План-конспект урока на чувашском языке.
план-конспект урока (2 класс)

Васильева Венера Альбертовна

Развернутый конспект урока на чувашском языке во 2 классе по теме "Тĕсе пĕлтерекен сăмахсем".

Скачать:


Предварительный просмотр:

2 – мĕш класра чăваш чĕлхипе ирттерекен урокăн план- конспекчĕ

Урок теми: Тӗсе пӗлтерекен сăмахсем

Урок тӗллевӗсемпе задачисем:

 Пéлÿ тéллевé:

  1. паллă ячӗ ḉинчен вӗреннине ḉиреплетесси, тӗсе пӗлтерекен самахсем ḉинчен ӑнлантарса вӗсене тупма хӑнӑхтарасси;

 Аталантару тéллевé:

2) ачасен шухăшлавне, çыхăнуллă пуплевне аталантарасси.

 Сапӑрлӑх тéллевé:

  1. сӑпайлӑ пулас туртӑма вӑйлатасси, тирпейлӗхе хӑнӑхтарасси.

Урок мелéсемпе меслечéсем: учитель сáмахé, ачасен калаçáвé, ыйту-хурав, пéтéмлетÿсем туни, éçе хаклани, таблицӑна тултарни, кластер туни.

Пуплеве аталантармалли хӑнӑхусем: карточкӑсем.

Урока йéркелесе янӑ тапхӑр: ачасене çепéç пуплев саманчéпе тата паянхи кӑмӑл-туйӑмéсене хакласа урок теми патне илсе пыни.

Урока кирлĕ хатĕрсем: Л.П.Сергеев, Т.В.Артемьева. «Чăваш чĕлхи», 2 класс, компьютер, мультимедиа проекторĕ, экран, слайдсем, ваттисен сăмахĕсене уйăрса çырнă карточкăсем, сăмахсем çырнă сăмахсем, сюжетлă ÿкерчĕксем.

Урок юхӑмӗ

 I. Класа урока йĕркелесси.

- Шăппăн вырнаçса ларатпăр, пĕр-пĕрин çине ăшă куçсемпе йăл кулса  пăхса илетпĕр те савăк кăмăлпа урока пуçлатпăр.

-Паян пирěн уçă урок, çавна май пирěн патра хăнасем те пур.

Хăнасене сывлăх сунатпӑр.

-Сывлăх сунатпăр, хисеплĕ хăнасем!

Шăнкăрав сас пачĕ

Урока чĕнсе.

Пĕтĕм класс шăпланчĕ

Парта хушшинче.

Ак кĕрет учитель

Савăк кăмăлтан.

Кăмăллă вăл питĕ

Пирĕнпе ялан.

-Ларăр.

- Алăсене парта çине хуратпăр.

  1. Вӗреннине аса илни.

Доска çинче çырса тултарман таблица çакӑнса тӑрать, ӑна хушса туллилетеççӗ.

- Иртнӗ уроксенче мӗнле пуплев пайӗсене вӗрентӗмӗр? ( япала ячӗ, паллӑ ячӗ, глагол).

- Вӗсен ыйтӑвӗсем мӗнле? Аса илсе калӑр.

- Мӗне пӗлтерет япала ячӗ? (япалана)

- Глагол? (япалан ӗçне).

- Паллӑ ячӗ? (япалан паллине)

Пуплев пайӗсем

Япала ячӗ

Паллӑ ячӗ

Глагол

кам? мӗн?

мӗнле?

мӗн тӑвать? мӗн турӗ?

Мӗне пӗлтереḉḉӗ?

Япалана                                      япала паллине                            япалан ӗçне

Тĕслĕх  тупасси – кашни ачан сюжетлă ÿкерчĕк пур. Тĕслĕхрен, мĕн? – юр; вăл мĕнле? – шурă, çемçе, кăпăшка; юр мĕн тăвать? – выртать, йăлтăртатать,ÿкет.

Кашни ача доска умне тухса калать.


  1. Урок темипе, тӗллевӗсемпе паллаштарни.

Тупмалли юмах тупсăмне тупасси

- Ҫичĕ тĕслĕ ҫут хăю

Атăл урлă ывтăнчĕ. (Асамат кĕперĕ) (Слайд ҫинче асамат кĕперĕн ӳкерчĕкĕ)

-Асамат кĕперĕн миҫе тĕс? (Ҫиччĕ)

Красный – хĕрлĕ

Оранжевый –хĕрлĕ сарă

Жёлтый -сарă

Зелёный - симĕс

Голубой - сенкер

Синий - кăвак

Фиолетовый – хĕрлĕ кăвак. Вырăсла мĕнле пулать?

(Каждый охотник желает знать, где сидит фазан)

- Ҫак сăмахсем мĕне пĕлтереҫҫĕ? (Тӗсе)

- Ачасем, паянхи урок теми мӗнле – ши? (Тӗсе пӗлтерекен сăмахсем)

- Тӗсе пӗлтерекен сăмахсен ыйтăвне кам тавҫăрса илме пултарчĕ?

- Вĕсем мĕнле пуплев пайĕ пулаҫҫĕ-ши? (Паллă ячĕ)

3. Ҫĕнĕ материалпа ĕслени

1). Тетрадь ҫинче ĕҫлени. Таса та илемлĕ ҫырасси

Тĕс, асамат кĕперĕ

2). Ӳкерчĕксемпе ĕҫлени

- Ачасем, эсир тата мĕнле тӗсе пӗлтерекен сăмахсем пĕлетĕр? Ӳкерчĕксем катартасси

Сăмах диктанчĕ: Шурă упа, сăрă мулкач, хăмăр упа, ула панда, чăпар чăх, хура кушак,

- Сирĕн çинче мĕнле тĕслĕ тумтир пур? Çырса хурăр. (шурă саппун, кăвак кĕпе)

3). Экран çинче çырса хунӑ хӑнӑхтарава пурнăҫлани.

- Вулӑр, ыйтусене хуравлӑр. Кашни япали мӗн тӗслине хушса калӑр.

çырла (мӗнле?)…хӗрлӗ, юр (мӗнле?)…шурӑ

чӑрӑш (мӗнле?)… симĕс, хӗвел(мӗнле?)…çутӑ, сарӑ

çулçӑ (мӗнле?)… сарă, тӱпе(мӗнле?)…кӑвак, сенкер

тӑпра (мӗнле?)… хура, упа (мӗнле?)…хӑмӑр

4). Правилăна вулатпӑр (хорпа вулани).

Кӗнекери 248-мĕш хӑнӑхтарава вуласси.

5). Кану вӑхӑчӗ.

Пӗрре, иккĕ, виççĕ, тӑваттӑ – Физкультура тумалла!

5, 6, 7, 8- Пирӗн вӑйлӑ пулмалла!

1, 2, 3, 4 – Физзарядка та тăватпӑр,

5, 6, 7, 8 – Пурте харӑссӑн утатпӑр!

6). – Ачасем, чăвашсем ĕлĕк мĕнле тĕссене юратнă-ши? 

Кӗнекери 247-мĕш хӑнӑхтарăва ăсра пурнӑḉласси.

(Сарă тата шурă тĕс пĕр сăсах пулнă. Ку сăмахсем сарă тĕсе палăртнă)

7). Ушкăнра ĕҫлесси (карточкăсем валеҫсе парса ĕҫлени) Кашни текста доска умне  тухса вуласа памалла. Тĕсе пĕлтерекен сăмахсене каламалла.

Ăшă ҫил вĕрет. Симĕс чăрăшсемпе хырсем хуллен хумханаҫҫĕ. Акă сарă хĕвел курăнчĕ.

Тӳпере сарă хĕвел кулать. Шурă юр ирĕлет. Хура вăрман вăранать. Вăл симĕс тум тăхăнать.

Тавралăха тĕксĕм сăн ҫапрĕ. Хура пĕлĕтсем капланса килчĕҫ. Сарă хĕвел пытанчĕ. Ҫанталăк пăсăлать пулĕ.

Акă шурă хурăнсем курăнса каяҫҫĕ. Вăсен кăтра ҫулҫисем тем ҫинчен пăшăлтатаҫҫĕ. Курăк ăшĕнче хĕрлĕ çырласем курăнчĕç.

Валериксен пӳрчĕ умĕнче питĕ илемлĕ. Унта хĕрлĕ, сарă, кĕрен чечексем куҫа савăнтараҫҫĕ.

Пĕр ача кăна ним пулман пек тăвайккинчен ярăнать. Вăл шурă упа пек курăнать. Унăн кăвак шарфĕ вĕл-вĕл вĕлкĕшет.

8). Ваттисен сăмахĕсемпе ĕҫлени (Вăйă евĕрлĕ: пĕр пайĕ - пĕр ачара, тепĕр пайĕ - тепĕр ачара)

Чĕлхи ҫемҫе те-( алли хытă)

Усал ĕҫ тусан, (ырă ят илтеймĕн.)

Ăшă сăмах ҫавăрать, (сивĕ сăмах сивĕтет.)

Усал сăмах ҫилпе вĕҫет, (ырă сăмах çулпа çÿрет.)

Кахал ҫыншăн ҫĕр кĕске, (ĕçченĕн кун кĕске.)

(ĕҫченĕн кун кĕске, ырă ят илтеймĕн, алли хытă, сивĕ сăмах сивĕтет, ырă сăмах ҫулпа ҫурет)

9. Кластер тăвасси (Картон çине çырнă тĕсе пĕлтерекен сăмахсене доска çине тухса çыпăçтармалла, ушкăнра ытти пĕлтерĕшлĕ сăмахсем те пур)

                                                     Шурă              Хăмăр

Кăвак        Мĕнле тĕс?      Хĕрлĕ

Сăрă           Хура      Сарă

V. Урока пӗтӗмлетни.

Урокра паян кам мĕн çĕнни пĕлчĕ?

- Кам урокăн темине ăнланнă тесе шутлать?

Килти ӗḉ: 249-мĕш хăнăхтару.

VI. Ачасен ĕҫне хакласси.


Предварительный просмотр:


Подписи к слайдам:

Слайд 1

Уҫă урок Теми: … Чӑваш чӗлхи, 2 класс Вӗрентекенӗ: Васильева Венера Альбертовна

Слайд 2

Вӗреннине аса илни

Слайд 3

Паянхи урок теми мӗнле-ши ?

Слайд 4

Çичӗ тӗслӗ ҫут хӑю Атӑл урлӑ ывтӑнчӗ Асамат кӗперӗ тата тӗс

Слайд 6

Урок теми: «Тӗсе пӗлтерекен сӑмахсем»

Слайд 7

Ыйтусене хуравлӑр

Слайд 8

Ыйтусене хуравлӑр

Слайд 9

Сӑмахсене илемлӗ ҫырса хур

Слайд 10

Правило вулатпăр Чалка писев С ă р ă лаша Сенкер ч ă р ă ш С ă р ă шинель

Слайд 11

Кану вӑхӑчӗ 1, 2, 3, 4 – Физкультура тумалла ! 5, 6, 7, 8 – Пирӗн вӑйлӑ пулмалла ! 1, 2, 3, 4 – Физзарядка юрататпӑр , 5, 6, 7, 8 – Пурте харӑссӑн утатпӑр !

Слайд 12

Кӗнекери хӑнӑхтарӑва пурнӑҫлӑр 246-мӗш хӑнӑхтару . 118-мӗш страница Хӗлле Хура алсиш – алӑра, шур ҫӑматӑ – урара , кӑвак тутӑр – пуҫӑмра, сар ҫунашка – айӑмра! П. Эйзин

Слайд 13

Тӗрӗсле! Хура (…) Шур (…) Кӑвак (…) Сар (…)

Слайд 14

Ваттисен сăмахĕсемпе ĕҫлени Чĕлхи ҫемҫе те-( алли хытă ) Усал ĕҫ тусан , ( ырă ят илтеймĕн .) Ăшă сăмах ҫавăрать , ( сивĕ сăмах сивĕтет .) Усал сăмах ҫилпе вĕҫет , ( ырă сăмах çулпа çÿрет .) Кахал ҫыншăн ҫĕр кĕске , ( ĕçченĕн кун кĕске .)

Слайд 15

Кластер Тĕсе пĕлтерекен сăмахсем кăвак хура сарă хăмăр кĕрен симĕс хĕрлĕ сăрă

Слайд 16

Ӗ ç ленине хакласси - эпӗ паян лайӑх хуравларӑм , эпӗ темӑна лайӑх ӑнлантӑм ; - урок маншӑн йывӑр пулчӗ , анчах эпӗ хуравлама тӑрӑшрӑм ; - урок маншӑн йывӑр пулчӗ , мана пулӑшу кирлӗ . Класра паян кам лайӑх ӗ ç ленĕ пек туйӑнать ? Кам хăйне çĕнни пĕлтĕм тесе шутлать ? Эпир урокра мĕн çĕнни пĕлтĕмĕр ? Хӑв урокра мӗнле ӗ ç ленине хакла :

Слайд 17

Киле ӗҫ : 249-мӗш хӑнӑхтару (стр. 120) Кӗнекери правило (стр. 119)


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

План-конспект проблемного урока по русскому языку 4 класс

Цели:         - заинтересовать учащихся изучением новой темы «Имя прилагательное»;          -учить классифици...

План-конспект открытого урока по английскому языку во 2 классе по теме "Еда"

Данный открытый урок во втором классе занял второе место в районном конкурсе педагогов....

План- конспект открытого урока по русскому языку (обучение письму) в 1 «В» классе.

данный урок разработан в соответствии с требованиями ФГОС...

План-конспект открытого урока по русскому языку "Главные и второстепенные члены предложения", 2 класс.

Урок составлен в соответствии  с требованиями ФГОС,  показывает работу обучающихся  с помощью системно-деятельностного метода, видна адекватная самооценка детей....

План-конспект открытого урока по английскому языку в 3 классе на тему "Days of the week"

Этот материал можно использовать при знакомстве учеников 3 класса с днями неделями в английскоя языке....