Урок по чувашскому языку на тему "Ялан янравлă хупă сасăсем"
план-конспект урока по теме

Мочалова Валентина Николаевна

Открытый урок на тему  "Ялан янравлă хупă сасăсем" в 5классе

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon otkr._urok.doc68.5 КБ

Предварительный просмотр:

Тема: Ялан янравлă хупă сасăсем. Чăваш чĕлхи  (5 класс)

Урок тěсĕ: содержани тăрăх – фонетика урокĕ; тĕллевне кура – çĕнĕ темăна вĕрентмелли урок.

Урок тěллевĕсм: 1. Ялан янравлă хупă сасăсемпе паллаштарасси, вырăс чĕлхинче ялан янравлă хупă сасăсемпе танлаштарасси, уйрăмлăхĕсене палăртасси. 2. Ялан янравлă хупă сасăсемпе пуплевре тĕрĕс усă курма хăнăхтарасси. 3. Ваттисен сăмахĕнчи тарăн шухăша уçса пани, ĕçченлĕх, хисеппе чыслăх туйăмĕсене аталантарасси.

Вĕрентÿ меслечĕсем: сăнав- тĕпчев меслечĕ, учитель ăнлантарăвĕ,калаçу.

Урокра усă курмалли материал: компьютер, слайдсем,  дидактика материалěсем.

Урок юхăмě:

  1. Çанталăк çинчен калаçни. Килти ĕçе тĕрĕслени. ( Слайд 1)
  • Чăваш алфавитĕнче миçе хупă сас палли? (22)
  • Хупă сасăсене каланă чух сывлăш юхăмĕ çăвар хăвăлĕнчен мĕнле тухать? ( Ирĕккĕн тухаймасть, мĕншĕн тесен сывлăша тухма е чĕлхе, е тута, е шăлсем чăрмантараççĕ )
  • Чăваш чĕлхинче хупă сасăсем мĕнле ушкăнсене уйрăлаççĕ? ( 2: Ялан янравлă хупă сасăсем, шавлă хупă сасăсем )
  • Сасăсене сас паллинчен уйăрса илме мĕнле майпа кăтартаççĕ? (Тăваткал скобкăра кăтартаççĕ.)  
  1. Çĕнĕ темăна вĕрентни. (Слайд 2)
  • Ачасем, экран çинче икĕ сăмах çырнă.Айтăр-ха вулар.

Сăмахсем:     вăйлă   юман

  • Çак сăмахсем  пĕр- пĕринчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ? ( вăйлă-паллĕ ячĕ, юман – япала ячĕ)  
  • Мĕн пĕр пеклĕхĕ пур?  ( Иккĕшĕнче те 5 сасă )
  • Çак сăмахсенчи хупă сасăна палăртакан сас паллисене каласа тухăр.
  • Халь сассисене каласа тухăр.
  • Сасăпа сас паллине мĕнле палăртаттăмăр-ха? ( тăваткал скобкăра)
  • Ку сасăсене мĕнлĕ сасăсем тетпĕр? (Ялан янравлă хупă сасăсем)
  • Ялан янравлă хупă сасăсем шутне çемçисем те кĕреççĕ. Каласа пăхар-ха
  •    [л’],  [н’] сасăсем мĕнле илтĕнеççĕ?  (Çемçен)

-Тĕрĕс, паян эпир ялан янравлă хупă сасăсем çинчен тĕплĕнрех  калаçăпăр тата хаçат кăларăпăр.

Экран çинче сăмахсем. (Слайд 4)                                                                      

вăхăт         автан        авал           лав

йытă          вăйлă        вăйă           нумай

лаша          калта        улăм          сахал

мухта        йăмра       шăмă         вăтам

нăрă          анра          ана             юман

Раман        сăрла        урам           çăкăр

  • Сăмахсене 4 юпана уйăрнă.Эсир мĕн асăрхарăр?  (Ялан янравлă хупă сасăсем сăмах пуçламăшĕнче, сăмах варринче, сăмах вĕçĕнче вырнаçнă.)
  • 1 мĕш юпари сăмахсене вулар-ха. ( Тĕслĕх: вăхăт – [в ])
  • Мĕнле илтĕнет? (Янравлă)
  • 2-мĕш юпари сăмахсене вулар-ха.
  • 3-мĕш юпари сăмахсене вулар-ха.
  • 4-мĕш юпари сăмахсене вулар-ха.
  • Апла пулсан ялан янравлă хупă сасăсем çинчен мĕн калама пултаратпăр? ?  (Ялан янравлă хупă сасăсем сăмах пуçламăшĕнче, сăмах варринче, сăмах вĕçĕнче те янăраса илтĕнеççĕ.)
  • Тĕрĕс, ачасем, В,Й,Л,Л’,М,Н,Н’,Р хупă сасăсем сăмах пуçламăшĕнче те, сăмах варринче икĕ уçă сасă хушшинче те, хупă сасăпа юнашар тăрсан та тата сăмах вĕçĕнче те янăраса илтĕнеççĕ. Çавăнпа вĕсене ялан янравлă хупă сасăсем теççĕ. ( Слайд 5)

Хупă сасăсем

Сăмахри сасă вырăнĕ

Тĕслĕхсем

[в], [й] , [л],

  [л’], [м],

[н],

 [ н’ ], [р]

сăмах пуçламăшĕнче

сăмах варринче

сăмах вĕçĕнче

вăрман,вăйă, лаша

автан, йăмра

лав, улăм, сахал


  • Ачасем, айтăр-ха правилăна кĕнекере мĕнле çырнине пăхар. (правилăна вулани.)
  • Çав хушăрах асăрхаттарни те пур. ( Ачасемпе пĕрле вулани). (Слайд 6)

тав                  сев

лав                  залив

суйлав           Верхунов

  • Асра тытăр, ку правилăна чăваш сăмахĕсенче çеç усă курма пулать,вырăс чĕлхинче ку правило каймасть.
  • Чăваш сăмахĕсенче мĕнле илтĕнет? (Янăравлă.)
  • Вырăс сăмахĕсенче сăмах вĕçĕнче мĕнле илтĕнет? (Янрамасăр.)
  • [в]  сасă вырăнне мĕнле сасă илтĕнет? ( ф)
  • Тĕрĕс, [ ф] сасă илтĕнет, анчах çырма в сас паллипе çыратпăр.
  1. Темăна çирĕплетни.
  • Эпир сирĕнпе хаçат кăларатпăр тенĕччĕ. Кашни хаçатăн ячĕ пур. Эсир мĕнле чăваш хаçат-журнал ятне пĕлетĕр? Айтăр-ха эпир те хамăр хаçата ят парар. Мĕнле ят пама пулать –ши?
  • Хăш ячĕ ытларах килĕшрĕ? ( Туслăх). (Ят панă хыççăн çакса хумалла).
  • „ Туслăх” хаçата халь пирĕн сирĕнпе тултарас пулать. Ăна тултарма эпĕ сире ĕçсем паратăп.

1-мĕш ĕç:  Сирĕн умра пурин те тĕрлĕ тĕслĕ хут листисем, стикерсем выртаççĕ. Стикер сăмаха ăнланатăр-и?

- Çак стикерсем çине сирĕн кашнин хăйĕн хушаматне, ятне çырса хумалла.

        Хăвăр çырнă хушаматсемпе ятсенчи сăмахсенче ялан янравлă хупă сасăсене аялтан йĕр туртса тухăр, пĕр-пĕрне тĕрĕслеттерĕр.

  • Тĕрĕслер-ха. ( 3-4 ача вуласа парать,хыççăн кашни ача череетпе тухса çыпăçтарать).

(Слайд 7) Кану саманчĕ.

     Тăрăр-ха ура çине,                                  

Йĕри-тавра пăхăр-ха,

Пĕр-пĕрне йăл кулăр-ха.

Ывăнни çак минутран

Тартăр пиртен катаран.

Алăсене тăсрăмăр:

Айккине, умне,çÿле.

Унтан каллех умнелле.

Пÿрнесене вылятатпăр,

Вĕсен нумай çырмалла

Пурте пуçа кантаратпăр,

Ун нумай шутламалла.

Алăсене сулкалатпăр

Енчен-енне, умнелле.

Халĕ пуçлар ĕçлеме

  • Кĕнекепе те ĕçлер-ха.
  • 210-мĕш хăнăхтару.
  • Вуласа тухăр. Сирĕн пурин те чăвашла-вырăсла  тата орфографи словарĕсем пур.Словарьсемпе усă курса   в, й, л, м, н, р  сасăллă 3-шер сăмах  стикерсем çине çырăр. (1 вариант – çак сасăллă сăмахсем сăмах  пуçламăшĕнче пулмалла, 2-мĕш вариант – сăмах варринче, 3-мĕш вариант – сăмах вĕçĕнче). (Кашни вариантран 1 ачи вулать).
  • Çак сăмахсем мĕнле сăмахсем? Хытă е çемçе?

Халĕ çырнă сăмахсене хаçат çине хушаматпа ят айне тухса

  çыпăçтарăр.

  • Маттур,ачасем.эсир пурте ку ĕçе тума пултартăр.

213-мĕш хăнăхтару.

- Халĕ сире  пурне те хут листисем парса тухатăп. Вуласа тухăр.

      Чавса çывăх та, çыртма çук.

           Лайăх ĕçлесен халăх курать, чыс пулать.

           Ватта сума ту, ху та ватă пулăн.          

           Çĕр сум укçа пуличчен çĕр тус пултăр.

Панă предложенисем çинчен мĕн калама пултаратăр? ( Ваттисен сăмахĕсем).

  • Айтăр-ха  кашнине пĕрер вулар. Мĕнле ăнланатăр?
  • Сирĕн пурин те тĕрлĕ тĕслĕ фломастерсем пур.  Çак тĕссене усă курса ялан янравлă хупă сасăллă сăмахсене аялтан йĕр туртса тухмалла, анчах ĕç йывăрланать.

       Хĕрлĕ  -  сăмах пуçламăшĕнче

       Симĕс  -   сăмах варринче

       Кăвак  -   сăмах вĕçĕнче

  • Маттур, ачасем. Ку ĕçе те ăнăçлă турăмăр.

  215-мĕш хăнăхтару. Сăвва вулăр. (Пĕр ачи илемлĕ вулать). (Слайд 8)

Натали

Сантал тĕслĕ сантали

Эп туянтăм сан валли,

Натали.

Савăнса, йăл кулăпа

Чупса кайăн эс унпа

Сукмакпа.

Мĕн тери хитре тесе

Пăхса юлĕç тĕсесе

Тусусем.

Çил ачи пек чупмалли

Пур халь санăн сантали,

Натали.       (Л.Смолина.)

- Ку сăвăра ăнланман сăмахсем пур-и?  ( сантал тĕслĕ, тĕсесе - ăнлантарни).

- Сăвă йĕркисенче кам çинчен каланă? (Натали).

- Натали валли мĕн туяннă? (Сантали).

-  Автор ачасем çинчен мĕн калать? (Пăхса юлĕç сăнаса тесе).

- Сирĕн шутпа Натали савăнать е савăнмасть?

- Халĕ çак сăвăри ялан янравлă хупă сасăллă сăмахсене каласа тухăр.

- Ялан янравлă хупă сасăллă сăмах миçе пулчĕ?  (24).

IV. Пĕтĕмлетÿ.

- Эпĕ халь сире пуç ватмăш парса тухатăп. Сирĕн çак числосем вырăнне сас паллисем лартмалла, чăваш алфавичĕпе усă курăр.

1 - мĕш вариант – 35, 19, 12, 20  - эпир

2 - мĕш вариант -  16, 1, 23, 23, 24, 20 – маттур

3 - мĕш вариант -  1, 29, 1,21, 7, 16 - ачасем

(Кашни вариантри пĕр ачи вулать те хаçат çине тухса çыпăçтарать).

  • Мĕнле предложени пулчĕ?  (Эпир маттур ачасем).
  • Чăнах та эсир питă маттур ачасем.
  • Паян урокра эпир мĕн çĕннине пĕлтĕмĕр?
  • Ялан янравлă хупă сасăсене каласа тухăр. Мĕнле илтĕнеççĕ?
  • Ялан янравлă хупă сасăсем хăш вырăнта тăма пултараççĕ?
  • Паян урокра пурте питĕ лайăх ĕçлерĕр. ( Ачасен ĕçне хаклани, оценкăсем лартни).
  •  Пăхăр-ха мĕнле илемлĕ  „Туслăх” ятлă хаçат кăлартăмăр. Сире килĕшет-и? Яланах туслă пулăр, пĕр-пĕрне пулăшса пырăр.

 V Киле ĕç пани:

212 -мĕш, 214 – мĕш хăнăхтарусем.

Resource id #3162

По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Конспект урока по чувашскому языку

Этот конспект подготовлен для нестандартных уроков чувашского языка....

Урок по чувашскому языку во 2 классе по теме "Çĕнĕ çул" (Новый год).

Данный урок разработан согласно тематическому планированию уроков чувашского языка во 2 классе....

Открытый урок по чувашскому языку в 4 классе

Открытый урок по чувашскому языку в 4 классе по теме : "Мулка" (заяц). Во время презентации включается мелодия "В мире животных".Музыка хорошо успокаивает детей....

Технологическая карта урока по чувашскому языку

Технологическая карта урока с применением новых образовательных технологий для 2 класса по теме "В зооларке", презентация, дидактические материалы....

План - конспект урока по чувашскому языку в 3 классе

План - конспект урока по чувашскому языку в 3 классе...

Методическая разработка урока государственного чувашского языка

Методическая разработка нестандарного урока государственного чувашского языка по теме "Дикие животные" с презентацией...