Предметная олимпиада

Васикова Ирина Севастьяновна

Предварительный просмотр:

9 класс

  1. Й=н=ш туп=р та търлетър.

ЧПУ студенткин Олеся Борисован ё\н\ \ё\семпе паллашма с\нетп\р.

  1. Й=н=ш туп=р та търлетър.

Эп\ кунта диспечером \ёлет\п.

  1. Хутс=р предложенисен чиккине цифр=сем лартса палл= т=в=р.

Й=ван килтисене ё\н\ ёул ёывхарн= ятпа саламлан=, ыв=л ёурални ёинчен п\лтерн\.

  1. П\ррем\ш запятоя м\нле т\ллевпе лартнине =нлантар=р.

Х\вел анас ум\н, в=рман ш=п пулч\, паё=ртарах кашласа ларн= ч=р=шсемпе ш\в\р ё\л\кл\ яштака яхт=сем сасарт=к л=плпнса парадри салтаксем ев\рл\ шанк хытса т=ч\ё.

  1. М.Кипек повеё\нчи Ягуар кам пулн=?

  1. Ёар моряк\ тата ёар инструктор\.
  2. Снайпер тата партизан.
  3. Спортсмен.
  4. Пур хурав\ те т\р\с.

  1. 9-м\ш класс=н литература к\некинче сайра т\л пулакан с=махсем пур. В\сен п\лтер\ш\сене =нлантар=р.

  1. Элтепер; 2) хан, кахан, пашхан, турхан; 3) саманташ; 4) =раскал; 5) в=т=рн=.
  1. А.Алкан «Брандербург хапхи ум\нче» с=ввине тишкерсе ёак \ёсене т=в=р:
  1. Илемл\х мел\сене туп=р.
  2. С=в= виёине пал=рт=р.
  3. С=вва х=ёан ёырн=? +ёта в=л, Брандербург хапхи?

  1. М.Федоров=н «Ар ёури», К.Иванов=н «Нарспи» поэмисен автор\сем х=йсем ёырн= ал ёыр=в\сем (оригиналсем) =ёта упранаёё\?
  1. Шупашкарта Ч=ваш патшал=х т\пчев институт\нче.
  2. Хусан патшал=х архив\нче.
  3. Мускав литература институч\н т\п архив\нче.
  4. Оригиналсем упранса юлман.

10 класс

1. Й=н=ш туп=р та м\нш\н апла е капла ёырмаллине =нлантар=р.

Х\рлисем Хусана илсен «Хыпар=н» х\рар=м-редакторне ним х\рхенмес\р персе в\лерн\.

2. Й=н=ш туп=р та търлет\р.

А.Г.Аксаков экомомик=на к\некерен ёеё маар п\лет.

3. Хутс=р предложенисен чиккисене цифр=сем лартса палл= т=в=р.

Ядринцев кунта килсе \ёе вырнаёни уйр=мах ёамр=к медсестрасемпе санитарк=сене п=лхантарса янине лай=х аст=вать Клавдия Степановна.

      4. П\ррем\ш запятоя м\нле т\ллевпе лартнине =нлантар=р.

Кин т=вакан \ёсене хуняма с=нан= чух, ал-ура ёыхланать, ал=ри чаш=к-тар\к ъксе ванать, к=макара кук=ль пич\ ёунать.

  1. Карлпа Александра Фукссем Хур=нл= ёул ёинчи х=ш ч=ваш ял\сене ас=нн=?

  1. Нестер Янкас=н «Шетл\ шыв\ х\рринче» с=ввин ик\ ёавр=м\нчи илемл=х мел\сене к=тарт=р.

Сим\с-сим\с ул=хра

П=с юхать – ш=рёа т=кать.

Шур=м пуё\ тух=ёра

В=й вылять, х\вел тухать,

Шетм\ т=р=х х\м т=кать,

Шетм\ т=р=х ёул хывать.

/нч\ - ылт=н ёул хывать.

7.Ч=ваш поэзий\нче юр= с=мах\сем ёырса пал=рн= с=в=ёсене уй=рса ил\р.

Федор Павлов, М\три Кипек, Никифор Ваёёанкка, Иван Ивник, Леонид Агаков, Валентин Урташ, Кузьма Пайраш, Ефрем Еллиев, Никифор Янташ, Илле Тукташ, Георгий Ефимов, Юрий Сементер, Митта Ваёлей\, Николай Сандров, Василий Давыдов-Анатри.

8.Ёеёп\л Мишин «Ч=н ч\р\лн\» с\ввинче кама-кама ч\нсе калан=?

  1. Ахмед ибн Фадлан Ёырнинче П=лхарсен ёар ёынниссссссссссем х\вел анн\ в=х=трап \р-п\ринпе ёап=ёнине к=тартн=. Элчисем х=раса ъкн\, п=лхарсем кулса п=хса ларн=. М\н курн= п=лхарсемпе х=насеем?

11 класс

  1. Предложенире м\нле й=н= шпур – тупса търлет\р те търлетъ с=лтавне уёса пар=р.

П\т\м ч=ваш-ентеш\мсем яч\пе =н=ёу сунат=п сана,Ч=ваш телевидений\.

  1. Й=н=ш туп=р та търлет\р.

Й\лт\рё\сен =м=рт=в\ 20 минутс=р 10-ра пуёланать.

  1. Хутл= предложение к\рекен хутс=р предложенисен чиккисене цифр=сем лартса палл= т=в=р.

Подрядчик астутарни инёетри сас= пек ёеё илт\ннипе Ётаппан т=на к\реймер\.

  1. П\ррем\ш запятоя м\н т\ллевпе лартн\?

Хальхинче, т=шман =ётине кай=к к=вакалсем, шыв ч=ххисемпе къл\ри чарлансем шавласа х\в\шнинчен тавё=рса илет Савин.

  1. С=нлав турт=м\, тыт=м\ тата илемл\х\ т\л\ш\нчен А.Артемьев «Салампи» романра х=ш енсемпе ус= курн=?
  1. Ч=н пурн=ёри пек (реалистла) с=нлавпа тата психологи тишкер\в\пе.
  2. Лирик=лл= =ш пилл\хпе тата к\в\лл\ пуплевпе.
  3. Танлаштарулл= с=нсемпе тата кул=шпа питлев хавхипе.
  4. Пуринпе те ус= курн=.

  1. Н.Терентьев=н «Ёил ёинчи ёеёп\л», Ё\рпе х\р», «Куккук ёаплах ав=тать», «Хумсем ёырана ёапаёё\», «Пушар лаши» хайлав\сен жанрне тата т\сне пал=рт=р.

  1. Ю.Сементер\н «Ам=ш\н чун\» хайлав\ лирик=н х=ш ушк=нне (т\сне) к\нине пал=рт=р, унти илемл\х мел\сене туп=р.

  1. Пан= текст т=р=х к\ске рецензи сочинени ёыр=р.



Предварительный просмотр:

Чăваш чĕлхипе литератури

9 класс

1. Наречисен синонимĕсене тупса çырăр.

Ĕлĕк,  тăтăш, пăртак, ерипен.

2. Скобкăра панă сăмахсенчен тĕрĕссине суйласа илсе çырăр.

Пурте пĕр харăсах ÿкерчĕк çинчи çавракарах питлĕ, çав тери чĕрĕ куçлă илемлĕ (каччăна, качча) пăхма тытăнчĕç.(Л.Агаков.)

3. Чăваш чĕлхин пĕрремĕш орфографи словарĕн авторĕ кам пулать?

4. Текста вулăр. Аффикс хушăнса пулнă иккĕмĕшле япала ячĕсене çырса илĕр, пулăвне ăнлантарăр.

Эй, тăван чĕлхемĕр! Эсĕ чăваш юманĕ пек ватă та патвар. Хăвăн хăватна çухатмасăр ĕмĕртен-ĕмĕр, çултан-çул тĕрекленсе ÿсетĕн, юман вутти пекех хĕрÿллĕ те вăйлă çунатăн; чĕре кÿтсе çитсен – ăшăтатăн, кирлĕ чухне çунтаратăн; тăваншăн эсĕ – тĕттĕмри çул маякĕ, тăшманшăн – вилĕм тытамакĕ. (А. Артемьев.)

5.  Ваттисен сăмахĕсене çырса пĕтерĕр:

1.  Çапа пĕлмен пушă ….  2. Кашкăртан тарнă … . 3. Лаша тăват ураллă, … . 4. Пуçтарма – çулталăк, салатма – … . 5. Ăшă сăмах – çу кунĕ, сивĕ сăмах – …

6.Кайăк е чĕр чун ячĕ хушаматлă чăваш писателĕсемпе поэчĕсене камсене пĕлетĕр?

7.  Хăвăра килĕшекен пĕр-пĕр чăваш çыравçине тата унăн паллăрах хайлавĕсене калăр.

8. Çак сăвă йĕркисен авторĕ кам? Хайлав мĕн ятлă? Сăвăра мĕнле илемлĕх мелĕсем тĕл пулаççĕ?

Çуркунне, юратрăм эп сана,

Пĕлтĕрхи пекех тĕрĕс-тĕкеллĕн

    Таврăнатăн пирĕн таврана.

    Шурлăхра шуйхатрăн пин текерлĕк,

    Эс вĕçтертĕн ушкăн тăрнана,

    Кунталла вĕсен çулне тĕллерĕн.

9. «Нарспи» поэмăра мĕнле календарлă йăла-йĕркесем сăнланнă?

10.Çеçпĕл Мишшин пăхмасăр калама вĕреннĕ пĕр сăввине çырса парăр. Сăвăри илемлĕх мелĕсене палăртса тухăр.

Пĕлсе тăма: Кашни ыйтăва  тĕрĕс  хуравласан чи нумаййи 50 балл пухма пулать.


Хуравсем

9 класс

1. Ĕлĕк – авал,  тăтăш – час-часах, çине-çине, пĕрмай; пăртак – кăштах, кăшт; ерипен – майĕпен, хуллен, аран;  пайтах – нумай, чылай, самай. Синоним пулакан пĕрер сăмах тĕрĕс тупнă пулсан 5 балл лартма юрать.

2. Пурте пĕр харăсах ÿкерчĕк çинчи çавракарах питлĕ, çав тери чĕрĕ куçлă илемлĕ качча пăхма тытăнчĕç. Тĕрĕс хуравшăн – 5 балл.

3. Чăваш чĕлхин пĕрремĕш орфографи словарĕн авторĕ – чăвашсен паллă чĕлхеçи В.Г. Егоров профессор. Тĕрĕс хуравшăн – 5 балл.

4. Аффикс хушăнса пулнă иккĕмĕшле япала ячĕсем:

Вилĕм – вил (гл.) + ĕм (2,5 б.), тытамакĕ – тыт (гл.) + амак (2,5 б.). Тĕрĕс хуравшăн чи нумаййи – 5 балл.

5. 1. Çапа пĕлмен пушă хăвна лекет. 2. Кашкăртан тарнă упана лекнĕ. 3. Лаша тăват ураллă, çапах такăнать. 4. Пуçтарма – çулталăк, салатма – пĕр талăк. 5. Ăшă сăмах – çу кунĕ, сивĕ сăмах – хĕл кунĕ. Кашни тĕрĕс хуравшăн – 1 балл. Чи нумаййи – 5 балл.

6. Г. Орлов, А. Воробьев, П. Львов, А. Медведев, С. Шăпчăк, А. Волков, М. Волкова, Г. Волков, И. Лисаев, В. Синичкин, Уйăп Мишши, Кашкăр Микули, А. Галкин, Ю. Скворцов.  (7 хушамат тĕрĕс каланă пулсан 5 балл лартма юрать.)

7. Чи нумаййи – 5 балл.

8. Ухсай Яккăвĕ (1 б.). Çурхи ÿкерчĕк (1 б.). Илемлĕх мелĕсем (3 б.): сăпатлантару, эпитет, чĕнÿ. Чи нумаййи  – 5 балл.

9. Калăм, çăварни, çинçе, çимĕк. Кашни тĕрĕс хуравшăн  1,25балл. Чи нумаййи  – 5 балл.

10. Чи нумаййи – 5 балл.

Тулли те тĕрĕс хуравшăн кашни ыйтупах чи нумаййи 5 балл лартма юрать  (пурĕ 50 балл пулма пултарать).


 Чăваш чĕлхипе литератури

10 класс

1. Панă сăмахсен синонимĕсене тупса çырăр.

Вашават (паллă ячĕ), пайта (япала ячĕ).

2. Скобкăра панă сăмахсенчен тĕрĕссине суйласа илсе çырăр.

Тăван ялăмăр çинчен хывнă (юрăна, юрра) пĕтĕм йышпа итлеме юрататпăр. (Хаçатран.)

3. Вулăр. Текстра тĕл пулакан кайăк ячĕсене çырса илĕр, вырăсла куçарăр.

Вăрманта лăпкă мар. Çывăхрах чăваш пек ĕçчен ула такка хăрнă йывăçа сăмсипе такать. Ватă çăка çинче, килти ĕç-пуçа пуçтарнăшăн савăннă инке евĕр, капăр кăсăя юрласа ларать. Кукăр сăмсасем чăрăш йĕкелĕсене васкавлăн шĕкĕлчеççĕ. Шăван кайăк ушкăнĕ чăрăш вулли тăрăх çÿлтен аялалла, аялтан çÿлелле тати-сыпписĕр чупса кĕшĕлтетет. Сулахайра, вĕтлĕх вăрманти ĕшне хĕрринче, пилеш кайăкĕ чăрлатни илтĕнкелет.  (М.Кипек çырнинчен.)

4. Текста вулăр. Аффикс хушăнса пулнă  иккĕмĕшле паллă ячĕсене çырса илĕр, вĕсен пулăвне ăнлантарăр.

Эй, тăван чĕлхемĕр! Эсĕ чăваш тĕрри пек паха та илемлĕ, асамлă та ытарлă. Эсĕ чăваш юрри пек кĕвĕллĕ те янăравлă. Санра чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма, çунатлантарма хăват пур. Эй, аслă асаттемĕрсен кивелми чаплă чĕлхи! Ирĕклĕ çĕр-шывра ĕмĕр ирĕклĕн янра эсĕ! Тайма пуçăм сана!  (А. Артемьев.)

5. Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр.

1) Çăмарта шурă тесе … .  2)  Çĕр çын вĕрсен … . 3)  Аслăран та асли пур, … . 4) Ыр ут çынна таптамасть, … .  5) Калаçу вăрăм пулсан та … .

6. Хăвăра килĕшекен пĕр-пĕр чăваш çыравçине тата унăн паллăрах хайлавĕсене калăр.

7. Ухсай Яккăвĕ мĕнле çыравçă çинчен тĕпчев ĕçĕ çырса уйрăм кĕнеке кăларнă?

8. «Хĕрлĕ мăкăнь» хайлавăн авторне, жанрне, тĕп геройĕсене палăртăр.

9. Н. Бичурин «Тĕлĕк» одине кама халалланă?

10. Çеçпĕл Мишшин пăхмасăр калама вĕреннĕ пĕр сăввине çырса парăр. Сăвăри илемлĕх мелĕсене палăртса тухăр.

Пĕлсе тăма: Кашни ыйтăва  тĕрĕс хуравласан чи нумаййи 50 балл пухма пулать.


Хуравсем

Чăваш шкулĕ 10 класс

1. Вашават – тарават, кăмăллă, юмарт, уçă кăмăллă; пайта – усă, сипет, сип(лĕх), пархатар; тупăш, услам, сĕтев  (2-шер сăмах тĕрĕс тупнă пулсан 5 балл лартма юрать. Кашни тĕрĕс хуравшăн  1,25балл.).

2. Тăван ялăмăр çинчен хывнă юрра пĕтĕм йышпа итлеме юрататпăр. (Хаçатран.) Тĕрĕс хуравшăн – 5 балл.

3. Кайăк ячĕсем: ула такка – дятел, кăсăя – синица, кукăр сăмса – клест, шăван кайăк – поползень, пилеш  кайăкĕ – дрозд.Кашни тĕрĕс хуравшăн - 1балл. Чи нумаййи – 5 балл.

4. Аффикс хушăнса пулнă иккĕмĕшле паллă ячĕсем:

Илемлĕ – илем (яп. ячĕ) + лĕ, асамлă – асам (яп. ячĕ) + лă, кĕвĕллĕ – кĕвĕ (яп. ячĕ) + ллĕ, янăравлă – янăрав (яп. ячĕ) + лă, ирĕклĕ – ирĕк (яп. ячĕ) + лĕ.  Кашни тĕрĕс хуравшăн – 1 балл. Чи нумаййи – 5 балл.

5.1) Çăмарта шурă тесе шуратмасăр çиме çук.  2) Çĕр çын вĕрсен капан тÿнет. 3) Аслăран та асли пур, ăслăран та ăсли пур. 4) Ыр ут çынна таптамасть, ыр çын çынна хурламасть.  5) Калаçу вăрăм пулсан та сăмах кĕске пултăр. Кашни тĕрĕс хуравшăн – 1 балл. Чи нумаййи – 5 балл.

6. Чи нумаййи – 5 балл.

7. Константин Иванов çинчен. Тĕрĕс хуравшăн – 5 балл.

8. Повесть (1 б.). Авторĕ – Ю. Скворцов (1 б.). Геройсем (5 ят тĕрĕс каланă пулсан 3 балл лартма юрать) – Тамара, Рая, Вова, Валентин, Вера Федоровна, Геннадий Васильевич, Елена Сардоновна… Чи нумаййи – 5 балл.

9. Хусан архирейне, хăйĕн вĕрентекенне – Амвросий Бодабедова. Тĕрĕс хуравшăн – 5 балл.

10. Чи нумаййи – 5 балл.

Тулли те тĕрĕс хуравшăн кашни ыйтупа чи нумаййи 5 балл лартмалла (пурĕ 50 балл пулма пултарать).


 Чăваш чĕлхипе литератури, 11 класс

1. Сăмах малашăвĕсенчи паллă ячĕсене çывăх пĕлтерĕшлисемпе (синонимлисемпе) улăштарса çырăр: килĕшÿллĕ пурнăç, килĕшÿллĕ сăмах,  килĕшÿллĕ çын.

2. Текста вулăр. Аффикс хушăнса пулнă 5 иккĕмĕшле сăмах çырса илĕр, вĕсен пулăвне ăнлантарăр.

Чăваш халăхĕ мĕн авалтан юрă ăсти пулнă. Чăваш чĕлхинче çĕр пин сăмах, чăваш халăхĕн çĕр пин тĕслĕ тĕрри, çĕр пин юрри пур теççĕ. Чăн та, пире тăван юрă сăпкара чухнех илтĕнме тытăнать. Пире вăл яшлăх кунĕсене хаклама вĕрентет, пурнăçра пиçĕхсе çитме хистет, ват атте-аннене хисеплесе сума сума ăс парать, ĕçре паттăр та сумлă пулма хистет. (Илпек Микулайĕ.)

3. Чăваш чĕлхин иккĕмĕш грамматики мĕн ятлă? Ăна кам çырса хатĕрленĕ? Кĕнеке ăçта тата миçемĕш çулта пичетленсе тухнă?

4. Скобкăра панă сăмахсенчен тĕрĕссине суйласа илсе çырăр.

Эпĕ кĕсьери ылтăн (çĕрĕне, çĕрре) çупăрласа сада, хамăр тăракан вырăна, утатăп. (Н. Петров.)

5. Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр.

1) Çĕрте малта пыр, … . 2) Кив пÿрте пăсиччен … . 3) Вăрман пек пуянни çук, … . 4) Кăмакара пиçменни … . 5) Хир урли курăнать, … .

6.Ухсай Яккăвĕн пăхмасăр калама вĕреннĕ пĕр сăввине çырса парăр. Сăвăри илемлĕх мелĕсене палăртса тухăр.

7. «Хура çăкăр» романри Тухтар хăйĕн чунĕнчи туйăмĕсене Селимене палăртса ăна мĕн парнеленĕ?

8. Митта Ваçлейĕ «Виçĕ хăват» сăввинче поэзин мĕнле виçĕ хăвачĕ пирки калать?

9. Пĕр тăрăхра çуралса ÿснĕ çыравçăсен пĕр пек ятлă мĕнле хайлавне пĕлетĕр? Хайлав ятне тата авторĕсене палăртăр.

10. Хăвăра килĕшекен пĕр-пĕр чăваш çыравçине тата унăн паллăрах хайлавĕсене калăр.

Пĕлсе тăма!  Кашни ыйтăва  тĕрĕс те туллин хуравласан чи нумаййи 50 балл пухма пулать.


Хуравсем

Чăваш шкулĕ 11 класс

1. Килĕшÿллĕ пурнăç – тату пурнăç, килĕшÿллĕ сăмах – вырăнлă сăмах, килĕшÿллĕ çын – кăмăллă (ырă) çын. Кашни тĕрĕс хуравшăн  1,7 балл. Чи нумаййи – 5 балл.

2. Аффикс хушăнса пулнă иккĕмĕшле сăмахсем : ăсти – ăста – ăс (яп.ячĕ)+ та,  тĕслĕ илтĕнме – илтĕн – илт (гл.) + ĕн,  тытăнать – тытăн – тыт (гл.) + ăн,  яшлăх – яш (яп.ячĕ) + лăх,  хаклама – хакла – хак (яп. ячĕ) + ла,  вĕрентет – вĕрент – вĕрен (гл.) + т, пурнăçра – пурнăç – пур(ă)н (гл.) + ăç,  пиçĕхсе – пиçĕх – пиç (гл.) + ĕх,   хисеплесе – хисепле – хисеп (яп. ячĕ) + ле,  сумлă – сум (яп. ячĕ) + лă. Кашни тĕрĕс хуравшăн - 1 балл. Чи нумаййи – 5 балл.

3. Чăваш чĕлхин иккĕмĕш грамматики «Начертание правил чувашского языка и словарь, составленные для духовных училищ Казанской епархии» ятлă. Ăна В. П. Вишневский протоиерей çырса  хатĕрленĕ. Кĕнеке 1836 çулта Хусанта пичетленсе тухнă. Кашни тĕрĕс хуравшăн  1,25 балл. Чи нумаййи – 5 балл.

4. Эпĕ кĕсьери ылтăн çĕрре çупăрласа сада, хамăр тăракан вырăна, утатăп. (Н.Петров.) Тĕрĕс хуравшăн – 5 балл.

5. 1) Çĕрте малта пыр, пинте кая ан юл. 2) Кив пÿрте пăсиччен çĕннине ларт. 3) Вăрман пек пуянни çук, хир пек асли çук. 4) Кăмакара пиçменни хĕвел çинче пиçес çук.  5) Хир урли курăнать, сăмса айĕнчи курăнмасть. Кашни тĕрĕс хуравшăн - 1 балл. Чи нумаййи – 5 балл.

6. Чи нумаййи – 5 балл.

7. Арча. Тĕрĕс хуравшăн – 5 балл.

8. Чĕлхен чăн илемĕ, чун-чĕрен хĕвеллĕ хĕлхемĕ, çунатлă ăс. Кашни тĕрĕс хуравшăн  1,7 балл. Чи нумаййи – 5 балл.

9. К. Ивановăн «Шуйттан чури» (2,5 б.), Я. Ухсайĕн «Шуйттан чури» (2,5 б.). Чи нумаййи – 5 балл.

10. Чи нумаййи – 5 балл.

Тулли те тĕрĕс хуравшăн кашни ыйтупа чи нумаййи 5 балл лартмалла (пурĕ 50 балл пулма пултарать).



Предварительный просмотр:

Регионсем шайĕнчи олимпиада (2012)

Чăваш чĕлхипе литератури

9 класс (чăваш шкулĕ, диаспора)

1. Наречисен синонимĕсене тупса çырăр.

Ĕлĕк,  тăтăш, пăртак, ерипен.

2. Скобкăра панă сăмахсенчен тĕрĕссине суйласа илсе çырăр.

Пурте пĕр харăсах ÿкерчĕк çинчи çавракарах питлĕ, çав тери чĕрĕ куçлă илемлĕ (каччăна, качча) пăхма тытăнчĕç. (Л.Агаков.)

3. Чăваш чĕлхин пĕрремĕш орфографи словарĕн авторĕ кам пулать? 

4. Текста вулăр. Аффикс хушăнса пулнă иккĕмĕшле япала ячĕсене çырса илĕр, пулăвне ăнлантарăр.

Эй, тăван чĕлхемĕр! Эсĕ чăваш юманĕ пек ватă та патвар. Хăвăн хăватна çухатмасăр ĕмĕртен-ĕмĕр, çултан-çул тĕрекленсе ÿсетĕн, юман вутти пекех хĕрÿллĕ те вăйлă çунатăн; чĕре кÿтсе çитсен – ăшăтатăн, кирлĕ чухне çунтаратăн; тăваншăн эсĕ – тĕттĕмри çул маякĕ, тăшманшăн – вилĕм тытамакĕ. (А. Артемьев.)

5.  Ваттисен сăмахĕсене çырса пĕтерĕр:

1.  Çапа пĕлмен пушă ….  2. Кашкăртан тарнă … . 3. Лаша тăват ураллă, … . 4. Пуçтарма – çулталăк, салатма – … . 5. Ăшă сăмах – çу кунĕ, сивĕ сăмах – …

6. Кайăк е чĕр чун ячĕ хушаматлă чăваш писателĕсемпе поэчĕсене камсене пĕлетĕр?

7.  Хăвăра килĕшекен пĕр-пĕр чăваш çыравçине тата унăн паллăрах хайлавĕсене калăр.

8. Çак сăвă йĕркисен авторĕ кам? Хайлав мĕн ятлă? Сăвăра мĕнле илемлĕх мелĕсем тĕл пулаççĕ?

    Çуркунне, юратрăм эп сана,

    Пĕлтĕрхи пекех тĕрĕс-тĕкеллĕн

    Таврăнатăн пирĕн таврана.

    Шурлăхра шуйхатрăн пин текерлĕк,

    Эс вĕçтертĕн ушкăн тăрнана,

    Кунталла вĕсен çулне тĕллерĕн.

9. «Нарспи» поэмăра мĕнле календарлă йăла-йĕркесем сăнланнă?

10. Çеçпĕл Мишшин пăхмасăр калама вĕреннĕ пĕр сăввине çырса парăр. Сăвăри илемлĕх мелĕсене палăртса тухăр.

Пĕлсе тăма: Кашни ыйтăва  тĕрĕс  хуравласан чи нумаййи 50 балл пухма пулать.


Хуравсем

9 класс (чăваш шкулĕ, диаспора)

1. Ĕлĕк – авал,  тăтăш – час-часах, çине-çине, пĕрмай; пăртак – кăштах, кăшт; ерипен – майĕпен, хуллен, аран;  пайтах – нумай, чылай, самай. Синоним пулакан пĕрер сăмах тĕрĕс тупнă пулсан 5 балл лартма юрать.

2. Пурте пĕр харăсах ÿкерчĕк çинчи çавракарах питлĕ, çав тери чĕрĕ куçлă илемлĕ качча пăхма тытăнчĕç. Тĕрĕс хуравшăн – 5 балл.

3. Чăваш чĕлхин пĕрремĕш орфографи словарĕн авторĕ – чăвашсен паллă чĕлхеçи В.Г. Егоров профессор. Тĕрĕс хуравшăн – 5 балл.

4. Аффикс хушăнса пулнă иккĕмĕшле япала ячĕсем:

Вилĕм – вил (гл.) + ĕм (2,5 б.), тытамакĕ – тыт (гл.) + амак (2,5 б.). Тĕрĕс хуравшăн чи нумаййи – 5 балл.

5. 1. Çапа пĕлмен пушă хăвна лекет. 2. Кашкăртан тарнă упана лекнĕ. 3. Лаша тăват ураллă, çапах такăнать. 4. Пуçтарма – çулталăк, салатма – пĕр талăк. 5. Ăшă сăмах – çу кунĕ, сивĕ сăмах – хĕл кунĕ. Кашни тĕрĕс хуравшăн – 1 балл. Чи нумаййи – 5 балл.

6. Г. Орлов, А. Воробьев, П. Львов, А. Медведев, С. Шăпчăк, А. Волков, М. Волкова, Г. Волков, И. Лисаев, В. Синичкин, Уйăп Мишши, Кашкăр Микули, А. Галкин, Ю. Скворцов.  (7 хушамат тĕрĕс каланă пулсан 5 балл лартма юрать.)

7. Чи нумаййи – 5 балл.

8. Ухсай Яккăвĕ (1 б.). Çурхи ÿкерчĕк (1 б.). Илемлĕх мелĕсем (3 б.): сăпатлантару, эпитет, чĕнÿ. Чи нумаййи  – 5 балл.

9. Калăм, çăварни, çинçе, çимĕк. Кашни тĕрĕс хуравшăн  1,25 балл. Чи нумаййи  – 5 балл.

10. Чи нумаййи – 5 балл.

Тулли те тĕрĕс хуравшăн кашни ыйтупах чи нумаййи 5 балл лартма юрать  (пурĕ 50 балл пулма пултарать).


Регионсем шайĕнчи  олимпиада (2012)

Чăваш чĕлхипе литератури

10 класс (чăваш шкулĕ, диаспора)

1. Панă сăмахсен синонимĕсене тупса çырăр.

Вашават (паллă ячĕ), пайта (япала ячĕ).

2. Скобкăра панă сăмахсенчен тĕрĕссине суйласа илсе çырăр.

Тăван ялăмăр çинчен хывнă (юрăна, юрра) пĕтĕм йышпа итлеме юрататпăр. (Хаçатран.)

3. Вулăр. Текстра тĕл пулакан кайăк ячĕсене çырса илĕр, вырăсла куçарăр.

Вăрманта лăпкă мар. Çывăхрах чăваш пек ĕçчен ула такка хăрнă йывăçа сăмсипе такать. Ватă çăка çинче, килти ĕç-пуçа пуçтарнăшăн савăннă инке евĕр, капăр кăсăя юрласа ларать. Кукăр сăмсасем чăрăш йĕкелĕсене васкавлăн шĕкĕлчеççĕ. Шăван кайăк ушкăнĕ чăрăш вулли тăрăх çÿлтен аялалла, аялтан çÿлелле тати-сыпписĕр чупса кĕшĕлтетет. Сулахайра, вĕтлĕх вăрманти ĕшне хĕрринче, пилеш кайăкĕ чăрлатни илтĕнкелет.  (М.Кипек çырнинчен.)

4. Текста вулăр. Аффикс хушăнса пулнă  иккĕмĕшле паллă ячĕсене çырса илĕр, вĕсен пулăвне ăнлантарăр.

Эй, тăван чĕлхемĕр! Эсĕ чăваш тĕрри пек паха та илемлĕ, асамлă та ытарлă. Эсĕ чăваш юрри пек кĕвĕллĕ те янăравлă. Санра чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма, çунатлантарма хăват пур. Эй, аслă асаттемĕрсен кивелми чаплă чĕлхи! Ирĕклĕ çĕр-шывра ĕмĕр ирĕклĕн янра эсĕ! Тайма пуçăм сана!  (А. Артемьев.)

5. Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр.

1) Çăмарта шурă тесе … .  2)  Çĕр çын вĕрсен … . 3)  Аслăран та асли пур, … . 4) Ыр ут çынна таптамасть, … .  5) Калаçу вăрăм пулсан та … .

6. Хăвăра килĕшекен пĕр-пĕр чăваш çыравçине тата унăн паллăрах хайлавĕсене калăр.

7. Ухсай Яккăвĕ мĕнле çыравçă çинчен тĕпчев ĕçĕ çырса уйрăм кĕнеке кăларнă?

8. «Хĕрлĕ мăкăнь» хайлавăн авторне, жанрне, тĕп геройĕсене палăртăр.

9. Н. Бичурин «Тĕлĕк» одине кама халалланă?

10. Çеçпĕл Мишшин пăхмасăр калама вĕреннĕ пĕр сăввине çырса парăр. Сăвăри илемлĕх мелĕсене палăртса тухăр.

Пĕлсе тăма: Кашни ыйтăва  тĕрĕс хуравласан чи нумаййи 50 балл пухма пулать.


Хуравсем

Чăваш шкулĕ 10 класс

1. Вашават – тарават, кăмăллă, юмарт, уçă кăмăллă; пайта – усă, сипет, сип(лĕх), пархатар; тупăш, услам, сĕтев  (2-шер сăмах тĕрĕс тупнă пулсан 5 балл лартма юрать. Кашни тĕрĕс хуравшăн  1,25 балл.).

2. Тăван ялăмăр çинчен хывнă юрра пĕтĕм йышпа итлеме юрататпăр. (Хаçатран.) Тĕрĕс хуравшăн – 5 балл.

3. Кайăк ячĕсем: ула такка – дятел, кăсăя – синица, кукăр сăмса – клест, шăван кайăк – поползень, пилеш  кайăкĕ – дрозд. Кашни тĕрĕс хуравшăн - 1 балл. Чи нумаййи – 5 балл.

4. Аффикс хушăнса пулнă иккĕмĕшле паллă ячĕсем:

Илемлĕ – илем (яп. ячĕ) + лĕ, асамлă – асам (яп. ячĕ) + лă, кĕвĕллĕ – кĕвĕ (яп. ячĕ) + ллĕ, янăравлă – янăрав (яп. ячĕ) + лă, ирĕклĕ – ирĕк (яп. ячĕ) + лĕ.  Кашни тĕрĕс хуравшăн – 1 балл. Чи нумаййи – 5 балл.

5. 1) Çăмарта шурă тесе шуратмасăр çиме çук.  2) Çĕр çын вĕрсен капан тÿнет. 3) Аслăран та асли пур, ăслăран та ăсли пур. 4) Ыр ут çынна таптамасть, ыр çын çынна хурламасть.  5) Калаçу вăрăм пулсан та сăмах кĕске пултăр. Кашни тĕрĕс хуравшăн – 1 балл. Чи нумаййи – 5 балл.

6. Чи нумаййи – 5 балл.

7. Константин Иванов çинчен. Тĕрĕс хуравшăн – 5 балл.

8. Повесть (1 б.). Авторĕ – Ю. Скворцов (1 б.). Геройсем (5 ят тĕрĕс каланă пулсан 3 балл лартма юрать) – Тамара, Рая, Вова, Валентин, Вера Федоровна, Геннадий Васильевич, Елена Сардоновна… Чи нумаййи – 5 балл.

9. Хусан архирейне, хăйĕн вĕрентекенне – Амвросий Бодабедова. Тĕрĕс хуравшăн – 5 балл.

10. Чи нумаййи – 5 балл.

Тулли те тĕрĕс хуравшăн кашни ыйтупа чи нумаййи 5 балл лартмалла (пурĕ 50 балл пулма пултарать).


Регионсем шайĕнчи олимпиада (2012)

Чăваш чĕлхипе литератури, 11 класс (чăваш шкулĕ, диаспора)

1. Сăмах малашăвĕсенчи паллă ячĕсене çывăх пĕлтерĕшлисемпе (синонимлисемпе) улăштарса çырăр: килĕшÿллĕ пурнăç, килĕшÿллĕ сăмах,  килĕшÿллĕ çын.

2. Текста вулăр. Аффикс хушăнса пулнă 5 иккĕмĕшле сăмах çырса илĕр, вĕсен пулăвне ăнлантарăр.

Чăваш халăхĕ мĕн авалтан юрă ăсти пулнă. Чăваш чĕлхинче çĕр пин сăмах, чăваш халăхĕн çĕр пин тĕслĕ тĕрри, çĕр пин юрри пур теççĕ. Чăн та, пире тăван юрă сăпкара чухнех илтĕнме тытăнать. Пире вăл яшлăх кунĕсене хаклама вĕрентет, пурнăçра пиçĕхсе çитме хистет, ват атте-аннене хисеплесе сума сума ăс парать, ĕçре паттăр та сумлă пулма хистет. (Илпек Микулайĕ.)

3. Чăваш чĕлхин иккĕмĕш грамматики мĕн ятлă? Ăна кам çырса хатĕрленĕ? Кĕнеке ăçта тата миçемĕш çулта пичетленсе тухнă?

4. Скобкăра панă сăмахсенчен тĕрĕссине суйласа илсе çырăр.

Эпĕ кĕсьери ылтăн (çĕрĕне, çĕрре) çупăрласа сада, хамăр тăракан вырăна, утатăп. (Н. Петров.)

5. Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр.

1) Çĕрте малта пыр, … . 2) Кив пÿрте пăсиччен … . 3) Вăрман пек пуянни çук, … . 4) Кăмакара пиçменни … . 5) Хир урли курăнать, … .

6.  Ухсай Яккăвĕн пăхмасăр калама вĕреннĕ пĕр сăввине çырса парăр. Сăвăри илемлĕх мелĕсене палăртса тухăр.

7. «Хура çăкăр» романри Тухтар хăйĕн чунĕнчи туйăмĕсене Селимене палăртса ăна мĕн парнеленĕ?

8. Митта Ваçлейĕ «Виçĕ хăват» сăввинче поэзин мĕнле виçĕ хăвачĕ пирки калать?

9. Пĕр тăрăхра çуралса ÿснĕ çыравçăсен пĕр пек ятлă мĕнле хайлавне пĕлетĕр? Хайлав ятне тата авторĕсене палăртăр.

10. Хăвăра килĕшекен пĕр-пĕр чăваш çыравçине тата унăн паллăрах хайлавĕсене калăр.

Пĕлсе тăма!  Кашни ыйтăва  тĕрĕс те туллин хуравласан чи нумаййи 50 балл пухма пулать.


Хуравсем

Чăваш шкулĕ 11 класс

1. Килĕшÿллĕ пурнăç – тату пурнăç, килĕшÿллĕ сăмах – вырăнлă сăмах, килĕшÿллĕ çын – кăмăллă (ырă) çын. Кашни тĕрĕс хуравшăн  1,7 балл. Чи нумаййи – 5 балл.

2. Аффикс хушăнса пулнă иккĕмĕшле сăмахсем : ăсти – ăста – ăс (яп.ячĕ)+ та,  тĕслĕ илтĕнме – илтĕн – илт (гл.) + ĕн,  тытăнать – тытăн – тыт (гл.) + ăн,  яшлăх – яш (яп.ячĕ) + лăх,  хаклама – хакла – хак (яп. ячĕ) + ла,  вĕрентет – вĕрент – вĕрен (гл.) + т, пурнăçра – пурнăç – пур(ă)н (гл.) + ăç,  пиçĕхсе – пиçĕх – пиç (гл.) + ĕх,   хисеплесе – хисепле – хисеп (яп. ячĕ) + ле,  сумлă – сум (яп. ячĕ) + лă. Кашни тĕрĕс хуравшăн - 1 балл. Чи нумаййи – 5 балл.

3. Чăваш чĕлхин иккĕмĕш грамматики «Начертание правил чувашского языка и словарь, составленные для духовных училищ Казанской епархии» ятлă. Ăна В. П. Вишневский протоиерей çырса  хатĕрленĕ. Кĕнеке 1836 çулта Хусанта пичетленсе тухнă. Кашни тĕрĕс хуравшăн  1,25 балл. Чи нумаййи – 5 балл.

4. Эпĕ кĕсьери ылтăн çĕрре çупăрласа сада, хамăр тăракан вырăна, утатăп. (Н.Петров.) Тĕрĕс хуравшăн – 5 балл.

5. 1) Çĕрте малта пыр, пинте кая ан юл. 2) Кив пÿрте пăсиччен çĕннине ларт. 3) Вăрман пек пуянни çук, хир пек асли çук. 4) Кăмакара пиçменни хĕвел çинче пиçес çук.  5) Хир урли курăнать, сăмса айĕнчи курăнмасть. Кашни тĕрĕс хуравшăн - 1 балл. Чи нумаййи – 5 балл.

6. Чи нумаййи – 5 балл.

7. Арча. Тĕрĕс хуравшăн – 5 балл.

     

8. Чĕлхен чăн илемĕ, чун-чĕрен хĕвеллĕ хĕлхемĕ, çунатлă ăс. Кашни тĕрĕс хуравшăн  1,7 балл. Чи нумаййи – 5 балл.

9. К. Ивановăн «Шуйттан чури» (2,5 б.), Я. Ухсайĕн «Шуйттан чури» (2,5 б.). Чи нумаййи – 5 балл.

10. Чи нумаййи – 5 балл.

Тулли те тĕрĕс хуравшăн кашни ыйтупа чи нумаййи 5 балл лартмалла (пурĕ 50 балл пулма пултарать).

Регионсем шайĕнчи олимпиада (2012)

Чăваш чĕлхипе литератури

9 класс (чăваш шкулĕ)

1. Наречисен синонимĕсене тупса çырăр.

Ĕлĕк, ÿлĕм, вуçех, текех, тăтăш, пăртак, ерипен, анчах, вара, пайтах.

2. Мĕн вăл ĕç хучĕ? Унăн уйрăмлăхĕсене палăртăр. Эсир ĕç хучĕсен мĕнле тĕсĕсене пĕлетĕр?

3. Пăхăнуллă хутлă предложени пулакан 5 ваттисен сăмахĕ е каларăш çырăр.

4. Текста вулăр. Аффикс хушăнса пулнă иккĕмĕшле сăмахсене пурне те çырса илĕр, пулăвне ăнлантарăр.

Эй, тăван чĕлхемĕр! Эсĕ чăваш юманĕ пек ватă та патвар. Хăвăн хăватна çухатмасăр ĕмĕртен-ĕмĕр, çултан-çул тĕрекленсе ÿсетĕн, юман вутти пекех хĕрÿллĕ те вăйлă çунатăн; чĕре кÿтсе çитсен – ăшăтатăн, кирлĕ чухне çунтаратăн; тăваншăн эсĕ – тĕттĕмри çул маякĕ, тăшманшăн – вилĕм тытамакĕ. (А. Артемьев.)

5.  Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр.

1). Ятлă çынна … . 2). Юлташсăр çын … . 3). Малти урапа ăçтан кусать, … . 4). Çăкăра чăмласа çи, … . 5). Ĕçчен çынна пĕр сăмах,  … . 6). Ĕçлени çыншăн пулсан та – … . 7). Кирек мĕнле ĕç те … .

6. Кайăк е чĕр чун ячĕ хушаматлă чăваш писателĕсемпе поэчĕсене камсене пĕлетĕр?

7.  И. Е. Тăхти хăйĕн хăш хайлавĕнче ĕлĕкхи чăваш туйне питĕ ăста çырса кăтартнă?

8. «Шишка» калавра сăмах кам е мĕн пирки пырать? Авторĕ кам?

9. «Чĕкеçĕм, чĕкеç…» повеçри сăнарсене палăртăр. Повесть авторĕ кам? «Чĕкеçĕм, чĕкеç» тесе кам пирки каланă?

10. Мĕн вăл новелла? Хăвăр вĕреннĕ мĕнле новеллăсене пĕлетĕр? Авторĕсене палăртăр.

Пĕлсе тăма!  Кашни ыйтăва  тĕрĕс  хуравласан чи нумаййи 50 балл пухма пулать.


Хуравсем

9 класс (чăваш шкулĕ)

1. Ĕлĕк – авал, ÿлĕм – кайран, вуçех – пĕртте, пачах; текех – пĕрмай, ялан; тăтăш – час-часах, çине-çине, пĕрмай; пăртак – кăштах, кăшт; ерипен – майĕпен, хуллен, аран; анчах – халь çеç, тин çеç; вара - кайран, ÿлĕмрен; пайтах – нумай, чылай, самай. Кашни сăмахĕпе пĕр синоним тĕрĕс тупнă пулсан 5 балл лартма юрать (1 сăмахшăн – 0,5 балл).

2. Ĕç хучĕ – пĕр калăппа, çирĕп стандарта пăхăнса çырмалли документ. Кашнин хăйĕн йĕрки, çирĕпленнĕ форми пур. Ĕç хучĕн хăйĕн тĕллевĕ, хăйĕн адресĕ пулать. Ăна кам çырнине тата кама валли, мĕнле тĕллевпе çырнине уçăмлă кăтартаççĕ. Ĕç хучĕн текстне  ăнланма çăмăл, уçăмлă чĕлхепе çырмалла. Унта ытлашши сăмах пулмалла мар (тĕрĕс ăнлантарнăшăн - 3 балл).

Ĕç хучĕсен тĕсĕсем: ыйту, пĕлтерÿ, автобиографи, шантару, акт, расписка, отчет т.ыт.те  ( 5 тĕрĕс хуравшăн 2 балл лартма юрать). Чи нумаййи 5 балл пулать.

3. Кашни тĕрĕс тупнă предложенишĕн 1 балл лартмалла. Чи нумаййи 5 балл пулать.

4. Аффикс хушăнса пулнă иккĕмĕшле сăмахсем :

Тĕрекленсе тĕреклен  тĕрек (яп. ячĕ) + лен, хĕрÿллĕ – хĕрÿ (пал. ячĕ) + ллĕ, вăйлă – вăй (яп. ячĕ) + лă, ăшăтатăн – ăшăт – ăшă (пал. ячĕ) + т, çунтаратăн – çунтар – çун (гл.) + тар, вилĕм – вил (гл.) + ĕм, тытамакĕ – тыт (гл.) + амак. Тĕрĕс тупнă кашни сăмахшăн ≈ 0,35 б., пулăвне тĕрĕс ăнлантарнăшăн ≈ 0,35 б. Чи нумаййи – 5 балл. 

5.  Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр.

1). Ятлă çынна ял савать. 2). Юлташсăр çын тымарсăр йывăç пек. 3). Малти урапа ăçтан кусать, кайри те çавăнтанах кусать. 4). Çăкăра чăмласа çи, сăмаха шухăшласа кала. 5). Ĕçчен çынна пĕр сăмах,  кахал çынна çĕр сăмах. 6). Ĕçлени çыншăн пулсан та – ĕçе вĕренни хăвăншăн. 7). Кирек мĕнле ĕç те ăстаран хăрать. Кашни тĕрĕс хуравшăн  ≈ 0,72 б. Чи нумаййи – 5 балл.

6. Г. Орлов, А. Воробьев, П. Львов, А. Медведев, С. Шăпчăк, А. Волков, М. Волкова, Г. Волков, И. Лисаев, В. Синичкин, Уйăп Мишши, Кашкăр Микули, А. Галкин, Ю. Скворцов.

(10 хушамат каланă пулсан 5 балл лартма юрать.) Пĕр тĕрĕс ятшăн – 0,5 балл.

7. И. Е. Тăхти хăйĕн «Шерхулла» калавĕнче ĕлĕкхи чăваш туйне питĕ ăста çырса кăтартнă. Тĕрĕс хуравшăн –  5 балл.

8. Тăван чĕлхинчен писнĕ Ваçлей Иванч пирки (2,5 б.). Авторĕ – Хумма Çеменĕ (2,5 б). Чи нумаййи – 5 балл.

9. Рая, Стас, Алюш, Галя, Юрик (2 б. – 0,4). Повесть авторĕ – Л. Сачкова (1,5 б.). «Чĕкеçĕм, чĕкеç» тесе Рая пирки каланă (1,5 б.). Чи нумаййи – 5 балл.

10. Новелла – пысăк мар проза жанрĕ, калав тĕсĕ. Новеллăра  пĕр-пĕр вĕçленнĕ пулăма çырса кăтартаççĕ (3 б.). М. Исаевăн «Рабфак хĕрĕ», М. Юманăн «Пÿлĕх йăмри» (2 б.).

Тулли те тĕрĕс хуравшăн кашни ыйтупа чи нумаййи 5 балл лартмалла (пурĕ 50 балл пулма пултарать).


Регионсем шайĕнчи  олимпиада (2012)

Чăваш чĕлхипе литератури

10 класс (чăваш шкулĕ)

1. Панă сăмахсен синонимĕсене (виççĕрен кая мар) тупса çырăр.

Вашават (паллă ячĕ), пайта (япала ячĕ).

2. Мĕн вăл ĕç хучĕ? Унăн уйрăмлăхĕсене палăртăр. Эсир ĕç хучĕсен мĕнле тĕсĕсене пĕлетĕр?

3. Текстри хутлă предложенисене çырса илĕр, вĕсен тĕсне, çыхăну мелне палăртăр.

Ытла та ырă-çке хĕвел анас умĕн хĕллехи сывлăшра! Йывăçсем çинче, кĕç-вĕç тăкăнас пек, юр чăмаккисем çакăнса тăраççĕ. Çÿлте темле тяк! тяк! сасă илтĕнет: ку пакша иккен, туратран турат çине вĕçĕмсĕр сикет.

Эпĕ уçланка тухатăп. Умра мĕн тери илем! Аялта ывăç тупанĕ çинчи пек айлăм сарăлать, унта кÿлĕ çуталса выртать. Кÿлĕ тепĕр енче – ял. Хĕвел аннă чух çакă пĕтĕмпех юмахри пекех туйăнать.

4. Текста вулăр. Аффикс хушăнса пулнă иккĕмĕшле сăмахсене пурне те çырса илĕр, пулăвне ăнлантарăр.

Эй, тăван чĕлхемĕр! Эсĕ чăваш тĕрри пек паха та илемлĕ, асамлă та ытарлă. Эсĕ чăваш юрри пек кĕвĕллĕ те янăравлă. Санра чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма, çунатлантарма хăват пур. Эй, аслă асаттемĕрсен кивелми чаплă чĕлхи! Ирĕклĕ çĕр-шывра ĕмĕр ирĕклĕн янра эсĕ! Тайма пуçăм сана!  (А. Артемьев.)

5. Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр.

1). Çăмарта шурă тесе … .  2). Сăмах çăмах мар, … .  3). Çĕр çын вĕрсен … . 4). Ĕçес килсен тин … . 5). Аслăран та асли пур, … . 6). Ыр ут çынна таптамасть, … .  7). Калаçу вăрăм пулсан та … .

6. XVIII ĕмĕрте чăваш çыруллă сăмахлăхĕнче палăрнă çыравçăсене асăнса тухăр.

7. И. Юркинăн «Мул» повеçĕнче сăнланнă вăхăта палăртăр. Хайлавăн тĕп геройĕ кам?

8. «Хĕрлĕ мăкăнь» хайлавăн авторне, жанрне, тĕп геройĕсене палăртăр.

9. Н. Бичурин «Тĕлĕк» одине кама халалланă?

10. Эпика ретĕнчи жанрсене çырса парăр.

Пĕлсе тăма!  Кашни ыйтăва  тĕрĕс хуравласан чи нумаййи 50 балл пухма пулать.


Хуравсем. Чăваш шкулĕ 10 класс

1. Вашават – тарават, кăмăллă, юмарт, уçă кăмăллă (2,5 б.); пайта – усă, сипет, сип(лĕх), пархатар; тупăш, услам, сĕтев (2,5 б.)  3-шер сăмах тĕрĕс тупнă пулсан 5 балл лартма юрать.

2. Ĕç хучĕ – пĕр калăппа, çирĕп стандарта пăхăнса çырмалли документ. Кашнин хăйĕн йĕрки, çирĕпленнĕ форми пур. Ĕç хучĕн хăйĕн тĕллевĕ, хăйĕн адресĕ пулать. Ăна кам çырнине тата кама валли, мĕнле тĕллевпе çырнине уçăмлă кăтартаççĕ. Ĕç хучĕн текстне  ăнланма çăмăл, уçăмлă чĕлхепе çырмалла. Унта ытлашши сăмах пулмалла мар (тĕрĕс ăнлантарнăшăн - 3 балл).

Ĕç хучĕсен тĕсĕсем: ыйту, пĕлтерÿ, автобиографи, шантару, акт, расписка, отчет т.ыт.те  ( 5 тĕрĕс хуравшăн 2 балл лартма юрать). Чи нумаййи 5 балл пулать.

3. Хутлă предложенисем:

1. Ытла та ырă-çке хĕвел анас умĕн хĕллехи сывлăшра! – Пăхăнуллă хутлă предложени. Çыхăну мелĕ – умĕн хыç сăмах.

2. Çÿлте темле тяк! тяк! сасă илтĕнет: ку пакша иккен, туратран турат çине вĕçĕмсĕр сикет. – Союзсăр хутлă предложени. – Çыхăну мелĕ – интонаци.

3. Аялта ывăç тупанĕ çинчи пек айлăм сарăлать, унта кÿлĕ çуталса выртать. –Союзсăр хутлă предложени. – Çыхăну мелĕ – интонаци.  

4. Хĕвел аннă чух çакă пĕтĕмпех юмахри пекех туйăнать. – Пăхăнуллă хутлă предложени. Çыхăну мелĕ – чух хыç сăмах. Тĕрĕс тупнă кашни предложенишĕн ≈ 0,63 б., çыхăну мелне  тĕрĕс ăнлантарнăшăн ≈ 0,63 б.  Чи нумаййи – 5 балл.

4. Аффикс хушăнса пулнă иккĕмĕшле сăмахсем :

Илемлĕ – илем (яп. ячĕ) + лĕ, асамлă – асам (яп. ячĕ) + лă, кĕвĕллĕ – кĕвĕ (яп. ячĕ) + ллĕ, янăравлă – янăрав (яп. ячĕ) + лă, ачашлама – ачашла – ачаш (пал. ячĕ) + ла, амантма – амант – аман (гл.) + т, çĕклеме – çĕкле – çĕк (яп. ячĕ) + ле, ÿкерме – ÿкер – ÿк (гл.) + ер, хавхалантарма – хавхалантар – хавхалан (гл.) + тар, çунатлантарма – çунатлантар – çунатлан (гл.) + тар, кивелми – кивел – кив (ĕ) (яп.ячĕ) + ел, ирĕклĕ – ирĕк (яп. ячĕ) + лĕ, янра – ян (ев. сăм.) + ра, чаплă – чап (яп. ячĕ) + лă.  Тĕрĕс тупса пулăвне тĕрĕс ăнлантарнă кашни сăмахшăн ≈ 0,36 б. Чи нумаййи – 5 балл.

5. 1) Çăмарта шурă тесе шуратмасăр çиме çук.  2) Сăмах çăмах мар, хыпса çăтса яраймăн.  3) Çĕр çын вĕрсен капан тÿнет. 4) Ĕçес килсен тин пусă алтмаççĕ. 5) Аслăран та асли пур, ăслăран та ăсли пур. 6) Ыр ут çынна таптамасть, ыр çын çынна хурламасть.  7) Калаçу вăрăм пулсан та сăмах кĕске пултăр. Кашни тĕрĕс хуравшăн  ≈ 0,72 б. Чи нумаййи – 5 балл.

6. Е. Рожанский, Н. Бичурин, С. Михайлов-Янтуш, Г. Филиппов, М. Арзамасов, М. Дмитриев, И. Яковлев. 5 ят тĕрĕс асăннă пулсан 5 балл лартма юрать.

7. XIX ĕмĕр вĕçĕнчи ял пурнăçĕ (2,5 б.). Хайлавăн тĕп геройĕ – Праски карчăк (2,5 б.). Чи нумаййи – 5 балл.

8. Повесть (1,5 б.). Авторĕ – Ю. Скворцов (1,5 б.). Геройсем  – Тамара, Рая, Вова, Валентин, Вера Федоровна, Геннадий Васильевич, Елена Сардоновна…(5 ят тĕрĕс каланă пулсан – 2 балл). Чи нумаййи – 5 балл.

9. Хусан архирейне, хăйĕн вĕрентекенне – Амвросий Бодабедова. Тĕрĕс хуравшăн – 5 балл.

10. Эпика ретĕнчи жанрсем: роман, повесть, сăвăлла повесть, хайла, халап, юмах, юптару, шÿт, калав, новелла, тĕрленчĕк, эссе, очерк, фельетон, памфлет, репортаж. (10 тĕрĕс хурав пулсан 5 балл. Пĕр тĕрĕс хуравшăн 0,5 б.)

Тулли те тĕрĕс хуравшăн кашни ыйтупа чи нумаййи 5 балл лартмалла (пурĕ 50 балл пулма пултарать).


Регионсем шайĕнчи олимпиада (2012)

Чăваш чĕлхипе литератури, 11 класс (чăваш шкулĕ)

1. Сăмах майлашăвĕсенчи паллă ячĕсене çывăх пĕлтерĕшлисемпе (синонимлисемпе) улăштарса çырăр: килĕшÿллĕ пурнăç, килĕшÿллĕ сăмах, килĕшÿллĕ тум-тир, килĕшÿллĕ çын.

2. Текста вулăр. Аффикс хушăнса пулнă иккĕмĕшле сăмахсене пурне те çырса илĕр, пулăвне ăнлантарăр.

Чăваш халăхĕ мĕн авалтан юрă ăсти пулнă. Чăваш чĕлхинче çĕр пин сăмах, чăваш халăхĕн çĕр пин тĕслĕ тĕрри, çĕр пин юрри пур теççĕ. Чăн та, пире тăван юрă сăпкара чухнех илтĕнме тытăнать. Пире вăл яшлăх кунĕсене хаклама вĕрентет, пурнăçра пиçĕхсе çитме хистет, ват атте-аннене хисеплесе сума сума ăс парать, ĕçре паттăр та сумлă пулма хистет. (Илпек Микулайĕ.)

3. Мĕн вăл ĕç хучĕ? Унăн уйрăмлăхĕсене палăртăр. Эсир ĕç хучĕсен мĕнле тĕсĕсене пĕлетĕр?

4. Текстри хутлă предложенисене çырса илĕр, вĕсен тĕсне, çыхăну мелне палăртăр.

Çил çук, анчах тинĕс лăпкă мар. Каска пек хумсем пĕр чарăнмасăр çаврăнса, пăлханса тăраççĕ, пирĕн карапа пыра-пыра çапăнаççĕ. Йăлтăркка çутă пайăркасемпе выляса тăракан тинĕс инçетре тĕксĕм пĕлĕтпе пĕрлешет.

Çурçĕртен çил вĕрме тапратсан тинĕс алхасса каять, пăрсене çĕмĕрсе тăкса унталла-кунталла сирпĕтме тытăнать, хумсемпе пин пăтлă татăксене çĕкле-çĕкле çапать те сĕлĕ пĕрчи пек ватса тăкать. Таçтан инçетренех аçа çапнă пек шăтăртатни, тупă евĕр кĕрĕслетсе çĕмĕрĕлни илтĕнет. (Хв. Уяр.)

5. Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр.

1). Çĕрте малта пыр, … . 2). Кив пÿрте пăсиччен … . 3). Вăрман пек пуянни çук, … . 4). Кăмакара пиçменни … . 5). Хир урли курăнать, … . 6). Çурт лартма йывăр мар, … .7). Калаçсан – сăмах, … .

6. Хв. Уярăн «Таната» романĕнче чăваш халăхĕн мĕнле йăли-йĕрки сăнланнă?

7. Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр» романĕнчи проблемăсене палăртăр.

8. Митта Ваçлейĕ «Виçĕ хăват» сăввинче поэзин мĕнле виçĕ хăвачĕ пирки калать?

9. Пĕр тăрăхра çуралса ÿснĕ çыравçăсен пĕр пек ятлă мĕнле хайлавне пĕлетĕр? Хайлав ятне тата авторĕсене палăртăр.

10. Мĕн вăл хайлав тытăмĕ? Хăвăр вуланă пĕр-пĕр илемлĕ хайлава тĕслĕх вырăнне илсе унăн тытăм пайĕсене çырса ăнлантарăр.

Пĕлсе тăма!  Кашни ыйтăва  тĕрĕс те туллин хуравласан чи нумаййи 50 балл пухма пулать.


Хуравсем

Чăваш шкулĕ 11 класс

1. Килĕшÿллĕ пурнăç – тату пурнăç, килĕшÿллĕ сăмах – вырăнлă сăмах, килĕшÿллĕ тум-тир – çыпăçуллă  тум-тир, килĕшÿллĕ çын – кăмăллă (ырă), илемлĕ  çын.

2. Аффикс хушăнса пулнă иккĕмĕшле сăмахсем : ăсти – ăста – ăс (яп. ячĕ)+ та,  тĕслĕ илтĕнме – илтĕн – илт (гл.) + ĕн,  тытăнать – тытăн – тыт (гл.) + ăн,  яшлăх – яш (яп.ячĕ) + лăх,  хаклама – хакла – хак (яп. ячĕ) + ла,  вĕрентет – вĕрент – вĕрен (гл.) + т, пурнăçра – пурнăç – пур(ă)н (гл.) + ăç,  пиçĕхсе пиçĕх – пиç (гл.) + ĕх,   хисеплесе – хисепле – хисеп (яп. ячĕ) + ле,  сумлă – сум (яп. ячĕ) + лă. Тĕрĕс тупнă кашни сăмахшăн ≈ 0,25 б. =  ≈2,5 б, пулăвне тĕрĕс ăнлантарнăшăн ≈ 0,25 б. =  ≈2,5 б. Чи нумаййи – 5 балл. Пурĕ 10 сăмах.

3. Ĕç хучĕ – пĕр калăппа, çирĕп стандарта пăхăнса çырмалли документ. Кашнин хăйĕн йĕрки, çирĕпленнĕ форми пур. Ĕç хучĕн хăйĕн тĕллевĕ, хăйĕн адресĕ пулать. Ăна кам çырнине тата кама валли, мĕнле тĕллевпе çырнине уçăмлă кăтартаççĕ. Ĕç хучĕн текстне  ăнланма çăмăл, уçăмлă чĕлхепе çырмалла. Унта ытлашши сăмах пулмалла мар (тĕрĕс ăнлантарнăшăн - 3 балл).

Ĕç хучĕсен тĕсĕсем: ыйту, пĕлтерÿ, автобиографи, шантару, акт, расписка, отчет т.ыт.те  ( 5 тĕрĕс хуравшăн 2 балл лартма юрать). Чи нумаййи 5 балл пулать.

4. Хутлă предложенисем:

1. Çил çук, анчах тинĕс лăпкă мар. – Сыпăнуллă хутлă предложени. Çыхăну мелĕ – анчах союз.

2. Çурçĕртен çил вĕрме тапратсан тинĕс алхасса каять, пăрсене çĕмĕрсе тăкса унталла-кунталла сирпĕтме тытăнать, хумсемпе пин пăтлă татăксене çĕкле-çĕкле çапать те сĕлĕ пĕрчи пек ватса тăкать. – Пăхăнуллă хутлă предложени. Çыхăну мелĕ – деепричастин -сан аффиксĕ.  

3. Таçтан инçетренех аçа çапнă пек шăтăртатни, тупă евĕр кĕрĕслетсе çĕмĕрĕлни илтĕнет.  – Пăхăнуллă хутлă предложени. Çыхăну мелĕ – пек хыç сăмах.

Тĕрĕс тупнă кашни предложенишĕн ≈ 0,84 б., çыхăну мелне  тĕрĕс ăнлантарнăшăн ≈ 0,84 б.  Чи нумаййи – 5 балл.

5. 1) Çĕрте малта пыр, пинте кая ан юл. 2) Кив пÿрте пăсиччен çĕннине ларт. 3) Вăрман пек пуянни çук, хир пек асли çук. 4) Кăмакара пиçменни хĕвел çинче пиçес çук.  5) Хир урли курăнать, сăмса айĕнчи курăнмасть. 6) Çурт лартма йывăр мар, никĕсне хывма йывăр.7) Калаçсан – сăмах, кассан – турпас. . Кашни тĕрĕс хуравшăн  ≈ 0,72 б. Чи нумаййи – 5 балл.

6. Туй, улах, çĕр вăрлани, хĕр вăрлани, çурт никĕсне хывни. Кашни тĕрĕс хуравшăн  ≈ 1 балл. Чи нумаййи – 5 балл.

7. Çемье арканăвĕ, уйрăм çын трагедийĕ, классен социалла хирĕçтăрăвĕ, юратупа ултав. Кашни тĕрĕс хуравшăн  ≈ 1 балл. Чи нумаййи – 5 балл.

8. Чĕлхен чăн илемĕ, чун-чĕрен хĕвеллĕ хĕлхемĕ, çунатлă ăс. Кашни тĕрĕс хуравшăн  ≈ 1,67 б. Чи нумаййи – 5 балл.

9. К. Ивановăн «Шуйттан чури» (2,5 б.), Я. Ухсайĕн «Шуйттан чури» (2,5 б.). Чи нумаййи – 5 балл.

10. Хайлав тытăмĕ – хайлавăн темăпа шухăша уçса пама кирлĕ уйрăм пайĕсене, паллисене, сăнарĕсене пĕр-пĕринпе пĕтĕмĕшле çыхăнтарса йĕркелени (3 б).  Тĕслĕх тупса ăнлантарнăшăн  2 б. Чи нумаййи – 5 балл.

Тулли те тĕрĕс хуравшăн кашни ыйтупа  чи  нумаййи 5 балл



Предварительный просмотр:

5 класс

Ыйтусемпе \ёсем

 1.С=махсене вуласа тух=р. 8 сас паллинчен  т=раканнисене ёырса ил\р. В\сенче 3 хуп= тата 3 уё= сас= пулт=р. Сас= шуч\ м\нш\н сахалрах пулнине =нлантарса пар=р. Кашни т\р\с хуравш=н - 1 балл, =нлантарн=ш=н- 1б.

Вуласш=н, кук=льл\, пуётарать, шинельл\, каймаёё\, кастрюль, м=к=льл\, ерёеймен, чушк=лла.

  2.Палл= яч\сене синоним\семпе ылмаштарса с=мах майлаш=в\сене ёырса ил\р. Кашни т\р\с хуравш=н - 1 балл.

Анс=р урам, т=нл= ача, вак чул, \л\кхи пурн=ё, кап=р тумтир, сам=р сысна.

 3.Пан= с=махсем ёумне аффикссем хуш=р: 1) с=мах т=ваканнине, 2) с=маха             ул=штараканнине. Пулн= с=махсене ёырса хур=р.Кашни т\р\с хуравш=н - 1 балл.

  Кан,в=й,ир\к,хак, т=ван, в=рё, хыпар,наян.

  4.С=махсем м\не п\лтернине =нлантарса ёыр=р. Кашни т\р\с хуравш=н - 1 б.

  Калуш-

  Х=лха-

  К\тъё\-

  С=нч=р-

  5.С=мах ушк=н\сене тишкер\р. Х=ш с=мах\ ытлашши пулнине тавё=р=р, ёырса хур=р. Суйласа илн\ с=мах ыттисенчен м\нпе уйр=лса т=рать? +нлантарса ёыр=р. Кашни т\р\с хуравш=н - 1 балл, =нлантарн=ш=н- 1б.

  С=н=, с=нарл=х, с=н, с=нар.

  Т\р\ё\, т\р\, т\рл\рен, т\р\лл\.

  В\рене, в\ренъ, в\ренекен, в\рен.

  6.Ваттисен с=мах\сене в\ёл\р. Кашни т\р\с хуравш=н - 1 б.

  1. Пуёна ёухатсан та ……
  2. Вут тухсан тин ……
  3. Ачана ш=рп=к шанса паракан ……

  7.«Пире кам ачашш=н

       Л=пкать п\ч\крен,

       Чипер ёын т=васш=н

       Ёунать ч\ререн?»

  Авторне, с=в= ятне к=тарт=р.Тата м\нле с=в=сем, юр=сем п\лет\р эсир т\нчери чи хакл= ёын ёинчен? Кашни т\р\с хуравш=н - 1 б.

  8. Точк=сем выр=нне тив\ёл\ с=махсем (терминсем) лартса ёыр=р. Кашни т\р\с хуравш=н - 1 б.

  1. ……..- п\ч\к ачасем валли калакан е юрлакан тата ачасем хушшинче с=мах в\ёё\н ёърекен с=в=-юр=.
  2. ……..- проз=лла е с=в=лла пыс=к хайлава сцена ёинче к=тартма й\ркелен\ драма хайлав\.
  3. ………- п\р-п\р ёыравё= хал=х юмахне т\пе хурса ёырн= хайлав.

  9.«Тим\р тыл=» юмаха кам ёырн=? Ёав юмахра кин\ м\н ятл= пулн=? В=л м\нле яла х=нана тухса каять? Кашни т\р\с хуравш=н - 1 б.

  10.Ёут ёантал=ка с=нанисенче п=нч=сем выр=нне кирл\ с=махсем лартса ёыр=р. Кашни т\р\с хуравш=н - 1 б.

  1. Курак к\ркунне ир кайсан х\л …….
  2. Пул=сем шывра пит вылясан …….
  3. Пилеш нумай пулсан ыраш ………

 



Предварительный просмотр:

2014-2015 вĕренÿ çулĕнче шкулта ирттермелли олимпиада ĕçĕсем

  1. классем. Пурĕ  32 балл. Ĕçе тума 45 минут палăртнă.

  1. Алфавит йĕркипе вырнаçтарăр: 1) лаша; 2) ĕне; 3) сурăх; 4) путек; 5)така. 1б.

А) 2,1,3,5,4;

Ă) 2,1,4,3,5;

Б) 1,2,4,5,3;

В) 4,2,1,3,5.

           

  1. Çемçелĕх палли хăш сăмахра кирлĕ? 1б.

А) килет…;

Ă) кал…ча;

Б) каят…;

В) вĕрен….

           

  1.  «Ват çын - … çын» ваттисен сăмахĕнче нумай пăнчă вырăнне мĕнле хисеп ячĕ çырмалла? 1 б.

А) икĕ;

Ă) виçĕ;

Б) тăват;

В) çичĕ.

  1. Çемьеллĕ сăмахра миçе сасă, миçе сас палли? 1б.

А) 8 сасă, 8 сас палли;

Ă) 9 сасă, 7 сас палли;

Б) 9 сасă, 8 сас палли;

В) 7 сасă, 8 сас палли.

        5.  Мăшăрне тупăр. Пурĕ 5 б.

             1) йÿçетнĕ купăста                  А) зубчик чеснока

             2) паха çимĕç                           Ă) репчатый лук

             3) пуçлă сухан                         Б) квашеная капуста

             4) ыхра шăлĕ                           В) соленые помидоры

             5) тăварланă помидор            Г) ценный продукт

1

2

3

4

5

    6. «Лаша шырани» калав  авторне палăртăр. 1 б.

  1. Сăвă йĕркисенчи  илемлĕх мелĕсене туп та вăл хăш ушкăна кĕнине  палăрт. 2 б.

Тĕтре, упа пек, васкамасăр

Упаленет ту хушăкне.

  1. Çут çанталăка, чĕр чунсене сăнанисенче пăнчăсем вырăнне кирлĕ сăмахсем лартса çырăр.  5 б.
  1. Курак кĕркунне ир кайсан хĕл …….
  2. Пулăсем шывра пит вылясан …….
  3. Пилеш нумай пулсан ыраш ………
  4. Хĕл тăманлă пулсан ………
  5. Пиçен тăрри вăйлă пулсан …….
  1. Çак сăвă йĕркисене кам çырнă?  1 б.

  «Юрататăп вуламашкăн

   Чăвашла та вырăсла

   Ик чĕлхе вăл – ик ăс маншăн,

 Эп пуласшăн ик ăслах!»

 

  1. «Тимĕр тылă» юмаха кам çырнă? Çав юмахра кинĕ мĕн ятлă пулнă? Вăл мĕнле яла хăнана тухса каять? 3 б.
  2. Точкăсем вырăнне тивĕçлĕ сăмахсем (терминсем) лартса çырăр. 3 б.
  1. ……..- асамлă ĕçсем çинчен каласа паракан сăмах вĕççĕн çÿрекен илемлĕ хайлав.
  2. ……..- прозăлла е сăвăлла пысăк хайлава сцена çинче кăтартма йĕркеленĕ драма хайлавĕ.
  3. ………- пĕчĕк ачасем валли калакан е юрлакан тата ачасем хушшинче сăмах вĕççĕн çÿрекен сăвă-юрă.
  1.  Хайлав авторĕсене тĕрĕс палăрт. 5 б.
  1. «Шĕшкĕ»                                          А) П. Хусанкай
  2. «Тилĕпе ула такка»                         Ă) М. Трубина
  3. «Тĕнчере мĕн вăйлăрах?»                      Б) К. Иванов
  4. «Икĕ хĕр»                                                В) Ухсай Яккăвĕ
  5. «Автан ылханĕ»                                      Г) Халăх

                                                                  Д) Иван Мучи

1

2

3

4

5

  1.   Тупмалли юмахсен тупсăмĕсене пĕлер. 3б .
  1. Хÿри – тукмак, шăлĕ – шак-шак.
  2. Сенĕкĕ малта, ырçи варринче, шăпăрĕ кайра.
  3. Пĕр çăмхана пин йĕп чикнĕ.


Предварительный просмотр:

2014-2015 вĕренÿ çулĕнче шкулта ирттермелли олимпиада ĕçĕсем

  1. классем. Пурĕ  32 балл. Ĕçе тума 45 минут палăртнă. Хуравсем

  1. Ă.
  2. Б.
  3. Б.
  4. В.
  5. 1-б

2-г

3-ă

4-а

5-в

  1. Иван Яковлев
  2. Танлаштару, сăпатлантару.
  3. 1. Хĕл сивĕ килет.

2. Çумăр пулать.

3 Ыраш лайăх пулать.

4. Çу çумăрлă пулать.

5. Хĕл сивĕ килет.

9. П. Хусанкай.

10. К. Иванов. Чĕкеç. Акăр ялĕ.

11. 1. Юмах.

      2. Пьеса.

      3. Ача-пăча сăмахлăхĕ.

12. 1-ă

      2-г

     3-а

     4-б

      5-в

13. 1- кашкăр

      2- ĕне

      3-чĕрĕп



Предварительный просмотр:

  1. вĕренÿ çулĕнче шкулта ирттермелли олимпиада ĕçĕсем

6 – 7 классем. Пурĕ   55   балл. Ĕçе тума 45 минут палăртнă.

  1. Хăш ретре синоним пулман сăмахсем пур? 1 б.

А) тÿрĕ, яштака, йăрăс;

Ă) хăюллă, хастар, вăйлă;

Б) кахал, наян, юлхав;

В) мăнтăр, самăр, шыçмак.

    2. Хăш сăмахра пуплев йанăшĕ пур? 1 б.

           А) шăшин;

           Ă) вĕренен;

           Б)  кĕрÿн;

           В) юррăн.

  3. Глагол предложенире…1 б.

А) Пур член та пулма пултарать.

Ă) Дополнении кăна пулать.

Б) Определении кăна пулать.

В) Обстоятельство кăна пулать.

 4. Пуплев пайĕ падеж тăрăх улшăннине…1 б.

      А) Сăпатлану теççĕ.

      Ă) Камăнлăх форминче теççĕ.

      Б) Нумайлăх хисепре теççĕ.

     В) Вĕçленÿ теççĕ.

5. Тĕрĕс йĕркелесе çырнă предложение паллă тăвăр. 1 б.

      А) Анне сыснасен çурине апат çитерет.

      Ă) Пирĕн класс ачисем спорт ăмăртăвĕсенче хастарлăхсем кăтартрĕç.

      Б) Пахчара тĕрлĕ çимĕçсем ÿсеççĕ.

      В) Аннен çÿçĕ кăвакарнă.

  6.Точкăсем вырăнне тивĕçлĕ сăмахсем (терминсем) лартса çырăр. 3 б.

  1. …….- прозăлла е сăвăлла çырнă ăса вĕрентекен ытарлă хайлав.
  2. ……- пĕр-пĕр ĕçе, япалана, чĕр чуна е этеме пысăклатса ÿкерсе пани.
  3. ……- сăвă йĕркинчи малти сасăсен, сыпăксен е сăмахсен янăравлăхĕ.

 

7. «Çĕр чăмăрĕ евĕр çавра

       Çĕн çăкăр куратăп умра.

       Ун пичĕ - тин тухнă хĕвел.

       Сасартăк çуталчĕ тĕпел».

  Авторне, сăвă ятне, сăвă виçине кăтартăр. 3 б.

8. Лаша тĕсĕсене тĕрĕс палăртăр. 5 б.

   А) Хура                        1. Саврасый (светло-гнедой)

   Ă) Турă                        2. Соловый, игреневый

   Б) Кăвак                       3. Вороной

   В) Чуптар                     4. Гнедой

   Г)  Шурă                       5. Сивый

                                        6. Фарфоровый

9.  Ваттисен сăмахĕсене çырса пĕтерĕр. 7 б.

1. Вăрмана вутă турттармаççĕ…

       2. Аçупа аннÿне хисепле … .

       3. Лаша тăват ураллă, … .

        4. Пуçтарма – çулталăк, салатма – … .

        5. Мулкачăн хăлхи вăрăм та –  … .

       6. Алăк патĕнче вырăн пур чухне  … .

      7. Ăшă сăмах – çу кунĕ, сивĕ сăмах – …

  10. «Алран кайми аки-сухи» тата «Уй варринче» халăх юррисем мĕнле юрăсем шутланаççĕ? 2 б.

11.  Мĕн вăл хайлав хавхи? Хавха тĕсĕсене асăнса тухăр. Хăвăр вуланă пĕр хайлавăн хавхине палăртăр. 10 б.

12. Чăваш халăх юррисене тĕпчекенсене камсене пĕлетĕр? Пĕр тĕрĕс хушамат – 1 б.

13. Пăхмасăр калама вĕреннĕ пĕр сăвва çырса парăр. Сăвăри илемлĕх мелĕсене палăртса тухăр. 10 б.



Предварительный просмотр:

  1. енÿ çулĕнче шкулта ирттермелли олимпиада ĕçĕсем

6-7 классем. Пурĕ  55 балл. Ĕçе тума 45 минут палăртнă. Хуравсем

  1. Ă.
  2. Б.
  3. А.
  4. В.
  5. В.
  6. 1-юптару

2-мăнлату (гипербола)

3-аллитераци

  1. Алексей Воробьев. «Çăкăр». Анапест.
  2. А-3

Ă-4

Б-5

В-2

Г-6

  1. 1 – çăла шыв ямаççĕ.

2 – хăвнах лайăх пулĕ.

3 – çапах такăнать.

4 – çур талăк.

5 – хÿри кĕске.

6 – тĕпеле кайса лармаççĕ.

 7 – хĕл куне.

  1.  Кĕреке, салтак.
  2.  Хавха – хайлаври ĕçсене, сăнарсене, пурнăçа мĕнле шухăш-туйăмпа çырни. Тĕсĕсем: сентименталлă, романтикăллă, паттăрла, камитле, трагедилле т. ыт. те.
  3.  Чăваш халăх юррине тĕпчекенсем: С. М. Максимов, Г. Г. Лисков, Ф. П. Павлов, Ф. С. Васильев, Ф. М. Лукин, Г. Я. Хирбю, М. Г. Кондратьев, Т. П. Парамонов т. ыт. те.



Предварительный просмотр:

  1. вĕренÿ çулĕнче шкулта ирттермелли олимпиада ĕçĕсем

8 – 9 классем. Пурĕ  50  балл. Ĕçе тума 45 минут палăртнă.

  1. Çырура обращенисене… 1 б.

А) Тăхтав туса уйăраççĕ.

Ă) Нихăçан та, нимĕнпе те уйрмаççĕ.

Б) Запятойпа, предложени пуçламăшĕнче вăйлă туйампа каласан кăшкăру паллипе уйăраççĕ.

В) Обращени предложенире нихçан та пулмасть.

  1. Хăш йĕркере кÿртĕм предложени пур? 1 б.

А) Телее, çанталăк часах уяртса ячĕ.

Ă) Тен çавăнпа та пуль, вĕсем килĕштерсе пурăнаççĕ.

Б) Ман шутпа, юратнă ĕç çынна телей кÿрет.

В) Ял вĕçĕнчи çил арманĕ çунаттисемпе вĕçсе каяс пек хăлаçланать (çынсем уяв тĕлне çĕнăх авăртаççĕ пуль).  (А.Артемьев)

  1. Хутлă предложени… 1 б.

А) Икĕ е унтан ытларах никĕсрен тăрать.

Ă) Пĕр никĕсрен тăрать.

Б) Пĕр никĕс те çук.

В) Пĕр сăмахран тăрать.

          4. Монолог  1 б.

              А) Чĕлхери сасăсем çинчен вĕрентекен наука.

              Ă) Сăмах тытăмĕ çинчен вĕрентекен наука.

              Б) Икĕ е унтан та ытларах çын калаçни.

              В) Пĕр çын калаçăвĕ е шухăшлавĕ.

          5. Хăш йĕркери сăмахсене тĕрĕс мар çырнă? 1 б.

              А) Çемйе, мăрйе, Тарйе

               Ă) Çемье, мăрье,Тарье

               Б) Çемйи, мăрйи, Тарйи

               В) Çемьем, мăрьем,Тарьем

           6. Сĕтел……….илемлĕ. Сиктерсе хаварнă сăмахсем хăш йĕркере? 1 б.

                А) Çуман чашăк-тирĕкпе

                Ă) Эрех-сăрапа

                Б) Пушă чашăк-тирĕкпе

В) Çăкăр-тăварпа

  7. Скобкăра панă сăмахсенчен тĕрĕссине суйласа илсе çырăр. 1 б.

Пурте пĕр харăсах ÿкерчĕк çинчи çавракарах питлĕ, çав тери чĕрĕ куçлă илемлĕ (каччăна, качча) пăхма тытăнчĕç. (Л.Агаков.)

  8. Чăваш чĕлхи мĕнле чĕлхесен ушкăнне кĕрет? 1 б.

  9. Ваттисен сăмахĕсене çырса пĕтерĕр.7 б.

      1. Паян тумалли ĕçе ….  

      2. Ватă çын ….

      3. Ĕçсĕр лариччен ….

      4. Тухман çын тухсан….

      5. Ик мулкача хăвалакан ….

      6. Сивĕ яшка сивĕтмест, ….

     7. Кая юлсан ….  

10. Çак çыравçăсен чăн хушамачĕсене тĕрĕс паллă тăвăр. 5 б.

      А) Станьял                          1. Илларионов

      Ă) Иван Мучи                     2. Лисин

      Б) Сениэль                           3. Никитин

      В) Шелепи                           4. Казанков

       Г) Айхи                               5. Полоруссов

                                                   6. Егоров

  1.  Лирикăн тĕсĕсене çырса парăр. 6  б.

  1.  Сăва виçине тĕрĕс тупса палăртăр. 4 б.

               Çĕр-шывăм, çĕр-шывăм, мĕн кирлĕ сана?

          Мĕскер эс ыйтатăн? Мĕскер ăмсанан? (Митта Ваçлейĕ.)

  1.  Чаваш çыравсисен хушамачĕсене пурăннă саманине кура умлă-хыçлă тĕрĕс вырнаçтарăр. 4 б.

    А) К.Иванов

                        Ă) Д.Гордеев

                        Б) Н.Шелепи

                        В) Яков Ухсай

         14. Мĕн вăл ремарка? (1 балл.)

  1.  Юрий Скворцовăн хайлавĕсене асăнса тухăр. Пĕр хайлав ячĕ - 1 б.



Предварительный просмотр:

  1. вĕренÿ çулĕнче шкулта ирттермелли олимпиада ĕçĕсем

8-9 классем.  Пурĕ  50 балл. Ĕçе тума 45 минут палăртнă. Хуравсем

  1. Б.
  2. Ă.
  3. А.
  4. В.
  5. А.
  6. В.
  7. Качча.
  8. Тĕрĕк.
  9. 1 – ырана ан хăвар.

2 – тăват çын.

3 – кĕрĕк арки те пулсан йăвала.

4 – тăман тухать.

5 – пĕрне те тытаймасть.

6 – сивĕ сăмах сивĕтет.

7 – каю шăтать.

  1.  А-3

Ă-1

Б-6

В-5

Г-2

  1.  Гражданлă, сггестивлă, медитативлă, философиллĕ, интимлă, пейзаж.
  2.  3 амфибрахи аа (ар)
  3.  АБВĂ
  4.  Драматург пьеса çумне хушса ăнлантарса çырни.
  5.  «Уках хурăнĕ», «Сурăм хĕрĕ», «Пушмак йĕрĕ», «Сăваплă вут», «Хĕрлĕ мăкăнь», «Юрăç Ваççа», «Славик», «Ултăк», «Хĕлĕх хÿре кăвакал», «Çын ăшши», «Сарă кунсем е Аделина», «Парăм», «Шыв симĕсленнĕ чух» т. ыт. те.



Предварительный просмотр:

  1. вĕренÿ çулĕнче шкулта ирттермелли олимпиада ĕçĕсем

10-11 классем. Пурĕ  80  балл. Ĕçе тума 90 минут палăртнă.

А заданисем (1 б.)

1. «Хăтлă пĕлÿ» кĕнеке авторĕ

    А) Юсуп Паласахунĕ;

    Ă) Кашкар Махмучĕ;

    Б) Кол Гали.

2. Чÿк уйăхĕнче хаярсене çырлахтарма каланă сăмах:

     А) юрă;

     Ă) калмак;

     Б) сăвап.

3. Н.Я.Бичуринăн «Байкал» очеркĕ пирвайхи хут ăçта, хăçан пичетленсе тухнă?

     А) 1933 çулта Хусанта, «Казанские ведомости» хаçатра;

     Ă) 1931 çулта Петербургра, «Вести» журната;

     Б) 1932 çулта Горячеводскра, «Çурçĕр чечекĕсем» журнал альманахĕнче.

4. Н.И.Ашмарин хăш наци çынни пулнă?

     А) тутар;

     Ă) вырăс;

     Б) чăваш.

5. Кивĕ çырулăх йĕркеленнĕ ĕмĕр:

а) XVII;

ă) XVIII;

б) XIX.

6.Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ сăвăç:

а) М.Федоров;

ă) Ваççа Аниççи;

б) Н.Шелепи.

7. В.П.Станьял кам çинчен çак сăмахсене каланă: «… - чăваш халăхĕн Сарă кайăк пек ăста юрăçи, авалхи несĕлсен сăнарлă шухăшлавне XX ĕмĕре илсе кĕнĕ ахунĕ. Ăна ахальтен мар казах акынĕпе Джамбул Джабаевпа, Дагестан халăхĕсен ашугĕпе Сулейман Стальскипе тан лартаёё\...»?

а) Н.И.Шелепи;

ă) Илле Тăхти;

б) К. Иванов.

8. XX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче палăрнă çыравçи.

а) Алексей Талвир;

ă) М.Федоров;

б) Е.Еллиев.

9. Çак  йĕркесен авторне палăртăр:

- Шурă-шура кăвакарчăн,

Ма вĕçетĕн пĕр-пĕччен?

Мĕн шыратăн ирĕн-каçăн

Кăвак пĕлĕт тÿпинче?

а) Нестр Янкас;

 ă) Митта Ваçлейĕ;

б) Илле Тукташ.

10. Вăрçăра пуç хунă сăвăçсем:

а) А.Петокки, В.Бараев, Илья Думилин.

ă) А.Алга, В.Бараев, Е.Еллиев.

б) Илле Тукташ, А.Петокки, Алексей Воробьев.

Ă заданисем

  1. Кулăш жанрсене палăртса çырăр. (1 тĕрĕс хурав – 1 балл.)
  2. Çак сăвă йĕркисенчи илемлĕх мелĕсене тупса палăртăр:

Шур Атăлта акăш ярăнать,

Çамрăк пике евĕр курăнать.

Ай – хаях, савниçĕм, хура куç,

     Çавă шурă акăш эсĕ мар-ши тетĕп? (Пурĕ 5 б.)

  1. Сăвă мисе йĕркеллĕ пулма пултарнине шута илсе çавра ячĕсене умлă-хыçлă çырса палăртăр. (4 балл.)

А) терцет

Ă) пион

Б) катрен

В) пейĕт

  1. Пуплев форми. Уйрăм çыннăн анлă та вăрăм калаçăвĕ, сăмахĕ; унпа ытларах лирикăра уса кураççĕ; драмăра вăл персонажăн камал-туйамне, чун ыратăвне уçса парать, ун характерĕн кăткăслăхĕпе паллаштарать. Мĕн вăл? (1 б.)
  2. Александр Артемьевăн хайлавĕсене асăнса тухăр. (Пĕр тĕрĕс хурав – 1 балл.)
  3. Мĕн вăл ономастика? Унăн пайĕсене палăртăр. 5 б.
  4. Союзсăр хутлă предложени пулакан 5 ваттисен сăмахĕ е каларăш çырăр. 5 б.
  5. Панă фразеологизмсен çывăх пĕлтерĕшлĕ (синонимлă) сăмахĕсене тупса çырăр. 5 б.

1.Сехре хăпрĕ – …

2. Хăлхана чик –  …

3. Куçран пăх –…

          4. Çĕр тĕпне анса кай –  …

         5. Куçа тĕтĕм яр – … .

  1. Чĕр чунсен ячĕсене чăвашларан вырăсла куçарăр: 5 б.

пурăш, тилĕ, сăсар, пакша, юс.

10. Пуплев йăнăшĕсене тÿрлетĕр. 5 б.

     1. Пÿртлĕх йывăçсем хатерлерĕç.

     2. Чĕлхемре тĕпчесе пĕлмелли сахал мар.

     3. Эпир сирĕн ĕçÿпе паллашрăмăр.

     4. Вăл ĕнтĕ çирĕм çул ытла колхозпа ертсе пырать.

     5. Çтаппан Елюк çине авланасшăн пулнă.

11. Панă предложенирен чи анлă ят сăмах майлашăвĕ çырса илĕр, ун схемине ÿкерсе парăр. 5 б.

    Çак вăраха кайнă судăн юлашки ларăвĕ çывхарса килнĕçемĕн ман чунра хире-хирĕçле шухăшсем, иккеленÿллĕ туйăмсем йывăр путаркăç майлах пуссатăра пуçларĕç.

Б задани

«Тĕрĕслĕх – чи хаклă пуянлăх» темăпа эссе çырăр. (60-70 сăмах.) 10 б. 



Предварительный просмотр:

  1. вĕренÿ çулĕнче шкулта ирттермелли олимпиада ĕçĕсем

10-11классем. Пурĕ 80 балл. Ĕçе тума 90 минут палăртнă. Хуравсем

А заданисем

  1. а.
  2. ă.
  3. Б.
  4. Ă.
  5. Ă.
  6. Ă.
  7. А.
  8. Б.
  9. Б.
  10. А.

Ă заданисем

  1. Камит, шÿт, мыскара, кулăш, юмореска, фельетон, интермеди, комеди, пароди, эпиграмма, шарж, витлешÿ, гротеск, ирони, карикатура, памфлет, скарказм, сатира, тăрăхлав…
  2. Эпитет, сăпатлантару, танлаштару, чĕнÿ, риторикăллă ыйту.
  3. ВАБĂ
  4. Монолог.
  5. «Симĕс ылтăн», «Салтак калавĕсем», «Салампи», «Шура çÿçлĕ хĕр», «Улма йывăç авăнать», «Тăвăл умĕн», «Ан авăн, шĕшкĕ», «Пĕчĕк Лийăн пысăк савăнăçĕ», «Çуралнă çĕр-шыв», «Юрату юрри», «Ăшă çумăр» т. ыт. те.
  6. Ономастика – чĕлхе ăслăлăхĕн пайăр ятсем пулса кайнине, вĕсен аталану çул-йĕрне тĕпчекен пайĕ. Ун уйрăм пайĕчес: топонимика – географи объекчĕсен ячĕсене, зоонимика – чĕр чунсен уйрăм ячĕсене, космонимика – тĕнче уçлахĕнчи уйрăм зонăсене, астронимика – тĕнче уçлăхĕнчи планетăсен тата çавнашкал япаласен ячĕсене, антропонимика – çынсен ячĕ-хушамачĕсене, хрематонимика – культура палакĕсен ячĕсене тишкереççĕ.

7.

8. Сехре хăпрĕ – харарăм, хăлхана чик – итле, куçран пăх – пăхăн, çĕр тĕпне анса кай – намăслан, куçа тĕтĕм яр – суй, ултала.

9. Пурăш – барсук, тилĕ – лиса, сăсар – куница, пакша – белка, юс – ласка.

10. 1. – Пÿртлĕх йывăç хатĕрлерĕç.

      2. – Чĕлхемĕрте тĕпчесе пĕлмелли сахал мар.

     3. – Эпир сирĕн ĕçĕрпе паллашрăмăр.

     4. – Вăл ĕнтĕ çирĕм çул ытла колхоза ертсе пырать.

     5. – Çтаппан Елюка качча илнĕ.

                1         2       3         4         5             6

  1. Çак вăраха кайнă судăн юлашки ларăвĕ

                1         2       3         4         5             6