Тăван чӗлхе – халӑх чунӗ
план-конспект урока (8 класс)

Павлова Людмила Николаевна

Тӑван чĕлхе. Мĕн-ши вӑл тӑван чĕлхе? Ман шутпа, тӑван чĕлхе вӑл атте-анне, асаттепе асанне чĕлхи. Тӑван чĕлхепе калаçса эпир хамӑр шухӑш-туйӑма палӑртатпӑр, чуна уçатпӑр, кӑмӑла çĕклетпĕр. 

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл razrabotka_uroka_yazyk_-_dusha_naroda.docx351.15 КБ

Предварительный просмотр:

Разработка урока на чувашском языке.

Учитель чувашского языка МОБУ СОШ с.Ефремкино муниципального района Кармаскалинский район Республики Башкортостан: Павлова Людмила Николаевна.

Чăваш чĕлхи урокĕ: «Тăван чӗлхе – халӑх чунӗ» (Февралӗн 21-мӗшӗнче – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ)

Тӗллевсем:

Вӗренӳ: 

• Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ пуҫланса кайнин историйĕпе паллаштарасси, хальхи вӑхӑтри чӗлхесен проблемисене пӑхса тухасси;

• проблемӑна ӑнланма пӗлни, ҫак ыйтупа хамӑр шухӑшсене каласа пама пӗлни;

• тӑван чӗлхен тата литературӑн пӗлĕвĕпе кӑсӑклантарасси.

Воспитани:

• тӑван чӗлхепе литературӑпа класра вӗренекен ачасене тӑван чӗлхене явӑҫтарасси;

• ытти халӑхсен чӗлхине тата культурине хисеплеме вӗрентесси;

• тӗрлӗ наци ҫыннисемпе толерантла хутшӑнассине йӗркелес тӗлӗшпе ӗҫлесси.

Задачӑсем:

• тӑван чӗлхене вӗренекенсен пӗлӗве лайӑхлатасси;

• хутшӑнакансен пӗрлехи эудицине аталантарни;

• ушкӑнра ӗҫлеме хăнăхтарасси.

Меслетсем: кӑтартуллӑ, усӑллӑ, проблемӑллӑ - шырав мелӗсем.

Мелсем: презентаци, сӑнав, логика тӗлӗшӗнчен тӗплӗ шухӑшлавсем тӑвасси, сӑлтавпа следстви ҫыхӑнӑвӗсене йӗркелесси.

Эффективлӑх: пултарулӑх форминчи материалсен пысӑк калӑпӑшне тепӗр хут туни.

Оборудовани: ҫителӗклӗ материал, презентаци.

Урок юхăмĕ.

Учитель: Ырă кун пултăр, хаклă ачасем, ытарайми чăваш çыннисем! Паян-пысăк уяв -  Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ. Пирĕн тăван чĕлхе  - чăваш чĕлхи. Вăл пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать.

Апла пулсан, пире пурне те мӗн пӗрлештерет-ши?

(Ачасен хуравĕсем)

Учитель: Тӑван чĕлхе. Мĕн-ши вӑл тӑван чĕлхе? Ман шутпа, тӑван чĕлхе вӑл атте-анне, асаттепе асанне чĕлхи. Тӑван чĕлхепе калаçса эпир хамӑр шухӑш-туйӑма палӑртатпӑр, чуна уçатпӑр, кӑмӑла çĕклетпĕр. Атте-анне чĕлхи мӑн асаттесемпе асаннесен пурнӑçĕ – шӑпи çинчен аса илтерсех тӑрать, хамӑр пуласлӑх пирки шухӑшлаттарать.

Тӑван чĕлхе вăл – халӑхӑн иксĕлми ӑс-тӑн çӑл-куçĕ. Çак çӑл-куçран эпир мĕн ачаран тумламӑн-тумламӑн пĕлӳ илсе ӳсетпĕр. Ҫавӑнпа та тӑван чӗлхене пӗлмелле те упрамалла.

- Учитель: Паянхи уява пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалланӑ. Уяв историйӗ ҫинчен аса илер.

Вӗренекенсен сӑмахӗ:

1 ертӳçи: Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ. Ҫак куна 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКО Генеральнӑй конференцийӗн 30-мӗш сессийӗнче палӑртма йышӑннӑ, чӗлхесен тата культурӑсен пуянлӑхне упраса хӑварас тата аталантарас тӗллевпе 2000-мӗш ҫултан уявлаҫҫӗ.

Ҫак куна ахальтен суйласа илмен.1952 ҫулхи февралӗн 21-мӗшӗнче Бангладешăн Дакке ятлă тӗп хулинче студентсем хӑйсен тӑван чӗлхине хӳтĕлеме демонстрацие тухнă, бенгали чĕлхине ҫӗршывӑн патшалӑх чӗлхисенчен пӗри тесе йышӑнма ыйтнӑ.

2 ертӳçи:  Хальхи вӑхӑтра тӗнчере 7000 яхӑн чӗлхе пур, вӗсенчен ҫурри темиҫе ӑру хушшинче ҫухалма пултарать. Çӗр ытла чӗлхе кӑна вӗренӳ тытӑмӗнче тата патшалӑх сферинче паллă вырăн йышăнса тăрать, инçет (цифра) технологийӗсен тӗнчинче те ҫӗр чӗлхерен те сахалрах усӑ кураҫҫӗ.

Пӗтӗм Тӗнчери чӗлхе хӑрушлӑха кӗрсе ӳкнӗ май çакăн пек ыйтăва хускатма вӑхӑт çинĕ. Чӗлхе этем обществине улӑштармалли тата аталантармалли ҫула уҫать. Усӑ курни е чӗлхепе усӑ курассинчен пӑрӑнни обществӑн пуласлӑхне уҫма е пӳлме пултарать.

1 ертӳçи:  Раҫҫейре ҫухалакан чӗлхесене ЮНЕСКО шутлать. Раҫҫейре 136 чӗлхе хӑрушлӑха лекнӗ, вӑл шутра — чӑваш чӗлхи те, 20-шне вара вилнӗ тесе йышӑннӑ. Юлашки темиҫе теҫетке ҫул хушшинче 200 чӗлхе пӗтӗмпех ҫухалнӑ. Ҫакӑн пек цифрӑсене ЮНЕСКО сайтӗнчи тӗнчери ҫухалакан чӗлхесен интеракливлӑ Атласӗнче курма пулать.

2 ертӳçи:  Кашни халӑхӑн чӗлхи хайне евӗрлӗ. Авал пӗр халӑха тепринчен чӗлхине пӑхса   уйӑрнӑ. Хӑйне кӑна тивӗҫлӗ чӗлхе пулмасан халӑха уйрӑм халӑх вырӑнне те хуман. Пӗр миллион ҫын калаҫакан чӗлхе аслӑ чӗлхе шутланать. Ҫавӑн пек чӗлхесен йышне чӑваш чӗлхи те кӗрет.

Учитель:

Вӗҫ-хӗррисӗр Раҫҫей ҫӗрӗнче
Миҫе пин юханшыв юхать-ши?
Шӑнкӑр-шӑнкӑр шывсем хушшииче
Чи илемлӗ сасли хӑшӗ-ши?
Хӑшӗ-ши? Кам пӗлет-ши ҫакна?
Кашни халӑхӑн хӑйӗн чӗлхи.
                                 Н.Сандров

 Учитель: Паян эпир хамăрăн тăван чăваш чĕлхине пĕтме памастпăр. Юратнă чĕлхепе уççăнах калаçăпăр, сăвăсем вулăпăр, юрăсем те юрлăпăр. Килĕшетĕр-и?

-Хамăрăн тăван чĕлхене халалласа вăйă выляса илер.

1 тур. Ушкăн ячĕсене палăртни.

2 тур. Сăвă вулавĕ.

Митта В. «Тăван чĕлхем! Таса хĕлхем…»

1

Тăван чĕлхем! Таса хĕлхем
Парсам пăлхавлă чунăма.
Пĕр чăнлăх, савăнăç, илем,
Пар ирĕк – çутăрах çунма.

2

Ĕшеннисемшĕн çул çинче
Эс – шанчăк çăлтăрĕ ялан.
Тискер тăманлă каçсенче
Йыхравлă чан пек янăран.

3

Çунат паратăн çамрăка,
Ватта чун канăçĕ кÿрен.
Сÿнсе кĕлленнĕ кăмрăка
Вуткайăк сывлашĕ кĕртен.

Титова О. Чăваш чĕлхи.

1

Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе,
Эс чи пахи, эс – чун уççи.
Тăван чĕлхе – ĕмĕрлĕхе,
Пин чĕлхерен чи çепĕççи.

2

Çак чĕлхепе эп калаçатăп,
Куллен çыратăп та вулатăп,
Çак чĕлхепе эп мухтанатăп,
Куллен-кунах ăса туптатăп.

3

Тăван чĕлхе, тăван сăмах,
Сана упратăп чĕремрех.
Мана вăй кÿрĕн яланах,
Тăван чĕлхе – ĕмĕрлĕхех!

3 тур.  Артикуляци тасалӑхӗ. Кашни ушкăнран пĕр ача хӑвӑрт та уҫӑмлӑн каламалла.

Алтăр çăлтăр çич çăлтăр, çиччĕшĕ те çут çăлтăр

Вăрман варринче ватă вĕрене çулçи вĕл-вĕл вĕçет.

Качăр-качăр качака кĕрсе кайнă картана, кăшлана купăстана, кишĕрпелле кăшмана.

4 тур. Ваттисен сӑмахне малалла тӑсӑр.

Ăшă сăмах – ҫу кунĕ, …

Пĕлсен – ҫĕр сăмах, …

Каланă сăмах – кĕмĕл,…

Уй куҫлӑ,...

5 тур. Кластер тăвасси.

6 тур. Чăваш юррисене юрласси.

7 тур. Блиц-ыйту. Кашни командӑна 5-шер ыйту паратпăр. (кашни тӗрӗс хуравшӑн 1б.).

1 ушкана:

1) «Нарспи» поэма кам ҫырнӑ? (К. В. Иванов).

2) Чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗн ятне калӑр. (И.Я. Яковлев).

3) Пирке падежĕн ыйтăвĕсене калăр. (Камшăн? Мĕншĕн?).

4) Хăш чӑваш çыравçийĕ 1940 ҫулхи нарăс (февраль) уйăхĕн 31-мӗшӗнче  ҫуралнӑ? (нимӗнле те)

5) М.Трубинан "Ханаран" калавĕнчи ача мӗнле ятлă пулнă? (Санькка)

2 ушкăна:

1) Ҫеҫпӗл Мишши чӑваш поэчӗн чӑн хушаматне калӑ. (Кузьмин)

2) К.В.Ивановăн «Нарспи» поэмăри тĕп сăнарсен ячĕсене калăр? (Нарспи, Сетнер)

3) Чӑваш чӗлхинче пуре миҫе падеж? (8)

4) Чӑваш алфавитӗнчи пуре миçе сас палли? (37)

5) П.П.Хусанкай "Таня"поэмӑри чӑн-чӑн геройӗн ятне калӑр. (Зоя)

Учитель: Тепĕр ыйту çине кам маларах хуравлать?

1.Тинĕскӳл ялĕнче мĕнле чăваш çыравçийĕ çуралса ӳснĕ?

2.Вăл мĕнле хайлавсемпе палăрнă пулнă?

(Ялтăр Мучи çинчен презентаци пăхасси).

Вĕренекен: Николай Васильевич Дмитриев – Ялтăр Мучи – Пушкăртстанăн Кăрмăскал районĕнчи Тинĕскӳл ялĕнче 1933- мĕш çулхи кăрлач (январь) уйăхĕн 1-мĕшĕнче  çуралнă. Ялти шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн Ĕпхӳри статистика техникумĕнче вĕреннĕ, Мускаври экономикапа финанс институтĕнче вĕренсе тухнă.C:\Users\Люда\Downloads\Ярдр Мучи\ялтр мучи 2.jpg

Ялтăр Мучин пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ, мĕншĕн тесен вăл юрă юрлама кăна мар, çырма та питĕ ăста пулнă. Хăйĕн тăван ялĕ çинчен вăл “Тинĕскӳл” ятлă юрă та çырнă.

2006-мĕш çулхине “Геройăн манăçмасть сăнарĕ” ятлă сăвăлла повесть çырнă. Ăна автор Тинĕскӳл ялĕнче çуралнă Совет Союзĕн Геройне – Григорий Семенович Васильева халалланă.

2009-мĕш çулта вăл пушкăрт халăхĕн  “ Урал паттăр” эпосне чăвашла куçарса  (4576 сăвăлла тата 19 калавла йĕрке) пичетлесе кăларать.

Шел пулин те, 1911-мĕш çулхи юпа (октябрь) уйăхĕн 22-мĕшĕнче Дмитриев Николай Васильевич Ĕпхӳ хулинче вилнĕ. Ăна Тинĕскӳл масарне пытарнă.

Учитель: Ачасем, 6-мĕш класри Кириллов Арсений «Башкирская мозаика» ăмăртура «Ялтăр Мичи» презентацишĕн 1-мĕш вырăн илме тивĕçлĕ пулнă. Эпир халĕ ăна Мухтав хучĕпе чыслатпăр. Маттур!

8 тур. «Пуласшăн» сăмахри сас паллисенчен сăмахсем тăвăр?

(пулас, пулса, лупас, сăнла, усă, усăн, шăна, усал, пулă, пусă, сăна, ула, пул, упа, шăн, шан, ăна, пус, сул, ăс, ăш, ус, су, шу …)

Учитель: Ачасем, паянхи уяв вĕçленсе пырать. Ăмăрту ыйтăвĕсем пĕтрĕç. Пĕтĕмлетĕве туса ирттернĕ май çакна куртăмăр: икĕ ушкăн та пултарулла та маттурскер. Туслăх мала тухрĕ, çавăнпа та пурте çĕнтерӳçĕсен ятне тивĕçлĕ пулчĕç. Саламлатпăр!

Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ савăнăçлă та питĕ усăллă иртрĕ. Кашни халăх хăйĕн тăван чĕлхине хаклă тупрана упранă пек сыхласа пурăнмалла пултăр. Чĕлхе вăл– халăх чунĕ. Апла пулсан, эпир те –  чăвашсем, хамăр тăван чĕлхене пĕтме парас марччĕ!

1 ертсе пыракан:

"Эсĕ кам?" - тесе ыйтсассăн

"Эп чăваш!" - тесе калатăп.

Хам чунпа ЧĂВАШ пулнишĕн

Чăнласах эп - мухтанатăп.

2 ертсе пыракан:

Манăн халăхăм - мăнаçлă,

Çирĕп чунлă та маттур!

Нихăçан эпир пĕтместпĕр:

Пулнă, пулăпăр та пур!

Учитель: Пурне те пысăк тав. Сывă пулăр! Тепре тĕл пуличчен!