕн анчах пуҫланса кайнă.
Ялта чиркӱ тăвиччен Шăмалак ялĕ Хыркасси прихутне кĕнĕ. Ку прихута Шăмалаксăр пуҫне Упи, Яманчурел, Тăмпиел, Хыркасси, Хĕрĕх Сайтак ялĕсем кĕнĕ. Шăмалакра чиркӱ 1900-1903 ҫулсенче тунă. Малтанхи пуп Упи чăвашĕ Василий Петрович пулнă, ун хыҫҫăн – Афанасий Сергеевич. Виҫҫĕмĕш пупĕ вара Пасарлă Упи чăвашĕ Николай Максимович, ун хыҫҫăн Михаил Данилович пулнă. 5-мĕш пупĕ – Мирун пуп (Журавлев Мирон), юлашкийĕ вара – Алексей Капитонович.
Шăмалак пуянĕсен аллинче 8 ҫил арманĕ пулнă. Арман тытакансем ҫаксем пулнă: Чернов Иван Васильевич, Чернов Павел Васильевич (2 арман), Казначеев Никифор Семенович, Чернов Дмитрий Данилович, Ермаков Тимофей, Шуйков Капитон Павлович, Шуйков Андрей. Кунсăр пуҫне Гаврил Казначеевăн, Федор Сидоровăн, Дмитрий Черновăн кĕрпе арманĕсем пулнă.
Граждан вăрҫи вăхăтĕнче шурă ҫар салтакĕсем Шăмалак ялĕнче пулман. Ял урлă хĕрлисем ҫеҫ иртсе кайнă. Пĕр ушкăнĕ вăрман урлă Хыркасси ялĕ енчен, тепĕр ушкăнĕ Упи ҫулĕпе килнĕ. Ҫак ушкăнсенче ҫуран салтаксем те, юлан утҫăсем те пулнă. Хĕрлĕ гвардеецсем чиркӱ умне пуҫтарăннă. Пуп вĕсене ҫăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Ывăнса ҫитнĕ ҫуран салтаксене Шăмалак ял ҫыннисем лашасемпе Вăрăмхăвана ҫити ăсатнă. Шуррисемпе ҫапăҫма Ермаков Василий, Кулаков Сергей, Романов Костантин, Чернов Леонтий кайнă.
Ҫĕр-шывра ҫăкăр ҫитмен вăхăтра Шăмалак ялне продотрядсем киле-киле кайнă. Вĕсем пуянсем пытарнă тырăсене шыраса тупса, ҫапман капансене ҫаптарса хулана леҫнĕ.
1921-мĕш ҫулхине Атăл тăрăхĕнче выҫлăх пуҫланнă. Шăмалакра вара 1920-мĕш ҫулхинех тырă пулман, ҫавна пула ҫынсем нумай вилнĕ.
1926-мĕш ҫулта ялта кооператив тăваҫҫĕ. Ăна тăваканĕ – Денисов Яков Степанович. Ҫак потребительсен обществине «Красный мужик» ят панă. Общество членĕсем: Денисов Яков Степанович, Денисов Петр Федорович, Тарасов Коснтантин, Шуйков Николай Максимович, Данилов Дмитрий. Уйрăм магазин ҫурчĕ пулман. Суту-илӱ ĕҫне уйрăм ҫынсем патĕнче тунă. Пĕрремĕш сутуҫă – Данилов Дмитрий Данилович.
Хуҫалăх аталанăвĕн ҫул-йĕрĕ
1929-1930-мĕш ҫулсенче ҫĕр-шывра колхозсем тăвас юхăм пуҫланать. Шăмалак ялĕ те айккине тăрса юлмасть. 1929 ҫулхи декабрь уйăхĕнче ял ҫыннисене пухăва пуҫтараҫҫĕ. Тĕп ыйту – колхоз йĕркелесси. Нумай калаҫнă хыҫҫăн колхоза 19 ҫемье (Л.Ф.Родионов, Л.Я.Яковлев, Н.В.Казначеев,А.З.Денисова, З.С.Герасимов, К.П.Шуйков, Н.Я.Лисов, М.Д.Иванов, В.С.Романов,К.М.Романов, А.О.Осипов тата ыттисем) ҫырăннă. Колхоза «Красный мужик» ят панă. 1930 ҫулхи мартра колхоз саланса кайнă. Унта 11 хуҫалăх кăна (Л.Ф.Родионов, Н.Я.Яковлев, Н.В.Казначеев,А.З.Денисова, З.С.Герасимов, К.П.Шуйков, Н.Я.Лисов, В.С.Романов,К.М.Романов, А.О.Осипов, Л.Я.Яковлев) пулнă. Председательте Николай Васильевич Казначеев юлнă.
1932 ҫул тĕлне колхоза 22 хуҫалăх кĕнĕ.
1934 ҫулта колхозри 34 хуҫалăха икĕ бригадăна уйăрнă (бригадăсене К.М.Львовпа И.Н.Николаев ертсе пынă). Колхоз паха вăрлăх акма тăрăшнă, ăна тасатнă, уйра ятарласа вăрлăх ӱстермелли участоксем уйăрнă. Ҫав ҫул тырă ăнса пулнă. Ҫитĕнӱсемпе хавхаланнă колхозниксем колхоз ятне улăштарса ăна «Вторая пятилетка» ят панă.
1935-мĕш ҫултан колхозниксене тырăпа пĕрле пахча ҫимĕҫ те пама тытăнасҫĕ. Колхоз полуторка машина туянать.
1937 ҫулта ҫанталăк лайăх тăни, тислĕкпе пĕлсе усă курни, уй-хире таса тытни вăйлă тырă-пулă туса илме май парать. Пурнăҫ лайăхланнă. Колхозниксем ҫĕнĕ ҫуртсем лартнă, лайăх тумтир тăхăнма пуҫланă, ҫамрăксем вăтам тата аслă пĕлӱ илме тăрăшнă.
1938 ҫултанпа выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси вăйланнă. Ĕне, сысна фермисем туса лартнă. Лашасене Иван Филиппович Филиппов конюх юратса пăхнă.
Ҫавах та ял халăхĕн шухăшĕ иккĕллĕ пулнине кура час-часах колхоз ертӱҫисем улшăннă (Л.С.Чернов, К.М.Романов, Я.С.Денисов, З.С.Герасимов). 1940 ҫулхи март уйăхĕнче председателе Стефан Ильич Николаев ҫамрăка лартаҫҫĕ. Ҫирĕп ҫын пулнă Николаев. Колхоз ҫĕнĕ техника туянма пуҫланă: молотилкăсем, сеялкăсем, веялкăсем.
Вăрҫă ҫулĕсенче, ытти нумай хуҫалăхсем пекех, «Вторая пятилетка» колхоз та хавшанă. Ĕҫшĕн тӱлесси чакнă, мĕн туса илнине пĕтĕмпех патшалăха памалла пулнă.
1954-мĕш ҫулхи февраль уйăхĕнче халăх «Вторая пятилетка» колхоза ертсе пыма Иван Яковлевич Денисова шанать, пĕр саслăн пулса ăна пĕрлешӳллĕ хуҫалăхăн председательне суйлаҫҫĕ. Ун чухне вăл 28 ҫулта, ҫемьеллĕ ҫын пулнă.
Вăрҫă вăхăтĕнче те, ун хыҫҫăн та колхозра ҫирĕп хуҫа пулман, ĕҫ дисциплини хавшанă. Ҫавăнпа та ҫамрăк председателĕн колхоза ура ҫине тăратма нумай вăй хума тивнĕ. Кунне-ҫĕрне пĕлмесĕр ĕҫленĕ вăл, колхозри ватă ҫынсемпе, специалистсемпе канашланă. Кадрсен яваплăхне ӳстернĕ, ял хуҫалăхĕнчи паха опытпа усă курма тытăннă, строительство ĕҫĕсене вăйлатнă. Ҫĕр пулăхне ӳстерес шутпа вырăнта удобрени хатĕрлессине йĕркеленĕ, вăрмантан хире торф кăларма, минераллă удобренисемпе усă курма пуҫланă. Тăрăшса ĕҫлени сая кайман: тыр-пул тухăҫĕ ӳсме пуҫланă. 1958-мĕш ҫулта кашни гектартан 13 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ, колхозăн тупăшĕ пĕр миллион тенке (ун чухненхи укҫапа) ҫитнĕ. Ҫав ҫулах колхоз МТСран ял хуҫалăх техникисем туянать. 1959-мĕш ҫулсенче колхоз кукурузăн симĕс массине пысăк тухăҫлă туса илет. Пĕтĕм Союзри ял хуҫалăх выставкин участникĕ пулса хутшăнать.
1959-1960-мĕш ҫулсенче колхозсене пĕрлештерсе пысăклатас юхăм пуҫланать. 1960-мĕш ҫулта «Хунав», «Октябрь» тата «Вторая пятилетка» колхозсене «Слава» хуҫалăхĕпе пĕрлештереҫҫĕ. Колхозниксем пĕрлешнĕ хуҫалăха ура ҫине тăратма пултаруллă организатор шыранă. Ҫавăн пеккисенчен пĕрне – Иван Яковлевич Денисова – суйласа илнĕ.
Иван Яковлевич пĕтĕм ĕҫе ҫĕнĕлле йĕркелеме пуҫланă. Колхозра ултă комплекслă бригада туса хунă, вĕсене ертсе пыма пултаруллă ҫынсене ҫирĕплетнĕ. Бригадăсене, фермăсене, машинăпа трактор паркĕсене шалти хуҫалăх расчечĕ ҫине куҫарнă. Колхозниксене ĕҫленĕшĕн ҫĕнĕ йĕркепе тӳлеме тытăннă. Унччен ҫулталăкне пĕр ĕҫ кунĕ пуҫне натурăпа тӳленĕ пулсан, халĕ гарантиллĕ йĕркепе укҫан тӳлесси ҫине куҫнă.
Ĕҫри тепĕр ҫĕнĕлĕх – подряд меслечĕ ҫине куҫни. Колхоз председателĕ ял хуҫалăх специалисчĕсен, ытти ертсе пыракансен ответлăхне ӳстернĕ, ĕҫ дисциплинине ҫирĕплетнĕ. Малта пыракансен опытне илесси, унпа хуҫалăхра усă курасси йăлана кĕрсе пынă. Тăрăшса ĕҫлени сая кайман: 1964 ҫул тĕлне тĕш тырă тухăҫĕ 15 центнера ҫитнĕ.
Ҫулсем иртсе пынă май малалла аталанать «Слава» колхоз Иван Яковлевич Денисов ертсе пынипе. Кăтартусем ҫулсерен ӳссе пынă. 1960-1970-мĕш ҫулсенче тĕш тырă тухăҫĕ кашни гектар пуҫне 19 центнертан 25 центнера (1968-мĕш ҫулта 29 центнер), ҫĕр улми 60 центнертан 136 центнера (1967-мĕш ҫулта 181 центнер), пахча ҫимĕҫ 41 центнертан 170 центнера (1969 –мĕш ҫулта 220 центнер), сахăр кăшманĕ 48 центнертан 206 центнера, выльăх кăшманĕн тухăҫĕ 120 центнертан 344 центнера ҫитнĕ. Продукци туса илесси ытти ҫулсенче те чакман.
Иван Яковлевич выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси ҫине те тимлĕх нумай уйăрать. Мĕн пур бригадăсенче выльăх-чĕрлĕх витисене ҫĕнĕрен туса лартаҫҫĕ. Пурĕ 4 пин пуҫ сысна, 3 пин мăракаллă шултра выльăх, 5 пин чăх-чĕп усрамалăх витесем туса лартнă. Выльăх-чĕрлĕхрен илекен продукци те ҫулсерен ӳссе пынă.
Ҫак ҫулсенче колхозра производство объекчĕсем, административлă ҫуртсем, суту-илӳ предприятийĕсем, шкулсемпе культура учрежденийĕсем ҫекленĕ. Лаш-Таяпара, Шăмалакра вăтам шкулсен, ясли-садсен ҫурчĕсене колхоз укҫи-тенкипе туса лартнă.
Рынок тапхăрĕнче малта пынă колхозсем те юхăнма тытăннă. Ҫак «Слава» колхозран та пăрăнса иртмен. 1994 ҫулта Шăмалак бригади «Славăран» уйрăлса тухса «Свобода» ятлă пĕрлешӱллĕ хуҫалăх йĕркеленĕ. Халăх ыйтнипе Шăмалак колхозне И.Я.Денисов ертсе пыма тытăннă. Кĕске вăхăтрах тупăшлă ĕҫлекен производство кооперативĕсен йышне кĕнĕ.
2001 ҫулхи ака уйăхĕнчен «Свобода» СХПКана С.Г.Кошкин ертсе пыма пуҫлать.
Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть, пурнăҫĕ те улшăнать. Тĕрлĕ сăлтавсене пула «Свобода» СХПК саланса каять. 2012-мĕш ҫулта Шăмалак ялĕ «Яманчурино» ОООна кĕрет. Паянхи кун Шăмалак тата Яманчурел халăхĕ пĕр шухăшлăн килĕштерсе ĕҫлеҫҫĕ.
Ялти шкул историйĕ
Шкул историйĕ те кăсăклă. Шăмалакра шкул уҫиччен ачасем Лаш-Таяпана вĕренме ҫӱренĕ. Унта чи малтан пĕлӱ илнисем Тимофей Степановпа Михаил Лисов. Мĕнле те пулин хут ҫыртармалла пулсан ял ҫыннисем Михаил Лисов патне ҫӱренĕ. 1885 ҫул тĕлнелле Лаш-Таяпа шкулне Федор Денисовпа Осип Шуйков ҫӱрени паллă. Ялта хут пĕлекенсем нумайлансах пынă. Федор Антонович Родионов хăй вĕреннипе кăна ҫырлахман, ялта шкул уҫас тесе Пăва уес земствине, Чĕмпĕре губернаторпа чиркӱ епархийĕн кантурĕсене кайса ҫӱренĕ. Вара влаҫсем Шăмалакра 1893-мĕш ҫулта шкул уҫма ирĕк панă. Пĕчĕк шкула Родионов хăй килĕнче уҫнă, ачасене те хăех вĕрентме пуҫланă. 1900 ҫулта шкула икĕ пӱрт тытакан Татан патне куҫараҫҫĕ, ҫав ҫулах яла Пăва уесĕнчи Алших чăвашĕ Илья Яковлевич Яковлев учитель килнĕ. 1908 ҫулта чиркӱ прихучĕн пуҫламăш шкулĕ туса хунă. Вăл 42 ача ытла йышăннă.
1928-мĕш ҫулччен ачасене уйрăм ҫынсен ҫурчĕсенче вĕрентнĕ (Изекеев Алексей, Муллин Адам, Поликарпов Василий, Данилов Павел, Денисов Григорий, Ермаков Тимофей, Денисов Федор, Казначеев Михаил ҫурчĕсенче).1929-мĕш ҫулта Карапай Шăмăршă вăрманĕнчен йывăҫ турттарса шкул ҫурчĕ туса лартаҫҫĕ Ăна ҫав ҫулах октябрĕн 14-мĕшĕнче хута яраҫҫĕ, колхоз ҫамрăкĕсен шкулĕ теме йышăнаҫҫĕ. Пĕрремĕш шкул директорĕ 34 ҫулхи Егоров Сергей Павлович пулнă. Учитель пулса Егорова Анисия Тимофеевна тата Кузнецов Степан Михайлович ĕҫленĕ. Шкулăн хăйĕн ҫĕр, лашасем пулнă. Шкула уйăрса панă ҫĕр лаптăкĕ ҫинче пахча ҫимĕҫ, тĕрлĕрен улма-ҫырла йывăҫҫисем ӱстернĕ. Ачасем пахчара хурал тăнă, лашасене черетпе пăхнă. Шкул каярахпа кроликсем, чăхсем ĕрчетнĕ, икĕ ĕне туяннă. Туса илнĕ тупăша ачасемшĕн расхутланă: вĕри апат ҫитернĕ, ашшĕ-амăшĕсĕр ачасене тата чухăн ҫын ачисене тумлантарнă. Шкулăн инкубатор та пулнă. Унта кăларнă чĕпсене ял халăхне сутнă. Шкул мастерскойĕнче питĕ чаплă партăсем ăсталанă. Шкул вĕллесем те тытнă.
1930-мĕш ҫулта, колхоз юхăмĕ пуҫлансан, шкул та, уйрăм хуҫалăх пек пулса колхоза кĕнĕ. Пĕтĕм инвентарьне, лаша-ĕнине колхоза панă.
1936-мĕш ҫулта ялти чиркĕве хупаҫҫĕ. Ăна тĕпĕ-йĕрĕпе пăсса 1937 ҫулта шкул ҫумне классем туса хунă.
1986-мĕш ҫулта «Слава» колхоз пулăшнипе ялта икĕ хутлă, пĕтĕм условисене тивĕҫтеркен хăтлă шкул ҫĕкленет.
Вăхăт иртнĕҫемĕн шкул ячĕ те улшăнса пынă. 1934-мĕш ҫулччен – колхоз ҫамрăкĕсен шкулĕ;
1934-1944 – тулли мар вăтам шкул;
1944-1960 – ҫичĕ ҫул вĕренмелли шкул;
1960-1975 – сакăр ҫул вĕренмелли шкул;
1975-2006 – пĕтĕмĕшле пĕлӱ паракан вăтам шкул;
2006- паянхи кунччен пĕтĕмĕшле пĕлӱ паракан тĕп шкул.
Вăхăт шунă май шкул директорĕсем те, учительсен коллективĕ те улшăнса пынă. Ҫакăнта нумай ҫул шкул директорĕ пулса ĕҫленисене асăнмасăр хăварас килмест. Вĕсем: А.А.Дмитриев, А.А.Григорьев, Г.С.Горбунов, З.С.Осипов, П.А.Чернов, Н.А.Чернов.
Паянхи кун тĕлне пирĕн шкулта 61 ача вĕренет. Вĕсенчен 26-шĕ Яманчурел ялĕнчен, вĕсене пирĕн яла шкул автобусĕ турттарать. Ачасене 13 учитель ăс парать, шкул директорĕнче 17-мĕш ҫул ĕнтĕ Дементьев Галина Васильевна вăй хурать.
Вăрҫă асапĕ…
1941-1945 ҫулсенчи Аслă Аттелĕх вăрҫи пирĕн асатте-асаннесен асĕнчен ĕмĕрне те тухас ҫук. Вăрҫă нуши лекмен кил ҫук та пулĕ пирĕн ҫер-шывра. Вăрҫа пуҫлансан вăйпитти арҫынсемпе хĕрсем хăйсен ирĕкĕпе е военкомат чĕннипе ҫапăсу хирне туха-туха кайнă. Шăмалак ялĕнчен вăрҫа 183 ҫын тухса кайнă, вĕсенчен132-шĕ каялла таврăнайман – ҫапăҫу хирĕнче выртса юлнă. Чылай килтен икшер ҫамроăк е вăйпитти арҫын вăрҫă хирĕнче пуҫ хунă. Назар Васильев ҫемйинчен – Александрпа Михаил, Никифор Еремеев килĕнчен – Тернтипе Федор, Ермолай Денисов килĕнчен – Михаилпа Василий, Виктор Кошкин килĕнчен - Агафонпа Пантелеймон, Яков Лисов килĕнчен – Иванпа Яков, Павел Никифоров килĕнчен – Василийпа Андрей, Сильвестр, С.Чернов килĕнчен – Александрпа Елисей, Константин Усанов килĕнчен – Пантелейпа Леонид…
Аслă Аттелĕх вăрҫи вăхăтĕнче Шăмалакран сахал мар офицер тухнă. Вĕсенчен паллăраххисем: Василий Иванович Петров, Алексей Петрович Кудряшов, Леонид Егорович Краснов, Сергей Трифонович Ильин, Алексей Игнатьевич Николаев, Петр Васильевич Зайцев, Петр Сергеевич Тарасов, Василий Павлович Тарасов, Николай васильевич Печков, Алексей Данилович Сидоров, Валентин Петрович Диаров, Иван Сергеевич Львов.
Вăрҫă ветеранĕсен шучĕ ҫулсерен чакса пырать. Паянхи куна пирĕн ялта вăрҫă ветеранĕсенчен Лидия Костантиновна Сидорова кăна пурăнать.
1979-мĕш ҫулта вăрҫă хуйхи-суйхи каллех хăй витĕмне кӱнĕ: Совет Ҫарне Афганистан республикине хӱтĕлеме янă. Тăхăр ҫул хушшинче мĕн чухлĕ ҫамрăк вилмерĕ-ши, мĕн чухлĕн аманчĕҫ пулĕ ҫак ылханлă вăрҫăра. Лаш-Таяпа ял тăрăхĕнчен Афган вăрҫинче 30 ытла ҫамрăк пулнă. Шăмалак каччисен те ҫак нушана курма тивнĕ. Геннадий Ермаков, Юрий Еремеев, Сергей Печков, Юрий Сидоров, Сергей Степанов, Николай Усанов, Юрий Усанов тăван яла тĕрĕс-тĕкелех таврăннă. Шăписем вара кашнин тĕрлĕрен…
Хыç сăмах
Хамăн тĕпчев ĕçĕнче Шăмалак ялĕн кĕске историне пăхса тухрăм. Ҫак ĕҫе тума манăн тĕрлĕрен литература, Интернет источникĕсем паллашма тӱр килчĕ. Ҫавăн пекех хамăр шкул архивĕнче ял историйĕ ҫинчен ҫырса хăварнă материалсем те питĕ пулăшрĕҫ.
Ял историйĕпе эпĕ пĕр-ик ҫул каяллах кăсăкланма тытăнтăм. Малтан хамăрăн паллă ентеш, нумай ҫул хушши «Слава» колхоз председателĕнче ĕҫленĕ И.Я.Яковлев пурнăҫĕпе ĕҫ-хĕлне тĕпчерĕм. Хамăр ялăн микротопонимике те тишкерсе пăхрăм. Малашне те тĕпчемелли нумай-ха: ялти медпункт пуҫланса кайни, хушма ятсем тата ытти те.
Усă курнă литература
И тут появился изобретатель
Заяц, косач, медведь и весна
Рисуем "Осенний дождь"
Бабочка
Рисуем гуашью: "Кружка горячего какао у зимнего окна"