Манăн çемье чи-чи...
методическая разработка (7, 8 класс)

Ку мероприятие класс тулашĕнчи ĕç пек туса ирттерсен лайăхрах. Çемьесем хушшинче ăмăрту та ирттерме пулать. 7-8 классенче вĕренекенсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсем хутшăнаççĕ.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл manan_ceme_chi-chi.docx264.47 КБ

Предварительный просмотр:

Чирĕккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, Етĕрне районĕ

Çемье яланах санпа...

(класс тулашĕнчи ĕç)

Сценарин авторĕ:  

Токарева Марина Васильевна,

Етĕрне районĕн Чирĕккасси вăтам шкулĕн

Чăваш чĕлхипелитературивĕрентекенĕ

Чирĕккасси

2019

Ăнлантарса пани: Ку мероприятие класс тулашĕнчи ĕç пек туса ирттерсен лайăхрах. Çемьесем хушшинче ăмăрту та ирттерме пулать. 7-8 классенче вĕренекенсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсем хутшăнаççĕ.

Тĕллевсем:

  • Тăван çынсене, атте-аннене хисеплеме, юратма, вĕсене пулăшма вĕрентесси;
  • Кашни çыншăн çемье пĕлтерĕшĕ ысăк пулнине алăртасси;
  • Хăйĕн çемьипе мухтанас туйăма аталантарасси;
  • Çемьишĕн тăрăшас туйăма вăйлатасси;
  • Ашшĕ-амăшĕсемпе ачисен çыхăнăвне çирĕплетесси.

Кирлĕ хатĕрсем: çемье çинчен çырнă плакатсем („Аçу-аннÿне хисепле, хăвна та рă пулĕ“, Атте-аннерен хакли никам та çук“, „Çемье – пурнăç илемĕ“. „Анне сасси – çуралнă кил сасси“, „Туслă çемье – çĕр-шыв тĕрекĕ“); çемьесем çинчен фотостенд, компьютер, проектор, экран, слайдсем, ватман, фломастер, кăранташсем, хут, ручка, ĕç карточкисем.

Пулмалли результат:

-кластер

-ÿкерчĕк

- хурав

Мероприяти юхăмĕ:

(Ашшĕ-амăшĕсене тата ачисене икĕ ушкăна пайлатпăр)

  1. Паллашу.

Вĕрентекен: Сывлăх сунатăп пурне те!

Эире паян çак тĕл пулăва килме кăмăл тунăшăн тав тăватăп. Пĕр-пĕрне ăнланасса, пулăшасса шанатăп.

Халĕ эпир пурте çаврана ларатпăр. Эпĕ кăна ахальтен мар суйларăм. Çаврара калаçу уçăмлăрах. Пăрне – пĕри куçран пăхма пулнăран хамăра пĕр çемьери пек туйма пулать. Çавра - сирĕн хÿтлĕх.

Çак правилăсене пăхăнмалла:

  1. Çаврара пурте пĕр тан. Хăвăр шухăшăра калама юрать, анчах ыттисене кÿрентермесĕр.
  2. Пĕрри калаçать, ыттисем итлеççĕ, калаçакана пÿлмеççĕ.
  3. Панă ыйтăва хуравлаймастăр пулсан е хуравлама кăмăл çук пулсан, хуравламасан та юрать.

Хамăр хушăри хутшăнăва çăмăллатма хăвăр туйăма çанталăк пулăмĕпе танлаштаратпăр. Манлан пуçлатпăр.

Манăн халĕ пĕлĕтсем хыçĕнчен тухакан хĕвел. Çилсĕр çанталăк.

Кам малалла?

Камăн чунĕнче уяр çанталăк – илемлĕ кулă пурне те парнелет. (Кашни калаçать)

  1. Тема патне илсе çитересси.

Кам ăнкарса илчĕ – мĕн çинчен эпир сирĕнпе калаçатпăр паян? Эпир сирĕнпе икĕ ушкăна пайланатпăр. Ку вăл икĕ пысăк çемье пуать. Кашни ушкăн çемье пуçне суйлать.

Кашни çыннăн хăйĕн килĕ пур.“Тăван кил“, „çемье“ сăмахсем çуралсан пĕрремĕш кунсенчен мĕн виличчен пирĕнпе пĕрле. Çемье – чи пысăк парне.

Г.Н.Волков каланă тăрăх „Тăван кил вăл – атте-анне, ача чухне сиктернĕ сăпка, юратнă пиччесемпе аппасем, ырă кăмăллă шăллăмсемпе йăмăксем, ÿснĕ кил-çурт, пÿрт умĕнче юрă шăрантаракан шăнкăрч, атте-анне панă чĕлхе, юратса юрлакан юрăсем, улăх-çаран, чечек çинче сĕрлекен вĕлле хурчĕ, тĕрлĕ теттесем. Хĕлле ярăннă тăвайкки, сенкер тÿпе, шăнкăр-шăнкăр юхан шывсем.

„Туслă çемье – çĕр-шыв тĕрекĕ“ тенĕ И.Я.Яковлев. Вăл пире хăйĕн пилĕнче „Упрăр çемьĕре. Çемье çирĕп пулсан пурнăç хыттине чăтса ирттерме пулать“ тенĕ. Çемьере аслсем кĕçĕннисене ĕçе хăнăхтараççĕ, пĕр-пĕрне хисеплеме вĕрентеççĕ. Çемьене пĕр çĕре ĕтĕçтерекен ĕç кăна мар, кану та. Эир те сирĕнпе çемье уявĕнче. Йăл кулă çемьере пулсан вара татах та хытăрах савăнтарать.

1№ ĕç.

Л.Н.Толстой килте телейлĕ çын кăна пурнăçра телейлĕ тенĕ. Ушкăнсене çакăн пек ĕç:Çемье телейĕ мĕнре-ши? Ыйту çине хуравлăр. ( Шухăшлама е çырса хатĕрленме вăхăт 1 мину. Хатĕр улсан çемье пуçе хуравлать.)

 Вĕрентекен: Тăван кил... Кил.. Сăмахĕ еплерех ачашшăн чĕнсе калать. Ача çуралсанах хăй ашшĕпе-амăшĕн ăшшине, çепĕçлĕхне туйса илет, вĕсене курса ÿсет. Ăна ĕчĕкренех ачашлăх, ăшă та ырă кăмăллăх çупăрлама пуçлать. Тăван кил – эпир çут тĕнчене килекен сăваплă вырăн. Кунта эпир пĕрремĕш утăм тăватăр, малтанхи сăмах калатпăр, атте-анне ăшшине туйса ÿсетпĕр.

2№ ĕç.

Кашнине пире ирĕклĕ тытма пулакан вырăн кирлĕ. Унта сана никам та кÿрентермест, никам та улталамасть. Унта канма пулать. Чĕрере ăшă-ăшă туйăмсем. Канлĕ. Сирĕн килте те çакăн пекех ырă, лайăх, канлĕ тесе шухăшлатăп. Кам тăрăшнипе ку сирĕн çемьере пулса пырать? Килти, хуçалăхри ĕçсене эсир мĕнле пайлатăр?

(Командăсене хут листисем парса тухатпăр. Çырса тултарнă хыççăн ачасене кăтартса вĕсем ашшĕ-амăшĕ тăвакан ĕçсене хăшĕсене хăйсем çине илме пултарассине ыйтса пĕлетпĕр)

Атте

1.

2.

3.

4.

5.

Анне

1.

2.

3.

4.

5.

Ачасем

1.

2.

3.

4.

5.

Вĕрентекен: Пирĕн аннесем, çемьере икĕ ача пулсан, çулталăк хушшинче 18000 çĕçĕ, вилка, кашăк, 13000 турилкке, 8000 чашăк çăваççĕ. Çав чашăк-тирĕк йывăрăшĕ – 5 тонна. Лавккана апат-çимĕç тянма утнă çул тăршшĕ – 2000 çухрăма танлашать. Паллах эпир аннесене пулăшсан, çак хисепе пĕчĕклетме улть.

Вĕрентекен: „Телей кайăк мар – хăй вĕçсе килмест“ ваттисен сăмахĕ пур. Çемьере кашни хăйĕн ĕçне тусан кăна килте ăшă, пĕр-ĕрне ăнланни. Пĕтĕм ĕç пĕрин çине тиенсен вара пĕр-пĕрне ăнланманни, кашни япалашăн вĕчĕрхенни. Кил ăшшине тытса пыма çăмăлах мар... Çемьере харкашу пуçлансан кил ăшши чакать. Килти килĕшĕве, тăнăçлăха сыхласа, упрпса хăварасчĕ.

3№ ĕç

Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр:

  1. Аçу-аннÿ пур чухне... (пыр та тутă, çи-пуç та питĕ.)
  2. Атте-аннерен хакли... (никам та çук тĕнчере.)
  3. Кил уçне мĕнле - ... (кил-йыш та çала.)
  4. Тăван йăва - ... (чун ăшши.)
  5. Аçу-аннÿне.... (суйламаççĕ)

Вĕрентекен:Ĕлĕк кил тата çемье çинчен хисеплесе калаçнă. Çемьесем пысăк та туслă пулнă. Пурнăç йывăр пулан та çемьере хаваслăх хуçаланнă. Ваттисене хисепленĕ, çамрăксене сыхласа пурăннă. Сирĕн кашнин тăвансем нумай (асанне, асатте, кукамай, кукаçи, тете, пичче, аппа т.ыт.те)  Эпир вĕсемпе курăнман çипсемпе çыхăннă. Нумайăшĕ пирĕнтен çемье йывăçне ÿкернĕ. Йывăçа тепĕр майлă çавăрсан тымарсем пулаççĕ. Эпир вĕсенчен тухнă. Çирĕ çемье пирки унăн тымарĕсем çирĕп теççĕ.

Калăр-ха тархасшăн:

- Эсир хăвăр йăх пирки мĕн пĕлетĕр?

- Кам сире çак ята суйланă?

- Хăвăр катари тăвансем патне çыу çыратăр-и? Вĕсемпе çыхăну тытытăр-и? Çуралнă кун ячĕе тата уяв ячĕпе саламлатăр-и?

4№ ĕç

Эсир хăçан та пулин хăвăр çывăх çынна мĕне те пулин пулăшса ăна савăнăç кÿнине аса илĕр.

Килте яланах „ăшă çанталăк –и“?

Кăлтăксăр çемье пулать-и?

Çемьере те пĕр-пĕрин хушшинче хирĕçÿ пулма пултарать, анчах та вăл çил-тăвăла ан куçтăр.

5№ ĕç

Шухăшлăр: мĕншĕн сирĕн çемьере хирĕçÿ сиксе тухать?

(Кашни шухăшласа калать. Вĕрентекен халап калать)

Вĕрентекен:Авал Китайра тĕлĕнмелле çемье пурăннă. Ку çемьере 100 çын пулнă. Унта ăнлану, юрату хуçаланнă. Имератор та ку çемье  çинчен илтнĕ. Вăл ку çемьене çитсе курнă. Çемье çинчен сăмах тĕрĕссине ăнланнă та чи ватă ынран йтнă: „Эсир мĕнле пĕр пĕринпе килĕштерсе пурăнма ултаратăр? Пĕр-пĕринпе ятлаçмастăр, кÿрентерместĕр?» Хуравĕ вара пĕр сăмах кăна пулнă. Мĕнле? ( Çак сăмаха тупмалла (ЧĂТĂМЛĂХ)

Хăвăра яланах тытма тăрăшăр. Уйрăмах çемьере пĕрне-пĕри ан кÿрентерĕ. Хăш чух хытăрах каланă сăмх чĕрене тивет.

        6№ ĕç

(Кашни командăна А3 ватман.)„Телейлĕ çемье“ тенине мĕнле ăнланатăр, çавна ÿкерсе памалла.

Вĕрентекен:Çемье – тăнăçлăх вучахĕ тетпĕр. Çут тĕнчене килнĕ çамрăк чун çывăх çынсен хÿттинче, ăшшинче хăй ыттисене кирлине туйса-курса, унăн ырă йăли-йĕркине ăша хывса çитĕнмелле паллах. Ача пурнăçра мĕнле çул çине тухасси тăан кил ăшшинчен килоети, çемьери хутшăнусем пысăк пĕлтерĕшлĕ.

7№ ĕç

(Командăсене пĕрер ватман паратпăр ватман çинче сарă хутсенчен касса кăларнă хĕвел.)„Çемье“ сăмахăн хĕвеллĕ кластерне тăвăр.Кашни пайăрки çине пĕрер сăмах çырмалла.

Вĕретекен: Эпир паян сирĕне çемье çичен калаçрăмăр. Ахальтен мар И.Я.Яковлеа хăйĕн халалĕнче çакăн ек каланă „Çемйĕре лайăх пăхса усрăр: çемье вăл халăх чаракĕ. Çемье пурнăçĕ тĕлĕшĕе ваттисем каланă сăмаха чăваш халăхĕ ялан та хытă тытса ынă. Çак пурлăха лайăх сыхласа пурăнăр. Çемьен лăпкă пурнăçĕ пире пурнăç хыттикчен хÿтĕлесе тăрать. Килĕштерсе тĕреклĕ тăракан çемьешĕн катаран килекен пурнăç синкерĕсем хăрушă мар. Ÿтĕре ясара ан варалăр, ÿсĕртекен, астсракан япаларан шикленĕр. Çемьене сыхă усрăр, ачăрсене чмие ураса пурăнсан, килĕштерсе лăпкă ĕçлесе пурăнма хăвăр валли тĕреклĕ чарак лартса хурăр...“

Паянхи сăмахсем кашнин чун-чĕринчен тухчăр. Çав сăмахсем пушшăн янăраса ахалех ÿксе ан çухалччăр. Кашнин чĕрине, ăсне кĕрса ларса пире шухăша яччĕр, пре туйăмлă, ырă чунлă пулма хистерччĕр.  Пĕр-пĕрне юратни çинчен калама ан манăр.

Паянхи уява манăн çак свă йĕркисемпе вĕçлес килет:

Анне пулсан – хĕвел итре.

Атте пулсан – кун-çул хитре.

Çемье пулсан – телей питре.

Юрлать пĕр вĕçĕм чун-чĕре.

Усă курнă литература:

1. Иванова Н.Г. Пĕтĕмĕшле тĕп тата вăтам вĕрентÿ стандарчĕ. Чăваш шкулĕнчи тăван литература // Государственные образовательные стандарты начального общего, основного общего, среднего (полного) общего образования в Чувашской республике. Национально-региональный компонент. – Чебоксары, 2007.

2. VI класри тăван литература урокĕсем: меслет кăтартăвĕсем / Н.Г.Иванова т.ыт. – Шуашкар: Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕн издательстви, 2007.

3.И.Я.Яковлев „Чăваш халăхне“ халал. Чăваш сăмахлăхĕ: 8-мĕш класăн вĕренÿе вулав кĕнеки8 В.П.Станьял хатĕрленĕ. – Шкпашкар: Чăашк кĕнеке издательстви, 2011. – 9 стр.  4. Ача-пăча сăмахлăхĕ: Хрестомати: Пуçламăш шкулсем валли / Г.Ф.Трофимовпа Р.Н.Петрова пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изательстви, 1993. – 102 стр.

5. Волков Г.Н. Кил илемĕ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви,  2007.

6.Çемье, атте, анне çинчен юрăсем.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

ПӖЧӖК ПИКЕ (Ҫемье кунне халалланă конкурс мелӗпе йӗркеленӗ уяв сценарийӗ)

Атте-анне – кашни ҫыншăн ҫав тери ҫывăх, ӗмӗр манми сăмахсем. Мӗнле манăн-ха ҫак сăмахсене?!  Пире атте-анне ҫуратса, мӗн пӗчӗкрен юратса, ачашласа пăхса ўстереҫҫӗ, вӗрентсе пырса анлă пурн...