Сопоставительный анализ произведений чувашского поэта А.Алги "22 июня" и марийского поэта Миклая Казакова "22 июня 1941 года"
план-конспект урока (9 класс) по теме

 

Модуль теми: ХХ ĕмĕр варринчи чăваш литератури (40-50-мĕш çулсем).

Урок теми: «ЭПĔ ВĂЛ КУНА ПУРĂНАН ПУРНĂÇĂМРА НИХĂÇАН МАНАССĂМ ÇУК»

Сапăрлав тĕллевĕ: тăван çĕр-шыва юратма, ăна упрама, мирлĕ пурнăçа сыхлама вĕрентесси. Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçин тискерлĕхне туйтарасси.

Пĕлÿ тĕллевĕ: А.Алкан «Июнĕн 22-мĕшĕ» сăввинче «Çĕнтерÿ», «Юн», «Вăрçă» ăнлавсене уçса парасси, вĕсен çыхăнăвне палăртасси, Миклай Казаковăн «22 июня 1941 года» сăввипе танлаштарса уйрăмлăхсемпе пĕр пеклĕхсене тупса палăртасси.

Аталану тĕллевĕ: поэзи текстне тишкерме хăнăхтарасси, автор шухăшне уçса паракан сăмахсене тупса палăртасси, хайлавсене хак парасси, кашни хăйĕн шухăшне йĕркелесе ыттисем патне çитересси, тĕрлĕ авторсен хайлавĕсене танлаштарма хăнăхтарасси, вĕренекенĕн шухăшлавне, кăмăл-туйăм туртăмне аталантарасси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, шырав, илемлĕ вулав, кластер, синквейн, Венн ункисем, текст, тишкерÿ, ыйту-хурав, танлаштаруллă тишкерÿ.

Пуплеве аталантарасси: вуланă текстпа усă курса палăртнă шухăша çирĕплетесси, илемлĕ вуласси, ăнлантаруллă вуласси, сăвăсене шайлаштарса тишкересси, эссе çырасси, тухса калаçасси.

Словарь ĕçĕ: а) çырма вĕрентмелли пай: малтисемччĕ, çуралчĕ, маттурăм.

ă) ăнлантармалли пай: сÿ - нервная дрожь, сильное душевно волнение, кÿп - напиться без меры, ирсĕр - безобразный, отвратительный, скверный, антăх – захлебываться.

Вонзилось, пожухли (чăвашла синонимсем тупмалла).

 

Кăтарту хатĕрĕсем: слайдсем, компьютер, проектор.

Урок тĕсĕ: интеграции урокĕ.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл alka_iyunen_22-meshe.rar232.75 КБ

Предварительный просмотр:

Степанов А.М., Муркаш районĕн

 А.Г.Николаев ячĕллĕ Калайкасси вăтам шкулĕ,

чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Григорьева И.А., Муркаш районĕн

 А.Г.Николаев ячĕллĕ Калайкасси вăтам шкулĕ,

вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен

Чăваш литератури предмечĕ.

9-мĕш класс.

Чăваш ачисем валли хатĕрленĕ урок.

Модуль теми: ХХ ĕмĕр варринчи чăваш литератури (40-50-мĕш çулсем).

Урок теми: «ЭПĔ ВĂЛ КУНА ПУРĂНАН ПУРНĂÇĂМРА НИХĂÇАН МАНАССĂМ ÇУК»

Сапăрлав тĕллевĕ: тăван çĕр-шыва юратма, ăна упрама, мирлĕ пурнăçа сыхлама вĕрентесси. Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçин тискерлĕхне туйтарасси.

Пĕлÿ тĕллевĕ: А.Алкан «Июнĕн 22-мĕшĕ» сăввинче «Çĕнтерÿ», «Юн», «Вăрçă» ăнлавсене уçса парасси, вĕсен çыхăнăвне палăртасси, Миклай Казаковăн «22 июня 1941 года» сăввипе танлаштарса уйрăмлăхсемпе пĕр пеклĕхсене тупса палăртасси.

Аталану тĕллевĕ: поэзи текстне тишкерме хăнăхтарасси, автор шухăшне уçса паракан сăмахсене тупса палăртасси, хайлавсене хак парасси, кашни хăйĕн шухăшне йĕркелесе ыттисем патне çитересси, тĕрлĕ авторсен хайлавĕсене танлаштарма хăнăхтарасси, вĕренекенĕн шухăшлавне, кăмăл-туйăм туртăмне аталантарасси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, шырав, илемлĕ вулав, кластер, синквейн, Венн ункисем, текст, тишкерÿ, ыйту-хурав, танлаштаруллă тишкерÿ.

Пуплеве аталантарасси: вуланă текстпа усă курса палăртнă шухăша çирĕплетесси, илемлĕ вуласси, ăнлантаруллă вуласси, сăвăсене шайлаштарса тишкересси, эссе çырасси, тухса калаçасси.

Словарь ĕçĕ: а) çырма вĕрентмелли пай: малтисемччĕ, çуралчĕ, маттурăм.

ă) ăнлантармалли пай: сÿ - нервная дрожь, сильное душевно волнение, кÿп - напиться без меры, ирсĕр - безобразный, отвратительный, скверный, антăх – захлебываться.

Вонзилось, пожухли (чăвашла синонимсем тупмалла).

Кăтарту хатĕрĕсем: слайдсем, компьютер, проектор.

Урок тĕсĕ: интеграции урокĕ.

Урок эпиграфĕсем:

Эпĕ вăл куна пурăнан пурнăçăмра нихăçан манассăм çук

Александр Алка

 ….И пусть не думают,

что мертвые не слышат,

 Когда о них потомки говорят.

Николай Майоров

  1.  Учитель сăмахĕ.

1. Пурне те экран çине пăхма ыйтатăп. «Мĕн пĕрлештерет?» слайд çинче сăмахсем панă. Вĕсене мĕн пĕрлештерме пултарать-ши?

                           Брест

                           юрă-ташă

                           Левитан                 июнĕн 22-мĕшĕ, вăрçă пуçламăшĕ            

                           Шурăмпуç

                       ыйхă

2. Урок эпиграфĕпе паллаштарасси:

- Урок эпиграфĕсенчен эсир мĕн пĕлтĕр?

3. Учитель ачасем умне проблема лартать:

- Эпиграфри шухăшсемпе «Мĕн пĕрлештерет?» слайдри сăмахсене пĕтĕмлетсе паянхи урока мĕнле ят панă пулăттăр? (Вăрçă пуçламăшĕ. Синкерлĕ кун)

4. Урокра Александр Алкан «Июнĕн 22-мĕшĕ» сăввипе паллашăпăр, ăна çармăссен Миклай Казаковăн «22 июня 1941 года» хайлавĕпе танлаштарăпăр, хайлаври пĕр пеклĕхсемпе уйрăмлăхсене тупса палăртăпăр.

5. Июнĕн 22-мĕшĕ сăмах майлашĕвĕпе эсир мĕнле сăмахсем çыхăнтарнă пулăттăр?

 

6. «Июнĕн 22-мĕшĕ» сăвă ятĕнчен эсир мĕн пĕлме пултаратăр,  ăна вуланă хыççăн мĕнле туйăмсем çуралĕç?

7. Калаçăва пĕтĕмлетсе синквейн çырăр. Анчах паянхи синквейн кутăнла пулĕ. «Июнĕн 22-мĕшĕ» - пĕтĕмлетÿ сăмахĕ. Унсăр пуçне икĕ паллă ятне те çырса парăп.

8. Пĕрремĕш пĕтĕмлетÿ:

  1. ___________________(Вăрçă)
  2. хурлăхлă, куççульлĕ
  3. ___________________(тапăн, хÿтĕлен, хĕрхен)
  4. ____________________(Хурлăхлă, куççульлĕ июнĕн 22-мĕшĕнче фашистсем пирĕн çĕр-шыв çине тапăннă, асаттесем вĕсене хирĕç тăнă, хăйсене хĕрхенмесĕр вĕсемпе çапăçнă).
  5. Июнĕн 22-мĕшĕ.

II. 1. Экран çине «Поэтсен пултарулăхне танлаштарса тишкерни» слайд тухать.

                   

Александр Алка

Чăваш сăвăçи, прозаик, драматург, литература критикĕ, куçаруçă

                 

Миклай Казаков

Марийский поэт, литературный критик, переводчик

  1. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен ачасене А.Алка кун-çулĕпе кĕскен паллаштарать.
  2. Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен М. Казаков кун-çулĕпе кĕскен паллаштарать.

  1. Текстпа ĕçлесси.

а) Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен:

А.Алкан «Июнĕн 22-мĕшĕ» сăввипе паллаштарать, сасăпа илемлĕ вулаттарать, ыйтусене хуравлаттарать.

- Сирĕн мĕнле туйăмсем çуралчĕç?

- Мĕнле сăн ÿкерчĕксем куç умне тухрĕç?

- Художник пулнă пулсан мĕнле тĕссемпе усă курнă пулăттăр?

ă) Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен:

Миклай Казаковăн  «22 июня 1941 года» сăввипе паллаштарать, сасăпа илемлĕ вулаттарать, ыйтусене хуравлаттарать.

II1. Ушкăнсемпе ĕçлесси:

1-мĕш ушкăн А.Алкан «Июнĕн 22-мĕшĕ» сăввипе ĕçлет (таблицăллă кластер, синквейн, эссе), 2-мĕш ушкăн А.Алкан «Июнĕн 22-мĕшĕ» сăвви  тăрăх «Çинçе» тата «Хулăн» ыйтусем йĕркелет, 3-мĕш ушкăн Миклай Казаковăн «22 июня 1941 года» сăввипе ĕçлет (çупакаллă кластер, синквейн, эссе),4-мĕш ушкăн Миклай Казаковăн «22 июня 1941 года» сăвви тăрăх «Çинçе» тата «Хулăн» ыйтусем йĕркелет.

1-мĕш ушкăнăн ĕçĕ (1-мĕш тĕслĕх)

Таблицăллă кластер

Япала ячĕ

Паллă ячĕ

Глагол

вĕтлĕх, сăрт………….

аслă, хĕрÿ………

янăра,тăр……….

вăрçă – 3

вут-çулăм – 5

Çĕнтерÿ – 4

юн - 4

шанчăклă – 4

хĕрÿллĕ - 2

парăн (-ман) – 3

кай, чак (-ман) – 3

ирт-2

тăр - 3

Синквейн (2-мĕш тĕслĕх)

  1. Вут-çулăм
  2. Хĕрÿллĕ, шанчăклă
  3. Тăр, парăнман, кай
  4. Хĕрÿллĕ, шанчăклă вут-çулăм пек пирĕн мăн асаттесем вăрçа кайса фашистсене парăнман, мĕн виличчен ура çинче тăнă.
  5. Юн.

Эссе (3-мĕш тĕслĕх)

Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи – вут-çулăм. Вăл кашни киле кĕрсе тухнă. Пирĕн мăн асаттесем фашистсене хирĕç хĕрÿллĕн çапăçнă. Вĕсем Çĕнтерÿ пуласса шаннă, шаннă кăна мар, ĕненнĕ. Вилĕм умĕнче паттăрсем пуçа усман, хăйсен юнне хĕрхенмен. Чăнах, вăрçă вăл – юн.

2 ушкăн ушкăнăн ĕçĕ (тĕслĕх)

«Çинçе ыйтусем»

«Хулăн ыйтусем»

……………… мĕн……?

……………..кам………?

……………хăш (хăçан)……?

………………..тĕрĕс-и?

Енчен те………………….?

 Мĕншĕн…………………..?

……..….эсир килĕшетĕр-и?

…………..мĕнле………….?



Синквейн (2-мĕш тĕслех)

война

кровавая, жестокая

вздрогнула, ударила, переменила

Кровавая и жестокая война вздрогнула в один момент и ударила в душу.

гнев

Эссе (3-мĕш тĕслĕх)

Война – жестокое явление. Она «побывала» во всех домах и во всех семьях. Она, как бомба, разорвала и переменила судьбы всех людей в одно мгновение. Кровавая война породила гнев всего советского народа.

4-мĕш ушкăнăн ĕçĕ

«Тонкие вопросы»

«Толстые вопросы»

Кто … ?

Что… ?

Когда… ?

Было ли … ?

Почему вы думаете, что…?

Предположите, что будет, если…?

Объясните, почему … ?

Если бы вы оказались в ситуации…?

IV.1. Ачасен пĕтĕмлетĕвĕ («Венн унки»):

«Июнĕн 22-мĕшĕ»

Расналăх

          Пĕрлĕх

«22 июня 1941 года»

Расналăх

Асăннă куна салтак сăнарĕ урлă сăнлать.

Сăвва 1941 çулта çырнă

Июнĕн 22-мĕшĕ

Вăрçă

Çĕнтерÿ

Эпир – Мы

Халăх - Народ

Аса илÿ евĕрлĕ çырнă.

Сăвва 1981 çулта калăпланă.

2. Учитель пĕтĕмлетĕвĕ.

V. Киле ĕç (суйласа илмелле):

А. А.Алкан «Июнĕн 22-мĕшĕ» сăвăри икĕ çаврана пăхмасăр вĕренĕр.

Ă. Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçине хутшăннă тăванăрсем çинчен эссе çырăр.

Б. Сăвăсем тăрăх «Çинçе» тата «Хулăн» ыйтусем хатĕрлĕр, хуравлăр.

22 июня 1941 года

«Началась война…» –
В сердца
вонзилось
Страшною отравленной стрелой.
И на свете
Всё переменилось.
И тревога
Встала
Над страной.

Эта весть
Собой закрыла солнце,
Словно туча чёрная в грозу.
Нивы
Вдруг
пожухли,
Колокольцы
Вздрогнули
В разбуженном лесу.

Эта весть
Ударила, как бомба.
Гнев народа
Поднялся волной.
В этот день
Мы поклялись до гроба
Воевать
С проклятою войной.

В этот день
Ты верным стал солдатом,
И тебе,
Прошедший бой солдат,
Люди
За победу в сорок пятом
От души
Спасибо говорят.

                          (1981г.)

(Миклай Казаков, перевод А. Аквилева)


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Программа элективного курса по литературе "Сопоставительный анализ произведений 19 и 20 вв"

Программа курса рекомендована для учащихся 10-11 классов общеобразовательных школ и классов гуманитарного профиля, рассчитан на 34 часа ( 17 часов в 10 классе и 17 часов в 11 классе). Произведения сов...

«Вечные проблемы в русской поэзии 19-20 веков и в хип-хоп культуре. (Попытка сопоставительного анализа стихотворений русских поэтов и текстов рэп-песен)»

Русская поэзия -вершинное достижение мировой культуры. Особое место в русской поэзии 19-20 века занимают философская и любовная темы. Поэты углубляются в мир своих внутренних переживаний, раз...

Плэйкаст «...22 июня 1941 года - Феликс Лаубе "Довоенный вальс".»

...22 июня 1941 года - Феликс…Тема: Война Автор плэйкаста: AgsorokinaСоздан: 22 июня 2013 17:31 ...

Сопоставительный анализ произведения В.В. Вересаева «Мать» и В.С. Гроссмана «Сикстинская мадонна»

Данная разработка представляет собой урок внеклассного чтения. Я умышленно ушла от традиционного урока в 9 классе, постралась избежать теории литературы, которая, как мне показалось, может затруднить ...

Авторская программа "Татар hәм рус әдәбияты үрнәкләрен чагыштырма анализ ярдәмендә өйрәнү ( Сопоставительный анализ произведений татарской и русской литературы)"

Авторская программа "Татар  hәм рус  әдәбияты үрнәкләрен чагыштырма  анализ ярдәмендә  өйрәнү ( Сопоставительный анализ произведений татарской и русской литературы)"...

Презентация 22 июня 1941 года

Презентация 22 июня 1941 года...

Урок истории России в 10 классе по теме «Начало Великой Отечественной войны. Начальный период войны (22 июня 1941 года – ноябрь 1942 года)»

Конспект и материалы к уроку истории в 10 классе по разделу «Великая Отечественная война». Тема: «Начало Великой Отечественной войны. Начальный период войны (22 июня 1941 года &ndash...