Тăван çер-шыв хӳтĕлевçи – мухтавлă професси
статья

Сочинение о героях Российской Федерации.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon sochinenie_vasilevoy_e.v.doc99.5 КБ

Предварительный просмотр:

Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Янгличская средняя общеобразовательная школа имени Героя Российской Федерации Николая Федоровича Гаврилова» Канашского муниципального округа

Тăван çер-шыв хӳтĕлевçи – мухтавлă професси

Фамилия, имя участника:

Васильева Елена Всеволодовна

Телефон – 8-903-379-81-02

Янгличи – 2023

Тăван çĕр-шыв хӳтĕлевçи – мухтавлă професси

Тăван çĕр-шывшăн, тăван халăхшăн кашни

кун тăрăшни,унăн ырлăхĕшĕн хăвăнтан

мĕн килнине туни – кашни яшăн, кашни

арçыннăн таса тивĕçĕ

Халӑхӑмӑр Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ Аттелӗх вӑрҫинче тӑшмана тӗппипех аркатса тӑкнӑранпа нумай шыв-шур юхса иртрӗ.Усал тӑшмана хирӗҫ хӑюллӑн ҫапӑҫнӑ, ирӗклӗхпе телейшӗн юн тӑкнӑ, хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр пуҫ хунӑ фронтри, тылри паттӑрсене эпир яланах чи ӑшӑ туйӑмпа, чун-чӗререн тав туса аса илетпӗр. Вĕсен ячĕпе урамсемпе хуласем, шкулсем хисепленеççĕ. Вĕсемпе эпир чăннипех мухтанатпăр,вĕсем пек пулма тăрăшатпăр.

Тӑван ҫӗр-шыв ирӗкӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн тăватă çула пынӑ хаяр вӑрҫӑ тӗнче историйӗшӗн пӗчӗк самант.Анчах этемлӗх историйĕшĕн вăл Афган,Чечня вăрçи пекех юнлă та канăçсăр…Украина çĕрĕ çинче пыракан çар операцийĕ тата? Чăваш ачи, чăваш каччи – Тăван çĕр-шыв хӳтĕлевçи, хăйĕн тивĕçне мала хурса пире, çынсене, мирлĕ пурнăçа сыхлать. Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕнче тĕрлĕ вăхăтра ăс пухнă çак хастарсем те Тăван çĕр-шыв хӳтĕлевçи мăнаçлă професси пулнине асра тытса паянхи кун Украинăра çар хĕсметĕнче тăраççĕ: Ю.А.Васильев, А.А.Чернов, О.П.Никифоров, А.С.Романов, Л.О. Владимиров, В.Михайлов, С.С.Шемякин, П.А.Мазунов.А.П.Козлов… Ман шутпа çакă вăл – чăн-чăн паттăрлăх! Пирĕншĕн, çитĕнекен ăрушăн – ырăран та ырă тĕслĕх!

Эпĕ Раççей паттăрĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч ватам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренетĕп.Юратнă вĕрентекенсем пире патриотизмла воспитани парас енĕпе нумай тăрăшса ĕçлеççĕ.Шкулта Çарпа Ĕç мухтавĕн музейĕ ĕçлет. 2007 çулта кунта кадетсен пĕрремĕш класĕ йĕркеленнĕ .Паянхи кун çамрăк шыравçăсен отрячĕ кал-кал ĕçлет.Çавăн пекех пограничниксен ушкăнĕ, МЧС пур.Шкулта пĕлӳ пухакан нумай ача аслă çар училищисенчен, академийĕсенчен вĕренсе тухса Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче вăй хураççĕ. Хăйсен çитĕнĕвĕпе ашшĕ-амăшне, ял çыннисене савăнтараççĕ.Шкулта иртекен мероприятисем - паттăрлăх урокĕсем, тĕрлĕ тупăшусем патриот туйăмне вăйлатма, çĕр-шыв историне тарăнрах вĕренме, çавăн пекех чăн-чăн çын пулса çитĕнме хавхалантараççĕ.

Паттăр ентешĕмĕрсем пирки тарăнрах пĕлме те пулăшаççĕ. Тĕслĕхрен,Н.Ф.Гаврилов ячĕ пирĕншĕн чăннипех те легендăри тĕп сăнар евĕр. Вăл - Çĕр-шывăн чăн-чăн хӳтĕлевçи, тĕлĕнмелле çын!Пирĕн, шкул ачисен, епле-ха ун пек пулас ан килтĕр?Пирĕн ентешĕмĕр, паттăр çыннăмăр чи малтан МИ-8 вертолетпа икĕ полюса – кăра Антарктидăна тата Арктикăна парăнтарнă. Çарта ирттернĕ сакăр çул хушшинче вăл МИ-8, МИ-24,МИ-26 вертолĕтсен эскадрилйин командирне çитнĕ.Тăшман вут-хĕм сапнă йывăр вăхăтра пурнăçне шеллемесĕр 43 пин хут тӳпене çĕкленнĕ!Пĕрремĕш ушкăнри вĕçевçĕ Афганистанта пынă юнлă çапăçусенче пулнă,Чечня çĕрĕ çинчи боевиксене тĕп тума хутшăннă.Пĕрре мар хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă. Ахальтен мар паттăр ентешĕмĕр тĕрлĕ наградăна тивĕç пулнă.Раççей Президенчĕ В.В.Путин кăларнă Указпа ăна Раççей Федерацийĕн Геройĕ ятне панă. Çакă манăн чунра уйрăмах пысăк мăнаçлăх çуратать!

Н.Ф.Гаврилов Янкăлч çĕрĕн сĕткенĕпе çитĕннĕ паттăр – чăн-чăн патриот, Тăван çĕр-шыв хӳтĕлевçи. Сăмахпа мар,хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе çамрăк ăрăва тăван çĕре юратма вĕрентет. Çакă ырă енсене эпир те ăша хыватпăр.Мухтава тивĕçлĕ генералăн, чăн-чăн этемĕн пурнăçĕ пире куллен хавхалантарса пырать.»Тăван çĕр-шыва юратăр. Йăх-тымарсăр çын – телейсĕр»,-çак сăмахсем Николай Федоровичăн юратнă каларăшĕ. Вĕсем пирĕншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Калейдоскоп профессий "Что такое профессия ? Какие бывают профессии?"

Данный урок предназначен для обучающихся 1 класса". На занятии ведется разговор о таких профессиях как: повар, врач, учитель, библиотекарь, водитель). С людьми данных профессий дети сталкиваются в жиз...

БЕСЕДА: Все профессии важны, все профессии нужны. Цели: расширять знания и представления детей о различных профессиях, их пользе; смотивировать к выбору будущей профессии; воспитывать уважительное отношение к людям разных профессий; показать важность тр

Труд даёт человеку всё необходимое для жизни. Трудом создаются книги, произведения искусства, архитектуры. В процессе труда люди общаются, становятся более образованными. В результате труда созд...

Урок-игра для учащихся 5-9 классов по теме «Профессии»: «Все профессии важны, все профессии нужны»

Цель:Уточнить и обобщить представления детей о профессиях.Задачи: 1.Понимать значимость профессии в жизни людей.2. Воспитывать уважение к результатам труда людей разных профессий.3. Развитие монологич...

Игра - путешествие по профессиям «Все профессии важны, все профессии нужны!»

В игровой форме подготовить воспитанников к осознанному и самостоятельному выбору профессий; определение уровня знаний воспитанников о профессиях;дать представление об огромном и много...

фото «Все профессии важны, все профессии нужны» путешествие в мир профессий

фото «Все профессии важны, все профессии нужны» путешествие в мир профессий...

Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ Геннадий Никандрович Волков

Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ Геннадий Никандрович Волков...