Елка 4кл
план-конспект занятия (4 класс)

Тихонова Нина Валентиновна

Кӗҫӗн классенче Ҫӗнӗ ҫул уявне ирттермелли сценарий

Чараша çутман.    Уява   4 класс юрăпа усать- «Что такое зима.»

Юрласа пĕтерсен пурте:

 

Аслисем те ачасем

Кунта килне ханасем!

Сен сул  ячепе сире

Саламлатпар черерен!

 

1 ача

    Ырă кун пултăр пурне те! Эпир паян сире юмах тĕнчине чĕнетпĕр.

2ача

Паян уяв. Савăнар туссем, выляр, кулар,  юрăсем юрлар, хамăр пултарулăха кăтартар.

 

                  

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл Сценарий елки в начальной школе28.17 КБ

Предварительный просмотр:

Кӗҫӗн классенче Ҫӗнӗ ҫул уявне ирттермелли сценарий

Чараша çутман.    Уява   4 класс юрăпа усать- «Что такое зима.»

Юрласа пĕтерсен пурте:

Аслисем те ачасем

Кунта килне ханасем!

Сен сул  ячепе сире

Саламлатпар черерен!

1 ача

    Ырă кун пултăр пурне те! Эпир паян сире юмах тĕнчине чĕнетпĕр.

2ача

Паян уяв. Савăнар туссем, выляр, кулар,  юрăсем юрлар, хамăр пултарулăха кăтартар.

                                    Ачасем «Зима-красавица» юрăпа ташласа кĕреççĕ.

Вĕр.  Халĕ Çĕнĕ çул ячĕпе салам сăмахĕ калама шкул директорне  Матюшкин С.И.  чĕнетпĕр.

Директор сăмахĕ

Вĕр.  Тавтапуç.

Ачасем,  уява пуçларăмăр, хамăр хаваслă, анчах темшĕн пирĕн паян чăрăш салху.

Ачасем---?

Вĕр. Эпĕ ăнлантăм пулас. Чăрăш тавра пуçтарăнтăмăр, сывлăх сунмарăмăр. Эх, кÿреннĕ пулас. Эпир те вара, сăпайлă ачасем тетпĕр хамăра. Атьăр йăнăша тÿрлетер. Сывлăх сунар.

Пурте: Сывлăх сунатпăр                      (çутмасть)

 2 ача.  Тепĕр хут!             (çутмасть)

Вĕр. Чăрăш пире итлесшĕн мар. Мĕн тумалла.

1 Ача:  Чăрăш çинчен юрă юрламалла  !

Вĕр. Апла юрласа пăхар-ха.

«Маленькой елочке»

Вĕр. Çаплах çутмасть. Мĕн тумалла?

Ачасем: Тен, аннесенчен пулăшу ыйтар. Атьар, весене юрлаттарса пахар.

Вĕр. Атьăр, пулăшăр тархасшăн пире. Вырасла юрлама та юрать.

                     

                     Амăшсем ёлка тавра «Влесу род…юрлаççĕ,

 4 кл. род. ертсе пыр.

Юрласа пĕтерсен ёлка çутса ярать. Ачасем  савăнаççĕ, алă çупаççĕ.

Вĕр. Тавтапуç сире. (Амăшсем лараççĕ). Уява малалла тăсăпăр.

Тăрар ёлка тавралла

Чĕнет вăл пире ташша.

                                                          «Полька» ташă

                                                       

                                                         Шăхăрнă….сасăсем

Çав вăхăтра Б.Я. кĕрет.

Б.Я.(Шăпăрĕпе шăлса вĕçтерсе кĕрет)  А вот и я. А то всё время ёлочка,ёлочка, Д.М.,С.. А чем хуже я? И спляшу, и спою, и подарки подарю.

Вĕр.  Эпир сире кĕтменччĕ. Эсир чăвашла пĕлместĕр-им?

Б.Я. Эп чвашла белмес…. Ну, чувашла та пĕлеп.

Вĕр. Мĕн тăватăр эсир паян кунта?

Б.Я. Манăн та уявра савăнас килет. Эпĕ пушă алăпа килмен.Манăн парне те пур.

Вер. Парнепех-и?

Б.Я. Çапла ………………..(Темиçе пулсан хăш çулта кăларнине кура палăртать е урăх  услови…)

Вер. Тавтапуç кучченеçшĕн.

Б.Я. Эп ташлама та маçтăр, вĕрентме пултаратăп. Ак çапла  (асар-писер ташлать, шăпăрĕпе чышать…

                                             БЯ ташши               

Вер. Ай-ай,ку пĕрре те килĕшÿллĕ ташӑ мар. Ачасем, атьăр ăна ташлама вĕрентер.

Ташă «Туби-туби..»

Б.Я. Ай, ташши кăмăла кайрĕ. Ирĕк парăр мана сирĕнпе савăнма, кунта мана питĕ кăмăла кайрĕ.

Ачасем. Юлах, анчах хăвна лайăх тыт.        

  Çав вăхăтра ЮП кĕрет

ЮП. Асатте! Ау,асатте! ХМ ăçта эсĕ? АУ! (шырать). Шыраса ывăнтăм, таçта тăрса юлчĕ. Ой, ачасем, асаттене шыраса сывлăх сунма та манса кайнă.

-Сывлăх сунатăп! Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп!

  СХМ кĕрет

СХМ. Кто меня зовёт? Кто меня ищет? А чего меня искать-то. Я тута.  Кого я вижу? Баба Яга ты тоже здесь?

ЮП. Асатте, эс те вырăсла кăна калаçатăн- им?

СХМ. Ну, чăвашла та пĕлеп –ха.

ЮП. Асатте, атя ачасене саламлар.

СХМ. Я? А как?

ЮП. Юрăсем юрлаттар, сăвăсем калаттар.

СХМ.  Это всё я? Веçех эпĕ-и?

ЮП. Эс асамлă ХМ вĕт.

СХМ. Надо же. В моём- то возрасте. Ну, давай, песню запевай! (юрлаттарать: В лесу стояла ёлка, на ней одна иголка.)

ЮП. Мĕн юрлаттаратăн эсĕ? КУ кăмăллă юрă мар. Ачасем, атьăр пĕр илемлĕ юрă юрлар.

                                                               

                                                                    Юрă «Çĕнĕ çулпа»

СХМ. Малалла мĕн унта пирĕн?

ЮП. Эс паян тем, урăхла асатте. Малалла вăйă вылямалла.

СХМ. Вăйă говоришь? А во что же нам поиграть? Давай в прятки. Полезай, Снегурка, в мешок, а мы тебя искать будем.

ЮП. Çук, асатте, эпир урăхла вăйă выльăпăр.

СХМ. Ладно,ладно.

                                                                   Ташă «Заставки»

СХМ.  Что у нас дальше? Когда подарки раздавать? Я подарки так люблю, так люблю…

                                                         

                                                           Шăнкăрав сасси, ХМ килет

 

ХМ. Сывлăх сунатăп пурне те! Хирсем урлă, вăрман урлă çитрĕм эпĕ васкаса. Çĕн Çулпа сире пурне те саламлатăп ыр сунса! Ăçта манăн мăнукăм ЮП?

ЮП. Асатте, эсĕ- и ку? Шухăшлатăп çав, ку пĕрре те асатте пек мар тесе.(СХМ çине кăтартать)

ХМ. Ку кам тата?

СХМ. Эпĕ ХМ!

ХМ. Эпĕ вара кам?

СХМ. Эп ăçтан пĕлеп, те Кощей Бессм-й !

БЯ. Ку манăн тус.

ХМ. Акă мĕн. (                       Аллипе сулать, çил-тăман сасси) 

Вĕçтерсе яратăп сире, мĕн пур усал-тĕселе!

СХМ, БЯ. Ай-ай! Ой!... (çаврăнса вĕçсе тухса каяççĕ)

ХМ. Ну, килĕр-килĕр, ачасем, тĕрлĕ юрă-сăвă итлем, кучченеçсем сĕнем.

                                                 

                                                       Юрă «Хӗл Мучи»

ХМ. Аван юрлатăр. Маттур.

ЮП. Асатте, юрлама кăна мар, сăвă калама та ăста пирĕн ачасем, уйрăмах пĕчĕккисем. Кунта пирĕн шкул çулне çитмен ачасем те пур.  Вĕсене  итлесе пăхар-ха. (Пĕчĕккисем сăвăсем калаççĕ)

ХМ . Маттурсем. Вĕренÿ  мĕнлерех пырать тата?

ЮП.Асатте, ачасем питĕ маттур, тăрăшаççĕ. Вĕсен хушшинче  «5» паллăпа кăна вĕренекенсем те пур.

ХМ. Апла,ЮП, вĕсене чысласа хăварар. (ЮП хушаматсене вулать, ХМ кучченеç парса пырать.)

Вĕр. Ачасем, Атьăр ХМ Юп-не ташша чĕнер.

                                                               

                                        Ташă «Научите танцевать»

ЮП-пеХМ пĕрле ташлаççĕ.

ХМ. Ну, ачасем пит маттур эсир, пултаратăр. Анчах мана сирĕнпе тан ташлама йывăртарах.

ЮП. Ачасем, ХМ ватă, ăна кантарар-ха пăртак.  (ХМ ёлка умне ларать). Малалла эпир кашни класра вĕренекен ачасемпе уйрăмшарăн паллашасшăн. Вĕсен пултарулăхне курса савăнасшăн.

(Кашни класс хăйĕн номерне кăтартать, ХМ-пе ЮП вĕсене кучченеçпе сăйлаççĕ)

Группа-А уДеда у Мороза

1кл.-

2кл.-

3кл.-

4кл.-

Вер. Халĕ пурте пĕрле тăрса «Новогодняя считалкаи» ташша ташлар-ха.

ХМ. Тавах, ачасем, тавах. Савăнтартăр мана. Пирĕн сирĕнпе сывпуллашма та вăхăт çитрĕ. ЮП,ăçтарах пирĕн кучченеçсем?

(ЮП-пе ХМ  пакетсене  валеçеççĕ)

Ачасем пурте пĕрле : Тавтапуç!

(ЮП-пе ХМ  сывпулашса  тухса каяççĕ.)

  - Çĕнĕ çул, çĕнĕ çул

Яланах харсăр пул

Кил, иртсем тĕпеле

 Çĕн телей парнеле.

- Çĕнĕ çулта çĕнĕ çитĕнÿсем сире

Ĕметсем пурин те пурнăçланчăр.

Сывă-и, ачасем, эпĕ çĕнĕ 2023-мĕш çул, сире уяв ячĕпе саламлатăп. Çĕнĕ çул ырă та мирлĕ, пултăр.

Эсир те ачасем, хальхи пекех тавçăруллă та çивĕч, ăслă та маттур пулăр, ан чирлĕр, аçăр – аннĕрсене, аслисене итлĕр.  

  Туслă пурăнар, савăнар пĕрле, юрăсем юрлар, вайăсем выляр, ташăсем ташлар…  

Ачасем: Чипер кайăр, тепĕр çулччен!

Вер. Çакăнпа уява вĕçлетпĕр. Çĕнĕ çул ячĕпе пурне те!


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Новый год 2012 – "В гостях у новогодней елки".

Сценарий праздника для 4 класса. Родителям и детям  моего класса очень понравился. Материал подбирали все вместе. На сайте имеется музыкальный материал к празднику....

Сказка под елкой

Сценарий новогоднего представления для младших школьников...

Презентация к уроку "М Зощенко "Елка""

Данная презентация используется при проведении урока....

елка с березой

Поэтапное рисование...

Сценарий "Приключение у новогодней елки"

Сценарий новогоднего утренника для начальной школы....

Новогодний утренник "Приключения у новогодней елки"

Веселый музыкальный утренник для начальной школы. Праздник начинает Зима. Она встречает детей, играет с ними, проводит первый хоровод. Дети зовут Деда Мороза и Снегурочку, но вместо них появляются Вол...

ПРОЕКТ «Чем бы елку заменить, лишь бы елку не рубить?»

Наш город окружен красивым лесом, где много растет елей. Туда дети очень любят ходить по грибы - ягоды, а зимой кататься на лыжах. Однажды, после зимних праздников, они увидели возле мусорных баков ог...


 

Комментарии

Тихонова Нина Валентиновна

Это чувашский сценарий новогодней елки. Интересно и полезно пользуйтесь. Спасибо...