• Главная
  • Блог
  • Пользователи
  • Форум
  • Литературное творчество
  • Музыкальное творчество
  • Научно-техническое творчество
  • Художественно-прикладное творчество

Эссе Слово о И.Я. Яковлеве, Калас самахăм И.Яковлев çинчен

Опубликовано Галина Николаевна Сандиярова вкл 04.03.2022 - 21:20
Галина Николаевна Сандиярова
Автор: 
Я. Емелькина

МЕЖРЕГИОНАЛЬНЫЙ ЛИТЕРАТУРНО-ТВОРЧЕСКИЙ КОНКУРС «ÇĔНĔ ХУМ» («НОВАЯ ВОЛНА»), ПОСВЯЩЕННЫЙ 150-ЛЕТИЮ СОЗДАНИЯ НОВОГО ЧУВАШСКОГО АЛФАВИТА И 100-ЛЕТИЮ ЗАВЕЩАНИЯ И. Я. ЯКОВЛЕВА ЧУВАШСКОМУ НАРОДУ

 

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл эссе31.63 КБ

Предварительный просмотр:

МЕЖРЕГИОНАЛЬНЫЙ ЛИТЕРАТУРНО-ТВОРЧЕСКИЙ КОНКУРС «ÇĔНĔ ХУМ» («НОВАЯ ВОЛНА»), ПОСВЯЩЕННЫЙ 150-ЛЕТИЮ СОЗДАНИЯ НОВОГО ЧУВАШСКОГО АЛФАВИТА И 100-ЛЕТИЮ ЗАВЕЩАНИЯ И. Я. ЯКОВЛЕВА ЧУВАШСКОМУ НАРОДУ

Эссе на тему:  «Слово о И. Я. Яковлеве»»

                                                                Выполнила: ученица 11 класса

                                                                Сандиярова Дарья

                                                                 

                                                                Руководитель:

                                                                 Сандиярова Галина Николаевна

                                                                учитель чувашского языка и литературы

                                                                высшей квалификационной категории  

   

                                            2021г

И.Я. ЯКОВЛЕВ ÇĔНĔ ЧĂВАШ АЛФАВИТНЕ ТУНĂРАНПА

150 ÇУЛ, «ЧĂВАШ ХАЛĂХНЕ» ХАЛАЛА ÇЫРНĂРАНПА

100 ÇУЛ ÇИТНИНЕ ХАЛАЛЛАНĂ РЕГИОНСЕН ШАЙĔНЧИ

«ÇĔНĔ ХУМ» ЛИТЕРАТУРА ПУЛТАРУЛĂХ КОНКУРСĔ

Эссе теми: «И.Я. Яковлев çинчен калас сăмахăм»

               

                                                                     Ĕçе пурнăçлаканĕ:

                                                                     Хурăнвар-Шăхаль  пĕтĕмĕшле                                                                                                                                                                            

                                                                     пĕлÿ паракан  вăтам шкулăн                                        

                           11 класра вĕренекен Сандиярова Дарья                                          

                                                                    Ăслăлах ертÿçи:

                                                                    Сандиярова Галина Николаевна,

                                                                    Хурăнвар-Шăхаль пĕтĕмĕшле пĕлÿ

                                                                    паракан вăтам шкулăн  чăваш чĕлхипе  

                                                                    литературине вĕрентекен.

                                         2021  çул

                      И.Я. Яковлев çинчен калас сăмахăм

   

                                                                               Кăнна Кушки… Ăна туран куратăн:

                                                                              Çырмаллă ял, ял вĕçĕнче çыран.

                                                                              Тахçан кунта  иккен тăлăх туратăн,

                                                                               Кĕтÿ кĕтсе вăл ÿснĕ  ачаран.

                                                                              Çын  вăй-халне вăл çирĕп шаннă,

                                                                               Пире   вăл чĕннĕ çуталла..

       Хальхи вахăтра чăваш çырулахне, чăваш шкулне пурнăç панă И.Я.Яковлева пĕлмен чăваш çынни çук та пулĕ. Тăван халăха тĕнче цивилизацийĕн шайне çитерме ĕмĕтленнĕ  вăл.

    Иван Яковлевич çинчен эпĕ букварь вуланă чухнех илтнĕ.  Çак кĕнекере унăн «Эпĕ сехет çĕмĕрни» калавĕ пурччĕ. Халĕ те çав пысăках мар хайлава илемлĕ вулама хăнăхнине  астăватăватăп.

   И.Я.Яковлевăн  пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ çинчен эпир кашни класрах тĕпчетпĕр.

     К.Иванов, Ф.П.Павлов, Марфа Трубина тата ытти чăваш çыравçисен пултарулăхне тишкернĕ май Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ тата Аслă вĕрентÿçĕ   И.Яковлев çинчен асăнмасăр иртместпĕр.

   Трубина Мархвин «Ача чухнехи» повеçĕн  «Шкула Иван Яковлевич Яковлев килсе кайни» сыпăка тимлĕ вуласа тишкернĕ чухне И.Я.Яковлевăн портретне сăнанăччĕ. Иван Яковлев çулланнă тапхăрта та патвар, тĕлĕнмелле вăйлă, çирĕп чĕреллĕ пулнă май, вăл выçă чăваш ялĕнчи яшлăхĕнче, ăна астăвакансем каланă тăрăх, хыткан, вăтанчăк, тăтăшах чирлекен ача пулнине ĕненме те йывăр. Унăн паттăрла вăй-халĕ тата çан-çурăм çирĕплĕхĕ вăл ар çулне  кĕнĕçем, гимназире вĕреннĕ тата çĕр виçекен пулса ĕçленĕ тапхăрта, лайăхрах апатланма пуçласан тата вăйран кайса  ĕçлеме пăрахсан  палăрма пуçланă. Ялкăшакан ăсĕпе вара ача чухнех аслăрах çынсене тĕлĕнтернĕ.

   Иван Яковлевич хăйĕн сумне нихăçан та çухатман çын, чăн-чăн демократ пулнă.

   Кĕпернери паллă пуçлăх-и, е пĕр-пĕр министр, ялти вĕрентекен-и, е хăш чух ушкăнăн –ушкăнăн тĕрлĕрен ыйтусемпе  килекен çĕр ĕçченĕ-и – пурне те пĕр пекех кăмăллăн йышăнма тăрăшнă Иван Яковлевич. Унăн шухăшĕсем таса, мал курăмлă пулнă. Кашнинчех çыннăн кăмăлĕпе  хуравне  тивĕçтерме тăрăшнă вăл. Унăн сăмахĕсем çынсенче çирĕплĕх, ыр кăмăллăх, тĕрĕслĕхпе чăтăмлăх туйăмĕсене вăратнă, тăван тавралăха, çывăх çынсене юратма вĕрнтнĕ.

   Иван Яковлевичăн кун йĕрки  ытти хресченсенни пекех иртнĕ. Çуллапа хĕлле вăл  кăвак çутăллах кунне пуçланă,  çак вăхăтра ун патне яланах ĕçпе çÿрекен чăваш хресченĕсем килнĕ.  Халăхăн кулленхи йывăр ыйтăвĕсене вăл вĕсемпе  чей ĕçнĕ май татса пама тăрăшнă. Хĕллепе кĕр кунĕсенче Иван Яковлевич тул çутăличчен Чĕмпĕр шкулĕн виçĕ çуртне те çитме ĕлкĕрнĕ, çывăрмалли пÿлĕмсене, классене, столовăйсене тĕрĕсленĕ, вĕренекенсем валли пĕçерекен апата астивнĕ, çăкăрпа кваса тутанса пахнă, лаша витине те çитсе курнă…. Вăл хресченсен ахаль апатне - купăста яшкине, тăварланă хăярпа купăстана, пулă шÿрпине кăмăлланă. Вăл нихăçан та чĕлĕм туртман пулсан та хăйĕн  пÿлĕмĕнче ыттисем туртнине хирĕç пулман. Хăйĕн тĕрлĕрен наградисене вăл пĕр-пĕр паллă кун çеç çакнă. Мухтанас е мăнаçланас йăла пулман унăн.

    Аслисемпе, влаçра тăракансемпе яланах хăйне  çирĕп, пĕчĕк ачасемпе е халсăррисемпе çепĕç ăшпиллĕ тытнă  Иван Яковлевич. Унăн тĕлĕнмеллĕ ырă кăмăл пулнă.

  Пире те, ачасене, ырă пулма вĕрентет вăл. Акă, калăпăр, пирĕн умра вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕс. Унта чипер ишсе çÿремешкĕн, çитес çĕре çитмешкĕн çынсене компас, карта, маяк  пулăшаççĕ. Çакăн пек ориентирсем, çын чĕринче те пулмалла: сăпайлăх, юрату, тĕрĕслĕх. Аслă вĕрентекенĕмĕр пире атте -аннене, ваттисене хисеплеме, ĕçе юратма вĕрентет, усал тума мар, усал сăмах калама та кирлĕ марри çинчен калать.

      И.Яковлев чăваш халăхĕ валли çырнă халал кашни çыншăн пысăк та тарăн пĕлтерĕшлĕ.

Çак халалри кашни сăмахра, кашни йĕркере чăваш халăхĕн шăпишĕн  ĕмĕрĕпех çуннă Патриархăн чĕри канăçсăр тапни сисĕнет. «Сирĕншĕн эпĕ чун-чĕрене нумай ыраттарнă, халĕ те сирĕн çинчен шухăшлатăп, çавăнпа эпĕ хамăн юлашки ĕмĕтĕме калатăп»,-  тесе çырнă (хăйĕн чунри пысăк шухăшĕсене) вăл 1921 çулхи çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чĕмпĕртен Мускава куçса каяс умĕн.

     И.Я.Яковлев хăйĕн халалĕнче халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетме, упрама чĕнет, тĕрĕслĕхпе тÿрĕлĕх çинчен вĕрентет.

   Шкул ачисене тăван чĕлхен сумлă пархатарлăхне курма, пĕлме, сисме хушать. Аслă вĕрентекенĕмĕр пĕр-пĕринпе сапăр пулмаллине, пуршăн-çукшăн чашкăрса  çÿремелле маррине калать.  Çавăнпа та çынсен пурин те сăпайлă пулмалла тата пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнмалла.  Халăхпа халăх, çынпа çын тан пулмалла, вĕсен пĕр-пĕринпе хирĕçмесĕр пурăнмалла, пĕри теприн умĕнче хăйне асла е мĕскĕне хумалла мар.

  Иван Яковлевич вырăс чĕлхине пысăк вырăна хунă, вырăс чĕлхи чăвашсене вырăс культурине вĕренсе  пыма пулăшать тенĕ.

  Чăваш халăхне вырăс культурине вĕрентсе унпа çыхăнтарас  ĕçре Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ пысăк вырăн йышăнса тăнă.  И.Яковлев ертсе пынипе Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ халăха вĕрентес ĕçĕн хăйне уйрăм системине туса хунă. Çак система тăрăх шкулсенче вĕренекенсене хăйсен  чĕлхипе вĕрентнĕ. Çакна пула И.Яковлев уçнă   шкулсем халăха çывăх шкулсем пулса тăнă.

  И.Яковлев чăваш шкулĕсем валли пултаруллă  учительсене хатĕрлес  тĕллев лартнă. Çав учительсем халăх пурнăçĕпе тачă çыхăнса тăракан çынсем пулмалла пулнă.

    Пирĕн шкул, Хурăнвар-Шăхаль вăтам шкулĕ, Тутарстан Республикин Çĕпрел районĕнчи  чи ватă шкулĕсенчен пĕри. 120 çул  вăл хăйĕн алăкĕсене яри уçса таврари ялсенчи вĕренекенсене хăйĕн патне йыхăрать. Пуян историйĕпе, çирĕп традицийĕсемпе тивĕçнĕ  шкул аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев  ячĕпе çыхăннă.

      Иван Яковлевичран пил илнĕ шкул хăйĕн вĕренекенĕсемпе тивĕçлипе мухтанма пултарать. 120 çул хушшинче шкул нумай паллă ăсчахсене, çар çыннисене, культурăпа искусство деятелĕсене, спортсменсене вĕрентсе каларнă.

    Хурăнварсен мăнаçлăхĕ - Совет Союзĕн Геройĕ П.С.Юхвитов, икĕ хутчен  Социализмла Ĕç Геройĕ, СССРăн Авиаци  промышленноçĕн минстрĕ  П.В.Дементьев, Социализмла Ĕç Геройĕ, гидростроителĕ С.Е. Немасев, Граждан вăрçин паттăрĕсем П.Е.Крепковпа И.С. Космовский.

 Михаил  Филиппович Акимов (1895-1972) –драматург.

Николай Сидорович Ефремов (1895-1990)- чăваш драматургĕ

Владимир Васильевич Бараев –Сĕркке (1910-1942)- чăваш çыравçи, поэт, фольклорист.

 Николай Филиппович Ильбеков (Ильпек Микулайĕ) (1915-1981)- Чăваш АССРĕн халăх çыравçи

  Георгий Васильевич Зайцев (Георгий Тал-Мăрса) (1895-1921)- чи пирвайхи чăваш драматургĕсенчен пĕри.

 Валентина Николаевна Игнатьева (Тарават) – поэтесса, прозаик, композитор, куçаруçă.

  Сергей Семенович Соркин (Тăваньялсем) (1886-1956)- поэт, прозаик, фольклорист.

 Анатолий Сафронович Чебанов (1937-2011)- драматург, поэт, прозаик тата публицист, Раççей Писателĕсен Союзĕн  пайташĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.

     Иван Яковлевич хăйĕн пĕтĕм пурнăçĕн  тĕллевне-чăваш халăхне христианство тĕнĕпе пĕтĕçтерсе шăпăр шăтăкĕнчен çутлăхăн анлă тĕнчине илсе тухас, чăваша  çын шутне кĕртес  тĕллевне- чиркÿ ĕçĕпе тата патша  влаçĕн политикипе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕртсе пыма  тăрăшнă. Библие чăвашла куçарса халăх патне илсе çитересчĕ  тесе хĕмленсе ĕçленĕ. Библи кĕнекисене чăвашла куçарса халăх хушшине сарни чăваш халăхĕн кĕнеке-çыру, литература чĕлхине йĕркелесе яма тата çавăн пекех чĕлхене çĕнĕ ăнлавсемпе, сăмахсемпе пуянлатма пулăшнă. Чăвашла куçарса кăларнă тĕн кĕнекисем халăх хушшине пĕлÿлĕх сарнă, чăвашсенчен вĕреннĕ çынсем йышлăран та йышлă тухма пуçланă.  «Турра ĕненсе пурăнасси калама çук пысăк япала- пуринчен ытла эсир çавна хытă тытса тăрăр. Ĕненÿ этемĕн ăсне, кăмăлне çунатлантарса çăмăллатать» ,-тенĕ вăл хăйĕн халалĕнче.

   Просветитель ĕçĕ-хĕлĕпе кун- çулĕ  Чăвашпа Тутарстанра çеç мар, Раççейри ытти халăхсен историйĕнче те ĕмĕрлĕхех упранĕ.

     Тен, пирĕн халĕ çакăн пек аслăран та аслă, пысăк чун туйăмлă пехил парса хăварнăшăн Вĕрентекенĕмĕре çĕре çити пуç тайса тав тума, унăн пархатарлă ĕçĕсене халиччен тивĕçлипе хаклама пĕлменшĕн чĕркуçленсе ларса каçару ыйтма вăхăт çитрĕ пулĕ.  Манăçа хăварар мар аслă та чаплă  ентешĕмĕре- халăх культурипе вĕрентĕвне йĕркелекенне - И.Я. Яковлева, чăвашсен хăватлă Улăпне, унăн сумлă халалĕсене….

       

 

 


Поделиться:

Рисуем подснежники гуашью

"Не жалею, не зову, не плачу…"

Чайковский П.И. "Детский альбом"

В чём смысл жизни. // Д.С.Лихачев. Письма о добром и прекрасном. Письмо пятое

Учимся рисовать горный пейзаж акварелью