• Главная
  • Блог
  • Пользователи
  • Форум
  • Литературное творчество
  • Музыкальное творчество
  • Научно-техническое творчество
  • Художественно-прикладное творчество

Икĕ тус

Опубликовано Яклашкина Светлана Николаевна вкл 07.02.2012 - 15:50
Яклашкина Светлана Николаевна

Кушакпа йытă туслăхĕ çинчен çырнă презентациллĕ юмах

Скачать:

ВложениеРазмер
Office presentation icon ike_tus.ppt809 КБ
Предварительный просмотр:
Чтобы пользоваться предварительным просмотром презентаций создайте себе аккаунт (учетную запись) Google и войдите в него: https://accounts.google.com

Подписи к слайдам:

Слайд 1

Икĕ тус \керч.кл. ЮМАХ

Слайд 2

САЛАМ! Куян тесен мана пурте пĕле==. пулĕ тетĕп? Сире эпĕ паян юмах каласа паратăп? Вăл икĕ тус çинчен пулĕ?

Слайд 3

Пурăннă, тет, пĕр килте Икĕ уйрăлми туссем, Йытă тус та кушак тус. Савăннă вĕсем пĕрле Çĕнĕ хуçа киличчен.

Слайд 4

Хĕвел ларсан пĕр каçхине Çĕнĕ хуçа килчĕ те Илсе кайрĕ йыттине.

Слайд 5

Тĕл пулсан пĕр кунхине йытăпала кушак тус Ак пуçларĕç пуплеме.

Слайд 6

- Мĕншĕн, йытă тусăмçăм, Пит кулянсах йĕретĕн? Савăнмастăн, кулмастăн, Пуçна усса çÿретĕн?

Слайд 7

- Пурнăç йывăр-çке ман, тусăм, Ырах мар манăн хуçам. Мана апат çитермест, Пачах манпа вылямасть, Ман çинчен шухăшламасть.

Слайд 8

- Санăн, тусăм, чăн та çав Пурнăç йывăр. Мĕн тăван. Манăн вара пит аван, Хуçам лайăх пулнăран. Хуçа мана юратать, Мана ялан вăл пăхать, Апатне те çитерет. Урамра та вăл манпа, Çывăрма та вăл манпа. Нихăçан кÿрентермест, Юратать те ачашлать.

Слайд 9

- Кĕçех ман çуралнă кун, Асаттеçĕм, Хĕл Мучи, Эсĕ савăнăç хуçи! Эс парсам ман хуçана Ырă кăмăл, таса чун!

Слайд 10

- Ырă кăмăллă çынсем, Пулăшсамăр ман туса! Илĕр хăвăр патăра! Кăларар тăр шыв çине Çавăн пек хуçасене!

Слайд 11

Юмах ятăм, юптартăм, Савăнтăм та пăшăрхантăм. Сирĕн чуна çемçетрĕм. Чипер юлăр, туссем! Тепре тĕл пуличчен!

Поделиться:

Лепесток и цветок

Интересные факты о мультфильме "Холодное сердце"

Почему Уран и Нептун разного цвета

О падающих телах. Что падает быстрее: монетка или кусочек бумаги?

Круговорот воды в пакете