Технологическая карта урока по чувашскому языку и литературе в 6 классе
план-конспект урока (6 класс) на тему

Технологическая карта урока по чувашскому языку и литературе на тему: "Стихваш Шавли. Вескен Васса"

Скачать:


Предварительный просмотр:

       Технологическая карта урока по чувашскому языку и литературе в 6 классе

       Урок теми: Стихван Шавли «Вĕскĕн Ваҫҫа»  юптару теми, тĕп шухăшĕ. сюжечĕ (ĕҫсен йĕрки).

Урок тĕсĕ: хайлава вуласа тишкермелли ҫĕнĕ технологи элеменчĕсемпе усă курнă урок.

Сапăрлах (воспитани) тĕллевĕ: Мухтанчăк, мăн кăмăлла ҫынсене питлесе анне чĕлхине хисеплеме, сапайла пулма вĕрентесси.

      Пĕлӳ тĕллевĕ: 1. Хайлав тĕсне палăртасси.

                        2. Хайлав темине, тĕп шухăшне, сюжет йĕрне тупма пулăшасси.

                        3. Ваҫҫа сăнарне характеристика парасси, сăнар тумалли мелсене тишкересси.

Аталантару (эстетика) тĕллевĕ: 1) Сăнарлă сăмах илемне асăрхама    вĕрентесси:  «тупрĕҫ хайхисем чĕлхе», «чăн ана ҫинчи мĕлке», «ҫăварти пирус турта». 2) Вуланă хайлава хак пама вĕрентесси.  

Урок мелĕсемпе меслечĕсем:  учитель сăмахĕ; урок темипе тĕллевне пĕлтерни; ҫыравҫă ҫинчен кĕскен калани, кĕнекесемпе паллаштарни; хайлава пăхмасăр вулани; словарь ĕҫĕ; хайлава харпăр хăй тĕллĕн  ăшра вулани; сасăпа  илемлĕ вулаттарни; рольсемпе вулани; текстри япала ячĕсемпе ĕҫлесе темăна тупма вĕрентни; текстри паллă ячĕсем темăна уҫса пама пулăшнине кăтартасси; Ваҫҫа сăнарне тишкерсе кластер туни; произведенире пулса иртекен ĕҫсен  йĕркине шарж  мелĕпе ӳкернĕ  ӳкерчĕксемпе усă курса каласа парасси (сюжет йĕрне тупма пулăшасси); хайлавăн тĕп шухăшне палăртакан йĕркесене тупса вуласси; Ваҫҫа сăнарне схема-таблицăпа характеристика парасси; синквейнпа пĕтĕмлетесси.

        Пуплеве аталантарас хăнăхусем:

                         - таблицăпа, ӳкерчĕксемпе усă курса хайлав тĕсне, темине, тĕп шухăшне, сюжет йĕрне тупма пулăшасси;

                         - ҫыхăнуллă каласа пама вĕрентесси;

                         - рольсемпе выляни;

                         - пĕтĕмлетӳ тума вĕрентесси.

       Словарь ĕҫĕ: Слущи (служащи) -  пĕр-пĕр учрежденире ăс-тăнпа  ĕҫлекен ҫын.

                         Укăлча – ял вĕҫĕ, ял хĕрри.

                         Ҫатта (диалект сăмах\) – ҫатăлти.

                         Вучах (вуҫех) – пачах.

                         Хăла – ула-чăла.

                         Эсремет – юрăхсăр.

       Литература теорийĕ: Юптару – прозăлла е сăвăлла ҫырнă ăса вĕрентекен ытарлă хайлав; Хавха (пафос) – ҫыравҫă хайлаври ĕҫсене, сăнарсене, пурнăҫа мĕнле шухăш-кăмăлпа хакласа ҫырни. Шарж – ҫын сăнне кулăшла ӳкерни.

      Курăмлăх хатĕрĕсем:   Стихван Шавли портречĕ; Стихван Шавли «ăшă кулă - йĕплĕ хулă»  Шупашкар, 1965; тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсем; Ваҫҫа сăнарне уҫса пама пулашакан шарж ӳкерчĕксем; илемлĕ хайлаври сăмахсемпе ĕҫленĕ таблицăсем; компьютер; проектор; интерактивлă  доска; тест ыйтăвĕсем.

Урок тапхăрĕ

Урок тĕллевесем

Учитель ĕҫĕ

Ачасен ĕҫĕ

I.Класа йĕркелесси.

                 

II.Киле панă ĕҫе тĕрĕслени.

III.Ҫĕнĕ тема вĕрентесси.

IV. Темăна ҫирĕплетни.

Пĕтĕмлетӳ

Киле панă ĕҫ.

Рефлексия.

Ачасене сывлах сунни, урока хатерленнине тереслесси.

Тăван чĕлхе илемне, унан пуянлăхне кăтартса парасси.

  1. Темăна палартасси.

  1. Юптарупа паллаштарасси.

  1. Юптарури япала ячĕсене тупни.

  1. Ӳчитель пĕтĕмлетĕвĕ.

  1. Паллă ячĕсем тăрăх кластер йĕркелесси.

  1. Шарж мелĕпе ӳкерчĕк тăрăхиглаголсем тупни.

  1. Таблица мелĕпе Ваҫҫана характеристика парасси.

«Вĕҫкĕн Ваҫҫа» хайлава юптару пулнине ҫирĕплетсе пани.

Учитель пĕтĕмлетĕвĕ.

Ачасем хайсем менле ĕҫленине ăнланма пулăшасси.

Ачасене урокан темине, теллевесене тупма хавхалантарасси.

Челхе синчен калакан 4-5 ваттисен самахе сырса килмелле.

Урок эпиграфĕ:   Анне чунĕ евĕр ҫемҫе чĕлхене

Ан манăр, чăваш ачисем, ĕмĕрне!

                                       Виталий Шемекеев

Ҫак ҫивĕч ыйту хуравне пире С.Шавли ҫырна «Вĕҫкĕн Ваҫҫа» юптарура кăтартса панă. Мĕнле кăтартнă-ха? Паянхи урокра ҫакна татса пама тăрăшăтпăр.

Ачасене юптарава вулама сĕнни.

Ушкăна пайласа ĕҫлетересси.

Текстра хăш сăмах ытларах тĕл пулать

-Ваҫҫа чăннипех вĕҫкĕн-и?

      Текстри  паллă ячĕсемпе ĕҫлесе Ваҫҫа мĕнле ҫын пулнине  палăртатпăр.

Укерчĕксем кăтартни (ҫлайд)

Таблицăпа ĕҫлетересси.

 «Вĕҫкĕн Ваҫҫа» хайлав юптару пулнине ҫирĕплетсе пани.

    - Хайлавра тĕп сăнарсем пур-и?

    - Хайлавра сюжет аталанать-и?

    - Хайлав пире пурнăҫра мĕнле пулма вĕрентет? ( Пурнăҫра Ваҫҫа пек пулмалла мар, тăван чĕлхене хисеплемелле.)

Ваҫҫа сăнарĕпе автор мĕн каласшăн пулнă?

       2) - Ачасем, халĕ ҫак хайлава хамăр ăнланнă пек пĕтĕмлетĕпĕр.

         - Хăш сăмах  темиҫе хутчен те тĕл пулчĕ? (Ваҫҫа. ăна пĕрремĕш йĕркене ҫырса хурăпăр).

:  Ачасен пĕлĕвне хаклани. Маттуррисене палăртни. Тăрăшаканнисене хавхалантарни.

 

Юптарăва пăхмасăр вĕренмелле

Ачасем учителе сывлах сунни, ес тетрадесем сине числа сырни.

Учитель пулашнипе темапа теллевсене анкартасси.

Ачасем ыйтусем ҫине хуравлаҫҫĕ.

Ачасем юптарăва вулани.

Ушкăнпа ĕҫлени.

Ачасем хуравлаҫҫĕ.

Ачасем учительпе кластер йĕркелени.

Ачасем хуравлани.

Ачасем таблицăпа ĕҫлени.

Ачасен отвечĕ.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Технологическая карта урока по русскому языку в 5 «а» классе ФГОС «Виды предложений по наличию и отсутствию второстепенных членов»

Технологическая карта урока по русскому языку в 5 «а» классе «Виды предложений  по наличию и отсутствию второстепенных членов» ФГОС. ...

Технологическая карта урока по русскому языку в 6 «а» классе.

Технологическая карта урока с прописанными УУД , действиями учителя и учащихся на разных этапах урока...

Технологическая карта урока по русскому языку в 5-м классе "Самостоятельныечасти речи.Их отличие от служебных частей речи".

Данный материал поможет учителю при проведении урока русского языка в соответствии с требованиями ФГОС....

Технологическая карта урока по английскому языку "Мои игрушки",2 класс

Технологическая карта урока по английскому языку "Мои игрушки",2 класс...

Технологическая карта урока по английскому языку "At home" 5 класс, учебник "Spotlight"

Пояснительная записка Работа представлена по первому направлению (английский язык).Урок ориентирован на использование учебно-методического комплекта: серии «Английский в фокусе», 5 кл...

Технологическая карта урока по ФГОС по предмету литература 5 класс

Штенская Наталья Сергеевна5 –А классЖилин и Костылин – два разных характера, две разные судьбы.Комбинированный- Личностные: способность к самооценке и саморазвитию на основе проч...