Мария Ухсайăн «Ирхи сывлăм» хайлавĕ
план-конспект урока (5 класс) на тему

Кузьмина Галина Витальевна

Ырă çын пуласси ачаран паллă. Ваттисен сăмахĕ

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл mariya_ukhsayan.docx39.42 КБ

Предварительный просмотр:

Мария Ухсайăн «Ирхи сывлăм»

хайлавĕ

Ырă çын пуласси ачаран паллă

Ваттисен сăмахĕ

Урок теми: Мария Ухсайăн «Ирхи сывлăм» хайлавĕ

Ырă çын пуласси ачаран паллă.

Ваттисен сăмахĕ

Урок тĕсĕ – Хайлава вуласа тишкермелли ,хак памалли урок

Верентÿ тĕллевĕ – хайлаври сăнарсене,ĕçсене йĕркине тишкерме вĕрентесси; хайлаври сăнарсем пирки харпăр хăй шухăшне çыхăнуллă калама хăнăхтарасси. Хайлавăн темипе тĕп шухăшне тупасси, тĕп сăнарсен ырă тата сивлек енĕсене уçса парасси.

Сапăрлăх тĕллевĕ – ĕçчен те тирпейлĕ ,сăпайлă, пулма вĕрентесси .

Аталану тĕллевĕ – хайлаври сăнарсем урлă ачасен чун – чĕринче ырă енсене аталантарасси ,пĕтĕмлетÿсем тума хăнăхтарассиасси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем – учитель сăмахĕ ,ыйту – хурав , кирлĕ вырăнсене суйласа вулани , сăнарсене хаклани, хайлав чĕлхине тишкерни, кластер тăвасси.

Урок юхăмĕ

  1. Иртнĕ урокра вĕреннине аса илесси
  2. Çĕнĕ тема вĕренесси

Вĕренекен Мария Ухсай пурнăçĕпе пултарулăхĕпе паллаштарать  . Çак вăхăтрах учитель çыравçа халалланă слайдпа усă курса ачасене çывăхрах паллаштарать.

  1. «Ирхи сывлăм» хайлава вуласси.
  2. План тăвасси:

а) Машукпа Липпа урамра вылянă.

а) Вĕсен амăшĕсем пĕрене çинче калаçса ларнă.

б) Липпапа амăшĕн калаçăвĕ.

в) Липпа ирхи сывлăмпа питне çурĕ.

г) Пĕчĕк хĕр ача ирхи тĕнче илемĕпе киленчĕ.

д)Липпа хĕвел тухиччен тăма вĕренчĕ.

е) Липпа чиперленсе пычĕ.

ё) Ĕçлеме вĕренчĕ.

ĕ) Шкултан вĕренсе тухас кун çитрĕ.

ж) Машук аран – аран тăрса шкула тухса чупрĕ.

з) Шкул пуçлăхĕ Липпана ылтăн медаль пама йышăннă.

и) Пĕр Машук çеç экзамен парайман.

3)Хайлав содержанине мĕнле ăнланнине тĕрĕслемелли ыйтусемпе ĕçлесси:

-Мĕншĕн хайлава « Ирхи сывлăм» тесе ят панă?

-Хайлаври тĕп сăнарсем. Çыравçă вĕсене мĕншĕн хире – хирĕçле сăнлать?

- Хăш сăнар сире ытларах кăмăла кайрĕ? Мĕншĕн?

-Эсĕ кам пек пуласшăн?

4)Ачасен хуравĕсене пĕтĕмлетни (Учитель сăмахĕ ) :

-Ирхи сывлăм Липпана сывлăхлă та чипер ÿсмешкĕн вăй – хал кÿрет. Амăшĕ каланă пек куллен пит – куçа сывлăмпа çуни ăна чипер пулма кăна мар, вĕренÿре те , ĕçре те , вăйă - кулăра та маттур пулма май парать. Ахальтен мар çыравçă хайлав валли « Ир тăракан тулă пĕрчи тупнă» ваттисен сăмахне эпиграф вали илнĕ. Липпа «ирхи сывлăмпа çăвăнса уçăлать ,чĕкеç пек çăмăл ĕçлесе çÿрет, шăпчăк юрланине итлет – шăпчăк пек юрлама пуçлать. Пахчара кĕрен чечек çеçке çурчĕ – Липпа çеçке çинчен тумлам – тумламăн ирхи сывлăма пуçтарса питне çурĕ – кĕрен пулчĕ» тесе санлать хĕр ачан маттурлăхне автор.

5)Липпапа Машукăн ырă тата сивлек енĕсене палăртасси.

Липпа

Машук

Хĕвел тухиччен тăрать. Сывлăм типиччен питне çăвать. Амăшне ирхи ĕçсем тума пулăшать. Уроксене вĕренет, вулать. Ал ĕç тума пуçлать.

Амăшĕ пырса тăратмасăр та тăмасть. Хĕвел тухнине нихçан та курман, хуралса пĕтнĕ минтерĕ ăшне питне чиксе харлаттарса çывăрать.

Апат пĕçерет,тĕрĕ-чĕнтĕр çыхать, касма –çĕлеме веренет.

Ун ир –ирех ĕçлеме тăрас чăрмавĕ пулман.

Шкулта лайăх вĕренет. Çынсене юрă –ташăпа  тĕлĕнтерет, чĕлхи çивĕч.

Çÿçне уçма та вăхăт çук.Çÿçĕ кĕççе пек çыхланса пĕтне.

Липпа шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухать.

Машук экзамен параймасть.

Çут çанталăка юратать, ирхи сывлăмпа, чечексемпе,сарă хĕвелпе çынсемпе калаçнă пек калаçать. Пĕчĕкрен тĕнче илемне асăрхать.

Аран – аран шкула каять.

6) Хайлав темине тĕп шухăшне уçса пама пулăшакан ваттисен сăмахĕсем тупасси:

- Ырă вăрлăхран ырă çимĕç ÿ сет.

- Ырă ут пуласси тихаран паллă, ырă çын пуласси – ачаран.

- Усал ĕç тусан халăх умĕнче ырă ят илтеймĕн.

- Ырра курсан – ырă пулăн, усала курсан – усал.

- Ырăпа ырра тухăн, усалпа – усала.

- Ырă ĕçĕн çимĕçĕ те ыра.

- Хăвна ху ан мухта, сана çынсем мухтаччăр.

- Ашшĕ – амăшĕ епле, ачи – пăчи те çапла.

- Ачупа мухтаниччен чул муклашкипе мухтан.

7)Словарь ĕçĕ: ÿхлĕм – костер;

Шерепеленсе – тумламăн – тумламăн çакăнса тăрать;

Валак – шыв юхма ятарласа тунă савăт;

Вичкĕн – çивĕч.

8)Илемлĕх мелĕсене тупасси:

- Ах, çав чипер Липпан аллисем ылтăн пулĕ, тесе мухтанă ăна.

Ылтăн алă – эпитет.

Ыйхи вĕçсе кайрĕ, ирхи сывлăм вăй кĕртнĕн туйăнчĕ. Сывлăм вăй кĕртнĕн туйăнчĕ – танлаштару;

Хĕвел тухăç хĕрлĕ сăн ÿкерет – сăпатлантару;

  1. Пĕтĕмлетÿ. 1) Ыйтусемпе ĕçлени:

-Ăслă – тăнлă пулма Липпана мĕн пулăшнă?

- Липпа чи малтанах амăшĕн сăмахне тăнланă, асра тытнă. Амăшĕ ачине ырра вĕрентсе ÿстерни, ача ăна ăша хывни питех те пĕлтерĕшлĕ. Ирхи сывлăм Липпана чипер те сывлăхлă пулма пулăшать. Ăна вăл вăй,савăнăç   парса тăрать. Ирхи сывлăмпа савăнса уçăлать Липпа, шăпчăк юррине итлет, хăй те шăпчăк пек юрлама пуслать. Çут тĕнче çав тери хитре, ăна курма кăна пĕлмелле.

- Мĕнле майпа Липпа ырă çын пулать?

Шкулта лайăх вĕренни, амăшне итлени, тĕрлĕ ĕç тума вĕренни хĕр ачана ырă çын пулма май парать.

-Мĕншĕн çыравçă хире–хирĕçле сăнарсем тунă – ши?

- Хире – хирĕçле сăнарсем урлă вулакансем ыррине курса ырă пулччăр тени тĕпе килет. Липпа пек маттур, ăслă хĕр ача пурнăçра çухалса каймĕ. Наян пулни пурнăçра пĕтерет.

2) Липпа сăнарне пĕтĕмлетсе кластер тăвасси.

  1. Киле ĕç. Хайлава «Çулсем иртсен» ятпа малалла тăсмалла.

По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Презентация к мероприятию Жизнь и творчество Якова Ухсая

Ход   мероприятияЯков Ухсай  (1911-1977)Яков Гаврилович Ухсай Пушкăртстан Республикин Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче 1911 çулхи чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче çуралнă.1925 çулта вăл Пиш...

Кроссворд по творчеству Я.Г.Ухсая

В работе содержится материал по творчеству чувашского классика...

Конспект открытого урока по теме: Саламласа сунатпăр сывлăх… (8-мĕш класс).

Чăваш литературипе 8-мĕш класра   ирттернĕ  уçă урокăн конспекчĕ.  Георгий Ефимов. «Салам! – ялан сунаççĕ сывлăх…» сăвă тишкерĕвĕ. «Салам»...

Сывлăх - чи хакли

«…ачасен сывлăхне упрасси  вăл  –санитарипе гигиена нормисене тата правилисене  пăхăнни, кун йĕркине, апатлану вăхăтне,    канупа ĕçе ылмаштарса пыни кăна мар....

Яков Гаврилович Ухсай (Ухсай Яккăвĕ) çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа ирттернĕ литература уявĕн анлă планĕ 5-6 класс.

Яков Гаврилович Ухсай (Ухсай Яккăвĕ) çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа ирттернĕ литература уявĕн анлă планĕ 5-6 класс....

Урок по теме"Сывлăх - чи хаклă пуянлăх"

Сывлăха ачаранах упрама вĕрентмелли урок...

Внеклассное мероприятие "Сывлăх-чи пысăк пуянлăх" С.Михалковăн "Упа мĕнле чĕлĕм тупни" хайлавĕ тăрăх инсценировка

Внеклассное мероприятие "Сывлăх-чи пысăк пуянлăх" С.Михалковăн "Упа мĕнле чĕлĕм тупни" хайлавĕ тăрăх инсценировка.Самое дорогое для человека это здоровье. Нет здоровья, нет жизни г...