Хушу наклоненийĕ
план-конспект урока (7 класс) на тему

Теплова Регина Семеновна

Çут çанталăка упрасси-кашни çын тивĕçĕ

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл Хушу наклонени20.61 КБ

Предварительный просмотр:

Тема: Хушу наклоненийĕ

Урок эпиграфĕ: Çут çанталăка упрасси-кашни çын тивĕçĕ (Каларăш)

Урок тĕллевĕсем:      

1) хушу наклоненийĕнчи глаголсен пĕлтерĕшĕпе, вĕсен пулăвĕпе паллаштарасси;

2) хушу наклоненийĕнчи глаголсене тĕрĕс çырма, пуплевре вĕсемпе    ăнăçлă усă курма хăнăхтарасси;

3) çут çанталăка упрама вĕрентесси

Урокра кирлĕ хатĕрсем: компьютер, мультимедиапроектор, электронлă вĕренÿ пособийĕ „Чăваш чĕлхи, 7 класс”, дидактика материалĕсем, карточкăсем, глаголсем çыпăçтарнă тĕрлĕ тĕслĕ çаврашкасем,  М.И.Скворцов редакциленĕ чăвашла-вырăсла словарь (1982)

Словарь ĕçĕ:  эрози

Урок юхăмĕ

1.Класа йĕркелени.

Аслă Чак тавралăхне сăнласа ÿкернĕ видео  ролика пăхни.

Ыйту. Çут çанталăк тенине мĕнле ăнланатăр?

Учитель доска çине кластер ÿкерет. Варрине- çут çанталăк  тесе çырса хурать. Мĕн? ыйту çине хуравлаççĕ.

3-мĕш слайд

Хурав. Çут çанталăк  вăл – пирĕн йĕри-тавралăх. Вăл вĕçĕ-хĕррисĕр те анлă. Эпир куракан хĕвел, уйăх, çăлтăр, пĕлĕт, шыв, çĕр, тусем, çырмасем,ÿсен-тăрансемпе чĕр чунсем...Çапла вара, этем темиçе çĕр  пин çул хайхи çут çанталăкра пурăнать.Уншăн тавралăх хăйне майлă "пысăк çурт“ пулса тăнă.

Ыйту. Çут çанталăка хÿтĕлес тесе эсĕ юлташна мĕн тума хушнă пулăттăн?

4-мĕш слайд

Хурав. Ачасем глаголсем калаççĕ.

Ыйту. Глаголсене миçемĕш сăпатра  лартрăр?

Хурав. 2с., пĕр.хис.

Ыйту. Апла пулсан паянхи урок теми мĕнле пулать-ши?

Çапла вара, паянхи урок теми: „Хушу наклоненийĕ”

Тетраде паянхи урок темине çырса хурăпăр.

Урок тĕллевĕсем çакнашкал пулĕç:  хушу наклоненийĕнчи глаголсен пĕлтерĕшĕсене палăртса хăварăпăр, вĕсен пулăвĕпе паллашăпăр; хушу наклоненийĕнчи глаголсене тĕрĕс çырма, пуплевре вĕсемпе   ăнăçлă усă курма хăнăхса пырăпăр.

3.Çĕнĕ темăна ăнлантарни

5-мĕш слайд.

 Хушу наклоненийĕн пĕлтерĕшĕсемпе паллаштарни. Унăн тĕп палли çинче чарăнса тăни. Чăвашла –вырăсла словарь тăрăх глаголсене сăнани.

Ыйту. Глаголсем мĕнле формăра тăраççĕ?

Хурав. Глаголсем хушу наклоненинче 2 сăпатра пĕрреллĕ хисеп формине йышăнаççĕ.

Ыйту. Глаголăн тымарне тупас тесен мĕнле формăра лартмалла?

Хурав. Х.н., 2с., пĕр.хис.

6-мĕш слайд

Ачасем, сирĕн умра хушу наклоненийĕн сăпатлану  формин таблици. Атьăр-ха, çак таблицăна тишкерсе ыйтусем çине хуравлар.

-        Хушу наклоненийĕнчи глаголсем мĕнле улшăнаççĕ?

-        Хушу  наклоненийĕн хăйне уйрăм аффикс пур-и?

-        Хушу  наклоненийĕн çуклă форми мĕнле мелпе пулать?

-        Хушу наклоненийĕнчи глаголсен 2-мĕш сăпат формисем çумне –чĕ,–ччĕ , -сам, -сем, -ха аффикссем хушни сăмахăн пĕлтерĕшне улăштарать-и?

-        Хушу  наклоненийĕнчи глаголсене мĕнле çырмалла?

 Вĕренÿ кĕнекинчи теори материалĕпе паллашасси.(48 – 49 стр.)

3. Çирĕплетÿ материалĕ.

7-мĕш слайд

1ĕç.Текстран глаголсене çырса илĕр,2сăпатра пĕрреллĕ хисепре лартăр.

«Ĕнер каçхине аслатиллĕ çумăр çунипе çĕр паян ассăн сывланă пек туйăнать. Нÿрлĕ тăпра тин кăна кăмакаран тухнă çăкăр пек пăсланать. Шăрши те çăкăр шăршиех. Атте пĕр ывăç чĕрĕ тăпра ывăçласа илет те ăна ал тупанĕ çинче тĕпретсе пăхать.  Эх,ырă-çке!  Чăн-чăн хура тăпра! Мамăк пек кăпăшка…Çут тĕнчере çĕр мăнтăр . Унтан мăнтăрри,унтан пуянни нимĕн те çук. Пурнăçри мĕн пур ырлăх-пурлăх çĕртен килет.  Çĕр- пирĕн аннемĕр»

Çунипе-çу, туйăнать-туй, тухнă-тух, пăсланать-пăслан, ывăçласа-ывăçла, илет-ил, тĕпретсе-тĕпрет, пăхать-пăх.килет-кил.

Ыйту.А.Ĕçхĕл мĕншĕн çĕре çут тĕнчере чи мăнтăрри тесе калать-ши? Çĕре эпир хальхи вăхăтра хисеплетпĕр-ши?

Хурав.Çĕре чăваш çынни чĕрĕ япала пек курать. Унпа асăрханса усă курнă, çĕр уявне тунă,вăхăтпа кантарнă. Халĕ эпир çĕрпе тивĕçлĕ усă курмастпăр. Нумай çĕр пушă выртать, чакаласа-ватса пĕтернĕ.

8-мĕш слайд

2.ĕç.Ретпе  ĕçлени. Текстра паллă тунă глаголсене сăпатламалла

1-мĕш рет

«Çырма-çатра питĕрес тенине питĕ килĕштеретĕп. Çырма вăл-çĕр суранĕ. Этем кăкри çинче тăранса пурăнать. Çĕре суранлама парас пулмасть».

2-мĕш рет

«Çĕр эрозийĕ питĕ пысăк инкек кÿрет, анчах çут çанталăк хуçи этем, çĕр çинчи ырлăх- сывлăх ытларах унран килет».

Словарь ĕçĕ.

 Ыйту. Мĕн вăл эрози? Унпа мĕнле кĕрешмелле?

Хурав. Çырма-çатра таврашне ытларах йывăç лартмалла, картасем тытмалла.

9-мĕш слайд

3ĕç Астăвăр! Правилăпа  паллашни с.51.

10-мĕш слайд  

                                Кану саманчĕ

Кĕрхи вăрманпа пыратпăр

Йĕри-тавра пăхатпăр

4ĕç. Глаголсене туп, хушу наклоненийĕн 3-мĕш сăпатĕнче нумайлă хисепре ларт.

12-мĕш слайд

«Вăрман вăл-симĕс аптека, апат-çимĕç нÿхрепĕ. Çырлине те, кăмпине те тататпăр, эмел курăкĕ пухатпăр.  Вăрман вăл -тискер чĕр чунсен килĕ-çурчĕ,  вăл вуласа пĕтерейми кĕнеке.»

Тататпăр-татчăр, пухатпăр-пухчăр, вуласа-вулаччăр, пĕтерейми-пĕтерччĕр.

Ыйту.Вăрман пире мĕнле усă парать? Эпир ăна тивĕçлипех хаклама пĕлетпĕр-и?

Хурав. Вăрман –питĕ пуян. Вăл пире чунлă пулма ыйтать. Ытларах йывăçсем лартма тăрăшмалла. Вара сывлама та çăмăлтарах пулĕ.

5 ĕç.Вăйă саманчĕ. «Кам нумайрах?» Хăш ушкăн кайăк  ячĕсене ытларах пĕлет, çав çĕнтерÿçĕ.

13-мĕш слайд

Ыйту. Кайăксем- пирĕн туссем тенине мĕнле ăнланатăр?

Хурав. Кайăксем валли вĕллесем хатĕрлетпĕр, хĕллехи вăхăтра апатлатпăр.

6ĕç. Çыхăнуллă пуплеве аталантарасси.

14-мĕш слайд

Ÿкерчĕк тăрăх текст çыр. Текстра хушу наклоненинчи глаголсемпе усă кур.

Текстсене вулаттарасси, хак парасси.

4.Урока пĕтĕмлетни.

Ыйту. Ачасем, эпир паян урокра глаголăн хăш наклоненийĕпе паллашрăмăр? Ун çинчен мĕн пĕлтĕмĕр?

15-16-мĕш слайдсем

Ыйту.Илемлĕ кайăк юрри,шăнкăр-шăнкăр шыв юххи яланах савăнтартăр тесен пирĕн мĕн тумалла?

 Хурав.Тĕрлĕ тĕслĕ çаврашкасем çине çырнă глаголсем çумне япала ячĕсем хушмалла.

Ларт- йывăçсем, чечексем

Ан вĕлер- кайăксене, чĕр чунсене

Упра- тавралăха

Ан варала- пĕвене, кÿлле, çăл куçа

Пуçтар – урамри çÿп-çапа

Ту-  кайăк вĕллисем

Тасат- урама, картишне

Сыхла- çÿт çанталăха

Шăвар- çĕре, пахча çимĕçе

Апатла- кайăксене

Ан ват, хуç – йывăçсене

Пирĕн çĕр пуян та илемлĕ пултăр,

 Çав çĕр çинче таса шыв шăнкăртатса юхтăр,

 Ÿсен-тăрансем чечекленччĕр,

 кайăксем юрлаччăр

Ачасен ĕçне хаклани.

17-мĕш слайд

6.Киле ĕç.

1.Тавралăх сăмахпа аяк сăвă çыр.

2.Эпĕ – çут çанталăк тусĕ ( шухăшлав –ăслав сочиненийĕ çыр)

3.Çут çанталăкпа çыхăннă  сăнавсем çыр. Глаголсене хушу наклоненире ларт.(2с., нумайлă хисеп)

4.Çут çанталăк çинчен çырнă сăвă туп. Пĕр глаголне хушу наклоненире сăпатла.

5.Çулталăк çаврăнăшĕн хăв юратнă тапхăрĕ(вăхăчĕ) çинчен ÿкерчĕк ту. Ÿкерчĕк тăрăх глаголсене туп.

6.Çут çанталăкпа çыхăннă  5 тупмалли юмах туп.

-

        


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Урок русского языка в 6 классе.Наклонения глагола.Изъявительное наклонение.

Урок русского языка с использованием технологии морфемного анализа....

"Наклонения глагола. Условное наклонение глагола" конспект урока русского языка в 6 классе

Тема урока: Наклонения глагола. Условное наклонение глагола.Цель урока: дать сведения о наклонениях глагола и его изменениях в условном наклонении.Задачи урока:Образовательная:повторить знания учащихс...

Различение глаголов повелительного наклонения и глаголов изъявительного наклонения настоящего и будущего времени приложение

Приложение к уроку "Различение глаголов повелительного наклонения и глаголов изъявительного наклонения настоящего и будущего времени"...

Технологическая карта урока русского языка 6 класс тема"Наклонение глагола. Изъявительное наклонение"

Технологическая карта урока русского языка составлена с учётом требований ФГОС . УМК Бабайцевой...

Сослагательное наклонение (Modo subjuntivo) Система времён Сослагательного наклонения (Modo subjuntivo) Сослагательное наклонение в придаточных предложениях Условное наклонение (Modo potencial)

Сослагательное наклонение (Modo subjuntivo)1.Прошедшее несовершенное время (Pretérito imperfecto)2.Будущее несовершенное время (Futuro imperfecto) 3.Прошедшее только что совершенное время (Pretérito ...