В.Алентей «Хырсем ĕмĕрех ем-ешĕл» повеç тишкерĕвĕ
план-конспект урока по литературе (9 класс) по теме

Николаева Галина Николаевна

Конспект урока

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл urok.docx23.62 КБ

Предварительный просмотр:

Тема:  В.Алентей «Хырсем ĕмĕрех ем-ешĕл» повеç  тишкерĕвĕ.

 Урок тĕсĕ:   Килти вулав урокĕ.                  

Пĕлÿ тĕллевĕ: 1. В.С.Алентей çырнǎ «Хырсем ĕмĕрех ем-ешĕл» повеçе тишкерÿллĕ вуласа пǎхса тухасси.

                          2. Вуланǎ майǎн Гриша Антоновǎн шухǎш- кǎмǎлне, ĕçне-хĕлне, паттǎрлǎхне çутçанталǎкпа çыхǎнтарса кǎтартасси.

                          3. Повесть тĕп шухǎшне, пахалǎхне  палǎртасси.

Сапǎрлǎх тĕллевĕĚрет-несĕплĕхе, çынлǎха, тасалǎха, патриотизм туйǎмне аталантарасси.

Илемлĕх тĕллевĕ. 1.Çут çанталǎк илемĕпе этем пултарулǎхĕн вǎйĕсем килĕшÿллĕн çыхǎннине туйтарасси.

                             2.Сǎмах пуянлǎхне, унǎн сǎнарлǎхне повеçри тĕслĕхсем тавра тарǎнрах ǎнланма пулǎшасси.

Курǎмлǎх хатĕрĕсем: слайдсем, компьютер, проектор, Шишкин художникĕн «Сосновый бор»ÿкерчĕкĕ, «Священная война» юрǎ, тест ыйтǎвĕсем, вǎрçǎ темипе çырнǎ тĕрлĕ авторсен кĕнекисем.

Урок эпиграфĕ: 1. Çĕр çинче чи хитри – пурнǎç. Пурнǎç вǎл – тǎван çĕршыв, тǎван кил, çемье, тус-тǎван, ытарайми тавралǎх.

                                2. Кашни çынах çĕр çинче

                                 Телей курма  çуралать.

                                  Анчах пурнǎç аллинче

                                  Шǎпи урǎхла вылять.  (А. Кипеч.)

Словарь ĕç ĕ:  ял-хуçалǎхĕнче тĕл пулакан: минераллǎ им-çамсем-удобрени;  пĕкĕ-дуга; турта-оглоблядышло; чÿлĕк-супонь; урхалǎх –чересседельник; юланут- верховая лошадь;

                           вǎрçǎ хирĕнче тĕл пулакан сǎмахсем: бруствер- окоп умне купаланă  тăпра; связной-çыхăну тытакан; пополнени- хушса пани;  зенитка -тÿпе туппи.

Пуплеве аталантарас   хǎнǎхусем.

  1. Повесть сыпǎкĕсене, цитатǎсене илемлĕ вулама хǎнǎхасси.
  2. Сǎнлǎхсем тумалли мелсене повеçре тупни.
  3. Ачасен çыхǎнуллǎ пуплевне аталантарассипе ĕçлени.
  4. Вуланǎ произведение хак пама хǎнǎхтарасси.

Урок мелĕсем, меслечĕсем:  вĕрентекен  сăмахĕ,  тестпа ĕçлени, ачасен палăртуллă вулавĕ; словарь ĕçĕ; ыйту-хурав;  чĕлхене сăнани; илемлĕх мелĕсене харпăр хăй тĕллĕн тупни; вуланă хайлава хак пама хăнăхтарасси.

Литература теорийĕПовесть градацийĕ – повеçри пулǎмсен аталанǎвĕ (вǎйланса пыни);лейтмотив – çыравçǎна тĕп шухǎша уçса пама пулǎшакан пайрǎм. («Унти хырсем тинĕсрен вĕрекен уçǎ çилпе яланах хыттǎн, тунсǎхслǎн кашлаççĕ. Вĕсем яланах, ĕмĕрех ем-ешĕл. Нихçан та кивелмест хырсен тумĕ. Нихçан та … Совет салтакĕн паттǎрлǎхĕ те яланах çап-çуттǎн çуталса тǎрать. Нихçан та тĕксĕмленмест. Нихçан та…)

Урок  юхăмĕ: 1. Вĕрентекен сǎмахĕ.  В.С.Алентей пурнǎçĕпе  кĕскен паллаштарни.  Автор  Тǎванçĕршывǎн аслǎ  вǎрçинче Ленинград  хулине  хÿтĕлесе Пулков сǎрчĕ çинче нимĕçсене аркатать.Çакǎнта çыравçǎ йывǎр суранланать, сылтǎм урасǎр тǎрса юлать. «Хырсем ĕмĕрех ем-ешĕл» повеçре вǎрçǎра хыпарсǎр çухалнǎ  тантǎшĕсен паттǎр сǎнĕсемпе ĕçĕсене ǎшшǎн çырса кǎтартатнǎ.

2. Киле ĕçе  тест ыйтǎвĕсемпе  тĕрĕслени.

В.Алентей «Хырсем ĕмĕрех ем-ешĕл» повеçĕ тǎрǎх йĕркеленĕ тестсем.

1. Гриша Антонов миçе çулта ашшĕсĕр тǎрса юлнǎ?

1) 5;           2) 6;                 3)7

2. Миçе çулта амǎшĕсĕр юлнǎ?

1)8;             2)9;                 3)10

3.Гришǎна  пĕчĕк чухне мĕнле чĕннĕ?

1)Кĕтенкки;         2)Кĕтĕркке;                              3) Кĕркури

4.Çулла каникулта Кĕркури мĕн тунǎ:

1) ĕне кĕтÿ кĕтнĕ;             2) пǎру кĕтĕ кĕтнĕ;         3)  лаша кĕтĕвĕ кĕтнĕ 

5. Гришǎн куçĕсем мĕн тĕслĕ?

1) симĕс;                                 2) кǎвак;                                    3) хǎмǎр

6.Антонов шкул хыççǎн ǎçта вĕреннĕ?

1)медицина училищинче;                   2)строительсен техникумĕнче;

3)ял хуалǎх техникумĕнче      

7.Вĕренÿ батальонне çитсен Кĕркурисене мĕн тǎхǎнтарнǎ?

1) кǎвак гимнастеркǎпа шǎлавар;          2)шурǎллǎ симĕс гимнастеркǎпа шǎлавар;                           3)симĕс гимнастеркǎпа шǎлавар

8.Самолетсем сĕлĕ хирне мĕн пǎрахнǎ?

1)снарядсем;                           2)листовкǎсем;                      3)бомбǎсем

9.Салтаксем çав листовкǎсене мĕн тунǎ?

1)çунтарса янǎ;                        2) çурса ывǎтнǎ;                         3) пурте тĕрĕс          

10. Гриша Антонов  мĕн çинчен ĕмĕтленнĕ?

1)тǎшмансене çĕнтерес тесе;    2) киле таврǎнас тесе;    3) пурте тĕрĕс  

11. Антонов салтак ǎçта вилнĕ?

1)çырмара;             2)вǎрманта;             3) килте    

3. Текст содержанине мĕнле ăнланнине тĕрĕслемелли ыйтусемпе ĕçсем: (текстри тĕслĕхсемпе çирĕплетмелле)-

1. Çав хырсем пирĕн  Чǎваш  çĕршывёнчен инçетре-инçетре лараççĕ

2. Кёркури ачалǎхĕ. Мĕнпе кǎсǎкланать, мĕнпе савǎнать тǎлǎх ача?

3. Кĕркури  кǎмǎлне çĕклекен çут çанталǎка автор мĕнле ÿкерсе панǎ?

4. Гриша Антоновǎн çапǎçу хирĕнчи паттǎрла ĕçĕсем.

5. Гришǎн юлашки çапǎçǎвĕ.

6.  Салтак çулне картта çинче кǎтартǎр.  

7. Антонов хǎй ирĕкĕпе вилĕме хирĕç кайрĕ. Тĕрĕс турĕ-и вǎл? Урǎхла мĕнле  çул пурччĕ унǎн ? Хǎш çулĕ чыслǎ та шанчǎклǎ?              

4.Сǎнарлǎ сǎмахлǎха туйма вĕренесси:

1.« Уншǎн  тĕнчере  пурте,  пурте  вĕр-çĕнĕ,  пурте  çап-  çутǎ,  пурте  илемлĕ.  Авǎ  тÿпере  ушкǎн-  ушкǎн  шурǎ пĕлĕтсем  иртççĕ.  Ǎçта  çитиччен  каяççĕ-ши  вĕсем?  Мĕнле  кǎна  çĕр-  шыва  çитсе  курмаççĕ-  ши?  Тем  анлǎш тÿпере  тÿлеккĕн  ярǎнаççĕ  пĕлĕтсем».

2. «Акǎ  ун  умĕнче  утмǎл  турат  чечекĕ?  Хирти  чи  илемлĕ  чечексенчен  пĕри?  Ыраш  хушшинчен  кǎн-  кǎвак  куçĕпе  йǎл  кулса  пǎхать  вǎл»?

3.« Гриша  умĕнче  çамрǎк  пилеш  ларатчĕ.  Халĕ  ǎна  пуля  çĕçĕпе  чаш!  тутарса  сĕрнĕ  пекех  касса  кайрĕ,ÿкрĕ  пилеш.

4.« Çанталǎк  çав  тери  хитре.  Тÿпере  çап-  çутǎ катрам- катрам  пĕлĕтсем  иртеççĕ. Хĕвел  ǎшшǎн:  ачашшǎн  кулать.  Хырсем,  чǎрǎшсем  пĕр  хускалмасǎр  чǎнк  лараççĕ». 

5.«Унти  хырсем  тинĕсрен вĕрекен  уçǎ  çилпе яланах  хыттǎн:  тунсǎхлǎн  кашлаççĕ.  Вĕсем  яланах:ĕмĕрех  ем- ешĕл.  Нихǎçан  та  кивелмест  хырсен  тумĕ. Нихǎçан  та. Раççей  салтакĕн  паттǎрлǎхĕ те  яланах  çап- çуттǎн  çуталса  тǎрать?. Нихǎçан  та  тĕксĕмленмест.  Нихǎçан  та …»

5. Тǎван çĕршыв  ирĕкĕпе никама пǎхǎнманлǎхĕшĕн пынǎ хаяр вǎрçǎ  - вырǎс литературинче  те  тĕп вырǎнта.  Ю.Бондаревăн «Батальоны просят огня» повеçĕпе танлаштарни.

В.С.Алентей «Хырсем ĕмĕрех ем-ешĕл» повеç

Повесть Ю.Бондарева «Батальоны просят огня»

В.С.Алентей – çыравçǎ - салтак

Ю.Бондарев – писатель-фронтовик

« Çанталǎк  çав  тери  хитре.  Тÿпере  çап-  çутǎ катрам- катрам  пĕлĕтсем  иртеççĕ. Хĕвел  ǎшшǎн:  ачашшǎн  кулать».

«Теплый погожий день, чистое сияющее небо, золотистое солнце, теплый воздух».

Вǎрçăри тантǎшĕсен паттǎр ĕçĕсене ǎшшǎн аса илсе çырса кǎтартнǎ. Тǎван  çĕршывшǎн, ирĕклĕхшĕн, чысшǎн вилĕмпе куçа- куçǎн тǎрсаçапǎçса вилеççĕ.

Дрались до последнего  и все погибли. Выполнили свой долг, заплатив самым дорогим, что есть у человека,- жизнью.

6.Слайдри ÿкерчĕке сǎнлакан вырǎнсене тупса вулани.

7.Икĕ енлĕ дневник тăвасси.

  Автор

 Эпĕ мĕнле ăнланатăп

« Этемлĕх  çут уйǎх,  ылтǎн  хĕвел  пекех: пин – пин  çǎлтǎр  пекех:  ĕмĕр- ĕмĕр  çуталса  тǎтǎр?  Этемлĕхĕн  çутǎ  сǎнне  нихǎçан та  нимĕн  те  ан  тĕксĕмлеттĕр».

«Çак çул унǎн пурнǎçĕнчи  чи асаплǎ,  кĕске  те чи вǎрǎм çул пулчĕ».  

«Пурнǎç çути… Виличчен яланах пǎхас килет  ун çине. Чун тухиччененх ун патне туртǎнать, шǎвать этем».

« Чи  хитри -  пурнǎç, ачам. Пурнǎç, - тет Тимахви  пичче.  

8.Синквейн

1.Япала ячĕ                            пурнǎç

2.2 паллǎ ячĕ                         илемлĕ, паха

3.3 глагол                               хавхалантарать, савăнтарать, çунатлантарать

4. Предложени                       Чи хитри - пурнǎç

5. Пĕтĕмлетÿ сǎмахĕ              телей

9. Повеç сыпăкĕсене вуласа салтак çулне палăртни: 

             Ленинград – Эстони- Финн заливĕ – Раквер                                                                    

10. Пĕтĕмлетÿ: 1. Повеçри тĕп сǎнар – тǎван уй-хире, çĕр ĕçне, çынсене, мĕнпур çут тĕнчене, пысǎк е пĕчĕк чĕр чунсене ачаранпа юратакан Кĕркури Антонов салтак.  Бригадир-и, агроном-и – кам та пулин пулатчех вǎл тǎван ялта. Анчах ĕмĕтсем пурнǎçланайман.

2.В.Алентей пейзаж урлă салтакăн çынлăхне, çынлăхĕ урлă паттăрлăхне кăтартнă.

11.Киле ĕç«Ваттисем каласа параççĕ» е  «Хисеплесе пуçа таятǎп» тĕрленчĕк çырмалла.