Творческая разработка Родные просторы
творческая работа учащихся (4 класс) на тему

Ял историйĕпе паллашасси. Ялпа çыхăннă халапсене пухасси. Ялти чи паллă йăх çинчен тĕпчесе пĕлесси. Чи кăсăклă хушаматсене тупса палăртасси.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon tavan_sershyv.doc100.5 КБ
Office presentation icon urnar.ppt1.53 МБ

Предварительный просмотр:

Отдел образования и молодёжной политики Урмарского района»

МОУ «Орнарская ООШ»

Юрататăп тăван çĕршыва

                                                                   

    Выполнил: Павлов Николай

                                              ученик  4 класса

                                       Руководитель: Васильева Любовь Геннадьевна

                                                   учитель начальных классов

                                 Орнарской ООШ

                                                                 

Орнары 2009 год

Тăван кĕтес!  Юратнă çĕрĕм!

Таса,  ытарайми уйсем,

Ял вĕçĕнчи симĕс вăрманăм,

Савап сире чун-чĕререн!

                                                       Таня Алексеева.

Проект актуаллăхĕ

   Сарлака та пуян ман Тăван çĕршыв.

 Эпĕ халĕ тăваттăмĕш класра вĕренетĕп. Пирĕн класра пурĕ те 2 ача çеç: çакă мана питĕ пăшăрхантарать. Хамăр ял пуласлăхĕ питĕ шухăша ячĕ, мĕншĕн тесен ял ватăлса пырать, çамрăксем яла юлмаççĕ. Пушă килсем нумай, çакăншăн чун ыратать. Атте-анне килне вĕлтрен пусма парас марччĕ. Ял маллалах аталанса пытăрччĕ.

Проект тĕллевĕсем

  1. Ял историйĕпе паллашасси.
  2. Ялпа çыхăннă халапсене пухасси.
  3. Ялти чи паллă йăх çинчен тĕпчесе пĕлесси.
  4. Чи кăсăклă хушаматсене тупса палăртасси.

Юрататăп Тăван çĕр-шыва! Юрататăп хамăр Чăваш Республикине! Юрататăп атте-анне çĕрне! Юрататăп кунти вăрмансене: уй-хирсене, çăл-куçĕсене! Юрататăп ытарайми тăван кĕтесĕме!

         Урнар ялĕ мĕнле пуçланнă? Мĕншĕн ăна çакăн пек ят панă? Паллах, çак ыйтусем пире кăсăклантармасăр, хумхантармасăр тăма пултараймаççĕ. Эпир вĕсен хуравне шырарăмăр…

        Свияжски енчен хальхи Пăртас çĕрĕ çине хресченсем куçса килнĕ. Кун çинчен документсем (çырса хăварнисем ) пур.

        Хусан ханĕ вăхăтĕнче ку вырăнта Пăртас тата Кивĕ Пăртас ялĕсем ларнă. 1652-мĕш çулхи документсем çинче çапла çырнă:

«Пăртас ялĕ Свияжск уездĕнче Атăл хĕрринче ларакан архирей кил-çуртĕнчен аякра мар вырнаçнă ».

1693 çулта çырнисенчен:

«Свияжск уездĕнче Тутар Пăртас ялĕ сăртлă вырăнта вырнаçнă… ».

Çак Пăртас ялĕнчен икĕ ял тухнă: Шăплат тата Ыхра-Çырма (Ыхра -Шăплат). Ыхра-Çырма ялĕнчен каярахпа тата икĕ ял, Саруйпа Урнар тухнă. 1781-1782 мĕш çулсенче Хусан кĕпернийĕнче 11 ял пĕр ятран пулнă. Етĕрне районĕнче те паянхи кунта Пăртас ятлă ял пур. Ăна пуçласа яраканĕсем каллех хальхи Вăрмар районĕнчи Пăртас ялĕн çыннисем пулнă.

Архив докуменчĕсем çинче Пăртас ялĕ пирки çакăн пек калани пур: «1859 мĕш çул. Пăртас ялĕ, унтан татăлса тухнă вырăнсем: Ыхра-Çырма (Ыхра -Шăплат), Саруй, Урнар – Канар çăлĕ çывăхĕнче . Пурĕ 23 кил, арçынсем – 81, хĕрарăмсем – 90. Православии тĕнне тытса тăракан пĕр чиркÿ».

1902 мĕш çулта çак вырăнта икĕ пысăк имени курăнса тăнă:

              А.П.Зарницкая именийĕ – Шăплат, Ыхра-Çырма;

              Ф.П.Леман именийĕ – Пăртас ялĕ.

Халап хапха тăрринче.

Урнар ялĕ ăçтан пуçланса кайнине тĕпченĕ май халăхра пурăнакан халапсене те айккинче хăвармалла мар. Ку халăх асăмĕнче юлнă, ĕмĕртен ĕмĕре, çынран çынна куçса паянхи куна çитнĕ халăх сăмахлăхĕ. Палах вăл нумай улшăнма пултарнă, анчах тĕп шухăшĕ çак халапсенче юлнă.

        Акă вĕсенчен пĕри.

        Ĕлĕк – авал пурăннă тет, виçĕ питĕ пуян çын. Вĕсен ячĕсем Пăртас, Шăплат тата Ыхра ятлă пулнă, тет. Вĕсем патĕнче халăх тарçăра ĕçленĕ, пăхăнса пурăннă. Пĕтĕм çĕр, выльăх-чĕрлĕх, пĕтĕм ĕç хатĕрĕ вĕсен аллинче пулнă, тет. Çак пуянсенчен чи пуянни Пăртас пулнă, тет. Шăплатпа Ыхра, Пăртас вĕсенчен пуянрах пулнишĕн питĕ кăмăлсăр пулнă, тет, ылханнă, тет. Вĕсем Пăртаса хăваласа яма шут тытнă, тет, анчах Пăртас вăйлăрах пулнипе хăй хăваласа кăларнă, тет, вĕсене. Вара Шăплатпа Ыхран айлăмлăрах вырăнсене кайса вырнаçма тивнĕ ,тет. Çапла çумма çуммăн виçĕ ял пулса кайнă, тет. Чăнах та çÿллĕрех вырăнта Пăртас ялĕ таçтан аякран курăнса ларать, айлăмра – Шăплат, çырма урлă – Ыхра.

Шăплат ялĕнчен –Урнар тухнă.

Халапсем тăрăх Урнар ялне пĕрремĕш Урнар ятлă çын куçса килнĕ. Çавăнпа ăна Урнар ятлă панă.

Тепĕр тĕслĕ халап та çÿрет Урнар ялĕ çинчен.

Ĕлĕк-авал çак ял вырнинче вăрмансем пулнă. Çак вăрмана пĕр çемье килсе вырнаçнă, имĕш. Упăшкине Ур тесе чĕннĕ, тет, арăмне – Нар. Вĕсен икĕ ывăл пулнă, тет. Пĕрне Илья, тепĕрне Шурча тесе чĕннĕ, тет. Вăрманта, чи илемлĕ вырăнта вĕсем йывăç пÿрт туса лартнă, тет. Çак вырăна ăмсанса çынсем куçса килме пуçланă, тет. Ял пысăклансах пынă, тет. Урпа ар ватăлса вилнĕ, тет, яла ят хурса хăварнă, тет. Ильяпа Шурча пĕр çырман икĕ пуçĕнче вырнаçнă, тет. Вĕсем пурăннă текен вырăнсенче паянхи кун та Илюккапа Шурча çăлĕсем тапса тăраççĕ. Шурча йăхĕсене те тупма пулать Урнар таврашĕнче.

Урнар çырма-çатраллă вырăнта вырнаçнă.

«Урнарта Иван Грознăй çарĕ чарăнса тăнă. Кашни килтех салтаксем валли çăкăр пĕçертернĕ. Вăл çар , хурăнлă çул çине тухса , Хусан еннелле кайнă», - çакăн пек архив документчĕсем çинче çырнипе çыхăнтараççĕ шкул айккипе иртекен Çăкăрвар ятлă çырмана.

Урнар ялĕ ăçтан, мĕнле майпа пуçланнине документсем, кĕнекесем, хамăр илтнĕ халапсем тăрăх тишкерсе тухнă хыççăн çакăн пек ÿкерчĕк пулса тухрĕ.

     Урнар «1750ç.»

     Саруй «1793ç.»                                

     

         Ыхра-    Çырма «1710ç.»                                                        

Шăплат «1710ç.»

   Пăртас (Свияжски         уездчĕ) «1652ç.»

 

Пăртас «1693ç.»

     

     Пăртас (Свияжски         уездчĕ) «1652ç.»                                                            

Шăплат «1710ç.»

   Ыхра Сырма

«1710 с.»

 

Пăртас «1693ç.»

Урнар ялĕнчи чи паллă йăх

Руссковсем

Руссков Геннадий Васильевич ялта сумлă çын. Нумай хушă «Авангард» совхозра вăй хунă. Паянхи кун та ялти фермер патĕнче ĕçлет.

Пăртасра вырăс çыннисем нумай пулнă. Геннадий сильевич шăпах çав вырăссенчен чăвашланнă çын.

1718-1720 –мĕш çулсенче Урнар ялне Шăплатран Петĕр ятлă çын куçса килет. Вăл чăн-чăн вырăс пулнă- кăвак куçлă, сарă çÿçлĕ, çутă питлĕ. Унăн ывăлĕ Трофим Вырăс Трофим ятпа çÿрет Урнар ялĕнче. Çакăнтан вара Руссков хушамат пулса кайнă, тесе ăнлантарать Руссков Геннадий Васильевич.

                                               

                                                 Петр                          

                                       

                                                               Трофим

                                                               Егор

                  Кузьма  (4 ача )               Григорий                           Христофор (2 ача )

                            Михаил  (3 ача )                          Василий(6 ача )

                                                                        Емельян (4 ача ), вăрçăра вилнĕ 4-шĕ те

                                     Владимир              Емельян               Василий                   Александр

                                     (3 ача )                   (1 ача )                (3 ача )                         (1 ача )

                                                                       Лиза                   Геннадий             Лидия

                                                                       Вова                           Анатолий            Галина

                                                           Настя        Алёша             Саша          Галина

Кăсăк хушаматсем

Сандецкий            çакăн пек хушаматлă поляксен адмиралĕ пулнă, тет. Урнар чăвашĕ Хусана кайса лекет, Сандецкий адмирал çинчен тĕлĕнмелле хыпарсем илтет, вара çак çынна питĕ кăмăлланипе унăн хушаматне илме шутлать.Паянхи кун та Урнар ялĕнче çак хушаматпа Сандецкая Антонина Николаевна çÿрет.

Ишутов         Урнар ялĕ Пăртас енчен куçса килнĕ çынсемпе пуян. Пăртас – вырăс сали. Ял çыннисем те, вырăсла калаçма вĕренес тесе ши пĕр-пĕринпе вырăсла перкелешнĕ. Ачасем çырмара шывра ишнине курнĕри: «Кур-ха, ишут», -тенĕ. Çавăнтан Ишут хушамат тухнă.

Надузьев  ашшĕ пулманнипе хĕр арăм ячĕпе (Натюç) панă хушамат. Ку хушаматпа Урнарта пĕртен пĕр çын Надузьев Георгий çÿрет.

Шишкин. Урнар çынни Андрей Платонович граждан вăрçи вăхăтĕнче Шишкин хушаматлă командирăн адъютанчĕ пулнă. Командирăн ача тавраш пулман. Командирĕ вилес умĕн ыйтнипе Андрей Платонович Шишкин хушамата хăй çине çыртарать. Ку хушаматпа çÿрекен ялта нумай çын.

Анишин.  Иван Сергеевичăн çурчĕ Энеш çырми хĕрринче пулнипе хушаматне те Анишин тесе илнĕ.

                                   

Пĕтĕмлетÿ.

  1.  Урнар ялĕнче юлашки тапхăрта пушă килсем йышланчĕç.
  2. Пурăнакансен йышĕ 5 çул хушшинче       çын чакрĕ.
  3. 20 çул вăтам шкул пулнă хыççăн 2008 çултан тăхăр çул вĕренмелли шкул çеç юлчĕ.
  4. Çамрăк çемьесем чăмартанасси палăрмаллах чакрĕ.
  5. Хуçалăх саланчĕ пулин те ялта вăтам çулхисем валли ĕç вырăнĕ пур (ферма ĕçлет).
  6. Акăнмасăр выртакан пушă çĕрсене сухаласа тыр-пул акса хăварнă.

                               

Тавтапуç!

       


Предварительный просмотр:


Подписи к слайдам:


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Родные просторы.Реки.

Урок по предмету "Истоки" знакомит  с новыми понятиями: «родник», «характер реки», «живая вода», «святая вода», «крещение»,учит  второклассников управлять своей деятельностью в группе, уважа...

Итоговая проверочная работа по разделу "Родные просторы" 2 класс (1 четверть)

В этой проверочной работе собраны тестовые задания открытого и закрытого типа, позволяющие разнообразить мышление и ответы детей....

Экскурсия "Родные просторы"

 Любой уголок нашей страны неповторим, как неповторим наш родной Ставропольский край. В наше время, когда оказались утраченными многие моральные и духовные ценности...

По родным просторам

Презентация на тему: По родным просторам...

Учебный проект по программе Intel "Родные просторы"

Цель проекта расширение и углубление знаний учащихся по истории, культуре родного края, литературе, природе. Он поможет дать целостное представление об окружающем мире, воспитать чувство национальной ...

Презентация "Родные просторы"

В презентации отображены виды растений и животных Ростовской области....

« Обобщающее занятие по теме "Родной очаг" «Родные просторы»

« Обобщающее занятие по теме "Родной очаг" «Родные просторы» ( Истоки)...