Учиться самому, чтобы успешнее учить других. (На чувашском языке)
опыты и эксперименты

Тихонова Нина Валентиновна

Ачасен музыка урокӗсенче  вĕренес туртăмĕ пысăклантăр, вĕсен ăс-тăнĕнче   лайăхрах, тĕплĕрех, тарăнрах пĕлес туйăм çуратас тесен, вĕренекенсене кăсăклантарма, илĕртме те пĕлес пулать. Ҫамрӑкрах чухне, ӗҫлеме тин килсен, хама ӑс-тӑн енчен аталантарас (самообразовани) ыйтавӗ «Музыка урокӗсенче тӗрлӗрен вӑйӑсем усӑ курни»  пулчӗ. Вӗрентӳ институтӗнче мана ку ыйтупа курс ӗҫӗ ҫырса хӳтӗленме те тӳр килчӗ. Каярахпа  ку статья вӗрентӳ институчӗ кӑларакан  сборникре пичетленсе тухрӗ.      Иккӗмӗш ыйту НРК, этнокультурный компонент текен ҫӗнӗ сӑмахсем кӗчӗҫ вӗрентӳ системине...

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл emer_puran_veren_tihn.v.docx19.94 КБ

Предварительный просмотр:

Ӗмӗр пурӑн, ӗмӗр вӗрен.

Пурнăç пĕр вырӑта тӑмасть, малаллах шăвать. Учительсем те пурнăç уттинчен кая юлмасăр вĕрентÿ ĕçĕнче çĕнĕ технологисемпе усă курса ĕçлеççĕ, малалла вӗренеҫҫӗ. Вĕренӳри çĕнĕлĕхсене пула хальхи вăхăтра Раççейре вĕрентӳ-воспитани ĕçĕ-хĕлĕ палăрмаллах улшăнчĕ. Тĕп вырăнта – вĕрентекенсемпе вĕренекенсем пĕр-пĕрне ăнланса, çĕнĕ вĕрентĕве ăша хывса вăй хуни…

Вĕрентÿри инноваци майĕсем, пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса, вĕрентекенсене те, вĕренекенсене те, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене те вĕренÿре, наукăра хăйне евĕрлĕ ҫӗнӗлле шухăшлама майсем туса параççĕ.  Ачасен музыка урокӗсенче  вĕренес туртăмĕ пысăклантăр, вĕсен ăс-тăнĕнче   лайăхрах, тĕплĕрех, тарăнрах пĕлес туйăм çуратас тесен, вĕренекенсене кăсăклантарма, илĕртме те пĕлес пулать. Ҫамрӑкрах чухне, ӗҫлеме тин килсен, хама ӑс-тӑн енчен аталантарас (самообразовани) ыйтавӗ «Музыка урокӗсенче тӗрлӗрен вӑйӑсем усӑ курни»  пулчӗ. Вӗрентӳ институтӗнче мана ку ыйтупа курс ӗҫӗ ҫырса хӳтӗленме те тӳр килчӗ. Каярахпа  ку статья вӗрентӳ институчӗ кӑларакан  сборникре пичетленсе тухрӗ.      Иккӗмӗш ыйту НРК, этнокультурный компонент текен ҫӗнӗ сӑмахсем кӗчӗҫ вӗрентӳ системине. Ку ыйтупа тепӗр ӗҫ «Ача-пӑча вӑййисем» статья пулчӗ. Ку ыйтӑва ЧГПУра музыка факультечӗ студенсем валли ирттернӗ коференцинче вуласа патӑм.  Каярахпа ку статья И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх пединститучĕн музыка факультечӗ кӑларакан сборникре тухрӗ. Ҫак ыйтупах «Асанне арчинчи юрӑсем» статья халӑх шкулӗ журналта пичетленчӗ.

Хальхи вĕренÿ стандарчĕсен тĕллевĕ те – çыннăн пĕлÿпе пултарулăх пахалăхне пăхса ăна малалла аталантарасси пулса тăрать. Апла пулсан, ачасене паянхи пурнăç ыйтнă пек вĕрентес тесен тарăн пĕлÿ панисĕр пуçне шухăшлама, харпăр хăй тĕллĕн пĕлÿ пухма, пĕтĕмлетÿсем тума, йывăрлăхсене çĕнтерме те хавхалантармалла, уроксенче тĕрлĕ мелсемпе меслетсемпе, çĕнĕлĕхсемпе анлă усă курмалла. Шкулта 34 ҫул ытла ӗҫлетӗп пулсан, ҫак ҫулсем хушшинче вӗрентӳ системи мӗнле аталанса пырать,  эпӗ те пурнӑҫ уттинчен юлмасӑр вӗрентме вӗрентӗм. Тӗрлӗ курссене ӑс пухма ҫӳрерӗм, тӗрлӗ конкурссене хутшӑнтӑм. Кашни 5 ҫултан аттестаци тухса хам вӗрентененсене вӗрентме юрӑхлӑ пулнине палӑтрӑм.

 Юлашки вăхăтра вĕрентÿ процесĕнче компьютер технологийĕсемпе анлă усă курма пуҫларăмăр.  Вĕренÿре компьютерпа тĕрлĕ ĕҫ тума май пур: кăтарту хатĕрĕ вырăнĕнче усă курма, пĕр-пĕр ăслая ҫирĕплетме, шырав-тĕпчев ĕҫне йĕркелеме, кирлĕ информаци тупма, урока е унăн пĕр-пĕр тапхăрне  вăйă евĕр ирттерме, хăнăхусемпе пĕлĕве тĕрĕслеме пулать. Курăмлăх хатĕрĕсем, ИКТ, ЦОР усă курни ачасене музыка урокӗсене юратса вĕренме хавхалантарать, материала тарăнрах ăса хывма майсем туса парать. Ку мана тепӗр ҫӗнӗ ӗҫ патне илсе пычӗ. «Использование ИКТ на уроках музыки» статья ҫыртӑм. Тӗрлӗрен презентацисем, клипсем турӑмӑр ачасемпе. Вӗрентӳ институчӗ ирттернӗ «Музыка – душа моя» конкурсра Саша Герасимов тата Ксения Степанова видеосем тӑвас номинацире республикӑра 3 вырӑн йышӑнма пултарчӗҫ. Лида Храмова «Наследники Победы» клиппа районта 2мӗш вырӑн йышӗнчӗ. 

Вĕрентекенĕн пурнăç тăршшĕпех ăс-тăн пухмалла. Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен, тенĕ аслисем те.  Педагог -  вăл ăс-тăн паракан, йĕрке-тирпее хăнăхтаракан, çитĕнекен ăрăва воспитани паракан çын.  

Интернет ресурспа усă курмалли майсем тем чухлех. Вăл вĕренекенсемпе вĕрентекенсене кĕске хушăра пысăк калăпăшлă информаци тупма çул уçса парать. Ачасене   пĕр-пĕринпе çыхăну тытма, вĕрентекенрен инçет вĕренÿ мелĕпе тĕрлĕ ĕçсем илме, вĕсене пурнăçласа каялла ярса пама май па-рать. Вĕрентекеншĕн электронла журнал пысӑк ҫӗнӗх пулса кайрӗ. Кашни ачан пĕлÿ шайне кăтартакан вăтам балл ҫийĕнчех палăрса пырать, анчах Интернет ĕҫлемесен ку ĕҫе йĕркелесе пыма май та ҫук иккен.

Вĕренекенсем те верентекенсем те халӗ Инçет вĕренÿ мелĕпе тест, викторина ыйтăвĕсене хуравлама, тĕрлĕ инçет конкурссенче, олимпиадăсенче хутшăнма пултаратпӑр, ытти регионсенчи учительсемпе видеоконференцисем, курссем тухатпӑр чатсем йеркелетпӗр. Тĕрлĕ проект проблемисене пурнăçлама та Интернетран информаци илме пулать.

Инҫет вӗренӳ мелӗпе (дистанционное обучение) тетпӗр  «Федеральная сеть учебных центров Максимум» сайтра вӗрентекенсем валли октябрӗн 12-16-мӗшсенче «Как адаптироваться к изменениям и преподавать эффективно» темӑпа курсы иртрӗ. Октябрӗн 15-мӗшӗнче музыка учитӗлесен сьездчӗ пулчӗ. Эпӗ кунта та хамӑн  ӑс-тӑна аталантарас терӗм, вӗрентӗм. Халӗ вара хамӑрӑн вӗренӳ проблемисем каллех ҫӗнелеҫҫӗ, пурнӑҫ уттипе пыраҫҫӗ.  

 Ҫапла вара инҫет вӗренӳ мелӗ патне ҫитремӗр. Икӗ уйӑх вӗрентсе  те куртӑмӑр. Вĕренӳри çĕнĕлĕхсене пула вĕрентекенсемпе вĕренекенсем пĕр-пĕрне ăнланса, çĕнĕ вĕрентĕве ăша хывса вăй хуни кирлӗ.

        Учитель ĕçĕ – сăваплă ĕç тата йывăр та. Ачасене таса чунпа юратакан, хисеплекен, тимлĕ итлеме пĕлекен çын кăна учитель ята тивĕç.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

"учиться надо ...... чтоб хорошо учиться"

Классный час в 6 «в» классе.Тема: «Учиться надо ………., чтоб хорошо учиться».Цели: способствовать осознанию ответственного отношения к учёбе – главному труду школьников.Учащиеся вместе с классным ...

Учиться надо весело, чтоб хорошо учиться

Задача, конечно, не слишком простая:...

Чтобы ребенок успешно учился

Чтобы ребёнок успешно учился.(СЛАЙД)«Если ребёнку удаётся добиться успеха в школе, у него есть все шансына успех в жизни».У. Глассер Каждый из родителей желает, чтобы его ребёнок, придя в шк...

Консультации, рекомендации для родителей "Учиться надо весело, чтоб хорошо учиться".

Консультации, рекомендации для родителей "Учиться надо весело, чтоб хорошо учиться"....

Учиться надо весело, чтобы хорошо учиться!

Консультации для родителей...


 

Комментарии

Тихонова Нина Валентиновна

Материал можно использовать на педсовете.