Стихи о птицах (на чув.яз)
классный час по чтению

Ядыкова Лидия Аркадьевна

Стихи о птицах.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon stihi_o_ptitsahpo_chuv.doc56.5 КБ

Предварительный просмотр:

Аист

Аист хĕрлĕ ураллă,

Анчах вăрăм туналлă:

Ара, ĕнтĕ шурлăхра

Аршăнлама çав паха.

Акăш (лебедь)

Акăш мăйĕ пит авăк,

Ак çĕклерĕ вăл пуçне:

Акăш-макăш хÿхĕм кайăк

Ак тĕрленчĕ хут çине.

Ăмăрткайăк (орёл)

Ăмăрткайăк хĕвĕнче

Ăмăрткайăк чĕри пур:

Ăмăртсассăн йыш çинче

Ăна кам-ха çитес пур?!

Ăсан (тетерев)

Ăсан ăслă кайăк пек,

Ăсан килт икайăк пек:

Ăсчахланса айкашмасть –

Ăшă енне ярăнмасть.

Баклан

Байкал – кÿлĕ, пысăк шыв,

Баклан унта пулĕ-ши?

Байкал пиртен пит инçе,

Баклан акă хут çинче.

Вăкăш (выпь)

Вăрăм хăмăш ăшĕнче

Вăкăр сасси илтĕнет:

Вăкăр маар вăл, ир çинче

Вăкăш çапла мĕкĕрет.

Вĕршĕн (стриж)

Вĕршĕн вĕри чунлăскер,

Вĕçме питĕ ăстаскер:

Вĕршĕн вĕçсе иртнĕ чух

Вĕçнине те курма çук.

Гагар (гагара)

Гагар вăл – çурçĕр кайăкĕ,

Гагарăн хаклă мамăкĕ:

Çак мамăк питĕ хаклăран

Гагар çухалĕ-шим куçран?

Дутыш

Сахалах мар çĕр çинче

Кăвакарчăн ăратти:

Çав ăратсем хушшинче

Паллăрах дутыш ятли.

Ешĕлчи (зелёнушка)

Ешĕл симĕс кайăк пур,

Евĕк кăна сасси пур:

Ешĕл тĕспе витнĕрен

ЕШĔЛЧИ вăл ĕлĕкрен.

Ĕшпĕл (овсянка)

Ĕшпĕл ятлă кайăк пур,

Ĕçлĕх çинчен юрри пур:

-ĕçле ĕçле, ĕçле çи,

Ĕçлемесен ан та çи! 

Кантăрчи (коноплянка (реполов)

Кантăр çине иленет

Кашни çулах кантăрчи:

Кантăр вăрри шĕкĕлчет –

Ку вăл унăн кулачи.

Карăш (коростель)

Карăш çÿрет уйсенче,

Карăш çÿрет хирсенче:

Каç та, ир те – яланах

Карăш чупать çуранах.

Кăвакарчăн (голубь)

Кăвакарчăн кунсерен

Кăвăлтатать чĕререн:

- Кăмăл ту, тет мăшăрне,

 Куç хывмашкăн ман çине.

Кăсăя (синица)

Кантăкран шаккать ирех

Кăсăя тус сивĕре:

- кунсем сивĕ тăнă чух

Кучченеç пире пит чухĕ

Куккук (кукушка)

Кукшаланма кун çитсен

Куккук йĕрет кук! Тесе,

Кук тĕрĕллĕ чĕппĕмсем

Куç умĕнче çук! - тесе.

Ула курак (ворона)

Курак питĕ ăслăскер,

Анчах питĕ шавлăскер:

Йăлтăрккана юратать –

Курсассăнах йăкăртать.

Мăйпăран (вертишейка)

Мăн çĕлен пек мăйпăран

Мăйне тăсса шăхăрать:

Мăйне тăсса шăхăрсан

Май çук хытă хăратать.

Пăрчăкан (трясогузка)

Пăрчăкан тус кунĕпе

Пăрсем çинче чупкалать:

Пешне евĕр хÿрипе

Пăр касать те пăр ватать.

Саркайăк (иволга)

Сарă чечек çурăлсан

Сад пахчине сăн кĕрет,

Сарă кайăк юрласан

Сад пахчине чун кĕрет.

Çăхан (ворон)

Çăхан, теççĕ яланах

Çăхавсем сарса çÿрет:

Çавăнпа та çăхана

Çынсенчен сăмах тивет.

Çерçи (воробей)

Çерçи пулать кунта та,

Çерçи пулать унта та,

Çерçи пулать таçта та –

Çерçи пуçтах ытла та.

Тăмана (сова)

Тăманан пит пысăк пуçĕ,

Куçлăх тейĕн ун куçне –

Пурпĕрех ун чармак куçĕ

Кураймасть кун çутине.

Тăри (жаворонок)

Тăри ирпе тăрать те

Тăрăлтатма пикенет:

Тăрнаккайсем тăриччен

Тăхăр юрă кĕвĕлет.

Уйăп (снегирь)

Сад пахчине çурçĕртен

Уйăп килнĕ хăнана:

Умĕ питĕ хĕрлĕрен

Улма тейĕн эс ăна.

Улатăпа (вяхирь)

Улах йыăç тăррине

Улатăпа ларатех,

Ултăк тесе юррине

Ушах çĕрте тăсатех.

Ула такка (дятел)

Ула кайăк – улатка

Йывăç такать яра кун.

Тĕлĕнмелле ытла та –

Сăмси епле тÿсет ун?

Ÿлепке (оляпка)

Халь анчах маар, ĕлĕкех

Шывпа туслă ÿлепке:

Тĕрĕслесе шыв тĕпне

Тăрантать вăл хырăмне

Ÿхĕ (филин)

Ÿхĕ хуçа каçхине –

Ÿхĕрет вăл чăтлăхра:

Ÿхĕ ÿхĕрнĕ чухне

Ут çÿçенет, чун хăрать.

Курак (грач)

Хура курак хураскер,

Хура çĕрпе туслăскер:

Хура çĕре хисеплет Ç

Хуртсенчен ăна иртет.

Чакак (сорока)

Чакак паллă авалтан,

Чакака пĕлеç пурте:

Чарăнмасăр паврасан

Чакак пулăн эсĕ те.

Чарлак (чайка)

Чарлак тени ĕмĕрне

Чарăлтатса çул хывать:

Чар! анать те шыв çине –

Чĕрĕ пулла кап! хыпать.

Чарлан (цапля)

Арвиçи пек ун ури –

Питĕ вăрăм та çинçе:

Калама пулать, юри

Туса янă çĕр виçме.

Шăнчас (зяблик)

Шăнчаса сар кун аван,

Шăнчас сивлет сулхăна:

Шăнсан пуçне уснăран

Шăнчас тенĕ те ăна.

Шăпчăк (соловей)

Шăпчăк питĕ юратать

Шăп ларакан мăшăрне,

Шăпах уншăн шăратать

Шăплăхра вăл юррине.

Шăхăрчан (свиристель)

Шăхăрчан хĕлпе тăван,

Шăнасран вăл шикленмест.

Шăл çемми пулас пулсан

Шăхăрма та ÿркенмест.

Шулли (кулик)

Шурлăх шывĕ мăй таран,

Шурлăхра шыв лăк тулли.

Шурлăх шывĕ хухасран

Шуйханса йĕрет шулли.

Щур

Щур вăл – çурçĕр кайăкĕ,

Шупка кĕрен кĕрĕкĕ.

Шурă юр тĕсне ырлать,

шăл çемми пулсан - юрлать.

Ыйхан (сплюшка)

Ыйхан вĕçет каç килсен,

Ыйхан – пĕчĕк тăмана:

Ыйхă татса вĕçмесен

Ыр апат лекмест ăна.

Ясмачи (ясмăк кайăкĕ – чечевица)

Ясмачи хуллен йăслать –

Ясмачи ятне ырлать,

Ятне мар çав – вырăсла

Ясмăка савса юрлать.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Стихи о птицах

много стихотворений о птицах...

Автоматизация звуков Л, Ль в стихах и скороговорках по книге Т.А Куликовской «Люлим в стихах»

Данная презентация составлена как наглядное пособие для автоматизации звуков Л и Ль в скороговорках. Разучивание скороговорок – одновременно и нелегкий труд, и забава. У каждой скороговорки своя мален...

Материалы к конкурсу стихов о птицах в рамках акции "Покормите птиц зимой"

Материал может быть использован на внеклассных, внеурочных занятиях о птицах...

Презентация "Этот удивительный мир" - материал по ознакомлению с окружающим миром, для 2 классов. "Детям о перелетных птицах (в стихах и картинках)"

Тема: Детям о перелетных птицах (в стихах и картинках).Цель: познакомить детей с перелетными птицами; прививать навыки анализа, наблюдения за изменениями в природе.Задачи:- обучающая: расширить предст...

Тема урока : «Птицы. Зимующие и перелетные птицы. Хищные и певчие птицы»

Открытый урок на тема :  «Птицы. Зимующие и перелетные птицы. Хищные и певчие птицы»...