Статья на тему: "Культурное наследие чувашского народа"
статья на тему

Обощение работы по преподаванию чувашского языка и литературы

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon statya_dmitrievoy_zoi_mihaylovny.doc32 КБ

Предварительный просмотр:

Статья  Дмитриевой Зои Михайловны, учителя чувашского языка и литературы МБОУ «Шоркистринская СОШ» Урмарского района Чувашской Республики

Аваллăха ăша хывса ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл аталанăвĕ

      «Куçа курăнакан кирек хăш япалан та чикки пур, шухăшпа пĕлĕвĕн чикки çук вара»,- тенĕ чăвашсен авалхи вĕрентĕвĕнче.

      Кашни çын хăйне ăуратнă халăхран, хăй пурăнакан тавралăхран уйрăм пулаймасть. Кашни халăх пурнăçĕ пĕр самантлăх та тĕнчери пулăмсенчен татăлмасть. Пĕлÿ пултарулăхпа тĕнче шайне çĕкленес тесен хамăр килтен, атте-анне вĕрентнинчен, тăван халăх кун-çулĕнчен пуçлас пулать.

      Халăхăмартан вĕренмелли сахал мар. Чăваш халăхĕ ĕлĕк-авалтанах çĕр ĕçлеме, вылăх-чĕрлĕх ĕрчетме кăна мар, юрлама-ташлама та, сăвă-кĕвĕ калама та, юмах яма та ăста пулнă. Халăх уявĕсем те хăйне евĕр театр та. Вĕсене ирĕк те илемлĕ вырăнсенче ирттернĕ. Авалхи чăваш вăййисен асамлăхĕ такама та тыткăнлама пултарнă. Çакна ачасем патне çитерес, тăван культурăна сарас ĕçе вĕрентекенсем хĕрÿллĕ хавхаланупа туса пыраççĕ.

      Асатте-асанне ырă йăли-йĕрки патне таврăнни, вĕсене аса илсе пурнăçа кĕртме тăрашни ачасен ăс-хакăлпа шухăш-туйăмне чăвашлах енне туртать.

      Тăван халăх культурипе, историйĕпе паллаштарасси, палах харпăр хăй тăрăхĕнчен пуçланать. Хамăр патрах мĕн чухлĕ пĕлмелли, тĕпчемелли.

       Ачасемшĕн халăхăн кашни йăли-йĕрки, япали, савăт-сапи – касăклă та паха.  Вĕсем интересленсех хушнă ĕçсене пурнăçлаççĕ: килти  ватăсенчен, кÿршĕ-аршăсенчен ыйтса пĕлеççĕ. Уйрăмах кĕçĕн тата вăтам классенчи ачасем вĕрентекен каланине ăша хываççĕ. Вĕсене чăвашлăх туйăмĕ вăйлăн тапса тăрать. Çав туйăма уçăмлăн çиеле кăлармалла, çул памалла, аталантармалла. Пĕтемпех хамăртан килет. Ачасене вĕрентекенĕн пĕтĕм вăйне-халне шеллемесĕр, вăхăтне тупса чăвашлăх енне туртмалла.

      Хамăрăн паллă ăсчах Геннадий Никандрович Волков çапла каланă: «Темле чĕлхене те алла илме, тем те пĕлсе тĕлĕнтерме пултарать çын, анчах та тăван чĕлхене манакан – этем мар».  Паянхи çамрăксем, ашшĕ-амăшсен ĕмĕрхи йăли-йĕркисенчен писнĕ май, наци культуринчен уйрăлса пыраççĕ, малашлăха тума кирлĕ вăй-хала çухатса пыраççĕ. Ку вăл вĕсем тăван чĕлхене маннинчен, кăмăл-сипет хакне туйма пăрахнинчен, йăх-несĕлсен ырă йăлисене вырăнсăр пăрахăçланинчен курăнать.

     Хамăр ачасем умĕнче атте-анне чĕлхине чăннипех те хисепленине ĕнентермелле. Шкул тăван халăх историне, культурине уçса паракан тĕкĕр пултăр.

Халăхăмăрăн ырă йĕркисене ăша хывса ачасен тавракурăмĕ сарăлтăр, ăс-тăн çивечлентĕр, вĕсен шухăш-туйăмĕ ырри еннелле туртăнтăр. Пирĕн халăхăмăрăн пулни-иртнинче ырри нумай.

     Пĕтĕмлетсе вара çакна каламалла: тăван халăхăн культура пуянлăхĕ иксĕлми, ăна тĕпчесе вĕреннин пĕлтерĕшĕ куç кĕретех. Çав пуянлăха илмелли çăл куçсем те нумай, халăх сăмахлăхĕ, тĕпчев ĕçсем, историпе культурăна çутатса паракан кĕнекесем, хаçат-журнал, музей материалĕсем тата ытти те.

    Шкулта краеведени  (ертÿçи – Егоров П.В.) тата Çар Мухтавĕн музейĕсем (ертÿçи – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ И.В.Криков) пуррипе чăннипе те мухтанатпăр, унти материалĕсемпе ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ пама тата сапăрлăх тĕллевĕсене пурнăçлама усă куратпăр. Вĕренекенсем те музейсенче иртекен уроксене хапăлларах параççĕ, вĕсене кĕтсех тăраççĕ.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Слайдшоу по теме:Культурное наследие народов мира.(материалы для занятий по ИЗО и ДПИ).

Аппликации и рисунки,выполненные детьми на занятиях ИЗО и ДПИ по теме:Культурное наследие народов мира"....

Конкурсная творческая работа учащихся 9-10 кл. по теме: "Культурное наследие Германии"

Munizipalwettbewerbder schöpferischen Arbeitender Schüler der Schulen des Schaturski Munizipalbezirkes"Kulturerbe Deutschlands"Nomination:  kollektive ArbeitThema: «Pina Bausch - Königin der mode...

Внеклассное мероприятие по литературе, посвящённое Дню рождения выдающегося просветителя чувашского народа, создателя чувашской письменности, основателя Симбирской чувашской школы

Тема: «Светлое имя И.Я. Яковлева».Цели урока:Ознакомить учащихся с жизнью и деятельностью Ивана Яковлевича Яковлева, обогатить и систематизировать изученное.Прививать любовь и уважение к культур...

Урок- обобщение изученного материала по теме "Культурное наследие Древней Греции" в 5 классе

Урок "Культурное наследие Древней Греции" является заключительным уроком при изучении материала о Древней Греции  в 5 классе. Это урок обобщения и закрепления. На занятии используются разнообразн...

Статья "Олонхо – главное наследие якутского народа"

Олонхо — древнейшее эпическое искусство якутов (саха). Занимает центральное место в системе якутского фольклора.Термин «олонхо» обозначает как эпическую традицию в целом, так и название отдельных сказ...

Экскурсия по теме «Культурное наследие народов Камчатки на примере артефактов школьного музея » в музее СОШ № 17 им. В.С. Завойко г. Петропавловска-Камчатского.

Экскурсию разработала Арсланова О.Г., учитель истории, совместно с учащимися инициативной группы «Юные исследователи». При разработке мероприятия были изучены различные источники, исследованы предметы...