Всероссийский конкурс учителей родных языков мастер-класс "Туган тел 2018@

Торгашова Алена Николаевна

Материалы конкурса

https://youtu.be/03qOx9v1pkU ссылка для фрагмента урока

https://www.youtube.com/watch?v=7WbYXO3AM_w&featur... ссылка для видеоролика "Мой край, моя школа, моя педагогическая деятельность"

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл разработки уроков295.51 КБ

Предварительный просмотр:

                              Эп чăваш ачи

(Чăваш поэзийĕн улăпĕ П.Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă  класс тулашĕнчи мероприяти)

                                            (1-4 классем)

                                                      Торгашова Алена Николаевна,

                                                       учитель чувашского языка и литературы

                                                       первой квалификационной категории

                                                       МБОУ «Богдашкинская  ООШ»

                                                      Тетюшского муниципального района

                                                      Республики Татарстан

Воспитани тĕллевĕсем: Ачасене чăваш поэзийĕн улăпăн ятне, унăн ĕçĕсене хисеплесе тĕрĕс хаклама хăнăхтарасси; тăван чĕлхене хисеплеме, юратма вĕрентесси; этемлĕх, чыс, юрату туйăмĕсене хаклама, таса туйăмлă, çирĕп кăмăллă пулма, пурнăçра ырра усалтан уйăрма вĕрентесси.

Пĕлÿ тĕллевĕсем: П.Хусанкай пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарасси.

Аталантару тĕллевĕсем:  Ачасен пултарулăхне аталантарасси.

Кирлĕ хатĕрсем:  Компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ слайдсем, кĕнекесен выставки, пăчкă, шăхлич, кĕпе çумалли хатĕр,йывăç кашăксем, сăвă йĕркисем, чăваш орнамĕнчĕсем, чăваш пуканийĕсем.

                                  Мероприяти юхăмĕ:

1- мĕш ертсе пыраканĕ:    Ырă кун пултăр, вĕрентекенсем, вĕренекенсем, хăнасем!

2 мĕш ертсе пыраканĕ: Сывлăх сунатпăр  пурне те!

1- мĕш ертсе пыраканĕ:    Чăваш  халăх поэчĕ П.Хусанкай çуралнăранпа  110 çул  çитнине халалласа ирттерекен савăнăçлă уява  уçма ирĕк пама ыйтатпăр.

  2 мĕш ертсе пыраканĕ: П.П. Хусанкай, чăваш  халăх поэчĕ,  К.В. Иванов тата  Çеçпĕл Мишши  ячĕпе хисепленекен премисен лауреачĕ  – чăваш поэзийĕн  тÿпинче çутатса  тăракан çăлтăрсенчен  пĕри, хăй  сÿнсен те  çĕр çине пин-пин  йăлтăр  çутă сапаканни.

Презентаципе усă курса П. Хусанкайан кун – çулĕпе паллашасси.

Презентаци «Петĕр Хусанкай – пирĕн ентĕш»

 1 мĕш ертсе пыраканĕ:    П.Хусанкай пурнăç нушине те, пултару тертне те тÿснĕ. Хăйĕн  пурнăçне вăл  пысăк ĕмĕтпе те  шанчăкпа,  хĕрÿ ĕçре,  кĕрешÿре,  пĕр  вĕçсĕр  шыравра   ирттернĕ.  Чăваш халăхĕ  малалла аталанса пырасса  çирĕп  шаннă поэт.

Видеоролик «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!»

  2 мĕш ертсе пыраканĕ:     Кашни çын çĕр çине вăхăта ирттерме мар, чаплă, паллă ĕçсем тума, асатте-асаннесен ĕçĕсене малалла аталантарма, пурнăçа çĕнĕ шая çĕклеме çуралать. Хăйĕн вăйĕпе, ăс-тăнĕпе çын пĕтĕм тĕнчене аллинче тытса тăрать.

     Пурин те çын ята тивĕçлĕ пулас тесе хăйĕн ĕмĕрĕнче нумай тăрăшмалла. Мĕн ачаран этем пултаруллă ĕçсем тăвать: калаçма, çырма вĕренет, шкул пĕтерет, юратнă ĕçе алла илет, мăшăрланса çирĕп çемье çавăрать. Çакăн хыççăн çеç этем çын шайне кĕрет.

     Кам тăрăшнипе пурнăç паянхи аталану шайне çитнĕ-ха? Паллах, çын тăрăшнипе. Вăл хăйĕн аллипе тĕрлĕрен тĕрлĕ çурт, кермен, шкулпа ача сачĕ, заводпа фабрика туса лартнă, хула, ял çĕкленĕ. Çын ĕçлемен пулсан мĕнле пурăннă пулăттăмăр-ши эпир? Эпĕ вăл пĕлмен, тума пултарайман ĕç çук пулĕ тесе шутлатăп. Паян эпир сирĕнпе хамăр пултарулăха кăтартăпăр.

  1 мĕш ертсе пыраканĕ: Хăйсен пултарулăхне катартма килнĕ вĕренекенсене мала тухма чĕнетпĕр:

Торгашов Вадим, Торгашов Артем, Угаров Александр;

  Волкова Анастасия, Красова Яна, Волкова Кристина;

  2 мĕш ертсе пыраканĕ:     1- мĕш ĕç « Визитка». Сирĕн хăвăр çинчен каласа памалла.

         

Видеоролик «Эп – чăваш ачи»

  2 мĕш ертсе пыраканĕ:     1- мĕш ĕç «Сăвă вуламалла». «Эп -  чăваш ачи сăвва» пултаруллă вуласа памалла.

Презентаци «Чăваш халăх инструменчĕсем»

1 мĕш ертсе пыраканĕ:

                                               Çакă çутă тĕнчере

                                          Вăйли çук та этемрен.

                                          Шывсем çинче, çĕр çинче

                                          Хуçа пулса вăл тăрать.

    Çапла, вăл хуçа. Çын çăлтăрсем витĕр çул хывать, тĕнче уçлăхне çĕкленет, çĕр айĕнче çулсем тăвать, çĕрпе, тинĕссемпе, юхан шывсемпе, çут çанталăкăн пур пуянлăхĕпе  хăйне кирлĕ пек усă курать,  Унăн вăйне те хăйне пăхăнтарать.  Анчах хуçан, ман шутпа, паянхи пурнăç çинчен кăна мар, ыранхи çинчен те шухăшламалла. «Кайăк хитре тĕкĕпе, этем вăйлă ăсĕпе»,- теес килет манăн. Апла пире турă пÿрнĕ пурнăçра ырă та ăслă хуçа пуласчĕ.

3- мĕш ĕç «Музыка тăхтавĕ». Ал айĕнчи инструментсемпе вĕренекенсен кĕвĕ вылямалла. Инструментсен шутне çаксем кĕреççĕ: шăхлич, пăчкă, йывăç кашăк, кĕпе çумалли тимĕр татки.

2 мĕш ертсе пыраканĕ:   

Çынпа çын, халăхпа халăх, çĕр-шывпа çĕр-шыв хушшинче хушăран хушă хирĕçÿ, вăрçă-харçă сиксе тухма пултарать. Юлашки вăхăтра халăхсем хушшинче çакнашкал пулăмсем  час-часах пулса пыраççĕ. Вĕсемшĕн, ман шутпа, çыннах айăплă. Мĕншĕн-ха этем этеме усал сунать?..Петĕр Хусанкай вăрçара пулнă. Фашистсемпе çапăçнă… «Мунча шăрши» сăвви тăрăх Алексей Наумов юрă кĕвеленĕ.

Видеоролик «Мунча шăрши»

2 мĕш ертсе пыраканĕ:  Пирĕн пĕчĕк каччăсем те пулас салтаксем. Халĕ вĕсем салтак ташши прнелеççĕ пире.  

 

«Эх, дорожка фронтовая» ташă.

(Арçын ачасем ташă ташлаççĕ

2 мĕш ертсе пыраканĕ:   П.Хусанкай хăйĕн « Эпир  пулнă, пур, пулатпăр!» сăввинче чăваш халăхĕн  хăйĕн ташши, хăйĕн  юрри пурри  çинчен савăнса, мăнаçланса  çырса  парать. Унăн сăввисем тăрăх юрăсем те хывнă…

Пĕчĕк хĕр пĕрчисен «Сăпка юрри» кĕввипе пуканесене çывăрттармалла пулать.

Видеоролик «Сăпка юрри»

(Хĕр ачасем пукане çывăрттараççĕ)

4- мĕш ĕç «Хăвăрткаларăшсене каламалла»

5- мĕш ĕç «Ваттисен сăмахĕсене пĕлетĕр – и?»

(Ваттисен сăмахĕсене татăкăн – татăкăн пухса вуласа памалла)

2 мĕш ертсе пыраканĕ:   

                                                           Кам-ха, кам çак халăха пĕлет:

                                                Вăл çĕр пин сăмахпала пÿплет,

                                                Çĕр пин юрă-çĕмĕ кĕвĕлет,

                                                Çĕр пин тĕслĕ тĕрĕ вăл тĕрлет.

                                                                                   П. Хусанкай

1 ертсе пыракан.  Ĕлĕкренпех чăвашсем тăван çĕршыва çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ  çĕршывĕ теççĕ.

 

2 ертсе пыракан.  Тĕрĕ вăл – чăвашсен чи авалхи искусствисенчен пĕри. Чăваш тĕррин илемĕ такам  чунне те канăçтарма пултарать, хуть те мĕнле куçа та илĕртет. Кĕвĕ пек илемлĕ, илĕртÿллĕ тĕрĕ çинчен нумайăшĕ куçне илеймест. Мĕн тери паха вăл! Калăн, тĕрĕре халăх чунĕ хăй усранать тесе.

1 ертсе пыракан.  Чăваш тĕрри. Вăл пирĕн чуна хăйне евĕр илемĕпе тыткăнлать. Тĕрĕ  чĕрĕ пек. Ун çине пăхас та пăхас килет.

2 ертсе пыракан.  Ĕлĕк чăваш хĕрĕ 5 çула çитсенех хăйă çутинче ларса тĕрĕ тĕрленĕ. Хăйне валли, пулас мăшăрĕ, тăванĕсем валли парне, тупра хатĕрленĕ. Пур чăваш хĕрĕ те тĕрлеме пĕлнĕ. Тĕрлеме пĕлмен хĕр юрăхсăр шутланнă.

Видеоролик «Чăваш тĕрри»

                            Чăваш тĕрри – çĕршыв мухтавĕ,

                             Вăл тĕрĕ тухрĕ аслă тĕнчене.

                             Унта халь уççăн илтĕнет

                             Чăваш юрри- кĕввин  янравĕ.

                                                               П. Хусанкай

6- мĕш ĕç «Илемлĕ хутсенчен « Чăваш тĕрри » аппликаци тумалла.

2 мĕш ертсе пыраканĕ:    Чăваш   халăхĕн  малашлăхĕ çутă,  пуласлăхĕ  çирĕп. Тĕнче  уçлăхне малалла тĕпчес ĕçре  чăвашăн та  тÿпи  пысăк.     П.Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăвви , «Çÿлелле» поэми  халăх асĕнчен  нихăçан та  тухмĕç. Çак  произведенисем П.Хусанкай сăмахĕсее  çирĕплетсе параççĕ. «Эпир пулнă, пур, пулатпăр! » тенĕ  Петр Петрович.

  Ман шутпа, çак  сăмахсем питĕ  тĕрĕс, мĕншĕн  тесен  чăваш  халăхĕ  иртнĕ ĕмĕрсенче те пулнă,  халĕ те пур,  хăйĕн пуласлăхĕшĕн  тăрăшать.   Апла пулсан вăл  малашне те пулать.  Эппин эпир çак сăмахсене   мăнаçлăнах калама  пултаратпăр:

Пурте:   Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

Пĕтĕмлетÿ тăватпăр, вĕренекенсне чыслатпăр.