Сценарий развлечения "Волшебное дерево"
материал (старшая группа) на тему

Сценарий развлечения "Волшебное дерево" для детей старшей группы на чувашском языке

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл 8_marta_na_chuvashskom_yazyke.docx24.57 КБ

Предварительный просмотр:

Муниципальное образование «Красночетайский район Чувашская Республика»

Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение

«Большеатменская средняя общеобразовательная школа»

Красночетайского района Чувашской Республики

Волшебное дерево

сценарий развлечения

для детей старшей группы

Составили:

Паркина Л.А.

Васильева С.Н.

д. Большие Атмени

2017

Илемлĕ кĕвĕпе ачасем зала кĕреççĕ.

Ертсе пыракан: Савăнса кĕтсе илетпĕр

                              Аннесен уяв кунне,

                              Пирĕнтен илсемĕр тетпĕр

                              Парнине те саламне.

                              Вĕсене халь чыс тăватпăр,

                              Парнелетпĕр чечексем,

                              Ыр сунса сăмах калатпăр:

                             - Сывă пулччăр аннесем!

Анне! Епле илемлĕ те ăшă сăмах. Унăн ячěпе темěн чухлě ырă та çепěç сăмах калас килет. Епле хаклă çын вăл - анне!  Эпир паян аннесене чысласа уяв ирттерĕпĕр. Аннесем, асаннесемпе, кукамайсем, хаклă хăнасем, сире çывхарса килекен Аннесен кунě ячěпе чěререн саламлатпăр!

Лера С.:     Анне кули –

                    Хĕвел шевли.

                    Анне кули –

                    Чи илемли.

   Ваня Е:  Анне кулсан

                     Чунра аван:

                     Юрлас килет,

                     Ташлас килет.

Юрă: «Аннесен уявĕ».

             Эпĕ хамăн аннене

             Питĕ юрататăп.

             Аннесен уявĕнче

             Сан çинчен юрлатăп.

                                          Ах анне, ах анне

                                          Эсĕ пиршĕн пĕрре.

             Пул эс сывă яланах

             Ан чирле, ан ватăл.

             Эп анне сана чăнах

              Питĕ юрататăп.

                                           Ах анне, ах анне

                                          Эсĕ пиршĕн пĕрре.

Ертсе пыракан:

Пирĕн ачасем- маттурсем

Аннесен уяв тĕлне

Тăрмашса та тăрăшса,

Ăш сăмахпа кăмăлпа,

Кунĕпе те çĕрĕпе

Лартса ÿстерчĕç пĕр парне.

Алă çупса, йăл кулса

Кĕтсе илер сюрприза.

Илемлĕ кĕвĕпе Даниил Я. асамлă йывăçа илсе кĕрет.

Дима Ж.: Çакăн пек илемлĕ йывăç

                  Татах пур- ши çĕр çинче?

                  Ялкăшса кăна тăраççĕ.

                  Тĕрлĕ тĕслĕ конфетсем.

Хăнасем, сире çакăн пек парне килĕшрĕ-и?( Хуравлаççĕ)

Мана та питĕ килĕшрĕ. Анчах та çакăнта темле вăртăнлăх пур-ха. Тем тесен те. çак конфетсем ахаллисем ма-а-р.

Тен унта мармелад?

-Çук.

Апла пулсан шоколад?

-Çук.

Мăйăр е халва?

-Çук.

Ой-ой-ой. Пуçăм кайрĕ çаврăнса.

Вăрттăн каласамăрччĕ пире.    Ачасем тс-с-с тесе калаççĕ.

  Ачасем каласшăн ма-а-ар. Апла пулсан, асамлă та чипер конфетсене пĕрле татса çиер.

Ертсе пыракан:

Ылтăн тĕслĕ конфета

Эп тататăп хаваспах.

Мĕскер кунта çырнă?

Итлесемĕр тимлĕрех.

Ыйтусем çине

хуравлăпăр тăрăшсах.

Вăйă «Кам?»

Кам-ха пире юратса,

Ачашласа йăпатса,

 лăпка-лăпка ÿстерет,

 çунат пиллет, вĕçтерет?

                         

  - Юратнă анне.

Кам-ха эпир чирлесен,

 япала мĕн çĕмĕрсен,

начар, юлхав вĕренсен

Куçне хупмасть каçсерен?

                               

 - Юратнă анне.

Ертсе пыракан:

Хĕрлĕ-сарă конфетра

Мĕскер пур-ши, ачасем?

Шÿт. Никита Б.

-Эпĕ виççĕ таан шутличчен алăсене çĕклесе тăма пултаратăр – и?

-Пултаратпăр.

-Çĕклĕр.

Пĕрре, иккĕ, ыттине тепĕр çултан калăп.

Ертсе пыракан:

 Хĕрлĕ тĕслĕ конфета

Эп тататăп тăрăшса.

Мĕн унта? Эпĕ пĕлместĕп.

Вулăпăр та пĕлĕпĕр.

Саша Ф.

 Аннесен уявĕ

Пирĕн садикра.

Юрăсем юрлатпăр

Савăнăç питре.

       Юрă «Пукане» Софияпа Катя юрлаççĕ

Ертсе пыракан:

. Кавак конфет ал айĕнче.

Унта мĕскер? Халех пĕлер.

Сăвă.

Настя Ч.: Тÿпере пин-пин çут çăлтăр.

                     Çуталаççĕ йăлтăр - йăлтăр.

                     Кам-ши çутнă вĕсене?

                     Ма ÿкмеççĕ çĕр çине?

                     Вĕсене пĕрле пухасчĕ,

                    Çăлтăрсен çыххи тăвасчĕ,

                    Аннесен уявĕнче

                    Парнелесчĕ аннене.

Ертсе пыракан:

Сарă конфета татăпăр.

Полина М.

Бабушка! Какое доброе слово.

Для всех детей родное-родное,

Желаем милым бабушкам

ни капли не болеть,

А только с каждым годом,

 Все больше молодеть.

Песня про бабушку.

Ертсе пыракан:

Ку конфечĕ пире лартмасть.

Ташлама пире чĕнет.

Ташă «Солнечные зайчики»

Ертсе пыракан:

Çутă симĕс конфетне татар.

Хăнасене вылятарар.

Вайă: «Кам çăмхана маларах явалать».

Ертсе пыракан:

Конфетсем кунта нумайччĕ

Тĕрлĕ-тĕрлĕ сюрпризпа.

Юрларăмăр, ташларăмăр,

Савăнтăмăр чун-чĕререн.

Пĕр конфет кăна халь юлчĕ.

Уçса пăхар халь ăна.

Тав сăмахĕсемпе парнесем.

Даниил Я..: Кам пире мĕн пĕчĕкрен

                 ÿстерет савса куллен?

                 Вăл – анне, тăван анне,

                 Тайма пуç сана, анне.

Дима Ж..: Кам пире ăстăн парать,

                     Ачашлать е хăтарать?

                    Вăл – анне, манми анне,

                    Тайма пуç сана, анне.

Роксана К.: Эпир камшăн чи хакли,

                      Чун хĕвелĕ, юратни?

                      Вăл – анне, тăван анне,

                       Ĕмер-ĕмĕр тав, анне.

Ачасем  парнесне парнелеççĕ

Ертсе пыракан: Пирĕн уяв вĕçленсе пырать. Пурне те уяв ячĕпе саламлатăп. Ырлăх – сывлăх , телей ăнăçу сунатăп.

Юрă«Солнышко лучистое».


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Сценарий "Сладкое дерево"

Сценарий развлечения  для старших дошкольников....

Сценарий «Чудо-дерево» (8 марта в средней группе)

Способствовать проявлению чувства любви и привязанности к близким людям, создать положительный эмоциональный фон в общении детей и взрослых; воспитывать любовь и уважение к маме, желание радовать ее....

Сценарий:« КОНФЕТНОЕ ДЕРЕВО».

laquo; КОНФЕТНОЕ ДЕРЕВО». Вед.  Дорогие мамы и бабушки, милые женщины! Нам радостно видеть на празднике вас, У вас ведь немало забот! Но вы все дела отложили сейча...

Сценарий чудо-дерево 8 марта в средней группе.

Способствовать проявлению чувства любви и привязанности к близким людям...

Сценарий "Конфетное дерево"

Сценарий праздника в подготовительной к школе группе, посвященный 8 марта....

Сценарий «Чудо-дерево» (8 марта в средней группе)

Мы сегодня все цветочки,Соберём в один букет,От сыночка и от дочки,Поздравительный «привет»,Мамам, бабушкам любимым,Их поздравим мы с весной,Пусть сегодня праздник дивныйСделает сюрприз бо...

Сценарий "Конфетное дерево"

Сценарий на 8 марта для средней группы...