Посвящается Лесниковой Р. В., у которой во время пожара 1961 года сгорело четверо детей. О трагедии в деревне Эльбарусово, унесшей 110 человеческих жизней....
Вложение | Размер |
---|---|
typeri_kavar_sapalanchekesem.doc | 185.5 КБ |
очерк
Ĕçе пурнăçлакан:
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи
Хуракассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 10 класра вĕренекен
Валерия Сынкова
Ертсе пыракан:
I категориллĕ чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Т.Г.Кудряшова
Хуракасси
Анне, пырсам,
Пит тĕттĕм-çке!
Сывлăш çитмест,
Эп чыхăнап.
Анне, çăлсам,
Пит йывăр-çке.
Эп тăраймас,
Вĕри, çунап!...
Олег Залогин «Реквием»
Ку калава хамăн ватă мăнаккана, Лесникова Римма Васильевнăна, халалласа çыратăп.
1961-мĕш çулта Хуракасси ялĕнче çав тери пысăк инкек пулса иртнĕ: чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче шкул çунса кайнă. Çак пушарта 106 ачапа 4 вĕрентекен пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă.
Хăрушă пушарта хăйĕн тăватă ачине çухатнă манăн мăнакка. Тискер пушар хыççăн унăн килĕнче урăх пĕрре те ача сасси янăраман…
Мĕнле чăтса ирттернĕ-ши çак хурлăха мĕскĕн хĕрарăм!? Эпĕ мăнаккана пушар çинчен ыйтма та хăратăп, мĕншĕн тесен вилнĕ ачисене аса илсенех унăн куçĕсем куççÿльпе тулаççĕ. Мĕнле ыйту пама пулать-ха ăна çакăн хыççăн?.
Хамăн калавра эпĕ мăнаккан пурнăçĕ çинчен, унăн шухăш-ĕмĕчесем çинчен, çак хăрушă инкек унăн пурнăçне еплерех каялла яни çинчен каласа парасшăн та сире, хаклă вулакансем.
Манăн мăнакка Лесникова Римма Васильевна
Палăк умĕнче ватă хĕрарăм тăрать. Унăн пуçĕ усăннă, вăл шухăша кайнă. Пĕркеленчĕк пичĕ тăрăх куççуль, çурхи шыв пек, чарăнма пĕлмесĕр юхать те юхать… Палăк çине пăхакан амăшĕн тути пăшăлтатать: «Ачамсем, мĕнле эсир унта, çÿлте?. Чиперех-и? Мĕншĕн юлашки вăхăтра мана тĕлĕкре те курăнми пултăр? Мĕнпе те пулин çиллентертĕм-ши сире, Аля, Галя, Коля, Люççа?.. Эпĕ пурăнкалатăп, урасем утнă чухне килти ĕçсене хамах кăштăртаткаласа туса çÿретĕп-ха…» Ватă карчăк иртсе çÿрекенсем ан сисчĕр тенĕ пек куççульне шăлса илчĕ, палăк çинчи çÿлелле кармашакан хĕр ача çине хурлăхлăн тинкерчĕ те малалла калаçрĕ: «Эх, Люççа, эсĕ, чи пĕчĕкки, виçĕ çула кăна пуснăччĕ-çке, мана леш тĕнчере курас пулсан, тен, палласа та илеймĕн пулĕ… Ватăлтăм çав… Аçу та вун пилĕк çул каяллах çĕре кĕчĕ…Эсир мана паллаймастăр пулсан та эпĕ сире, ачамăрсем, ыттисенчен пĕрре пăхсах уйăрса илĕп. Ун чухне вара яланлăхах пĕрле пулăпăр… Вăхăт çитет пулĕ те-ха, унччен манăн çĕр çинче сире аса илсе пурăнмалла ĕнтĕ…»
Хăйĕн пурнăçĕнче никам та хăрушă инкек пуласса шутламасть. Шутлама мар, тĕлĕкре те никам та тĕлленмест синкер курасса. Пурăннă чухне пурте çут çантлăк илемĕпе киленсе пурăнма шутлатпăр, кашни саманта телейлĕ ирттерме ĕмĕтленетпĕр. Усал çинчен шухăшлама вăхăт та çук ун пек чухне. Усалĕ вара вăрттăн сăнаса тăрать, тет. Хăй ытамне, çурхи шывăн вăйлă авăрĕ пек, çаклатса илме хапсăнса-ĕмĕтленсе, хăйĕн çĕлен евĕр чĕлхине çулла-çулла кĕтет, тет. Телейĕ вара, темшĕн, нумай чухне пирĕнтен тарса çÿрет, те пытанмалла вылять вăл? Те курмастпăр эпир ăна хăш чухне, те вăл пирĕн çывăха пыма хăрать? Кам пĕлет ăна? Кам ăнлантарса пама пултарать: мĕншĕн телейпе хурлăх пирĕн пурнăçа çав тери улăштарса яма пултараççĕ?..
Римма та телейлĕ пуласса шанса Лавккакассинче пурăнакан Шурана качча тухрĕ. Пĕрре курсах килĕштерчĕç пĕр-пĕрне каччăпа хĕр. Вăйăсенче те пĕрле пулма тăрăшрĕç. Тен, чаплă купăсçă пулнипе илĕртнĕ çамрăк хĕре хăй патне Шура, тен, каччăн ырă кăмăлне мала хунă вун саккăрти хĕр. Нумай шухăшламан каччă, Римма патне евчĕсем çитсе те тăнă. Ашшĕ-амăшĕ килĕшни çинчен алă парса татăлнă та, ыраш вырнă вăхăтра, илемлĕ хĕвеллĕ кун, Хуракасси ялĕнче чаплă туй кĕрленĕ. Туйне паянхи пекех астăвать Римма. Юнашар ялсенчен те çамрăксем йышлăн килнĕччĕ Шурапа Римма туйне курма. Хĕр чи хитре шурă кĕпине тăхăннăччĕ, пуçĕнче хăй тĕрленĕ тутăр. Шура та çав тери илемлĕччĕ, шурă пиртен çĕленĕ кĕпе çамрăк каччăна татах та ытларах илем кÿретчĕ. Ун çине çынсене систермесĕр темиçе хутчен те вăрттăн куç ывăтрĕ хĕр. Пурте çамрăк мăшăра телей сунса парнесем пачĕç. Тăван ашшĕпе амăшĕн куçĕсем хĕрĕшĕн савăнса шывланчĕç. «Телейлĕ пул, хĕрĕм», - терĕ ăна ашшĕ ун чух. Чăн та, Риммăран телейли никам та пулмарĕ пулĕ ун чух. Ара, хăй çав тери савакан çынпа çемье çавăрать-çке-ха вăл. Çамрăк мăшăр тăрантас çине ларчĕ те юнашар урама кайрĕ…
Çапла çĕнĕ пурнăç пуçланчĕ Риммăн. Хуняшшĕпе хунямĕшĕ çамрăк марччĕ унăн, çавăнпа çамрăксен ытларах ĕçлеме тиветчĕ. Кулянмастчĕ çакăншăн Римма. Пĕчĕклех ĕçе хăнăхнăскер, упăшкипе юнашар чухне ывăнма та пĕлместчĕ. Ĕçчен хĕрарăма Шуран ашшĕпе амăшĕ кăмăлларĕç. Шура салтака кайсан Риммăна вĕсем ырă сăмах каласа лăплантаратчĕç, вĕсем пулăшнипе икĕ çул та сакăр уйăх хушши тăсăлнă уйрăлу вăхăчĕ хăвăртах иртнĕ пек туйăнчĕ салтак арăмне.
Часах Шурапа Риммăн çемье йышĕ ÿсме пуçларĕ: малтан Аля хĕрĕ çуралчĕ, тепĕр виçĕ çултан – Галина. «Хамăра валли çурт лартас пулать пирĕн, Римма», - терĕ пĕррехинче Шура. Вăл арăмне Атăл леш енне йывăç касма каяс шухăшлă пулнине пĕлтерчĕ. Ĕçчен те ылтăн алăллă упăшки шухăшĕсем Римма кăмăлне çĕклентерсе ячĕç. Хăйĕн çемйипе çĕнĕ çуртра пурăнасси – тахçанах чĕре тĕпĕнче амаланса ÿсекен шухăш пулнă мар-и вара çамрăк хĕр арăмăн? Юратнă упăшки хăйĕнчен канаш ыйтни вара чунне çиччĕмĕш пĕлĕт çине хăпартрĕ.
Кун хыççăн кун иртрĕ. Çамрăк çемье уйрăлса тухса çĕнĕ çурт та çавăрчĕ. Çуртне лартма вĕсене çĕр уйăрса пачĕç. Мĕнлерех савăнчĕç ун чухне вĕсем! Çĕнĕ çурт шкулпа юнашарах. Ачасене унта çÿреме çав тери аван пулĕ. Шкулăн сад пахчинче ÿсекен улмуççисем çинчи пан улмисем Риммăпа Шуран пахчинех ÿкеççĕ. Чие, хурлăхан, груша – мĕн кăна лартман шкул пахчинче! Ун хыçĕнче, çырмара, пĕве те пур. Кунта Шура ывăл ачипе, Куляпа, пулла çÿреме юратать. Çырма урлă каçсанах – вăрман. Аляпа Галя ÿркенмеççĕ, пĕрмаях кăмпа-çырлана çÿреççĕ. Юратать ачисене Шура, май пулнă таран вĕсемпе пĕрле пулма тăрăшать. Купăс тытать те юрă-ташă пуçлать. Аляпа Галя, амăшĕ пекех, питĕ хитре юрласçĕ. Аля тĕрĕ тĕрлеме маçтăр. Амăшне уяв валли епле илемлĕ алшăлли тĕрлесе панă вăл! Галя та аппăшĕнчен юласшăн мар. Урай тасатмалла-и, апат пĕçермелле-и – икĕ хĕр яланах пĕрле. Шăкăл-шăкăл пурăнать Римма çемйи. Мĕнле телейлĕ вăл! Пĕтĕм Хуракасси ялне илтĕнмелле кăшкăрас килет унăн: «Килсе курăр! Манăн телее курса манпа пĕрле савăнăр!»
«Ачасем лайăх вĕренеççĕ, - мухтать вĕсене куккăшĕ, шкулти завуч, - эпĕ вĕсемпе мухтанатăп». Шкул юнашарах пулнипе Шурапа Римма ашшĕ-амашĕн пухăвĕсене, уявсене пĕрле çÿреççĕ. Пĕчĕк Куля та часах шкула кайма пуçлĕ. Хăйне кура мар тавçăруллă ача вăл. Кĕркунне ашшĕпе амашĕ выльăх валли йĕкел пуçтарнăччĕ, пахча вĕçĕнче самаях пысăк йĕкел купи пулса тăчĕ. Йĕкеле выльăха çитерсе янă ĕнтĕ, анчах курăк хушшинче темиçешĕ пытанса юлнă. Çуркунне вара вĕсем шăтса ÿсме пуçларĕç. Куля чи пысăк хунава шăтăк чавсах лартрĕ. Çапла вара пахча хыçĕнче юман çитĕнме тытăнчĕ. Ваттисем пахчара юман лартма юраманнине, вăл хуйхă пуласса пĕлтернине шута илмерĕç пулĕ ашшĕпе амăшĕ… Телейлĕ çемье тĕшмĕш таврашĕ вĕсен кил-çуртне килсе усал тума пултарасса шутламарĕ те.
Кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн Хуракасси халăхĕ хăмла пама васкать. «Римма, мана ыран Октябрьскине хăмла илсе кайса пама пулăшаймастăн-ши?» - ыйтрĕ унран Маруш аппăшĕ, Шурана çармăса вăрман касма янине пĕлсен. Вăрçăра пуçне хунă упăшкинчен виçĕ ачапа юлнă аппăшне пулăшма яланах хатĕр Римма. Ара, аппăшĕ хăй те пайтах пулăшнă ăна, йыснăшне те ырă кăмăллă пулнишĕн юрататчĕ вăл. «Римма, ачасене урамран пуçтарса кĕр, апат çиме вăхăт», - тетчĕ йыснăшĕ ачасене пăхма аппăшĕ патне килнĕ хĕрачана. Нумай телей курса пурăнаймарĕç çав Марушпа Ваççили. Вăрçă тухсан тепĕр çултан Ленинград патĕнче хыпарсăр çухални çинчен калакан хут килчĕ вăтăр пилĕк сулхи Маруш патне. Çамрăк хĕрача аппăшĕпе пĕрле чунтан хурланнăчччĕ ун чух. Пур ĕçе те пĕрле тума тăрăшатчĕç вĕсем…
Аса илÿсем иртнисене куç умне паянхи пек пĕрин хыççăн теприне кăларса тăратрĕç.
«Ноябрь уйăхĕ, чĕрĕк вĕçленчĕ, ачасен ырантан каникул пуçланать», - шухăшласа пырать Римма ялалла килнĕ май. Анчах мĕскер ку!? Ялта пушар! Шкул çунать! Ачасем çунаççĕ! Мĕнле шкул патне çитсе тăнине те астумасть Римма. Кунта халăх хĕвĕшет, çулăм чĕлхи шкул стенисене ярса илнĕ те çуллать те çуллать, çуллать те çуллать... Патне пыма та çук. Ачасенчен хăшĕсем, кантăкран урама тухма пултарнисем, питĕ хытă ыратнипе чĕрене çурса ямалла кăшкăрса макăраççĕ. «Манăн ачамсем, ăçта эсир!?» - çиçĕм пек вĕлтлетрĕ амăшĕн пуçĕнче шухăш. Римма килĕ еннелле мĕнле çитсе тăнине те астумарĕ. Алăка уçса ячĕ те кăшкăрса ячĕ. Ачисене кашин ятне каласа чĕнчĕ, анчах хирĕç пĕр сасă та пулмарĕ, пĕр сасă та илтмерĕ Римма… Пĕтрĕç çак хăрушă пушарта унăн юратнă тĕпренчĕкĕсем. Эх, мĕн çинчен пулчĕç-ши юлашки шухăшĕсем? Кама асăнчĕç-ши?...
Çапла, иртнине каялла тавăрма çук. Май пулнă пулсан… Тен, çав хăрушă кун килтен те тухмĕччĕ вăл. Тен, ачасемпе пĕрле концерт курма шкула кайĕччĕ. Пĕлнĕ пулсан…Виçĕ çулхи Лёвика хунямăшĕ патне илсе кайса яма пулатчĕ. Вара вăл чĕрĕ юлĕччĕ… Халĕ вара…
Ватă çын нумайччен палăк патĕнче тăчĕ. Кĕрхи кĕске кун вĕçленнине пĕлтерсе таврана тĕттĕм сăн та çапма пуçларĕ. Амăшĕ тÿпере палăрма пуçланă çăлтăрсене курчĕ. «Тен, эсир те çав çăлтăрсем хушшинче? Кар сапаланчăкĕсем… »-шухăшларĕ вăл, ачисене аса илсе.
«Хреснанне! Ăçта эсĕ? Каç та пулчĕ, апат çиме кĕрес пулать», - илтĕнсе кайрĕ унпа юнашар. Аппăшĕн мăнукĕ Саша иккен. Амăшĕ хыççăн ачасем пурте ăна «хреснанне» тесе чĕнеççĕ. Савăнать çакăншăн ватă çын. «Анне» тенĕ пекех туйăнать ăна.
«Кĕретĕп, ачам», - ыйхăран вăраннă пек пулчĕ ватă. «Пĕччен мар эпĕ. Тавах сана, туррăм», - çак шухăшпа кил еннелле утрĕ ватă çын.
Тÿпери çăлтăрсем амăшĕпе килĕшнĕ евĕр йăлтăртăтрĕç…
За чашкой чая
Сочини стихи, Машина
Весенние чудеса
Ель
Мальчик и колокольчики ландышей